Çыварас тесе куçне хупсан та, Семен Петровича шухăшĕсем çывăрттармаççĕ. Юнашар кравать çинче тутлăн тĕлĕрекен Макар Макарча вăратас мар тесе, сывлăш çавăрма шикленсе выртнă хушăра, Семен Петрович пыр шăтăкĕ кăтăкланнипе — кхм! кхм! тесе ӳсĕркелесе илет.
— Тухтăр чĕлĕм туртма пăрах терĕ. Бронхит.
Семен Петрович, табак туртма виçĕ çул ĕлĕк мĕнле майпа тытăннине аса илсе, лаш хуйхăрса ярать. Табак туртма тытăнасси çапла пулнăччĕ.
Çĕнĕ пуçлăх килмелле тенĕ хыпар Семен Петровича тĕрлĕ майлă та шухăшлаттарнăччĕ.
«Киввин ăсне-йăлине пĕлсе çитернĕ хушăра çĕнни килсе кĕрсен мĕнле юрас?»
Çĕнни вунпĕр сехетте çирĕм минут кайнă вăхăтра пырса кĕрсе, служащисемпе «здоровă туса» сĕтел хушшине ларсан, Семен Петрович учрежденири ĕçсем мĕнле пыни çинчен ăна кĕске рапорт панăччĕ. Рапорт панă чухне ахальтен кăна çапла каланăччĕ:
— Халĕ, çитменлĕхсем кăштах пулсассăн та, эсир тĕреклĕ ертсе пынипе, пĕр эрнерех чи малта пыракан учреждени пулса тăма пултарăпăр, — тенĕччĕ.
Пуçлăх, сăрантан тунă портсигарне туртса кăлăрса, Семен Петровича:
— Тархасшăн! Именсе ан тăрăр. Туртса ярăр... Табак туртнă чухне пуç аванрах шухăшлать, — тенĕччĕ.
Семен Петрович, хăй табак туртманни çинчен калама хăяйман пирки, пĕр пирусне çавăн чухне илнĕччĕ. Пĕр-икĕ çăвар ĕмсе пăхнă хыççăн унăн пуçĕ анра сурăхăнни пек çаврăнса кайнăччĕ.
Кайран, хутсем çине алă пустарма кĕрсен, пуçлăх ăна каллех тепĕр пирус илме сĕннĕччĕ. Çапла вăл пĕр кунтах, заняти пĕтиччен, пуçлăхăнне вунпĕр пирус туртнăччĕ.
Çав кунах, хваттере таврăнсан, Семен Петрович çур çĕр иртни пĕр сехет çитичченех пирус туртас тĕлĕшпе çĕнтерӳсем тумалли упражненисем тăва-тăва ирттернĕччĕ.
Тепĕр кунне пуçлăха хăй пирус панăччĕ. Çавăнтан вара, табак туртас искусствăна пĕтĕмпех алла çавăрса илсе... çăвара хыпнăччĕ.
Анчах... çĕнĕ пуçлăх ертсе пынипе çĕнĕ çитĕнӳсем тума пурте хатĕр чух, çуни — Хусанта, хăмăчĕ — пасарта чухне, пуçлăха кăларса яраççĕ.
Кивви кайнă çĕре çĕнни алăк хыçĕнче тăрать, теççĕ. Семен Петрович çĕнĕ пуçлăха мĕнле сăмахсемпе йышăнса илмелли çинчен шухăшласа пурăннă вăхăтра каллех çĕнни пырать кĕрет.
— Малашне сирĕн пуçлăхăр эпĕ пулатăп! — тет те вăл пурне те алă парса тухать.
— Пит хавас! — тет вĕр-çĕнĕ пуçлăха Семен Петрович, ун патне кăшт хутланарах утса пырса — Халиччен секретарь эпĕ пулнăччĕ. Малашне те, сирĕн вĕçĕмсĕр кăмăлăра кура, эпех пуласса шанма... Юлташсем, форточка хупăр! Хамшăн каламастăп, пирĕн пахаран та паха пуçлăх, форточка витĕр сивĕ кĕнине пула, ангинăпа чирлеме пултарать. Пирĕн вара, пуçлăхăн паха сывлăхне çухатнăшăн, пĕтĕм сарлака массăсем умĕнче намăса тухмалла ан пултăрччĕ.
Çакăн хыççăн Семен Петрович, унчченхи пуçлăх ĕç тума тытăниччен пирус туртас пулать тенине аса илсе, пирус кăларса хыпать.
Пуçлăх Семен Петрович çине чăрр пăхса илет те çапла калать:
— Табак — никотин. Никотин — наркăмăш. Сиенлĕ япала. Манăн шухăшпа, камăн ӳпки табак тĕтĕмне йытă патакă юратнă пек юратать, çавсем çеç туртаççĕ. Тата кам, социалла, коллективлă пурнăçăн йĕркисене лайăх ăнланман пирки, хăй тавра ларакансен сывлăхĕшĕн тăрăшма пĕлмест, кам сывламалли сывлăша йĕрĕнчĕклĕ наркăмăшпа сиенлеме хăтланать, çавă çеç табак пӳлĕмре туртать...
Çакна илтсен, Семен Петрович, чĕкĕнтĕр пек хĕрелсе, халĕ çеç пуçланă пирус пачкине çӳп-çап карçинккине ыткăнтарать.
— Эпĕ вылямалла кăна... Хутран-ситрен турткаланă... Малалла нихçан та çăвара хыпса курас çук, — тет вăл.
Ку пуçлăха ултă уйăхран тата аслăрах вырăна ĕçлеме куçараççĕ. Ун вырăнне çĕнĕ пуçлăх килет. Вăл служащисемпе паллашнă кунах хăй табак туртма фронтра вĕренни çинчен каласа парать те, юлашкинчен:
— Ман пӳлĕмре туртма ан именĕр. Эпĕ служащисем ман патăмра хăйсене килти пек тытнине юрататăп, — тесе хушса хурать.
Çакна илтсен Семен Петрович каллех пирус туртма вĕренсе бронхита ерет.
Чылайран ку пуçлăх та Семен Петровичсем патĕнчен урăх вырăна куçать. Татах çĕнĕ пуçлăх.
Çĕнни килсен, служащисене тӳрех пĕлтерет:
— Ман пӳлĕмре ан туртăр. Туртас килсен, коридора тухăр, — тет.
— Эпир пурте туртман çынсем, — тет Семен Петрович, çĕнĕ пуçлăх куçĕнчен ачашланса ларакан мăр-мăр кушакла пăхса.
— Апла аванрах, — тет çенĕ пуçлăх.
Ку пуçлăхпа Семен Петрович пилĕк уйăх хушши табак туртмасăр пурăнать.
Пилĕк уйăхран пĕр ирхине каллех тап-таса çĕнĕ пуçлăх пырса кĕрет. Кăштах калаçса ларсан, вăл Семен Петровичран тӳрех:
— Ах, инкек, пирус килех тăрса юлнă. Санăн çук-ши? — тесе ыйтать.
— Халех, халех! Аялта, тумтир çакмалли пӳлĕмре, пальто кĕсйинчеччĕ. Халех илсе килетĕп.
Семен Петрович, аяла чупса анса, буфетран пĕр пачка хаклă йышши пирус туянса таврăнать те çавăнтан вара паянхи кунчченех чĕлĕм туртакансен ретĕнче тăрать. Бронхит! Усĕрет хăй...
Акă халĕ, пуçлăхпа юнашар ларакан кравать çинче выртнă чухне те час-часах çăварне аллипе хупласа ӳсĕре-ӳсĕре илет.
Семен Петрович тĕлĕрсе кайма тăрăшать, анчах пултараймасть. Пĕр енчен тепĕр енне çаврăна-çаврăна йăшаланса выртать. Сылтăм аллине çытар çийĕн пуç айне хурса, сулахай аллипе питне хупласа, самантлăха ним шухăшламасăр выртасшăн çунать, анчах шухăшсем, усал шăна пек, хăваласан та уйрăлса каясшăн мар. «Эпĕ йăпăлти çын. Авал мана атте çапла вĕрентетчĕ: «Çынсене хирĕç пулсан, яланах пуç тайса ирт, уншăн пуç татăлса ӳкес çук. Çынни вăл тепĕр сехетре кирлĕ пулма пултарать», тетчĕ. Çавăнпа, хама хирĕç пуçлăх утса килнине курсан, манăн пит-куç шыв çинчи çу тумламĕ сарăлса вылянă пек курăнать. Эпĕ аслăрах çын умĕнче кăлтăрмач пек йăпăлтататăп... Ах, ку ӳслĕк! Ехм-ĕхм!.. Пуçлăха ан вăраттăр. Тĕрĕссипе илсен, кураймастăп эпĕ çак этеме. Ун пиркиех бронхита ертĕм. Ку сахал-ха, иртнĕ эрнере вăл мана ĕçрен кăларса ярассипе хăратса пăрахрĕ. Санăн чĕлхӳ пуклак, ĕçпе килнĕ çынсемпе калаçма пĕлместĕн тесе хучĕ. Ы-ых!.. Ак пĕрре мăйăнтан тытса пĕтĕм вăйран силлеме тытăнсан, вырăнтан кăларассипе хăратма пăрахăттăн!» — тет Семен Петрович, юнашар кравать çинче выртакана чышкăпа юнаса. Анчах çавăнтах вăл, темрен хăранă пек пулса, сасартăк кăрт сиксе илчĕ.
Ку самантра Семен Петрович виçĕмкун курнă тĕлĕке аса илет. Макар Макарча усал сăмахсем каласа вăрçнăччĕ вăл ун чухне. Кĕçĕр те çавăн пек тĕлĕк курсан, Макар Макарч тĕлĕкре хăйне вăрçнине илтсен, ăсан хыççăн вĕçекен чăххăн пĕсехи çурăлнă, тенĕ пекех пĕсехем çурăлать вара. Тĕлĕкре кама вăрçнине пуçлăх ăнланасран мĕнле хăтăлас? А, тупрăм. Пиншак тӳми шăмăллă. Çав шăмăллă тӳмене касса илетĕп те чĕлхепе çăвар маччи хушшине хурса выртатăп. Апла тусан, Макар Макарча тĕлĕкре вăрçсан та, вăл эпĕ мĕнле сăмахсем каласа вăрçнине ăнланма пултараймĕ.
Тĕттĕмре хыпаласа пиншакне тупать, унăн тӳмине çĕçĕпе татса илет те ăна чĕлхипе çăвар маччи хушшине вырнаçтарать.
«Капла тусан, ыйахра тухас сăмаха чĕлпĕрлетĕп. Çĕр тикĕс иртĕ», — терĕ те Семен Петрович çемçе утиял айне чăмрĕ.
* * *
Ирхине пуçлăх Семен Петровичран малтан вăраннă. Макар Макарч пушмак тăхăннине илтсен, Семен Петрович та вырăн çинчен вăр-вар сиксе тăрать; хайхи çăвар маччипе чĕлхе хушшине хунă тӳме çинчен аса илсен, вăл пĕр çамантлăха уй тункати пек хытса ларать. Ара, шанăç панă тӳме вăл çывăрнă вăхăтра çăвартан тухнă-ӳкнĕ-мĕн!
— Мĕн темскерле пултăн? — ыйтать пуçлăх.
— Нимех те мар... Тĕлĕкре сана халăх комиссарĕ пулса ĕçленине куртăм, — тет хăйĕн чĕлхине пыллантарса, çемçетсе.
— Паян ĕçĕмĕрсене пĕтерсе каçхи поездпа ларса кайсан аванччĕ. Мĕнле, сан шухăшупа, ĕлкĕрме пулĕ-ши?
— Пулмасăр. Растрата çук, Макар Макарович! Приход-расходсене тĕрĕс çырса панă. Ман ĕç пĕр сехетрен пĕтет. Сирĕн темле? А çав тĕлĕк çинченех шухăшлатăп-ха. Мĕнле курăнма пĕлчĕ-ха ун пек тĕлĕк? Вăл эсир аслăрах вырăна куçасса систермест-ши?
— Апла куртăн пулсан, санăн куçу-пуçу тĕлĕкре кăнтăрлахи пекех витĕр мар, — тесе хучĕ те пуçлăх, алшăллипе супăнь илсе, пит-куçне çума коридора тухрĕ.
Макар Макарчăн вырăнне пуçтарса йĕркеленĕ май Семен Петрович сăмса айĕн мăкăртатрĕ:
«Каллех капла каласа кӳрентерчĕ. Хăçан урăх вырăна куçса кайĕ-ши? Унччен чăтас пулать. Чĕлхере пыл пулсан, чĕрере пăр пуррине сисеймĕн», — терĕ те вăл, хăй мăкăртатнă хушăрах куçĕсемпе пуçлăхăн портфелĕ çине сиввĕн пăхса илчĕ.