Кунран кун улшăнать пирĕн пурнăç таппи.
Çăкăра та килте пĕçерместпĕр,
Пӳрт тулли сарăлмасть ун асамлă шăрши,
Вăл мĕнрен пулнине те пĕлместпĕр.
Сăпкара та сикмест тин çуралнă пепке,
«Аптраман тавраша» юрламастпăр.
Тăванпа тулли мар тĕпелти кĕреке.
Кам пĕлет? Мĕн патне ăнтăлатпăр?
Йывăр чух ал памастпăр хăш чух тăвана,
Сăмсана каçăртса пăрăнатпăр.
Çавăнтах хисеплетпĕр чее тăшмана,
Умĕнче пĕшкĕнсе пуç таятпăр.
Ăнланмастпăр тата хамăр мĕн тенине,
Сăмахпах ураран ӳкеретпĕр.
Мĕн патне çывхаратпăр кун пек малашне,
Халăха мĕн патне çитеретпĕр.