Пурнăçăм, хăш сăрт урлă каçсассăн,
Шыв кайман хӳтĕ пӳрт пулĕ Сан?
Çеçпĕл Мишши,
1922 ç. çăвăн 27-мĕшĕ,
Кашкăр Сăрчĕ
Пĕлес килет, кам эсĕ — çын,
Пурнăç Турри е чун чури?
Эп — канăç шыраса тупма
Пĕлмен этемсенчен пĕри.
Çӳл тупери Пĕлӳçĕсем,
Çĕрпе Тӳпен евчийĕсем,
Сирĕнпеле пуплес килет,
Кăмăлăма çĕклес килет.
Мерчен-тухьяллă шевлесем —
Ĕмĕт тĕнчин йăмăкĕсем.
Нухрат-хушпуллă çиçĕмсем —
Шухăш çемйин аппăшĕсем.
Кĕмсĕртетен аслатисем —
Хаяр та Ырă пиччесем,
Авăтакан аслатисем —
Шăпăрлансем, ман шăллăмсем.
Эсир е çепĕç, е кăра,
Эп сирĕнпе — пĕр пулăмра.
Тен, эпĕ тӳсĕмлĕ йăмра,
Тен, вăйăçă, кĕсле-тăмра?
Эрешлĕ тум — кĕпе, саппун —
Мĕн авалран пыран саккун,
Хевтеллĕ чун — хĕрарăм эпĕ,
Этемлĕхĕн тĕрекĕ, шепĕ.
Ĕмĕр саккин сарлакăшне
Виçме хăтланакан шăпа
Шăхлич калать е чан çапать,
Сехечĕ тикĕссĕн тапать.
Çĕр çийĕнчи сăваплăха
Çын чунĕсем йăпăртлăха
Килсе каяççĕ хăнана,
Мĕн хатĕрлерĕн, самана?
Пурнас килет татах, татах,
Утса курман сукмак пайтах.
Такам туйи ура лартать,
Утма чарать те карт картать.
Ăнлавăм — çивĕч ухă пек,
Чак! тăрăнать чĕре варне,
Ан кулянсамăр, тăвансем,
Пурăнăç — вăхăтлăх парне.
Çӳлтен аялалла пăхатпăр —
Туйралăх юлчĕ кашласа.
Лерен кунта салам яратпăр,
Несĕл йышăнасса шанса.
Турчăкапа кăвар туртаççĕ,
Мĕн çунса пĕтнĕ — кĕл пулать.
Кĕлне — Çĕре — Парне параççĕ,
Хĕлхемĕ — Уçлăхра юлать.