Пирĕн ял çывǎхĕнче
Çутă кӳлĕ пур.
Киленет ун хĕрринче
Пĕтĕм кайăк хур.
Çăвĕпех хăй ытамне
Илĕртет пире.
Халĕ ун вăрттăнлăхне
Пĕлтерем сире.
Ĕлĕк чух çак кӳлĕре
Çăвăнман никам.
Çĕр пĕр тĕрлĕ чир-чĕре
Сарнă вăл тахçан.
Ял çынни ун çывăхне
Хăяйман пыма.
Выльăх та ĕçсен шывне
Тытăннă хăсма.
Çĕрлерен вăл шавласа
Çывăрма паман.
Ват çынсем астăвасса
Ун усси пулман.
Ялти сумлă Ятламан
Хăй тĕлĕкĕнче
Пулнă теççĕ хушăран
Кӳлĕ тĕпĕнче.
Курнă имĕш Ятламан
Хăйĕн ачине.
(Вăл шыва кĕме кайсан
Таврăнман килне).
Çак ача хăй ашшĕне
Пĕлтерет çапла:
«Сан, аттеçĕм, малашне
Ак мĕн тумалла:
Пуçтарса пур укçуна
Шур тиха туян.
Кашни кун çак тихана
Улăха эс яр.
Ан чарсам ăна нихçан
Таптама хире.
Тиха виççĕ тултарсан
Пулăшĕ сире.
Кӳлĕри усал вăя
Çĕнтерес тесен
Хăв ӳстернĕ тихана
Ан шелле, аттем.
Урине çапса такан
Яр ăна кӳлле.
Çĕнтерсе хĕрĕх кунтан
Килĕ вăл киле».
Хăй ачи каланине
Ĕненет ватти.
Пурнăçлать мĕн хушнине —
Пулатех латти.
Шеллемесĕр тихине
Вăл ярать кӳлле.
Тытăнать тет кĕрлеме
Кӳлĕ эсрелле.
Кунĕпе те çĕрĕпе
Лăпланмасть тĕнче.
Мĕн пулать-ши мĕскĕнпе
Кӳлĕ тĕпĕнче?
Вăтăр тăхăр кун иртсен
Хĕрĕхмĕш кунне
Таврăнать тет сĕм çĕрле
Хай тиха килне.
Кӳлĕре мĕн пулнине
Чухламан никам.
Анчах тепĕр кунхине
Тĕлĕннĕ тет ял.
Тĕкĕр евĕр çуталса
Хăйĕн ытамне
Илĕртет тет васкаса
Кӳлĕ çынсене.
Кайăк-кĕшĕк таврара
Савăнса вĕçет.
Ăшă çил вĕрсен вара
Хăмăш силленет.
Çак кунран усал вăйне
Çухатать çут кӳл.
Выльăхсем ĕçсен шывне
Эс çулне ан пӳл.
Унăн шывĕ сиплине
Пĕтĕм çын пĕлет.
Çĕр çинчи мĕн пур чире
Çутă кӳл сиплет.