Темшĕн лăпланмарăм
Тупнă тăнăçра.
Тĕрĕслĕх шырарăм
Çакă пурнăçра.
Пур тесе шутларăм
Миçе çул ăна.
Яш чух ывăнмарăм,
Ватрăм хам тăна.
Тусăмсем кулатчĕç,
Юлташла манран.
Тарăхса калатчĕç:
— Ахалех анран.
Тĕрĕслĕх пулман вăл
Çутă тĕнчере.
Çап чунна эс савăл,
Чăнлăх — ĕçкĕре?..
Кил, атя, яратпăр
Вутлă «çуттине».
Ун чухне тупатпăр
Санăн çуккине.
Виçĕ пилĕкçуллăх
Пултăм çав «туспа»,
Тĕрĕслĕх мар, хурлăх,
Куртăм шав унпа.
Чунăм лăпланмарĕ,
Тартăм ĕçкĕрен.
Чăнлăх тупăнмарĕ,
Иртрĕм хĕрĕхрен.
Тӳсĕм пур, шыратăп,
Виличчен ăна.
Шыравра пурнатăп,
Шыравра кăна!