Пĕррехинче пĕр ялтан сыватăша вăйсăр-вăйсăр та япăх çамрăк хĕрарăма илсе килеççĕ. Ку пахăр вырăн çине выртнă-выртманах çывăрса каять. Ирччен çывăрать, каçччен…. Сестрасем врачран хĕрарăма епле эмелемелле пирки калассине кĕтеççĕ. Анчах лешĕ шарламасть-ха.
— Николай Ильич! — чăтаймаççĕ сестрасем. — Ку хĕрарăма епле эмелсемпе чĕртмелле?
— Тăхтăр, хамах калăп, — тесе врач станционартан поликлиникăна тухса каять.
Виççĕмĕш кун çеç хĕрарăм вăранать, урисем çине тăрать, хăйне килне яма ыйтать.
— Куратăр-и, чĕрĕлчĕ! — кулкалать врач сестрасем умĕнче.
— А-а….?
— Йывăр ĕçре канмасăр, тăраниччен çывăрмасăр кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе ĕшеннĕ вăл, — ăнлантарать врач. — Халĕ çывăрса тăранчĕ те, акă, «сывалчĕ». Килне яма та юрать ăна.