Айтуш çырми — ачалăх пайĕ.
Аса килет-çке темшĕн халь пĕрмай.
Ун хĕрринче вылянă эпĕр,
Лартса хăварнă йывăç та самай.
Илемлĕ вырăн… Мĕн калайăн!
Хăва тĕми те çирĕк йĕркерен
Лĕп çилпеле пупленĕ майăн
Ӳсеççĕ те хунаççĕ çулсерен.
Айтуш çырми паян та çывăх.
Ун çумĕнчи уçланкăра çуллен
Ял уявне чыслать ман халăх —
Йăли нумай чăвашăн ĕлĕкрен.
Паян кунта çӳрет хуралçă,
Министрĕ те кумать-çке халăхпа.
Бизнесменсем (халь çук усламçă)
Уявсенче килеççĕ таварпа.
«Мотри-ка, — тет ял аксакалĕ
Мускавăн вырăсне тăк-тăк чышса, —
Театр пек вĕт чăваш туйĕ».
Шăлать хăй мăйăхне йăл-йăл кулса.
Шапа оркестрĕ çеç янрать-и?
Кĕрлет эстрада, ретро,поп та рэп…
Фольклор ансамблĕ юр юрлать-и?
Шеп классика чунтан итлетĕп эп.
Ноутбукпа çӳрет пĕр каччă,
Фотоаппаратпа та ӳкерет.
Хĕр журналист: «Итле, тăхлачă,
Сиртен илесчĕ интервью», — теет.
Тăхлачă юмахне тăнларăм,
Пĕр хускалми эп тăтăм итлесе.
Пыл хурчĕ пек «сим пыл» пуçтартăм,
Куçартăм çĕрĕпе шур хут çине.
Айтуш çырми ăçтан пуçланнă?
Айтуш тееç уçланкине çынсем.
Мĕнле асамлă ят пытаннă
Çак сăмахра, сире те пĕлтерем.
Тури Чакпа Чемен лараççĕ,
Хитре ялсем, Айтушăн ик енче.
Килĕштерсе пĕрле пурнаççĕ:
Пуриншĕн те пĕр мар-и çут тĕнче?!
Çак туслăхшăн кама тав тунă
Ик ялăн çыннисем мĕн ĕмĕртен?
Айтуш ятне асра хăварнă…
Алла эп тытрăм халĕ ак калем.
***
Таçти çĕре те çитсе курнă
Патвар, тĕреклĕ, аптраман этем
Пĕррехинче çитсе вăл тухнă
Çак тăрăха каçпа кĕтмен çĕртен.
Ĕçес те килнĕ çул çӳревçĕн.
Анчах ăçтан тупас çăл куç тĕлне?
Ун вăйĕ те юлман, çӳлевĕç
Амантнă ав хытах патвар хулне.
«Ĕçес килет, эх, пĕр тумламччĕ…», —
Пуçне хурать вăл çĕр çине часах.
«Чăнах-ши ку е тĕлĕк çеççĕ?» —
Таçта шалта илтет:тумлать тумла…
Ăçтан вăй тупăнчĕ Айтушăн?!
Пуçларĕ вăл çав вырăна чавма.
Тем парĕччĕ пĕр кашăк шывшăн!
Сисет: халь вăхăт мар ачашланма.
Ак ĕнтĕ тепĕр тĕлĕнтермĕш!
Илтех каять Айтуш хĕр сассине.
Ăçтан пулайăн халĕ илтмĕш —
Вĕри куççуль тумлать-çке ал çине!
Чавать , чавать васкавлăн каччă.
Çăл шывĕ тухрĕ хыттăн палкаса.
Ăна ытла, ытла та пăчă:
«Пите çăвасчĕ, ярăп сывласа…»
Ывăçласа шыва вăл ăсрĕ,
Унта яш курчĕ сарă хĕр сăнне.
Ик мăшăр куç ытарлăн пăхрĕ
Çăтса ярас пек пĕр-пĕрин çине.
Куççуль кӳлли — таса çăл шывĕ…
Самант вăл сивĕнчĕ, чуна уçать.
Чун каниччен яш ĕçрĕ-ĕçрĕ…
Асамлă сăн çаплах ума тухать.
Çăл шывĕ сурана сиплерĕ,
Йăлтах ирттерчĕ хырăм выççине.
«Сарпи эп…», — юмахри пек тухрĕ
Айтуш умне тĕлĕнмелле пике.
Сарпи пуçне тухья сыхланă,
Çут кĕмĕлне имленĕ чĕр çăл куç.
Кăкри çинче тевет ялтранă.
Çĕр айĕнче хĕмленнĕ-мĕн чĕп куç.
* * *
Усал Макуç тарçи вăл пулнă,
Хĕре пуянăн вĕçертес килмен.
Пĕтсессĕн чăтăмĕ ав тарнă.
Анчах ăçта? Никам та пĕлеймен.
Çынсем вара хытах куляннă
Курсан çăл куç пĕртте тапманнине.
«Çитменние Сарпи çухалнă», —
Хĕрхеннĕ халăх тăлăх пикене.
«Çăла сиксе вилесчĕ, — тенĕ —
Нихçан та парăнмăп чун иллине.
Ял-йыш, каçар…» Унтан хĕр ӳкнĕ
Пăр пек шыва, вăл шеллемен хăйне.
Ик ял çынни унтан шыв ăснă.
Тапмасть çăл куç. Мĕн пысăкăш инкек!
Сарпи те çук, йĕп пек çухалнă.
Эй! пулăшсамччĕ, аслă киремет!
Туричаксем хытах çилленнĕ:
«Сирте пуль айăп, аслăчеменсем…
Чеменĕсем ун чух кӳреннĕ:
«Турра, тен, кӳрентернĕ макуçсем?»
Хура кушак çула-ши татнă?
Ик ялăн çыннисем пайланă тем…
Типшар кунта халь хуçаланнă.
Мĕне кăна чăтмасть-ши вăл этем?!
* * *
Чак-чеменсем паян ирех вăраннă.
Хĕвел те тухнă ăшшăн çуталса.
Çăл куç сасси таçтан янранă!
Ăçтан-ха выртăн халь хуп турттарса?
Ватти-вĕтти кунта васканă:
«Килчех-шим пирĕн кĕтнĕ ăраскал?»
Айтушпала Сарпи йăл кулнă…
Чĕлхесĕр пулнă халăх пĕр кана…
Сар каччăпа сар хĕр ант тунă
Мĕн ĕмĕр пурăнма мăшăрланса.
Сипетлĕ çумăр ăшшăн çунă.
Мĕн пур тавра киленнĕ канăçса.
Малаллине хăвах ăнлантăн
Эс, вулаканăм! Кăшт тата çырам.
Çăл куçĕ вăйлă тапнă майăн
Çырма пек тулнă. Ик çыран
Енче паян та килĕшӳллĕн
Пурнаççĕ Чак-Чеменĕн çыннисем.
Айтуш çырми юхать кĕрлевлĕн…
Ан типчĕр нихăçан та çăл куçсем!
Манран, паллах, поэт пулаймĕ.
Чун хушнипе çеç çыртăм эп çакна.
Ман ĕмĕтсен çăл куçĕ типмĕ:
Кӳресчĕ усă ĕмĕрех çынна!