Туй тăвать тулта тăман:
Тӳнкĕр-тункĕр, тăпăр-тапăр...
Кантăкран пăхса ларан,
Юр айне пытаннă пăлтăр.
Çил ачи — пуса каччи —
Шăхăрать канма пĕлмесĕр.
Вăл хăех иккен евчи,
Алăкран шаккать, кĕресшĕн...
Алхасать тулта тăман,
Сивĕпе терленчĕ кантăк.
Темшен шикленсе тăран,
Паçăрах-çке уçă алăк.