— Пурнăçра сахал мар тĕлĕнмелле ĕçсем пулаççĕ, — терĕ пĕри, хăрах аллипе ларакан чей стаканĕнчен тытса, тепĕр аллипе кăлпасси тирĕпе выляса. — Пĕрре манăн хĕрĕх çулхи кĕлеткеме йăтса Атăл леш енчи хăма çуракан заводран таврăнмалла пулчĕ. Тĕттĕм. Хам ăçтипе вăрман ăçтине те уйăрма çук. Ура айĕнче юр кăчăртатать, пуçра унччен пыр шăтăкĕ витĕр янклаттарнă эрех шавлать. Пынă хушăра сасартăк мана такам кавлесе ярасшăннине сисрĕм. Манăн чĕлĕм шăрши çапнă аша кам астивсе пăхасшăн-ши тесе, шăрпăк сутса пăхрăм та хам умра хаяр тигр «краковяк» ташласа тăнине курах кайрăм. Икĕ куçĕ — икĕ шĕл-кăвар. Карнă çăварне патефон е баян кĕрсе каймалла. Эпĕ унăн хырăмне кĕрсе выртассинчен хăтăлас тесе, ăна, алла чĕре патне тытсах, тархаслама тытăнтăм:
«Ак тив-ха мана. Килте манăн арăм пур, ачамсем те пур. Эсĕ мана тытса çисен, вĕсем макăрма пултараççĕ», — терĕм.
Тигр хăнк та тумарĕ. Ман пата тата тепĕр утăм ярса пусрĕ.
«Тархасшăн, ан тив мана. Çитăр Иванча вăтăр сакăр тенкĕ укçа памалли пурччĕ. Санăн хырăмна парăма тӳлемесĕрех кĕрсессĕн, вăл мана çилленме пултарать», — терĕм.
— Çапла чăнахах каларăн-и? — терĕ итлесе ларакансенчен пĕри —тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хура çын. — Мана тӳлес парăм çинчен ун пек хăрушă вăхăтра та аса илтĕн пулать, ай-ай! Апла пулсан, эсĕ аван...
— Аса илтĕм çав. Сана вăл парăма ыранах тӳлесе татăп-ха. Тигр ман сăмаха итлес-тăвас темерĕ. Хирĕç шăлĕсене йĕрсе кулнă пек турĕ.
Кулнă пек тунăшăн эпĕ тигр çине питĕ çиллентĕм. Пуçĕнчен çапас терĕм те, анчах кĕсьере штопорсăр пуçне урăх нимĕн те çуккине аса илсе, вăл шухăша пăрахрăм. Тигр ман çине пăхать, эпĕ ун çине пăхатăп. Пăхса тăнинчен усси пулас çуккине сисрĕ пулмалла, çăварне паçăрхинчен сарлакарах карса, мана, хам сисмен çĕртенех, хыпса илчĕ те, эпĕ унăн пыр шăтăкĕ витĕр хырăмне кайрăм.
Пĕтрĕм ĕнтĕ! Çитес эрнере арăма лартса хунькассине хăнана кайса килесси пулмарĕ тетĕп.
Çапла шухăшласа ларнă вăхăтра тигр лĕкленме тытăннине сисетĕп. Лĕкленсен-лĕкленсен, мана хăй хырăмĕнчен хăсрĕ пăрахрĕ. Тигр хырăмĕнчен пĕр аманмасăр тухнăшăн калама çук савăнтăм. Савăннипе тигра тав тăвас тесе, сылтăм аллăма ун патнелле тăсрăм... Сирĕн шухăшпа, мана тигр мĕншĕн хăсса пăрахнă?
— Мĕншĕн? — тесе ыйтрĕç итлесе ларакансем харăссăн.
— Эпĕ сире хам хĕрĕнкĕрех пулни çинчен малтанах каларăм-çке. Манран эрех шăрши кĕнине юратман. Ку çынна усал çĕпререн тунă пулмалла тесе, мана хăсса пăрахнă.
— Пулма пултарать, — терĕç юлташĕсем.
— Мăнăн та çавăн пек тĕлĕнмелле ĕç пулчĕ! — терĕ итлесе ларакансенчен пĕри, шукăлтерех тумланнă, кĕске мăйăхлă, çамрăк сăнлă, чĕрĕ куçлă этем. — Колхоз ачисем валли елка тумаллаччĕ. Мана колхоз культработникĕ чăрăш касса килме хушрĕ. Ачасене юратнăрăн вăл ыйтнине туса парассинчен пăрăнса тăмарăм. Тумлантăм та тухса утрăм. Хамăр колхоз арманĕ тĕлне çитсен, ăшă пӳрте кĕрсе, чĕлĕм пехлес килсе кайрĕ. Арман пӳртне кĕтĕм. Ой-ой, туртса тултарнă! Урайĕнчен пуçласа маччана çитичченех тĕтĕм явăнать. Çыннисем курăнмаççĕ, сассисем çеç илтĕнеççĕ. Пĕр çынни хуларан таврăннă чухне çил-тăманра çухалса кайса аран-аран çул тупни çинчен халап çапса ларать. Пӳрт тулли тулнă чĕлĕм тĕтĕмĕнчен хамăн пуртта çакса ятăм та чĕлĕм кăларса итлеме лартăм.
— Пуртта чĕлĕм тĕтĕмĕнчен çакрăм тетĕн?
— Чĕлĕм тетĕменчен çакрăм çав. Пуртă ӳкмерĕ. Тупата суймастăп.
— Мĕн тĕлĕнмелли пур, — терĕ тепри. — Пулма пултарать. Иртнĕ çулта манпа та пĕр тĕлĕнсе хытсах каймалли ĕç пулса иртрĕ. Пĕрре эпĕ, иртнĕ январь уйăхĕн малтанхи кунĕсенче, йĕлтĕрпе вăрмана кайрăм. «Вăрман урлă каçрăмăр...» тесе юрлакаласа пынă хушăра сасартăк лĕмсĕркке упа тĕлне пултăм. Çанталăкĕ сивĕ. Йывăçсем шарт та шарт çурăлаççĕ. Мĕн тăвас? Ку упана мĕнле те пулсан тытасах пулать тетĕп. Эсир хут вĕреннĕ çынçем, пĕлетĕр ĕнтĕ — сивĕпе япаласем пăчăртанса лараççĕ. Пăхатăп: манăн пăшал, çанталăк ытла сивĕ пирки, пăчăртаннăçем пăчăртанса, револьвер пысăкăш çеç тăрса юлчĕ, икĕ кĕпçеллĕ пулнăскер, пĕр кĕпçеллĕ пăшал пулса тăчĕ. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук. Ман телее, упа та сивĕ пирки пăчăртанса пĕчĕкленнĕçемĕн пĕчĕкленме тытăннине куртăм. Кирлĕ таранах пĕчĕкленсе çитсен, эпĕ ăна çăмăллăнах алла илтĕм те хамăн ăшă кĕрĕк кĕсйине персе чикрĕм. Кайсан-кайсан, кĕрĕк кĕсйинче ăшă пирки упа сарăлнăçемĕн сарăлма тытăннипе кĕсьене вырнаçми пулчĕ. Кăштах тăхтасан, ăшă пирки тата нумайрах сарăлса кĕсьене çурчĕ ячĕ. Мĕн тăвас тетĕн. Тарчĕ! Упа тытса килесси пулмарĕ!
— Пулма пултарать, — тереç итлесе ларакансем.
— Эпĕ халĕ пыракан февраль уйăхĕнче пулса иртнĕ пĕр тĕлĕнмелле ĕç çинчен суймасăр каласа парам-ха сире, — терĕ тепĕр хăни, юлташĕсем çине ăмсанса пăхса. — Февралĕн 10-мĕш кунĕнче çанталăк капăртарах пек туйăнчĕ те, Турикаса лăпăстаттартăм. Турикассен библиотека пысăк. Белинский кĕнекине киле илсе килсе тепĕр хут вуласа тухас терĕм. Пыратăп урампа. Мана хирĕç пĕр йĕкĕт, çăварне пирус хыпнăскер, пырать. Ăна юлташĕ тĕл пулчĕ те:
— Кĕçĕр клубра Пушкин каçĕ пулмалла. Курма пыратăн-и? — терĕ.
— Пушкин? Мĕнлескер вăл? Эпĕ халиччен илтмен-çке! — терĕ йĕкĕт.
— Ой-ой-ой! Пушкин çинчен пĕлместĕн-и?
— Илтмен те, ăçтан пĕлес? — терĕ йĕкĕт именсе.
— Кăна эсĕ суйрăн! — тесе малалла калама памарĕç итлесе ларакан юлташĕсем çакăн çинчен калакана. — Кусене суйса кăтартам-ха терĕн пулĕ те, анчах суйма вĕренме санăн нумай çăкăр çимелле-ха...
— Ха! Пушкин çинчен пĕлмен çамрăк çынна куртăм тесе тыттарма хăтланать, сана ĕненме кунта ухмах çук-çке, — терĕ кил хуçи те хайхи çынна.
— Ай-яй-яй! Мĕнле вăл, э? Пушкина пĕлмен çынна ниçти çамрăксем хушшинче те никам тупас çук.
Çын хирĕç нимĕн калама пĕлменнипе ĕнси хыçне тĕреклĕ пӳрнисемпе кăтăрт-кăтăрт хыçса илчĕ те:
— Мĕнле-ха, ыттисем суйнине ĕненчĕç, мана — ĕненмерĕç, — тесе çĕлĕкне шырама тытăнчĕ.
Ун хыççăн чей ĕçме пухăннă ытти юлташĕсем те, кил хуçине ал парса, тухса кайрĕç.
Унччен чип-чипер пынă калаçу Пушкина пĕлмен çынна курни суя сăмах туйăннăшăнах сӳнсе пĕтрĕ.