Вăранатăп ирхине,
Кантăкран пăхатăп.
Тăван ялăн илемне
Савăнса сăнатăп.
Çамрăк хурăнсем пĕрле
Виççĕн тан ӳсеççĕ.
Пĕччен çеç пилешĕме
Çӳлелле чĕнеççĕ.
Кайăксем яла савса
Юрă шăратаççĕ.
Кĕввисем инçе кайса
Тӳпере янраççĕ.
Тăван ялăн кăмăлне
Чĕрепе туятăп.
Ун асамлă илемне
Хаваспах мухтатăп.