Шур лĕпĕш, тек лĕпĕстетсе,
Вĕçет чечек çине ларасшăн.
Çӳретĕп эп ĕмĕтленсе
Юратăва санпа пайласшăн.
Сана кашни кунах çыру
Çыратăп — хуравне илместĕп.
Тен кӳрентертĕм? Каçару
Ыйтмашкăн хатĕр эп. Чĕнместĕн?
Темме чĕнместĕн эс мана?
Курмастăн-им, вут пек çунатăп!
Юратмасан, тӳрех кала:
Амантăр, хуçăлтăр çунатăм.
Эп пысăк çак çухатăва,
Хĕн пулсан та, тӳссе ирттерĕп.
Шĕл-кăварла юратăва
Куççульпеле сапса сӳнтерĕп.
Нихçан эп тухмăп сан умна,
Темле килсен те пурнăç çулĕ.
Анчах, манаймăп эп сана:
Çак юрату асра ман юлĕ.