Мĕншĕн-ши çапла пит кая юлса,
Тĕл пултăмăр-ши эпир санпала?
(Юрăран)
Çепĕç юрă тыткăнне путмаллипех путнă эпĕ. Юхать юрă çепĕççĕн те тунсăхлăн, чун-чĕремшĕн кашни сăмахĕ илтĕнет пăлханчăклăн. Мĕншĕн, мĕншĕн?.. Пирĕн çинчен, манпа сан çинчен янăрать-çке юрă. Юррине хывакансем пире асра тытса хывнăн, кашни сăмахĕ чун-чĕреме, ăс-тăнăма, ӳт-кĕлеткене сăрхăнса кĕрет, иртнине куç умне кăларса тăратать.
...Хаваслă паллашу пĕр самантра, савăнăçлă тус-юлташсем хушшинче пулса иртнĕччĕ. Иксĕмĕрĕн те çумра туслă çӳрекен çынсем пулнипе ун чухне пĕр-пĕрин çине, тен, тинкерсех пăхман. Пурнăçра текех тĕл пулмастпăр та пулĕ тенĕ. Астăватăп-ха, шавлакан туссем хушшинче эсĕ çеç тунсăхлăн ларнине, хăвăртрах çак ушкăнран кайма тăрăшнине. Унтан... Çулсен таппи, юханшыв сикки пек, малалла ыткăнать. Тĕлĕнмелле тĕлпулу... Пурнăç хăех пире тĕл пултарчĕ. Манман иккен эпир пĕр-пĕрне, асрах тытнă... Манма та шутламан... Анчах та чĕремĕрсем мĕнле пĕр-пĕрин патне туртăнаççĕ пулин те, эпир халĕ иксĕмĕр те ирĕклĕ мар. Ирĕклĕ мар...
Мĕншĕн пире кая юлса тĕл пулма пӳрнĕ шăпа, мĕншĕн? Хуравĕ çук. Юрă çеç, чун-чĕре сĕлĕхĕсене сĕртĕнсе илемлĕн те çепĕççĕн юхать. «Юрату пурăнать ялан чĕрере», — çак сăмахсем шăраннă чух уйрăмах чĕрем пăлханса каять. Анчах та çак йĕркесемпе вĕçленекен юрă пурнăç сукмакĕнче пурне те хăй вырăнне лартать: «Мĕншĕн-ши çаплах пит кая юлса...» Шăпа çапла çырнă пире тĕл пулма, кая юлса та пулин тĕл пулма, анчах та çырман пĕрле пулма...