Итле, атте, санпа эп сăмахласшăн,
Çич хут виçсе пĕрре татса кала:
Кам айăплă эп йăпăлти пулманшăн,
Пĕр калăпран тухман-и санпала;
Пĕр кукăр-макăрсăр перетпĕр тӳррĕн,
Çук, килĕшмест хăшне сăмах йĕппи...
Атте, мĕн-ма кĕтӳç пулса çӳрерĕн
«Эп генерал» тесе вун çул хушши;
Сисеттĕмччĕ, хăвна çеç йăпататтăн
Хирте хуçа эп хама хам тесе,
Яра куна кĕтӳ хыççăн танккаттăн.
Ял хисепне эс илнĕччĕ çĕнсе.
Кĕркуннепе йĕпе юр-çумăр витĕр,
Тин çеç кун курнă сурăх путекне
Плащ аркипе йăтса киле килеттĕн —
Пĕрре кăна курман ун пеккине.
Кая юлса хуçийĕ тупăнсассăн,
Виç чĕлхепе вăрçаттăн эс ăна.
Пур выльăх та этем пекехчĕ саншăн —
Вĕсен те — чун, паман чĕлхе кăна.
Ял халăхĕ чăнах та хисеплетчĕ,
Пуçлăхсемпе пĕлместĕн пуплеме.
Хăшне-пĕрне сан курассу килместчĕ.
Ача чухне пултарайман пĕлме.
Халь тин çакна эп ăнланма пуçларăм:
Кама тата мĕн-ма эс юратман?
Çын умĕнче мăн кăмăллă пулмарăн,
Этем те саншăн Тур папай пулман.