Кун-çул сехечĕн йĕппине
шăп вăтăр çул калла куçартăм.
Мускав. Пухаттăм ăс. Яш-ар та, –
çук арăм. Вилнĕччĕ аннем.
Кун кунласа, çĕр çĕрлесе
чăваш сăввин çулне йĕрлеттĕм.
Кăштах канса илес тесе
ентеш-студентсемпе сĕрлеттĕм.
Сĕрлеттĕмĕр вĕллери пек,
кĕç-вĕç ярассăн вăйлă çăвăр.
Ăшра Мускав та пулнă тăвăр,
вĕçесшĕн пулнă тĕнчипех.
Чăваш аваллăхĕ, хальхи
çурхи чечек пек илĕртетчĕ.
Хăш-хăш пире йĕрлет те тетчĕ
йывăç пӳртре пурнан Айхи.
Йĕрлетчĕç паттăр Кашкăра,
Шупашкарта хытах шавлатчĕç.
«Алран кайми» унпа юрлатчĕ
студент таврашĕ Мускавра.
Любимов гобойçăпала
симфониçĕ Мих. Алексеев
кĕрекере пĕрле лексен-и? –
Упăтерен чăваш пулан.
Çу уйăхĕн ум вырсарни
пире пĕр вил тăпри пуçтарнă,
Унта аса илӳ юхтарнă,
пулман-тăр хыттăн калаçни.
Мăн кун чухнехи пек таса,
ăшра, чунра сăвап туятăп.
Хĕрес енне пуçа таятăп
чăвашлăхшăн тупа туса.
Пĕр пĕрчĕрен çитер пине,
çылăхсене Турри каçартăр…
Паян мĕн-ма калла куçартăм
кун-çул сехечĕн йĕппине?
30.04.2007.