Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланать —
Совет салтакĕ çапăçма каять.
Чĕри унăн вут-кăвар пек çунать —
Сĕмсĕр тăшмана кураймасла тапать.
Аслă вăрçă хирне вăл çитет —
Тăшманпа çапăçма тытăнать.
Çĕре ӳксен — каллех вăл тăрать,
Сăхă нимĕç эшкерне аркатать.
Салтака тăван çĕр вăй парать —
Фашиста вăл каялла хăвалать.
Гитлер çарĕ чакнăçемĕн чакать —
Совет салтакĕ чунтан савăнать.
— Çĕнтереймĕн, çĕлен, совет халăхне!
Памăпăр кулма хамăртан ĕмĕрне! —
Тупа туса вăл хаяррăн пăшăлтатать,
Çĕнтерў маякĕ патне талпăнать.
Çĕнтерӳçĕ салтак чапĕ таврана каять —
Ăна пĕтĕм халăх чунтан саламлать!
Паттăра кашни чун хумханса мухтать —
Çĕре çити пуç тайса чĕререн тав тăвать!