Эп кĕтмен хăна-им саншăн?
Мĕншĕн эс чĕнместĕн?
Кашни кун çунатăп камшăн —
Эс кăна пĕлместĕн!
Сан патна куллен килетĕп —
Эс тарăхатăн.
Чечексем те парнелетĕп —
Сиввĕн çеç пăхатăн.
Ан сывлаччĕ, тусăм, ассăн
Эп сана чĕнсессĕн.
Аллунтан çемçен тытсассăн,
Йăл! кулсамччĕ эсĕ.
Умăнта ман хуть пĕр чĕптĕм
Саншăн айăп пур-и?
Ăшшăнрах пăхсамччĕ ĕнтĕ —
Маншăн ку та юрĕ.
Савăнса çĕкленĕ кăмăл
Çепĕç калаçсассăн,
Пурнăçра утмашкăн çăмăл
Пулĕ юратсассăн.