Эп сана тĕттĕмлĕхре
Лайăхрах куратăп.
Тутампа шăп сĕмлĕхре
Тутуна шыратăп.
Алăпа аван туятăп
Сан кĕлеткӳне,
Ăшшăн-ăшшăн ачашлатăп
Хуп-хура çӳçне.
Эс хуллен туртăннине
Ман енне сисетĕп.
Тĕттĕм каçăн çутине
Куçăмпа ĕçетĕп.
Аллăн пӳрнисем чĕтреççĕ,
Час тапать чĕре.
Ман çумра тăратăн эсĕ
Тĕттĕм сĕмлĕхре.
Тĕттĕм-тĕттĕм каçхине
Юрату сăмахĕ
Çепĕçреххĕн илтĕнет,
Çупăрлать вăраххăн.
Çавăнпа, эс, вăтанмасăр,
Тĕршĕн ман çума.
Ил хăвна, пĕр хăвармасăр,
Манăн туйăма!