Ултă çулхи Натали
Тăхăнмарĕ сантали:
«Эпĕ текех пĕчĕк мар,
Анне, пушмак илсе пар —
Йăлтăркка тӳмеллине,
Шĕвĕркке кĕлеллине.
Çӳллĕ хĕрупраç пулам,
Санпа тан утса пырам!»
Амăш çĕн пушмак парать,
Уçăлмашкăн кăларать.
Шĕвĕр пуçлă пушмакпа
Хĕрĕ утрĕ урампа.
Анчах часах ывăнчĕ,
Пушмак лăкăш хывăнчĕ,
Натюш кайрĕ сулăнса,
Кĕптĕрт ӳкрĕ такăнса.
«Ку пушмак анне валли, —
Ассăн сывлать Натали, —
Ман валли вăл — сантали,
Шĕвĕр мар-çке ун кĕли.