Йышлă пулнă сумлă пикесем,
Пĕринчен тепри вĕсем сăваплă.
Мĕн тери илемлĕ ячĕсем!
Мĕн тери хăйсем мухтавлă, чаплă!
Манăçа тухни тата мĕн чул!
Пурпĕр çухалман вĕсен ĕç-хĕлĕ.
Выртнă вăрăм-вăрăм йывăр çул,
Шăрăхĕ çунтарнă, шăнтнă хĕлĕ.
Ют çĕртен хĕр илнĕ хунама,
Шухăш-кăмăл пĕрлешсе шăраннă.
Вăл вут чулĕ пулнă сыхланма,
Вăй илмешкĕн хăй мелне шыранă.
Юрласа сиктернĕ сăпкине,
Хăнара, ĕçре юрланă юрă.
Вĕсемех упранă чĕлхене, —
Хăйсене татах упратăр Турă.
Çак пуянлăх — пирĕншĕн элем,
Ĕмĕр пухнă ытарми пахалăх.
Çак пуянлăх — тĕнчери илем,
Хăй сăнне унпа кăтартĕ халăх.
Тухтăр чĕрĕлсе паян ума
Сумлă пикесен маттур сăнарĕ.
Тивĕç мар-çке хамăр та манма,
Хăш-пĕрне татах та асăнар-и?