Шухăшсем ишеве тухрĕç
Илĕртсе ĕмĕтсене.
Кам-ши, кам каласа парĕ
Мĕн умра пулассине?
Пĕр курка телей çĕклерĕм,
Ĕçрĕм ăшăм каниччен.
Ах, тути... Пуçа минретрĕ,
Юн вĕрерĕ пуль ирччен...
Шерпетпе ман чунăм тулчĕ,
Сăнĕ çапрĕ сăн-пите,
Инçетри çап-çутă ĕнчĕ
Тайăлса сăнать пире.
Эс çумра та — мана хӳтĕ,
Чунăмра та — канлĕх ман.
Ан ӳкейтĕр ют çын куçĕ,
Путтăрах ыйха тăшман.
Шав телей пулмасть вăл теççĕ,
Уйрăлу умрах иккен...
Тен, вĕсем çакна пĕлмеççĕ:
Юрату ытла ĕлккен.
Юратсан çеç пурнăç савăк,
Пĕр самант та — ĕмĕр пек.
Шерпетне хушсах тăрсассăн
Телей пырĕ ĕмĕрпех.