Пĕчĕк шăллăм куçне уçрĕ,
Кулчĕ, тăсрĕ аллине.
Савнă çыннине вăл курчĕ,
Чĕнчĕ кăмăллăн: «Анне!»
Çак сăмах пур халăхăн
Уççăн та хавас янрать.
Анчах пирĕн — чăвашсен
Питĕ кăмăла каять.
Кĕрхи пулме пек пуян
Чĕлхепе пуплет чăваш.
Чĕвĕлти чăваш чĕлхи
Анне чунĕ пек ачаш.
Чăваш халăхĕ ялан
Сума сунă амăшне.
Анне палăкĕ паян
Пил парать ачисене.
— Шăкăл-шăкăл калаçса
Ялан тăнăç пурăнар.
Савнă чăваш чĕлхине
Турă панă чĕлхене
Анне пекех манар мар.