1
Мишша пиччем...
Латсăр асар-писер, хăрушă каçхине,
Эс çеç пĕлетĕн, сĕм çĕрле е ир енне —
Ват çăкаран кайса çакăниччен,
Вилĕмӳпе тĕлме-тĕл пуличчен —
Ĕç вырăнне пусăрăнса ларса,
Сĕтел питне шăтăкласа, чăрмаласа —
Чĕртнĕ-чĕртмен, тӳрех, темрен хăранăн
Эс миçе шăрпăк сӳнтерме васкарăн?..
«Эй, Турăçăм, мĕн-ма мана пăрахрăн,
Хĕн танати туллать — чăтап хăраххăн,
Чурăс çынсен тетти эп», — терĕн-им?
Мăшкăл тӳсни пуссах антарчĕ-им?
Телей пӳрменшĕн ӳлесе хухленĕн
Ăшри хĕлĕхусем арканчĕç-им?
Пĕчченçĕ-пĕчченех пурăннăçемĕн
Юратăву чăл-пар саланчĕ-им?
«Инкек-синкек лутăркаса пĕтернĕ,
Чирлĕ, асаплă, чухăн чăваша
Шупашкарта та, Украинăра та
Çын вырăнне хумарĕç», — терĕн-им?
Ним юлмасса шанмин — юн тымарне татса:
«Юна пĕрĕхтерем хăть!» — терĕн-им?
Кантур пӳлĕмĕнче пăяв шыранăçем
Юн тумлатса утса çӳрерĕн-им?
«Эп — çутă тĕнчере çукпа пĕрех,
Эп никама та кирлĕ мар», — тесех,
Вилес шухăшупа тытăçнăçем,
Вилме кайма пуçна çĕкленĕçем —
Шăрпăк çутни — илемсĕр терĕн-им?
Шăрпăкăн çунтăн-пĕтрĕн-сунтĕн-им?
2
«Çĕн Кун акин шăтма вăхăт çитсен —
Çĕн хăватпа çĕн юрăсем юрларăм,
Юмахри пек çут кĕмĕл çурт лартса —
Пулассине — çĕн сăрăпа сăрларăм.
Хĕрсе туптаннă хурăç шанчăк — шанчĕ,
Юлашки чĕлĕн, ĕненӳ — чăмланчĕ.
Чăн чĕрĕлме хыпса паттăрланни —
Кĕпер айне! — хал пĕтрĕ, чун таптанчĕ.
Çăлăнăç çук. Йăлт — нуль. Пурăнаймастăп.
Ылханлă сывлăшпа тек сывлаймастăп.
Çăлăнăç тупăр! Кайрăм...» — терĕн-им?
«Ӳкнĕ юман-аттем, тăван чăваш,
Çăка-аннем каçарĕç...» — терĕн-им?
3
Кун-çулăн уттипе çĕклентĕн — Паяна,
Хастар, хыт утăмлă пулас — яланлăха.
Çил-тăвăл витĕр — йăлтăра çанталăка,
Пин-пин çынра утатăн — Ырана.
Чăваш çĕршывĕн капăр чĕлхине
Чăваш мухтав тума манса каймасть.
Чăваш чĕлхин хĕвеллĕ илемне
Вăл вырнаçтарнă чун-чĕри варне.
Чăн чĕрĕлетпĕр! — вилĕм хăратмасть,
Чăваш вучах-чĕри сӳнсе лармасть.
Çĕнĕ чăваш хăюллă, мĕскĕн мар,
Унăн ăс-тăнĕ — хурăç, вут-кăвар.
Сĕм вăрмансем, уйсем те улăхсем
Чăн чăвашла ташлаç — кашланăçем.
Кĕсле кĕввиллĕ кăмăллă чĕлхемĕр —
Сасси çунатлăн вĕçĕ — ĕмĕр-ĕмĕр.
Чаплăн янрать чăваш ĕç-хĕл юрри,
Чăваш çĕкленчĕ Космоса тари!
Йăлттам-таса — ялсем те хуласем,
Ята ямастпăрах, Мишша пиччем.
Чечекленсе çунать хĕвеллĕ Шанăç.
Эс — Хĕвелтухăç, çуккă саншăн анăç.
Пĕр! — эпĕ, тăван халăх ячĕпе,
Эс пурăнан кашни чăваш чун-чĕринче.