Кĕрхи çил шухă: шăхăрса
Пĕлĕтсене тек сухаларĕ.
Çĕре сар çулçăсем сапса
Иррех хĕл акине пуçларĕ.
Çĕрле пĕтерчĕ шăварса,
Кăшт ларчĕ – кайрĕ çывăрса.
Вăран та савăн, çил-ĕçчен,
Кур, тăрăшни сая каймарĕ:
ĕнер эс акнă çĕр çинче
Сехетсерен ӳсет юр-мамăк!