Те чăнах ку, те юмах,
Пулнă тет вăл авалах:
Аслă Атăл хĕрринче
Тĕрлĕ халăх хуниччен,
Ирĕк ĕшне-уйсенче
Çуртсем, ялсем курниччен,
Хусан хули лариччсн,
Мускав чапĕ сарличчен,
Инçе-инçе, пĕр çĕрте,
Çут çеçен хир варринче
Пысăк чатăр ларнă тет.
Ларнă вăл ту çумĕнче.
Аслă пулнă ку чатăр:
Урлăш-пирлĕш — пин хăлаç.
Çӳллĕш — пĕлĕт çӳллĕшех.
Курăннă вăл сăрт пекех.
Унта катмар пăхаттир —
Ахрат-улăп пурăннă тет.
Чиксĕр вăй та хыт ӳт-тир
Çак Ахратăн пулнă тет.
Пурăннă вăл пĕччен мар —
Ватă амăшĕпеле,
Тырă-пулă туса мар,—
Выльăх кĕтĕвĕпеле.
Ахрат пĕвĕ ачаллах
Иртнĕ вăрман пĕвĕнчен,
Ăсне-халне çамрăклах
Палăртнă вăл пур енчен.
Йышлă выльăх-чĕрлĕхрен
Мăн Улăпа çӳреме
Пулнă пĕрре уйрăмах
Çил çунатлă урхамах.
Урхамахăн кӳлепи
Пулнă таййăн ту пекех,
Патри çӳле ту тӳпи
Иртнĕ унран çухрăм çех.
Урхамахне утланса
Улăп çӳренĕ текех,
Курăклă хир шыраса
Вĕçтернĕ вăл çил пекех.
Чупнă чухне урхамах
Урисене палăртман,
Ахрат сасси яланах
Ăна ывăнма паман.
Вăл пынă чух çĕр çинче
Янкар-тусан хусканнă,
Çеçен хирсен варринче
Тăвăл тухса арканнă.
Ахрат ялан хăй çумне
Çакнă ухă е чукмар,
Çӳренĕ вăл вĕсемпе
Инçе çулта та хастар.
Уххине вăл хăй тунă
Яштак йывăçран авса,
Карнă ăна канатпа
Вăкăр тирĕнчен авса,
Ухă йĕпписем тума
Тăпăлтарнă хырсене.
Чул сăрт çинче хăйраса
Вăл якатнă вĕсене.
Вара карнă ухăпа
Йĕпписене ывăтсан
Вĕçнĕ вĕсем. сулăмпа
Ик-виç çĕр хăлаç таран.
Чукмар тума инçетре,
Çӳллĕ сăртсем хушшинче
Тупнă катмар ват тирек,—
Кăкланă та тĕпĕпех
Тĕрнĕ ăна сăрт çумне.
Иртнĕ тураттисене,
Хышаланă, якатн,
Алла тытма майлатнă.
Çапа пысăк йывăçран
Туса çакнă вăл чукмар;
Çак чукмарпа пр çапсан
Чулсем саланнă чăл-пар…
Пĕрре, çӳренĕ чухне,
Лара пĕлмен мăн Ахрат
Çитет тинĕс хĕррине,
Çитет — хула вăл курать.
Хули — хула майлă мар,
Вырнаçнă сăрт-çыранра,
Çурт пеккисем — тулта мар,
Ларнă таçта, шăтăкра,
Çыннисем те ку хулан
Пулнă ахаль çын пе мар,
Пулнă вĕсем пит тăлпан,
Анчах — улăпран начар.
Капан пек пӳ тăрринче
Ларнă вĕсен пысăк пуç,
Çĕмел пек пуç çийĕнче
Çиçнĕ икшер мăшăр куç.
Курнă вĕсем тавраллах, —
Малалла та каялла,
Ют çынпа-мĕл курсанах
Сиксе ӳкнĕ кашкăрла.
Нимĕнле чун, нимле вăй
Кунтан чĕррĕн тухайман.
Çак çĕр-шывăн патши хăй
Никама çул партарман.
Урхамахне юрттарса
Пынă Ахрат çыр тăрăх,
Хĕвел пăхнă çунтарса, —
Çанталăкĕ пит шăрăх.
Кĕтмен çĕртен улăпа
Кăшкăрашса, ĕрлешсе,
Сырнă-илнĕ ушкăнпа
Хайхи тискер этемсем;
Шăмăсемпе, чулсемпе
Пенĕ ăна пур енчен,
Вăрăм сăннийĕсемпе
Вăркăнтарнă инçетрен.
Ахрат улăп шикленмен,
Карт! туртнă çеç чĕлпĕрне,
Урхамахĕ хуптĕртен
Ялт! сикейнĕ пĕр енне.
Анчах Ахрат çав-çавах
Хăтăлайман тыткăнран,
Вуншар сăнă пĕрмаях
Лекнĕ ăна тавраран.
Сăнă лекни улăпа
Хурт сăхнăн çеç туйăннă,
Ӳкĕрнĕ вăл тарăхпа,
Çапăçмашкăн тытăннă.
Тытнă чукмарне алла,
Çĕкленĕ те — çӳлелле —
Сулнă унпа тавралла,
Тискер ушкăн çинелле.
Пĕрре сулса ушкăнран
Ӳкернĕ вут паттăра,
Вуннă çавăрса çапсан
Пĕр çын юлман çывăхра.
Сывă юлнă паттăрсем
Тарнă хăйсен шăтăкне.
Унта патшине вĕсем
Каланă мĕн пулнине.
Вĕсен патши ку тĕллĕн
Тепĕр Улăп пулнă-мĕн;
Пулнă вăл чи хаярри,
Паттăрсенчен паттăрри.
Акă тухнă вăл сиксе
Сăрт хысинчи1 шăтăкран,
Яштах тăнă тӳрленсе
Ахрат улăппа пĕр тан.
Вут пек çиçен куçсемпе
Тĕлленĕ вăл Ахрата,
Алла тытнă сăннине
Силленĕ пĕр саманта.
«Эс кам?!. Епле эс хăян
Ман çĕр урлă çӳреме?
Епле майпа пултаран
Ман çынсене вĕлерме?!.»
Кĕрленĕ вăл уç хирте
Аслати пек сасăпа.
Ахрат урхамахĕ те
Чĕтреннĕ ку янравпа.
— Эпĕ улăп — ирĕк çил, —
Хальччен чикĕ-мĕн пĕлмен.
Ан пӳл! Çапăçма ан кил!
Ырă эп — ху тивмесен...
Мĕншĕн тухрăр-ха урса?! —
Тенĕ Ахрат çывхарса.
«Эп те улăп — Эсремет...
Ку çывăхра никама
Эп памастăп çӳреме.
Эс хăятăн тавлашма!
Хальччен мана тĕнчере
Никам нимне тĕкĕнмен;
Çапăçура, хирĕçӳре
Нимле улăп çĕнеймен.
Ан тар, тăп тăр! Акă кур
Эсĕ пирĕн хăвата...
— Э-эй, Хăямат, — тăшман пур
Тух-ха часрах, кил кунта!»—
Хыт кăшкăрнă Эсремет.
Çĕр пичĕ тăр-р! кисренет.
Çак вăхăтрах айăкран,
Шур чуллă сăрт çумĕнчи
Тĕпсĕр аслă шăтăкран
Тухать Эсремет йытти.
Тискер йыттăн кӳлепи
Çӳлĕ пулнă, çил ут пек,
Куçĕсем ун çын тӳсми
Йăлтăртатнă вут-хĕмпе:
«Вăс-си!.. çырт, турт та аркат!»
Хистст хаяр Эсремет.
Тискер йытă — Хăямат
Сиксе ларма хирĕнет;
Хăр-хар тăвать, йăншăнать,
Шăлне шатăртаттарать,
Çил урхамах хăраса
Чакать, сикет тулхăрса,
Ахрат улăп ку самант
Ухха тытса авăрлать...
Йытă тапса сикет ялт! —
Анчах кая вăл пулать.
Ухă йĕтри вăркăнса
Йытта тăрнать çамкаран,
Çамки каять çурăлса,
Ӳкет Хăямат лăштăрах,
Хаяр улăп Эсремет
Шăртне ниçта хураймасть:
Кăшкăрать вăл, ӳхĕрет,
Паттăрсене йыхăрать.
Акă сывă паттăрсем
Пуçтарнаççĕ ун патне,
Анчах хăраççĕ вĕсем
Пыма Ахрат çывăхне.
Çилли тулнă Эсремет
Илет арман чулĕ пек чул,
Ахрат пуçне вăл тĕллет —
Вашт! тăвать ун хулăн хул
Анчах чулĕ пуçран мар,
Пырса тивет айăкран...
Ахрат пĕвĕ пит катмар,
Çавах вăл чул çапăнсан
Ӳкет урхамах çинчен;
Урхамах та çак хутра
Тайкаланса тӳремрен
Кăштах ӳкмест çырана.
Ӳкнĕ Ахрат пӳ çине
Чыхăнаççĕ паттăрсем,
Унăн хулăн ӳт-тирне
Тăрмаласшăн ак вĕсем.
Ахрат хăвăрт çĕкленсе
Çапăçмашкăн тытăнать,
Мăн чукмарне вĕçертсе
Улăп патне ыткăнать.
Ак пуçланчĕ çапăçу —
Хаяр, тискер кĕрешӳ.
Тавлашу-мĕн текех çук —
Пырать сассăр тĕрмешӳ.
Пĕри пысăк чукмарпа
Çапа-çапа минретет,
Тепри вăрăм сăнăна
Чиксе тирме хирĕнет...
Юлашкинчен Эсремет
Вăйран кайса сулăнать;
Ахрат пуçран лектерет —
Хайхи ӳкет, шăп пулать...
Вил пек Эсремет ӳтне
Ярать Ахрат тинĕсе,
Ун Хăямат йыттине
Пăрахать хăй шăтăкне.
«Пулчĕ!.. Пĕтрĕ выç тăшман
Хăямачĕ качкипех...
Эп мар, хăй тиврĕ малтан,
Тупрĕ ак халь кирлинех»,—
Тет те Ахрат лач! сурать,
Çил ут çине утланать.
Ахрат улăп çамрăк чух
Эсреметпе вăрçнă пек
Пĕрре çеç мар — тĕмĕн чул
Çапăçнă вăл инкекпе.
Нумай ăна çул çинче
Лекнĕ тискер паттăрсем,
Нумай пӳлнĕ ун çулне
Хăй пек пысăк улăпсем,
Хăш те пĕри тĕкĕнмен —
Ăна хăй те вăл тивмен,
Анчах, кам кăшт çыхлансан —
Ăна вара кун паман.
Çапăçнă вăл вутăшпа,
Тигрсемпе, [[I,466]]
Хуть хăçан та вăрçăра
Ахрат тухнă çиеле...
Пĕрре пырать вăл инçе
Хăмăшлă кӳл хĕррине.
Тĕпсĕр кӳлĕ шывĕнчен
Шăвать тухать пĕр çĕлен.
Çĕлен — ахаль мар çĕлен:
Çичĕ пуçлă хура сăрт,
Куçĕсем ун — шĕл кăвар,
Пĕтĕм тирĕ — йĕплĕ шăрт.
Пĕтĕрĕнсе, чашкăрса
Хăвать çĕлен Ахрата,
Çил урхамах чавкăнса
Вĕçет унран пур вăйпа.
Анчах Ахрат хăрамасть:
Авăрлать те уххине
Урхамахне кăшт чарать,
Унтан сăрт пек çĕлене
Хыр пĕрепе-йĕтрене
Яра парать кăкăртан —
Пуçсем шăтнă вырăнтан.
Çĕлен хыттăн çихĕрсе
Лăштăр каять çавăнтах,
Куçĕсене сӳнтерсе
Чунсăр пулать самантрах.
Тепре Ахрат, хирте чух,
Çĕр арăслан тĕл пулать,
Арăслансен тĕрек çук,—
Вăл пурне те тĕп тăвать...
Паттăр Ахрат пынинчен
Пурте хăрать, çӳçенет,
Урхамахĕ чупнинчен
Сарлака хир кисренет.
Çӳллĕ сăртсен тăррине
Пĕр сикет вăл — хăпарать,
Кавсăлнă вак чулсене
Чăл-пар! тавра салатать.
Çӳллĕ тусен тăрринче
Юрлать Ахрат киленсе:
«Çӳл ту çине хăпарма
Çил çунатлă ут кирлĕ;
Ват аннеме юрама
Вут чĕреллĕ çын кирлĕ...»
Ахрат сасси — аслати,
Янрать, кĕрлет инçене,
Унăн юрри — хир кĕвви,
Авкаланать ирĕкре.
Чуллă сăртсем тăрринчен
Пăхать Ахрат тавралла,
Мĕн-мĕн курăннисенчен
Хавасланать малалла.
Хăй çĕр-шывне вăл пăхать —
Хăйăр хирсене курать;
Вашлаттарса çил тухать,
Вĕри хăйăр алхасать.
Кăнтăр çĕрнелле пăхать —
Чуллă сăртсене курать:
Çӳлĕ тусем хыçĕнче —
Инди... шыв-шурлăх çинче!..
Хĕвел тухăçне пăхать —
Китай çĕр-шывне курать:
Кăткă пекех лăк халăх —
Питĕ пысăк патшалăх.
Çурçĕр еннелле пăхать —
Сĕм-сĕм вăрмансем курать;
Вăрманĕсем çийĕнче
Юр-тăвăлĕ ахăрать.
Хĕвел анăçне пăхать —
Курнисемпе ăнтăхать;
Урхамахне тăп чарсах
Тăрать чул пек вăл хытсах:
Тикĕс, симĕс çеремсем
Курăнаççĕ ку енче;
Унтах ката вăрмансем
Пăшăлтатаççĕ çемçен.
Симĕс уйсем хушшинче
Юхаççĕ вак çырмасем,
Çăра вăрманĕсенче
Юрлаç кайăк-кĕшĕксем.
Улăхсенче хĕвĕнсе
Ухлĕм-курăк хумханать.
Курăк çийĕн çиçкĕнсе
Хĕвел шевли вылянать.
Çак илемлĕ çĕр-шывпа
Ахрат чунĕ савăнать,
Пĕтĕм хĕрӳ кăмăлпа
Ун енне вăл туртăнать.
Çитет Ахрат чатăрне,
Курать унта амăшне,
Тин çеç мĕн-мĕн курнине
Калать ăна йĕркипе.
Тĕнчен виçĕ кĕтесне
Кала-кала вăл хурлать,
Хĕвел анăç çĕр-шывне
Мухта-мухта пахалать.
Çав сип-симĕс уйсене
Ахрат чунĕ туртăнать,
Хăйĕн ватă амăшне
Унта куçма вăл çаврать.
Выльăх-чĕрлĕх йышлипе
Пурăнма хĕн пуш уйра,
Хăш чух уйăх-уйăхпе
Пысăк кĕтӳ выçлăхра.
Çак выçлăха тарăхса
Ахрат каясшăн халех
Хĕвел анăçне куçса,
Пурăнасшăн ирĕкрех.
Яш улăпăн ӳснипе
Йывăрланать шăм-шакки,
Урхамахĕ майĕпе
Хăрсах пырать ват пирки.
Пĕррехине çул çинчех
Хавшаса вăл такăнать,
Таçти пуш хир варринчех
Вилет çакскер, хускалмасть.
Урхамахне хĕрхенсе
Ахрат йĕрет, кулянать,
Хуйхă пирки ĕшенсе
Чатăр умнех вăл выртать...
Каç та пулать, ир пулать —
Ахрат улăп хусканмасть,
Çу та иртет, хĕл каçать —
Çавах та вăл вăранмасть.
Хĕрĕх те пĕр уйăх лăп,
Виç çул çурă яхăнах,
Тапранмасть те çак улăп,
Çывăрать вăл пĕрмаях,
Унăн ватă амăшĕ
Чĕнет ăна вăранма,
Вăл шăпăртах выртнăран
Пуçлать ĕнтĕ хăрама.
Хĕрĕх те пĕр уйăхран
Ахрат тинех вăранать,
Ыйхи йывăр пулнăран
Иртнине ним астумасть.
Виç çул çурă хушшинче
Улăп татах ӳснĕ-мĕн,
Патвар пĕвлĕ шăм-шакне
Татах вăй-хал кĕнĕ-мĕн!
Ытла çӳллĕ ӳснине
Чатăрне вăл шăнăçмасть;
Патри тусем тăррине
Тап! пусать те хăпарать.
Ахрат çӳллĕ, ун пекки
Никам çук-тăр çĕр çинче,
Вăл утнă чух кĕлетки
Курнать тĕнче хĕрринчен;
Тӳрех тăрса кармашсан
Пĕлĕте вăл çулăхать;
Шыв ĕçесшĕн ăш çунсан
Пĕлĕтсенчен шыв ăсать;
Çиес килсен çимĕçне
Пĕр аллине вăл тытать,
Ăна хĕвел айĕнче
Тытса тăрса ăшалать.
Пĕрре, чылай çӳресен,
Утать Ахрат кил енне,
Çитес чухне кил тавра
Кĕтмесле вăл мĕн курать?
Кашни ик-виç утăмра —
Выльăх вилли тип уйра!..
Йышлă выльăх курăксăр
Выçăпала хирĕлет,
Пурнăç тăкăс — юрăхсăр,
Ахрат каллех тĕмсĕлет.
Каллех ĕнтĕ ун пуçне
Хĕвел анăç хускатать,
Вăйлă улăп ĕмĕтне
Илĕртсех вăл вылятать.
Чăн та, Ахрат ку ĕçне
Тăсмасть текех вăраха.
(Нимшĕн те мар, хăй хирне
Тарăхать вăл выçлăхран.)
Акă пĕтĕм выльăхне
Пĕр кĕтĕве вăл пухать,
Кив чатăрти пурлăхне
Пухса çыхать те йăтать;
Тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрне
Çакать самăр пилĕкне,
Ватă карчăк амăшне
Хăвма хушать кĕтĕвне;
Тăван хир çине пăхса
Аллипе вăл ласт! сулать,
Каяс енне çул тытса
Çĕнĕ çĕре хускалать.
Сулăнать вăл витĕрех
Хĕвел анăç еннелле
Сукмак-çулсăр, нимсĕрех
Кĕмĕл пăлан йĕррипе.
Куçнă чухне çул çинче
Ахрат тем те тĕл пулать,
Хĕн-хăрушлах умĕнче
Ялан меллĕн хăтăлать.
Е сĕм вăрман хупласа
Картлать ун вăрăм çулне,
Е юхан шыв сарăлса
Пӳлсе тăрать кĕтӳне.
Утать улăп ярăнса
Сĕм вăрмансем тăррине,
Йывăçсене хăварать
Вăрăм пĕçĕ хушшипе.
Ватă чăрăш-хырсене
Пĕрре туртать те кăклать,
Эрĕм пек çеç вĕсене
Таçта çитех ывăтать.
Çак кăкланă вырăнпа
Ирĕклĕ çул вăл хывать,
Хăй кĕтĕвне çав çулпа
Вăрман витĕр кăларать.
Аслă шывсем пулсассăн
Тăрать шывĕ варрине.
Кĕтĕвне пĕр канассăн
Каçарать хăй аллипе.
Чылай вăхăт иртейсен
Курать Ахрат Атăла.
Аслă Атăл тӳлекрен
Каять ăна кăмăла;
Кунта ешĕл вăрмансем
Нӳрĕ çилпе хумханнă,
Тăрă шывлă çырмасем
Шăнкăртатса юхайнă.
Атăл икĕ еннипех
Тикĕс уйсем выртайнă,
Уйĕсенче хĕвĕнсех
Çăра çаран чашкăннă...
Çак илемлĕ çĕрсенчен
Улăп иртсе каяймасть,
Ăна таçти сăрт çинчен
Курнине вăл астăвать.
Савăннипе вăл вара
Карать кунта чатăрне,
Атăл тăрăх улăхра
Сарса ярать кĕтĕвне;
Ывăннă ват амăшне
Вырнаçтарать чатăра,
Куçас, çĕн çĕр шухăшне
Тин сирет çак ырлăхра.
Çĕнĕ çĕре вырнаçсан
Ахрат лăпкă пурăнать,
Сайраран çеç чатăртан
Тухкаласа çаврăнать;
Е хăш чухне чатăрне
Майлă уя куçарать.
Аслă Атăл улăхне
Чунтанах вăл юратать.
Пĕрре Ахрат уттарать
Хура тинĕс еннелле,
Пынă майĕпе сăнать
Тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕрсене.
Хирсем тăрăх утнă чух
Вĕтĕ çынсем вăл курать:
«Мĕн-ши кусем, этелю-у-ух!
Тесе улăп кăшкăрать.
Пĕчĕк çынсем тăрăшса
Уйĕсенче ĕçлеççĕ,
Кăшкăрашса, айкашса
Çеремсене çĕтеççĕ;
Пурте пĕчĕк утсенчен
Купташкасем кăкарнă,
Купташкисем хыçĕнчен
Хăйсем тытса уртăннă.
Вĕсем хире хуратса
Унта темскер сапаççĕ,
Симĕс курăка хăртса
Пĕтĕм çĕре пăсаççĕ.
Улăп çак вĕт çынсене
Тыта-тыта пуçтарать,
Мĕн пур алла лекнине
Кĕсйисене тултарать,
«[[I,467]] кайăксем»
Илсе каять вĕсене
Хăйĕн çĕнĕ чатăрне.
Унта амăшне курсан:
«Пăх-ха, анне, эп паян
Тытрăм кăвакарчăнсем...
Тăшман-мĕн ку кайăксем,—
Уй-хире пит чаваççĕ,
Вĕсем чавнă çеремсем
Пĕр курăксăр юлаççĕ.
Кусем нумай ĕрчесен
Хăрушă-çке пире те;
Курăклăха пĕтерсен
Выç аптратĕç кĕтĕве!..
Епле вĕсен купташки
Çĕре касса шăйăрать,
Курăксенĕн юлашки
Тымаррине кăларать!
Ку инкеке сирмесен
Пире каллех мĕн кĕтет?
Кивĕ çĕрте курнă пек,
Каллех выçлăх çитĕ!» — тет.
Пĕчĕк çынсене курсан,
Калать улăп амăшĕ:
«Халь анчах мар, чылайран
Пулнă вĕсем ку енче;
Кăвакарчăн мар вĕсем —
Çĕр ĕçлекен этемсем;
Хăрушă мар кĕтӳшĕн,
Сиенлĕ мар пирĕншĕн...
Ачам, акă эс ху та
Мăшăр тупса авлансан
Юлĕ санăн йăху та:
Ачу-пăчу пулĕ сан...
Ачусенчен ĕрчесе
Тухĕç çакăн пек çынсем;
Пурăнĕç çĕр ĕçлесе,
Пулĕç ăслăрах вĕсем.
Ан тив, ачам, çӳреччĕр,
Хăйсен ĕçне ĕçлеччĕр.
Эпир вилсен малашне
Çавсем тулĕç çĕр çине...»
Хăй амăшне итлесе
Улăп ярать çынсене,
Улĕм нихçан тивмессе
Сăмах парать вĕсене.
Чăнах, вăйлă пулсан та,
Кайран çынна вăл тивмен.
Нимскере те нихçан та
Ахальтенех пĕтермен.
Килĕнчен çеç тапхăртан
Тухайса вăл çӳренĕ,
Вăл ярăнса хыт утсан
Атăл шывĕ чӳхеннĕ.
Атăл хĕрри вăрманлăх,
Вăрманлăхра — çаранлăх;
«Улăп ури» йĕррисем
Путса юлнă çак çĕрте.
Хăш чух ури тĕпсене
Пылчăк-тăпра çыпăçнă,
Урисене силлесе
Вăл тĕмесем хăварнă.
Çав путăксем, тĕмесем
Юлнă пире тĕлĕнме,
Ĕмĕр хыççăн ĕмĕрсем
Улăп çинчен ас илме.
Ăнлантарни
Малтанхи хут «Улăп» ятпа 1927 çулта «Сунтал» журналăн 10-мĕш номерĕнче пичетленнĕ, 1939 çулта уйрăм кĕнекен тухнă.
Позт ăна пилĕк томлăхăн 1-мĕш томне те кĕртнĕ (223—238 с). «Сунталта» пичетленнĕ вариантăн ум сăмахĕнче поэт çапларах каланă: «Улăп» ятне асăннине пур çĕрти чăвашсем хушшинче те илтме пулать. Анчах мĕнлескер, кам пулнă çав Улăп? Ун çинчен никам та пат татса ăнлантарса параймасть. Ваттисенчен нумайăшĕ: «Улăп вăл сĕм-авал темле тĕлĕнмелле çӳренĕ питĕ пысăк пăхаттир пулнă» теççĕ. Тепле сайраран, хăш-пĕрисем çеç вăл мĕнле çӳрени çинчен калаçкалаççĕ. Анчах тĕрлĕ вырăнти чăвашсем тĕрлĕ май, урăхларах калаçаççĕ.
Улăп юмахĕ вăл — чăваш халăхĕн сĕм-авалхи пурнăçĕ çинчен пĕлтерекен юмах. Çакнашкал юмахсем вырăссен те «Илья Муромсц», «Святогор» текеннисем тата урăххисем те пур. Хусанта вилнĕ Катапов профессор çырнă тăрăх, Улăп çинчен калакан юмахсем тӳрк халăхĕсем хушшинче те пур. Анчах ку халăхсем ăна пурте «Улăп» темеççĕ, хăшĕ Алăч, хăшĕ Алиф теççĕ. Çавăннах кăркăссен «Атша» ятлă Улăпĕ çинчен çырни пур (Известия Казанск. О-ва Археологии и Этнографии, том XIII, вып. 1). Анчах Атша-Улăп ытла та сĕм-авалхи ĕмĕрсенче пурăнать. Чăвашсен «Улăпĕ» — чăваш халăхĕн вăл выльăх кĕтĕвĕсемпе çӳрессине пăрахса çĕр ĕçĕ çине куçас умĕнхи пурнăçĕ çинчен пĕлтерекен юмах. Ку Улăпа ватă амăшĕ калакан сăмахсенчен аван палăрать. Апла пулсан чăвашсен Улăпĕ кăркăссен Атшинчен чылай кайран пурăннă.
Эпĕ ку поэмăна Улăп çинчен чăваш хушшинче калакан татăк-кĕсĕк халапсене пухса, хăшне-пĕрне «Атшаран» илсе тата хамран та шухăшласа çырнă. Автор. 1927 çул, августăн 15-мĕшĕ» (9 с).