Шухăш çунаттисем çинче ярăнса
Эпĕ хуса пытăм умри ĕмĕте.
Çамрăк вăй хĕрӳ чух вĕçрĕм вăркăнса
Шикленме пĕлмесĕр çӳллĕ пĕлĕте.
Йăлтăр çутă ĕмĕт, шур акăш пекскер,
Кĕç-вĕç тыттараслăн илĕртрĕ мана;
Кăйкăр кайăк евĕр вăйлă, çăмăлскер,
«Çитетпех!» тесе хăврăм эп ăна...
Вĕçрĕм чылайччен те — ĕшентĕм пулас;
Пур пĕр хăвалап-ха «шурă акăша».
Çитейĕп-и, çук-и,— çаплах эп хавас,
Ак çаплах хăватăп ĕмĕт-шухăша...
Шухăшсен çуначĕ усăнса ансан
Сана пурнăçу та илĕртмĕ ун чух:
Ĕмĕтӳ çухалтăр кăна умăнтан —
Вара хăй вĕçне те час çитĕ кун-çул.