3 курăнуллă пьеса
Умĕн калани
Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкассинче икĕ тарăн вар пĕрлешнĕ вырăнти чăнкă çырана «Туйпике» тесе калаççĕ. Вăл, ялăн хĕвел анăç енче вырнаçнă.
«Сивĕ хĕл çитсессĕнех
Çырмана юр тултарать,
Ярăнма ачасене
Тăвайкки туса парать», —
тесе çырнă хăйĕн легендинче Борис Борлен (Тихонов Борис Леонтьевич). Вăл Кивĕ Арланкассинче 1934 çулта çуралнă. «Туйпике» легендине 1951 çулта çырнă. Паянхи кун та çак вырăн Туйпикепе Типеше аса илтерет. Пĕр-пĕрне юратакан икĕ çамрăк çак çырмара выртаççĕ. Вĕсемшĕн çак çырма — çăва.
«Туйпике» пьесăри ятсем шутласа тупнисем. Туйпикепе Типеш ячĕсем анчах чăн. Ыттисен ячĕсене легенда авторĕ те «астумаççĕ ваттисем» тесе çырать.
Вылякансем:
Шерккей — самăр, çĕрме пуян, 50 çулта;
Тутирек — Шерккей тарçи, çурма ухмах – 45 çулта;
Типеш — Шерккей лашисене пăхакан тарçă, илемлĕ яш, 20 çулта;
Туйпике — тăлăх, кăвак-сенкер куçлă, кăлкан пек çӳçлĕ хĕр, 17 çулта;
Ял çамрăкĕсем
Пьесăри ĕçсем ĕлĕк пулса иртеççĕ. Кивĕ Арланкассинче пуранакансем чĕлхе тĕнĕпе пурăнаççĕ, хайсен йăли-йĕркине тытса пыраççĕ.
1 курăну
Сцена. Сулахай енче çырма хĕрри, сылтăмра — улăх, йăмрасем. Шерккейпе Тутирек тухаççĕ. Шерккей малтан, ун хыççăн Тутирек.
Тутирек: Мĕн тума илсе килтĕн мана кунта? Пĕрер курка ярса панă пулсан эпĕ выртса çывăраттăм та, ĕçĕ те пĕтетчĕ. Чупнă пек килтĕм, чупнă пек. (Çамки çинчи тарне шăлать)
Шерккей: Часах каччăсемпе хĕрсем килеççĕ кунта. Ял варрине пуçтарăнаççĕ малтан, унтан кунта. (Тутиреке вăрттăн) Тутирек, эпĕ сана пĕр ĕç хушас тетĕп. Никама та шанма çук. Эсĕ шанчăклă çын. Çав Туйпике хыççăн йĕрле-ха. Кампа хутшăнать, ăçта каять?
Тутирек: Кампа хутшăнтăр вăл? Селиме пур унăн. Ун патĕнче пулнă ĕнер. Паян вăл ниçта та кайман. Ĕç нумай унăн, кампа хутшăнтăр? Вăййа та пит тухмасть. Паян ху ирĕк патăн. Ахаль пулсан паян та тĕрĕ тĕрлетчĕ пуль.
Шерккей: Мĕн тĕрлет вăл? Кама парне хатĕрлет?
Тутирек: Пĕлместĕп. Арçын кĕпи пек туйăнчĕ. Каччи пур пулас. Тăлăх япала кама валли тĕрлĕ тата? (Пуçне хыçса) Каччи кам-ши вара?
Шерккей: Вăййа тухатăп терĕ. Вăйăрах пуль-ха унăн варли. Вăрттăн сăна. Кайран каласа парăн мана. Юрать-и?
Тутирек: Юрать. Шерккей хуçа, эпĕ тĕрĕс ăнланатăп пулсан… Туйпикене вĕçертесшĕн мар… Юлашки вăхăтра хам та сисетĕп те-ха…
Шерккей: (Вĕриленсе) Сисекен! Ыйтнине пурнăçла! Эпĕ сана мĕншĕн тӳлетĕп, ĕçне тунă хыççăн ман пата пырса йăлтах каласа паратăн. Никам та пĕлмелле мар кун çинчен. (Чăмăр кăтартать)
Тутирек: (шарт сиксе) Ăхă. Никама та каламастăп. Хамăр кăна. Хуçа, пурте йĕркеллĕ пулать.
Шерккей: Ну, эп сана! (Юнать)
Шерккей хыпаланса тухса каять.
Тутирек: Ват супнă. Çамрăк хĕре хапсăнать.
Çамрăксен сассисем илтĕнççĕ. Тутирек те пытанать. Алăран алла тытăнса çамрăксем тухаççĕ. Калаçаççĕ, кулаççĕ.
Туйпике вăйă юррине пуçлать:
Хурăн варта хур пусрăм.
Вăрă тесе ан калăр.
Вăйă пуçласа вăй калатăп.
Шухă тесе ан калăр.
Пурте юрлама пуçлаççĕ:
Анмăттам шывăн хĕррине те
Анатăп щывăн та сассипе.
Тухмăттăм эпĕ çак вăййа та
Тухатăп тантăшсен сассипе.
Хуратул чечек шап-шурă —
Паян çунă та шур юр пек.
Çакă та ялăн хĕрĕсем
Стантан тухнă та çурта пек.
Варли — чун савни
Пухăнтăмăр пĕр çĕре
Ирхи сĕтĕн хăйми пек.
Саланатпăр, пĕтетпĕр
Вĕçен кайăк чĕппи пек.
Урари пушмак пĕтминччĕ —
Ура илемĕ кайминччĕ.
Ялта хĕрсем пĕтминччĕ —
Ял илемĕ пĕтминччĕ.
Чашки-чашки вĕт шăрçа —
Сиктермелле выляр-и?
Айтăр, хĕрсем-тантăшсем,
Виç кукăрла выляр-и?
Вăйă карти кукăр-макăр туса илет. Вăйăран уйрăлса Типешпе Туйпике сцена варрине тухаççĕ. Вăйă карти сцена çинчен çухалать. Юрă кĕвви питĕ майĕпен илтĕнет.
Типеш: Туйпике, паян тата илемлĕрех пуль эсĕ. Хăвăн илĕртӳлĕхӳпе ăсран кăларатăн мана, юлашки вăхăтра тĕлĕкре те сана çес куратăп. Сана пĕр кун курмасан та пĕр ĕмĕр курман пек туйăнать. Ĕнер мĕншĕн вăййа тухмарăн? Эпĕ сана темччен кĕтрĕм.
Туйпике: Ĕç нумай пулчĕ.. Хуçа вăййа тухма ирĕк парсан тухатăп, вăл ирĕк памасан — çук.
Ĕнер ирĕк памарĕ. Эпĕ вара çĕрĕпе тĕрĕ тĕрлерĕм. Сана, Типеш, парне хатĕрлетĕп.
Типеш: Парне? Мĕн-ши тата?
Туйпике: Кĕпе. Тĕрри те питĕ хитре пулса тухрĕ .
Типеш: Çапла-и? Мана кирлех марччĕ. Туйпикеçĕм, юлашки вăхăтра курма та çук сана. Шерккей хуçа сана манран пытартать тейĕн, пӳртрен те кăлармасть.
Туйпике: Йăвашланчĕ-ха пирĕн хуса, унчченхи пек ятламасть, çепĕç калаçать, (Тиреш çине пăхса) мана кĕпе парнелерĕ.
Типеш: (Иккĕленерех) Йăвашланчĕ апла? Тем килĕшмест ку мана. Кĕпе илсе парать иккен… Çепĕç калаçать… Парнишĕн вара мĕн ыйтать?
Туйпике: (Темĕн аса илнĕн) Типеш, мĕне пĕлтерет ку? Ан шутла, эпĕ сана кăна юрататăп. Мана урăх никам та кирлĕ мар. Мĕн ачаран килĕшетĕн эсĕ мана. Хуçа ватă, ун-кун ан шутла. Эпир яланах пĕрле пулатпăр. Çапла-и?
Типеш: (Туйпикене ыталаса) Пĕр-пĕрне килĕштеретпĕр. Туйпике, тупа тăвар эппин. Эпĕ те сана килĕштеретĕп. Сана çул çитсен пĕрлешĕпĕр, çурт лартăпăр.
Туйпике: (Хĕпĕртесе) Эпĕ килĕшетĕп.
Типешпе Туйпике тупа тăвасçĕ: Пăрахмастпăр виличчен, масара пытариччен.
Туйпике: Эх, Типеш, ыран та вăййа тухма чарчĕ мана хуçа, эпĕ хăрама пуçларăм.
Типеш: Ан хăра, чунăм. Эпĕ ыран санпа юнашарах пулăп, ĕç пĕтерсен те киле каймăп. Эпĕ сана, ылтăнăм, никама та памăп.
Туйпике: Санпа юнашар пулсан эпĕ никамран та хăрамастăп. Мĕн тери хитре паянхи каç. Улăх, çак ватă, темĕн те курнă, темĕн те илтнĕ йăмрасем. Шăнкăр-шăнкăр юхакан çырма… Ялан çакăнта пурăнма та хатĕр эпĕ. Шерккей çуртĕнчинчен темиçе хут лайăх кунта санпа юнашар.
Типеш: (Типеш Туйпикене ыталать) Вăйă саланать пуль. Часрах чупар.
Алăран алла тытăнса Туйпикепе Типеш вăйă картине чупаççĕ.
Вăйă юрри вăйланса пырать. Вăйă карти каллех сцена çине тухать.
Улăха улма акакан та
Хăшĕ улма илни пур.
Кĕçĕнтен туслă ӳсекен те
Хăшĕ тусне те кайни пур.
Кас суханне касмăттăм-
Çиес килни пĕтерет
Çак вăййа эп тухмăттăм-
Тухас килни пĕтерет.
Пур-пур шăрçа пурте пур.
Симĕс тĕсли кăна çук.
Мĕн пур тантăш пурте пур.
Туйпике ятли кăна çук.
Селиме: Ăçта пултăн? Тирешпе-и? (Вăрттăн кулать)
Туйпике: Çапла. (Вăтанса каять, пуçне чикет)
Аякра шурă курăнакан
Хура тул чечекĕ мар-ши çав?
Вăййă та маттур калаканĕ
Кивĕ ял хĕрĕсем мар-ши çав?
Юрă сасси вайсăрланать. Çамрăксем сцена çинчен тухса каяççĕ. Кăшт тăрсан йывăç хыçĕнчен Тутирек тухать.
Тутирек: Кунта пулса иртнĕ ĕç хуçана килĕшес çук. Юрату… Туйпике Типеше валли кĕпе тĕрлет эппин. Ыйткалакан Типеш Шерккей çулне пӳлесшĕн. Ку ĕç ырăпа вĕçленес çук. Чуптарам-ха. Шерккей те кĕтсе ывăнчĕ пуль.
Тутирек тухса каять. Вăйă кĕвви те чарăнать.
Чаршав
2 курăну
Шерккей çурчĕ. Сĕтел çинче тĕрлĕ ĕçме-çиме. Сĕтел хушшинче Шерккей ларать. Кăштах хĕрĕнкĕ. Хăйпе хăй калаçать.
Шерккей: Эпĕ ял пуянĕ. Манран пурте хăраççĕ. Манăн çук япала çук. (Кăшт ларсан). Шерккей эпĕ. (Кăкăрне çапать) Хама пăхăнман çынсене пăхăнтармалла. (Чăмăрпа сĕтел çине çапать. Тепĕр курка тултарса ĕçет). Туйпике!!! Тултарса пар мана эрех.
Туйпике чупса кĕрсе сĕтел çине кăкшăм лартать, тухса кайма тăрать. Шерккей ăна аллинчен ярса тытать.
Шерккей: Лар манпа пĕрле, ĕçер, çиер иксĕмĕр. Пурнăç çинчен калаçар. Ĕнтĕ ӳссе çитрĕн, хĕр пултăн — пăхса ытармалла мар.
Туйпике: (Вăтанса) Эпĕ — тарçă, эсĕ — хуçа. Каймалла манăн. Тек кирлĕ мар пуль эп паян. Каç та пулчĕ.
Шерккей Туйпикене пилĕкĕнчен ыталать, Туйпике турткалашать.
Шерккей: Вĕçерĕнеймĕн. Манăн пулатăн… Типешпе явкаланатăн иккен. Тупа тăватăр. Кă-ва-кар-чăн-сем. Кĕпешĕн татăлмалла... Чăлана тухар-и?
Туйпике: (Турткаланса) Пулăш, Типеш!
Çав вăхăтра Типеш сиксе тухать те Шерккее тĕртсе ярать. Туйпике тухса тарать.
Шерккей: Ак мĕнле иккен, юрать. Куншăн каçармастăп, Типеш! Мана хирĕç тăма-и? (Типеше çапма тăрать, анчах та Типеш ăна çапма памасть.)
Типеш: Сан каçарăву кирлĕ мар мана. Туйпикене ан тĕкĕннĕ пул.
Шерккей: Мĕншĕн эсĕ ун хутне кĕретĕн? Эсĕ кам пулатăн вара? Ашшĕ-и, тетĕшĕ1-и, шăллĕ-и? Ман çуртра ӳснĕ вăл, ман куç умĕнче. Тăлăх турат вăл. Ман алăри çын. Эсĕ кунта никам та мар.
Типеш: Çук, Шерккей, эпĕ уншăн ашшĕ вырăнĕнче те, тетĕшĕ вырăнĕнче те. Тăлăх хĕре кӳрентерме те юрать тетĕн пуль. Кӳрентерме памастăп.
Шерккей: (Çиллессĕн) Тухса кай кунтан!
Типеш тухса каять. Нумай та вăхăт иртмест, пӳрте Тутирек кĕрет.
Тутирек: Фу! Аран-аран тытса çыхрăм. Çыртать, тапаланать, çапать…(Сĕтел хушшине ларать) Хĕр вăрларăмăр. Куншăн пĕрер куркине йăвантарсан та юрать.
Шерккей пĕр курка эрехне ярса парать. Тутирек ĕçет.
Шерккей: Туйпике ăçта? Шанчăклă пытартăн-и?
Тутирек: Шанчăклă. Эрех тесен тем тума та хатĕр саншăн.
Шерккей: Типеше çухатмалла. (Тепĕр курка ярать. Лешĕ татах ĕçет) Мана халиччен никам та хирĕç тăрса курман. Вĕлер ăна. Эпĕ сана ахаль тумăп. (Тепĕр курка ярать. Лешĕ татах ĕçет). Туйпикене пĕрер эрне выçă усрăпăр. Кăштах ăса кĕтĕр.
Тутирек: Ăхă… (кулать)
Шерккей: Типеш пулмасан пирĕншĕн нимле чăрмав та пулмасть, ăнланатăн-и? Мана та, сана та çитет Туйпике.
Тутирек: Ăхă…(кулать)
Чаршав
3 курăну
Тĕттĕм пӳлĕм. Туйпике пĕччен.
Туйпике: Пӳлĕхçĕм, мĕн кĕтет мана? Типеш, ăçта эсĕ, çăл мана. Çăл, тархаслатăп.
Алăк сасси пулать. Пӳлĕме Шерккей апат илсе кĕрет. Пĕр аллине чашăк тытнă, теприне- кăкшăм.
Шерккей: Туйпике, мĕнле эс кунта? Выçă та вилетĕн пуль. Ме-ха, çи. (Çимеллисене сак çине лартать).
Туйпике чашăк çинчи çĕççе асăрхать. Унтарах пырса ларать. Лайăх калаçма пуçлать.
Туйпике: Çиес те килет. Кунтан та тухас килет. Шерккей, кăлар мана. Эсĕ мĕн калатăн — çавна тăватăп.
Шерккей: Çапла çав, ăслăлан. Мана хирĕç кайса хăвна кăна начар тăватăн. Манпа лайăх пулсан эпĕ сана кӳрентермĕп. Тата тепĕр кĕпе илсе парăп. Акă кĕмĕл сулă илсе килтĕм сана валли. Типеше манса кай. Ăна тек никам та кураймĕ. Эсĕ те, Туйпике. (Кулать) Сана та ыталаймĕ… Качча та илеймĕ… Халĕ вара пире кунта никам та чăрмантараймасть. Эсĕ те эпĕ ...
Шерккей утса çӳресе калаçнă вăхăтра Туйпике çĕççе илсе çанă ăшне пытарать.
Туйпике: Мĕн калаçатăн эсĕ? Типешпе иксĕмĕр тупа тунă. Эпĕ Типешĕн пулатăп, урăх никамăн та..
Шерккей: Айван. Сан Типешӳ çак тĕнчере те çук ĕнтĕ.
Туйпике: Ăçта вăл? Кала тĕрĕссине?
Шерккей: Мĕнех, ху ыйтрăн. Эпĕ каласшăн та марччĕ те.. Юрĕ-çке. Хăçан та пулсан пĕрех пĕлетĕн. Тутиреке эрех ĕçтертĕм те вĕлерме хушрăм çеç. Вăл ăна пуртăпа çапса вĕлернĕ те çырмана вăркăнтарнă. Халĕ çырма уншăн — çăва. (Кулать) Хирĕçленин усси çук. Туйпикеçĕм, кил хам пата. (Туйпикене ыталать. Туйпике ăна çĕçĕпе чикет. Шерккей çĕре ӳкет.)
Туйпике: Пĕтрĕн , Шерккей. Манăн Типеш те текех çук. Ăна ачаранах юратнипе ман чун савăнатчĕ. (Йĕрет) Çук, Типеш, манăн сансăр пурăнас килмест. Туй тусах качча тухма ĕмĕт пурччĕ. Мул пуçтарса пӳрт лартасшăнччĕ. Пĕр ĕне, виçĕ сурăх туянасшăнччĕ. Хамăр çĕр çине тулă, урпа акасшăнччĕ. Телейĕм пулмарĕ. (Йĕрет). Маншăн пурнăç çук. Çак ылханлă çурт та ан пултăр. Вут чĕртсе çунтаратăп. Йĕрĕ те ан юлтăр. Пĕтнĕ пуç пĕттĕрех. Хăрса типиччен шыва сиксе вилес. Типеш, ху патна ил, эпĕ сан патна пыратăп. (Туйпике чупса тухса каять).
Тутирек чупса кĕрет. Шерккей выртнине курнипе шанк хытса тăрать. Тулта вут ялкăшать. Хуралтăсем, пӳрт çунать.
Тутирек: Шерккей, мĕн туса хутăмăр? Виçĕ виле. Типеше вĕлерсе çылăх турăм. Туйпике вара хăех кайрĕ чун савни патне. Шерккей, мĕн турăмăр?! Тарăн çырмара халь вĕсем. Икĕ çамрăк. ĕмĕрлĕхех пĕрле пулчĕç. Шерккей, пĕтертĕн Туйпикене.
Вут вăйлăланать, çунса петет. Тĕттĕмленет. Хурлăхлă чăваш кĕвви янăрать.
Автор: «Çуркунне е кĕркунне
Тарăн вар тискер çĕрле,
Типешпе Туйпикене
Асăнса шыв-шур кĕрлет».
(«Туйпике» легенда. Борис Борлен. «Пăрттас патшапа Сăвар турханĕ» кĕнеке. Шупашкар. 1998 ç.)
Вĕçĕ