Ачалăхри паллă кунсем
Чăваш совет литературин малтанхи утăмĕсемпе çитĕнĕвĕсем çинчен çыриччен малтан манăн кăшт кăна хам çинчен, илемлĕ литературăпа хам хăçантана тата мĕнле интересленме пуçлани çинчен каласа памалла.
Кĕнеке-хаçат таврашне эпĕ ачаранпах юратнă. Кĕнекине çыраканĕсене вара темĕнле турă вырăннех хурса хисепленĕ. Кам вĕрентнĕ-ши мана вĕсене юратса хисеплеме — ун çинчен татса калама пултараймастăн. Ку вăл чăваш ялĕсенче шкулсем те, çырăва пĕлекен те сахал шутланнă саманара пулнă-çке-хе. Ун чух чăвашсенчен нумайăшĕ шкулта вĕреннин уссине пĕлмен, чылайăшĕ харпăр ачисене çырăва вĕрентессипе те килĕшмен. «Шкул вăл ачасене кахала вĕрентет», «Шкула çӳрекен ача килте ĕçлесшĕн мар» тетчĕç çав вăхăтри ваттисем. Хăш-пĕрисем тата урăхларах та калатчĕç: «Вĕренесси, хут çинче ларасси пирĕн ĕç мар, вăл кантурта ларакан тиексен, улпутсен ĕçĕ»,— тетчĕç. Çапла вара ĕмĕртен ĕмĕре таптанса пурăннă чăваш ĕç çынни вĕренсе çутта тухас ĕçе те хăйĕн тивĕçлĕхĕ мар тесе шутлама пуçланă. Паллах, ун пек калакансем кĕнеке-хаçат таврашĕпе интересленмен. Теприсен тата интересленсен те, вĕсене илсе тăма укçи-тенки çитмен. Çавăнпа та ялсенче хаçат-журнал илекенсем çукчĕ. Библиотекăпа клуб тенисем пулман. Ял халăхĕ тĕттĕмре пурăннă.
Çакăн пек тăкăскă саманара хам вунă-вун икĕ çулсене çитсен интересленме тытăннă эпĕ илемлĕ литературăпа. Кĕнекене юратма тата ăна тирпейлĕн тыткалама, паллах, шкулти учитель вĕрентнĕ пулĕ ĕнтĕ. Анчах та илемлĕ литературăпа интересленсе ăна юратас туйăма ун чух пире пуçламăш шкулти учитель пама пултарайман. Ăна эпĕ хам кăмăлта хăй тĕллĕнех çуралса тухнă туйăм пулнă тесе шутлатăп. Анчах çак туйăм-кăмăла ӳссе аталанма çемьери пурнăç условийĕ те чылай пулăшнă пулмалла. Ун пирки тĕлĕнмеллиех те çук. Мĕншĕн тесен пирĕн çемье хăй вăхăчĕшĕн «хут пĕлес» тĕлĕшĕпе малта пыракан хресчен çемйи шутланнă. Атте те, пиччесем те (вĕсем манăн тăваттă пулнă) пурте çырăва пĕлнĕ. Пиччесенчен иккĕшĕ ялти шкула похвальнăй листпа вĕрен-се тухнăччĕ. Кусем вара кĕнеке-хаçат таврашне çав тери хавасланса вулатчĕç, патшалăхри лару-тăруссм çинчен тата чăваш пурнăçĕпе унăн малашлăхĕ пирки те сӳтсе-явма юрататчĕç. Çав вăхăтра патшалăхри лару-тăру çинчен калаçмалли сăлтавĕеем пысăк пулнă. Мĕншĕн тесен шăп та лăп çав тапхăрта куç-пуçа уçакан тĕлĕнмелле ĕçсем пулса пыма пуçларĕç: яппун вăрçи, 1905—07 çулсенчи революциллĕ ĕçсем, чăваш хушшинчи пăлхавăрсем тата ыт. те. Пысăккисем çавсем çинчен калаçатчĕç, эпе, губка шыва çăтнă пек, вĕсем мĕн сӳтсе явнине çăтса илекенни пулнă. Революци пĕлтерĕшне ăнкарсан унпа интересленме тытăннă. Ку тĕлĕшрен уйрăммăнах «Хыпар» хаçатпа революциллĕ листовкăсене вуланă хыççăн тарăнраххăн шухăшлама пуçланă.
Асăннă тапхăрта унашкал литература пирĕн киле те пырса кĕркелетчĕ. Ăна пирĕн пиччесем вăрттăн ĕçлекен кружок çыннисенчен тупса пыратчĕç. Революциллĕ кружок хамăр ялта та, кӳршĕри Кушлавăш салинче те пулнă.
Чăваш литературине чи малтан букварьти пĕчĕк калавсем тăрăх, унтан «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ сăвăсемпе калавсем тăрăх паллашнă. Ун чухнехи «Хыпар» тин çеç литературăна тытăннă çамрăк чăваш поэчĕсен сăввисеее час-часах пичетлесе кăларатчĕ. Вĕсенчен мана Тайăр Тимккипе Гавриил Кореньков, Яков Турханна Тăваньялсен (Сорокин) тата Н. Полоруссов сăввисем кăмăла каятчĕç. Ыттисен сăввисем ритмика тĕлĕшĕнчен пушшех те кăтрашкарах пирки вулама йывăрччĕ. Çав вăхăталлах уйрăм кĕнекепе Тарас Кирилловăн «Тырă пулнă çул» поэми тата листовкăсемпе чăваш фольклорĕн паха поэзиллĕ сăввисем: «Мăн кĕрӳ такмакĕ», «Хĕр йĕрри» пичетленсе тухнăччĕ. (Фольклор сăввисене Конст. Прокопьев пухса кăларнăччĕ пулас.) Вĕсене эпĕ юратнă, нумай хутчен çынсене вуласа панă. Ваттисем уйрăммăнах фольклор япалисене кăмăлтатчĕç. «Мăн кĕрӳ такмакĕ» тенине каçăхса кайса, кула-кула итлетчĕç. «Хĕр йĕрри» сăввисене итленĕ чух хĕрарăмсен куççулĕсем тухатчĕç.
Вырăс литературипе çав çулсенчех паллашма тытăннă. Малтан Пушкин, Некрасов, Никитин, Кольцов, Суриков сăввисене, Крылов баснисене тата Тургенев, Гончаров, Аксаков, Л. Толстой çырнă прозăллă япаласен татăкĕсене шкулти учебниксем тăрăх вуланă, ӳсерехпе çак поэтсемпе писательсен шултра произведенийĕсене те тупса вулама пуçланă. Мана уйрăммăнах поэзиллĕ япаласем килĕшетчĕç, вĕсене вара чĕререн киленсех вуланă. Çав вăхăтра вырăсла произведенисенче маншăн час-часах ăнланман сăмахсем те нумай тĕл пулнă-ха. Ун пек сăмахсен пĕлтерĕшне вара пĕтĕм сăмах çаврăнăшне (предложение) тишкерсе тухнине çеç тавçăрса илеттĕм.
Эпĕ кунта атте те «хут пĕлекен» çын пулнă терĕм. Атте çамрăк чух пирĕн таврара пĕтĕм вулăсĕпе те шкул пулман. Хута вăл 1860 çулсенчех пĕр Митрофан Дмитриев ятлă кӳршĕ ял çыннинчен вĕреннĕ. М. Дмитриов хăй духовнăй семинарире вĕреннĕ пулнă. Çуллахи уйăхсенче каникула таврăнсан вăл ял ачисене хутла вĕрентме тăрăшнă. Çакăнпа усă курса пирĕн атте те кĕнеке вулама вĕренсе çитнĕ, анчах та çырма пултараймастчĕ. Вĕсене вĕрентекен М. Дмитриев каярахпа чăваш хушшинче ĕçленĕ паллă пупсенчен пĕри пулса тăнă.
Пирĕн ял тата çак ĕмĕр пуçламăшĕнче ытла улах кĕтесре ларакан сĕм тĕттĕм ялах та пулман. Йĕпреç чукун çул станцийĕ çывăхĕнче ларнине пула вăл çак станципе çыхăнса тăнă. Унта вăрманпа, тырăпа, выльăх-чĕрлĕхпе суту-илӳ тăвакансем чылайччĕ те — вĕсем хăйсен ĕçĕсене станцăри промышленниксемпе пĕрле туса пыратчĕç. Чукун çул станцине Етĕрнепе Кăрмăш хулисенчен килекен, çĕр çухрăм тарана тăсăлса выртакан аслă çул та çак ял урлă каçса кайнă. Çакна пула иртсе çӳрекенсенчен нумайăшĕ кĕске вăхăта çакăнта чарăнса тăнă, е çĕр выртсах та кайнă. Ун пек иртсе çӳрекенсем хушшинчен ял çыннисене «çĕнĕ хыпар-хăнар» пĕлтерсе хăвараканссм те сахал пулман. Çав вăхăтрах пирĕн ялта çырăва аптрамаллах мар пĕлекенсем те чылай тупăнатчĕç. Вĕсем леш ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенчен пуçласа Кушлавăш салинчи земски училищĕре вĕреннĕ çынсем пулнă. Анчах та çав çырăва лайăхрах пĕреннисенчен хăш-пĕрисем пуянсемпе тусланса хăйсем те куштана тухса кайнăччĕ те халăхшăн ырă ĕç тума тăрăшмастчĕç. Вĕсем ял обществи пуçĕнче тăрса халăха ĕмсе пурăнма кăна юрататчĕç. Çапах та пурте ун пек пулман. Çак ялтах пĕтĕм вăйне, мĕн-пур вăйне халăхшăн пама хатĕр тăракансем пурччĕ. Ун пек халăхшăн усăллă та пархатарлă ĕçсем тума тăрăшакансенчен пĕри, чи палли вăл Иван Сидоров ятлă çын шутланатчĕ. Иван Сидоровăн арăмĕ вырăс майриччĕ те, çавăнпа ăна ялта «Майра Йăванĕ» тетчĕç. Сидоров ялта шкул çурчĕ лартас пирки тата двухкласснăй шкул уçас пирки хытă тăрăшрĕ: пухусем пухса приговорсем тутарчĕ, хăй вăйĕпех уездри земски управĕсене кайса çӳрерĕ. Анчах та двухкласснăй шкула пирĕн ял уезд айăккинче ларать тесе уçса памарĕç.
И. Сидоров питĕ хастарлă та тĕлĕнмелле этемччĕ. Вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн инспекторĕне И. Я. Яковлевпа тата Хусанти учительсен семинаринчи чăваш преподавателĕсемпе (Кузьма Сергеевпа, Ф. Н. Никифоровпа тата ыттисемпе те) çыхăну тытса тăратчĕ, вăхăтран-вăхăт вĕсем патне ятарласах курса калаçма тесе килетчĕ. Аслă ывăлĕ унăн Чĕмпĕр шкулĕнче вĕренетчĕ, анчах та вĕренсе тухичченех дизентерипе вилсе кайрĕ.
И. Сидоров 1906—07-мĕш çулсенче «Хыпар» хаçата илсе тăчĕ. Хусанта е Чĕмпĕрте тухнă чăвашла кĕнекесене илсе вĕсене чăваш ялĕсенче салатрĕ. Çав вăхăтра чăваш ялĕсенче читальнăсемпе библиотека таврашĕ çукчĕ, çакна пула усăллă кĕнекесем тупса вулама та питĕ йывăрччĕ. Сайра хутра кăна уйрăм кил-çуртсенче шкул ачисен учебникĕсене е кĕлĕ кĕнекисемпе «святойсен пурнăçĕ» çинчен калакан кĕнекесене куркалама пулатчĕ пулсан Иван Сидоров килĕнче вара хăйĕннех пĕр пĕчĕкрех шкап тулли кĕнеке тăратчĕ. Çак пĕчĕк библиотекăра малтан религипе «Святойсен пурнăçĕ» çинчен калакан кĕнекесем те пулнă, Сидоров вĕсене 1905 çулта йăлтах кăмакана пăрахса çунтарнă. Сидоровăн кĕçĕн ывăлĕ, Петя, манăн тантăш, манпа туслă пурăнатчĕ, çакна пула вăл мĕн вулас тенĕ кĕнекесене мана хаваслансах паратчĕ.
1905—07-мĕш çулсенче пирĕн ялтан виçĕ çухрăмри Кушлавăшра революциллĕ кружок йĕркеллĕн те лайăх ĕçлесе тăнă. Кружока ертсе пыраканĕсем салари земски училище вĕрентекенĕ М. П. Долбиловпа Зеленовка учителĕ Н. И. Почуев пулнă. Долбиловпа Почуев иккĕшĕ те Етĕрне хули çыннисем, Етĕрнери Таланцев заводĕнчи революцилле кружокпа тата Хусанта пурăнакан юлташĕсемпе çыхăнса тăрса ĕçленĕ. Вĕсен икĕ гектограф пулнă. Хусантан тата Етĕрне урлă Чулхуларан илекен революциллĕ листовкăсене кружок чăвашла куçарса гектографсемпе нумайлатнă та вĕсене таврари чăваш ялĕсене салатнă.
Иван Сидоров Кушлавăшри революциллĕ кружокăн чи хастарлă членĕсенчен пĕри шутланнă. Прокламацисене ялсенче салатас ĕçе вăл тĕплĕн те ăстайлăн туса пынă, хамăр ялта та Кушлавăшри кружокăн филиалĕ евĕр уйрăм кружок туса тимлĕн ĕçленĕ. Вăл салатакан революциллĕ листовкăсем пирĕн киле те пырса кĕретчĕç, пиччесем вĕсене пĕрле пухăнса ларса вулатчĕç.
Иван Сидоров илсе тăракан «Хыпар» номерĕсене те çыру пĕлекенсем алран алла çӳретсех вулатчĕç, ун хаçачĕсене пуринчен ытла ялти учитель хăй патне пухăннă çамрăк хресченсене вуласа паратчĕ. Анчах та çак хушăрах нимĕнле хаçатпа та интересленмен çынсем ялта пушшех те нумай пулнă. Пирĕнпе юнашарах пуян Матви Мĕтри çемйи пурăнатчĕ. Унăн çитĕнсе çитнĕ ывăлĕсем те пурччĕ ĕнтĕ. Пирĕн çемьере тăтăшах кĕнеке-хаçат вуласа ларакансене курсан çав Мĕтри тăрăхласа кулма кăна тытăнатчĕ. «Хуть хăçан кил — сирĕн ачасен аллинче ялан кĕнеке-хаçат кăштăртатать! Те темĕнле тиек-улпут пуласшăн ĕнтĕ вĕсем!.. Суха касси тăрăх çӳрекенсем пулмаççĕ пулмалла ку ачасем сан, Ваççа пичче!» — тетчĕ те вăл аттене унăн-кунăн пăхкаласа мăшкăллăн кулса илетчĕ. Кунпалах чарăнмастчĕ-ха, юлашкинчен тата вĕрентсе калама тытăнатчĕ: «Кĕнеке-хут таврашĕ пирĕн хырăма тăрантарас çук çав, ачасем... Ĕçлес пулать!» — тесе хуратчĕ вăл йӳçĕк тĕтĕмлĕ чĕлĕмне паклаттарса ларнă хушăра.
Пирĕн çемье ĕçчен хресчен çемйи пулнă. Вăл тăрăшсах ĕçленĕ. Анчах та нехекрен пулса пыракан тĕрлĕрен инкек-синкек такăнтарнипе атте хуçалăхĕ, хăй калашле, «ниепле те чухăнлăх ланкашкинчен сиксе тухаймарĕ...» Ăçта ĕни ӳксе вилет е лашасене вăрласа каяççĕ. Çухалнă, пĕтнĕ выльăх-чĕрлĕх вырăнне çĕнĕрен илес пулать, мĕн тупăннă укçу-тенкӳне çав татăксене питĕрме тăкакламалла. Сакăр çул хушшинче пирĕнне тăватă лаша вăрласа кайрĕç. Çаксене пула атте хуçалăхĕ кӳршĕри Мĕтринни пек çĕкленме пултараймарĕ. Çавăнпа та Матви Мĕтрийĕ ĕçлес пирки вĕрентсе асăрхаттарни пирĕн аттене хытах кӳрентеретчĕ. Тĕрĕссипе каласан, нумай кайран пĕлнĕ тăрăх, чухăнланса юлнин пĕр сăлтавĕ çав Матви Мĕтрин çемйинченех килнĕ...
Атте хăй хуçалăхне чухăн тетчĕ те, эпир те, унăн ачисем, ăна чухăн тесех шутланă. Тĕрĕссипе хакласан вăл чухăнах та пулман. Яланах ĕне, час-часах икшер лаша усранă. Çемье выçă ларман. Ун пек хуçалăха чухăн темех çук ĕнтĕ. Вăл вăтаммисен шутне кĕмелле.
Атте хăй ача чухне чăн та питĕ чухăн пулнă пулас: вăл кĕтӳ те кĕтнĕ, тарçăра та çӳренĕ. Каярахпа, çемьеллĕ пулсан, аслă ывăлĕсем ӳссен, унăн хуçалăхĕ майĕпен юсанса кайнă. Хăй вăл çав тери канăçсăр этемччĕ.
Кӳршĕсем темĕн каласан та пирĕн çемье кĕнеке-хаçат таврашне юратма пăрахмарĕ. Вĕсене пиччесем тĕрлĕ çĕрте — пасарсенче, чукун çул станцинче тупкаласа илетчĕç. «Хыпар» хаçата пирĕн килте ятарласах çырăнса илмен. Унăн уйрăм номерĕсене кăна Ачча пасарĕнче пĕр коробейникран илсе тăнă, пасарта илеймен номерĕсене Ив. Сидоровран илсе вуланă. Тăван чĕлхепе тухакан хаçатри çĕнĕ хыпарсем, унта патшалăхри тата тĕнчери лару-тăрусем çинчен каласа панисем, паллах, пире хытă интереслентернĕ. Эпĕ хам пуринчен ытларах хаçатри сăвăсене, калав пеккисене кăмăлласа вулаттăм. «Хыпар» хаçата хупни пирĕн çемьене чылаях пăшăрхантарчĕ.
Çав вăхăталлах «Хыпар» редакторне Сидор Игнатьева арестлени те паллă пулчĕ. Ун çинчен пире И. Сидоров пĕлтернĕччĕ пулас. С. Игнатьев «Хыпарăн» чи активлă та революциллĕрех редакторĕ шутланнă. Унăн ятне эпир вăл редакцилесе кăларнă кĕнекесем тăрăх пĕлнĕ. Çав кĕнекесене: «Куланайпа акциз çинчен», «Пурне те кирлĕ япала» тата Игнатьев хăй çырнă «Хальхи вăхăт» кĕнекене ун чухне вăрттăн çӳретсе вулатчĕç. Çав кĕнскесене вуланă хыççăн пирĕн пиччесем Игнатьева питĕ ăслă çын вырăннĕ хурса хисеплетчĕç. С. Игнатьева хисеплесси пирĕн тата унăн ятне Ив. Сидоровпа ывăлĕсем мухтаса калаçнинчен те килнĕ пулмалла. Сидоров хăй Игиатьевпа куçа-куçăн курса калаçнă, çырусемпе те çыхăнса тăнă. Вăл ăна килĕшнĕ пулас, çавăнпа ăна ырласа мухтатчĕ. «Хыпара» хупса хуни малта пыракан чăваш хресченĕсемшĕн умри хунара сӳнтерсе лартнă пекех туйăнчĕ пулмалла. Çавăнпа вĕсем уншăн хытах кулянчĕç..
«Пĕртен-пĕр чăваш хаçачĕ пĕтрĕ, редакторне те хупса лартрĕç... Хăçан та пулсан çĕнĕрен кăларма май çук-ши чăваш хаçатне? Тухĕ-ши вăл, тухмĕ-ши?» — çакăн пек ыйту тухса тăчĕ хаçата юратнă çынсем умне. Анчах та ун çинчен камран ыйтса пĕлес? Редакцине хупнă, унта ĕçленĕ çынсем ăçта пурăнни паллă мар. Кам патне çырса ярас? «Атьăр-ха Никольский профессортан ыйтса пăхар», — терĕç те пирĕн пиччесем, ун патне çыру çыртăмăр. Мĕншĕн Никольский патне? Мĕншĕн тесен ун чух пире «Хыпарăн» малтанхи номерĕсен редакторĕ çак Никольский пулни тата чăвашла календарьсене те вăл кăларса тăни паллă пулнă.
Никольский нумай кĕттермерĕ, ответ çырса ячĕ. «Пилĕк пин тенкĕ укçа пулсан чăвашла хаçата каллех кăларма пултарăттăмăр. Тата çак укçа çулленех кирлĕ пулĕччĕ. Анчах та ун чухлĕ укçана ниçтан та тупса илме çук»,— тесе пĕлтерчĕ вăл çырăвĕпе. Никольский отвечĕ савăнмаллах мар пулсан та çав пысăк вĕреннĕ çынтан çыру илни мана çав тери çĕклентерсе ячĕ. Эпĕ çак статья пуçламăшĕнчех хам çинчен «кĕнеке çыракансене темĕнле турă вырăннех хурса хисепленĕ» тесе çырнăччĕ. Никольский çырăвне илнипе хытă хавасланнине пула манăн çакăн пек кулăшла инкек те пулса тăчĕ. Çыруне такам пырса панă вăхăтра эпĕ хамăр пӳртре пĕр-пĕчченех пулнăччĕ: пиччесенчен пĕри, хаçата юратаканни, пахчара темскер чакаланатчĕ. Çырăва васкавлăн вуласа тухрăм та ăна пиччене кăтартас тесе анкартне кайма чупса тухрăм. Анкартине тухмалли калинкке уçах тăратчĕ. Юпах тиха пек ĕрхĕнсе пыраканскер калинкке урати урлă каçнă чух пĕрре кăна ялт! çӳлелле сикрĕм. Сикрĕм те çамкам калинкке тăррине витнĕ хулăн хăмана шан-н! пырса çапăнчĕ. Пуçăм янтраса кайрĕ, куçсенчен вут-хĕм сирнĕнсе тухрĕ. Шăм-шакăм лăчăрах тĕршĕнсе анчĕ. Ни макăрас, ни кулас! Анчах та кам айăплă? Никам та мар — хамах!.. Çамкана тытса хыпашларăм та ыратнине палăртмасăр пичче патие утса кайрăм. Вăл ан куртăр тесе çырăва вуланă чух ыратакан сурана ал лаппиие хупласа тăтăм.
Пичче çырăва ик-виçĕ хут вуласа тухрĕ те:
— Çук, тухаймасть пулĕ çав ĕнтĕ ку хаçат!.. Кам пама пултартăр пилĕк пин таран?!. Халăхран пуçтармалла та — май килмест пулĕ. Пухма ирĕк памĕç,— тесе çырăва мана каялла пама тăчĕ. Çав самантра вăл курах кайрĕ: ман çамка çине пысăк мăкăль тухса ларнă иккен! Тата тирĕ шăйрăлса кайнипе унтан юн сăрхăнма тытăнать.
— Ах, чим! Мĕн пулнă вара сана?!. Çамку çине юнлă çăпан ӳссе ларнă!— терĕ вăл сасартăк хăраса кайса.
Эпĕ ăна хама мĕн пулни çинчен каласа кăтартрăм.
— Акă мĕн тунă сана савăнăç! Анчах çырăвĕнче савăнмалли нимĕн те çук вĕт!.. Юрать-ха пуç мимӳйĕ кисренмерĕ пулсан. Виçесĕр савăннипе вилме те пултараттăн!— тесе хучĕ пичче сӳрĕккĕн кулкаласа.
«Хыпар» хаçат чăнах та урăх тухаймарĕ. Анчах та вăл сапса хăварнă чăваш поэзийĕн хĕм пĕрчисем ман чĕрене те лексе унчченех поэзие юратнă кăмăл-туйăмра нумай çулсем хушши сӳнмесĕр çиçсе тăчĕç.
Малтанхи вырăс революцине путарнă хыççăн реакцине тĕттĕмлĕх хупласа илни чăваш ялĕсенче те сисĕнмеллех палăрчĕ. Революцилле ĕçленĕ учительсемпе хресченсене тытса хупрĕç. Долбилова, Почуева, Ив. Сидорова тата ыт. те арестлерĕç. Манăн вĕреннĕрех пиччен салтака каймалла пулчĕ. Яла хаçатсем пырса тăми пулчĕç.
Сидоров ирĕке тухнă хыççăн тĕттĕм вăйсем хĕснине пула часах пĕтĕм çемйи-мĕнĕпех Пушкăрт çĕрне куçса кайрĕ. Вăл кайсан маншăн кĕнеке илсе тăмалли çăл куçĕсенчен пĕри питĕрĕнсе ларчĕ.
Хура реакци тапхăрĕнче те темиçе хутчен паха кĕнекесем тупнипе хамшăн темĕнле савăнăçлă уяв çитнĕ пек чĕререн хĕпĕртенисене астăватăп. Малтанхи савăнăç çакăн пек килсе тухрĕ. Хамăртан пĕр кил урлă кăна Сутник Яккăвĕ текен çын ĕлĕк салтак пулнă старик пурăнатчĕ. Вăл леш ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех Владикавказра (хальхи Орджоникидзе хулинче) служить туса пурăннă. «Мускавран Кавказа çитиччен çурран пĕр уйăх утрăмăр, урасем тӳсме çук хăпарса тухрĕç; каялла таврăннă чух та çавăн пекех... Мĕншĕн тесен ун чухне хальхи пек чукун çулĕсем çукчĕ»,— тесе каласа паратчĕ вăл час-часах. Ак çак Якку çартан таврăнсан авланнă, ачисене ӳстернĕ. Хĕрĕх çул ытла иртсе кайнă, анчах та старик хăйĕн салтак арчине никама та тивме паман. Кирлĕрех япаласене кăларса илнĕ те ăна ампарти çӳлĕк çине хăпартса лартнă. «Ан тĕкĕнĕр, ачасем... асăнмалăх лартăр; хăвăр аçăр çар службинче тӳссе ирттернине астуса тăма пултăр»,— тенĕ вăл. Старик ачисем, чăнах та, арчана тустарман. Салтак мундирĕпе шăлаварĕсем, аттисемпе чĕн пиçиххисем айĕнче çак арчара ик-виçĕ кĕнеке усранса выртнă. Мĕнле кĕнеке пулнă вĕсем — Якку ывăлĕсене ку интереслентермен. Старик вилни пĕр-икĕ çул иртсен пĕррехинче ун ывăлĕ хыççăн манăн вĕсен кивĕ ампарне кĕмелле пулчĕ. Унта пĕр кĕтесре тимĕрпе тыттарнă тĕлĕнмелле арча ларнине курах кайрăм. Ку мĕнле, хăçанхи арча иккенне тĕпчеме тытăнтăм та — Якку ывăлĕ (вăл авланнăскерччĕ ĕнтĕ) мана йĕркипе каласа пачĕ. Арчари салтак тум-тирĕсене кăларса кăтартрĕ. Унтан икĕ кĕнеке сиксе тухрĕ. Вĕсем Якку старик служить тунă Çар полкин историйĕпе унăн ĕçĕсем çинчен калакан кĕнекесем иккен.
«Татах тепĕр кĕнеке пур пирĕн аттен. Хыт хупăллă та хулăн кĕнеке пулнă вăл. Анчах та хут çук вăхăтра эпир унăн листисене чикарккă туса чĕркелесе илтĕмĕр ĕнтĕ. Чылаях пăсрăмăр»,— терĕ те Якку ывăлĕ алăк янахĕ çинчен пĕр хулăн кĕнеке илсе пачĕ. Унăн хыт хуплашки çук, ăна уйăрса илсе таçта пăрахнă. Кĕнекин пичĕ енчен темиçе листа чĕрсе илнĕ. Унтан çурри кăна тăрса юлнă çиелти листи çинче «Сочинения А. С. Пушкина. Стихи и поэмы» тесе çырнă сăмахсене кăна вулама пулатчĕ. Хăш çулта, ăçта пичетлесе кăларнă ăна — листин аял вĕçне чĕрсе илнипе вăл паллă марччĕ.
— Мĕншĕн капла тĕрлех чĕрсе пĕтертĕр вара ку паха кĕнекене?!— терĕм эпĕ. Якку ывăлĕ, хут пĕлменскер, ăна хăйĕн уйрăлса тухнă пиччĕшĕ çавăн пек чĕрсе пĕтерни çинчен каларĕ.
Кам тата мĕншĕн панă ку кĕнекене Сутник Яккуне вăл салтакра пурăннă чух? Ку пире паллă мар. Анчах та, паллах, вăл, хут пĕлменскер, ăна хăй укçа парсах илмен ĕнтĕ. Ăна кам та пулин тата мĕншĕн те пулин парса парнеленĕ пулнă. Ку кĕнекене эпĕ хам валли тесе ыйтрăм та киле илсе кайрăм.
Хĕрĕх çул ытла салтак арчинче упранса хам алла илнĕ кĕнекере А. С. Пушкинăн паллă сăввисемпе вакăрах поэмисем: «Руслан и Людмила», «Медный всадник», «Цыгане», «Братья разбойники» тата ыт. те пурччĕ. Çав кĕнекене эпĕ хам ӳссе çитĕниччен темиçе хут та вуласа тухнă, хăш-пĕр сăввисене пăхмасăр калама вĕреннĕ, анчах та Пушкин сăввисенчи чечен поэзиллĕ сăмахсем нихçан та йăлăхтарнине туйман. Унăн «Деревня» сăввинчи «Приветствую тебя, пустынный уголок, приют спокойствия и вдохновенья!» тенĕ сăмахсем çав тери кăмăла каятчĕç. Çав сăвă сăмахĕсене ун чухне вуласа вĕреннĕ те паян кунчченех манмастăп.
Тепрехинче тата хамăр аттен пиччĕшĕ — ватă Мĕкĕте салтак, çар службинчен вулама та, çыркалама та вĕренсе килнĕскер, çарта духовой оркестр трубачĕ пулнă этем, темĕнле ĕçпе Хусана кайсан ман валли темиçе вĕр çĕнĕ вак кĕнеке илсе килсе пачĕ. Çав кĕнекесем хушшинче А. С. Пушкинăн рисункăсемпе хитрелетсе кăларнă «Кавказский пленник» поэми, Л. Толстойăн «Хаджи Мурачĕ», И. С. Никитин, А. В. Кольцов сăввисен кĕнекисем тата ыттисем те пурччĕ.
Илемлĕ литературăна тата вĕрентсе ăс паракан усăллă кĕкесене çакăн пек тупнисем пулкаланă. Пилĕк пус, вунă пус килсен те вĕсене кĕнеке илме тытса усранă. Ĕлĕкхи ял условинчех чылай кĕнеке пухса çитернĕччĕ. Вĕсене эпĕ тирпейлĕн тыткаланă, пушă сехетсенче текех вуланă.
Вун тăватă-вун пилĕк çулсенчех сăвăсем çырса аппаланнă. Халь аса илнĕ тăрăх та ун чух çырнисем хушшинче паха япаласем пулман ĕнтĕ. Вĕсене эпĕ вырăс поэчĕсен сăввисем евĕр калăпласа, ăш-чикĕпе хамăр таврари пурнăçа е таврари çĕр-шыва эрешлесе кăтартма тăрăшнă. Мĕн çырнисем пĕри те халиччен усранман.
Иван Сидоров пире, çамрăксене, темле йывăр пулсан та вĕренме канаш парса хăварнăччĕ. «Çывăхра пысăкрах шкул çук. Паллах, инçетри шкулсене кайса вĕренме чухăн хресчен ачисемшĕн çăмăл мар, çапах та вĕренме тăрăшăр»,— тесе хистетчĕ вăл пире. Çакна асра тытса тата хамăр пиччесем хистенипе те эпĕ малалла вĕренес ĕмĕте пăрахман. 1909 çулхине-ха вăл. Шăхасанти второкласснăй шкула ярас тесе мана тум-тирсем те çĕлетсе пачĕç. Шăхасан пирĕнтен 40 çухрăмра. Паллах, унта çурран кайса çӳреме çăмăл мар. Лашапа леçсе хăвармалла; хваттер тупмалла, хваттершĕн тӳлесе тăмалла. Инкек! Шăп та лăп тепĕр эрнерен Шăхасана тухса каяс тенĕ чух выртмаран усал вăрăсем пирĕн икĕ лашине те вăрласа кайрĕç. Атте-аннен аллисем усăнчĕç, хуйхăпа чирлесе те кайреç. «Вĕренесси патĕнче мар халь, ывăлăм... Ăçта унта саншăн хваттер укçи тӳлесе тăма?!. Ĕçлес пулать. Лашасем илме укçа тупмалла!» — терĕ те атте, çакăн хыççăн ман хамăн та вĕренме каяс шухăш сирĕлсе кайрĕ.
«Ну, кайран, килес çулсем мĕнле пулĕ? Анчах та вĕренмеллех»,— тесе шухăшларăм эпĕ. Тепĕр çултан та çаплах йывăр килчĕ. Шăхасана каяймарăм. Унтан çулсем иртсе пычĕç. Вун сакăр-вун тăхăр çулалла çитнĕ çамрăкăн второкласснăй шкулăн пуçламăш класĕнче ларма аван мар ĕнтĕ терĕм. Унтан кĕçех вăрçă, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи, пуçланчĕ. Кĕç-вĕç çара илессе, вăрçа хуса каясса кĕтмелле пулчĕ.
Кирек мĕнле пулсан та малалла вĕренес ĕмĕт сӳнсе ларманччĕ-ха. «Вĕренесехчĕ, çав кĕнеке çыракансене курасчĕ» текен шухăш хĕмленчĕ ăшăмра. Çак шухăшсемпех салтак ретне тăрса вăрçа кĕрсе каймалла пулчĕ...