Çĕр çын утатчĕ урамра.
Кĕтмен çĕртен — эс ман умра.
«Салам! Салам! Васкатăн-и?
Манпа кăштах тăмастăн-и?»
Куçсем! Куçсем!
Епле çиçеç...
Мĕнпур телей халь эсĕ çеç!
Эп йăпшăнам савни çумне,
Кăшт кĕскетем савни çулне.
Тĕнче татах илемленет,
Пиртен такам та тĕлĕнет.
Паян пире
Турри пиллет,
Ыранхине кам мур пĕлет?