Ыр этем пул кăмăлпа,
Ан харкаш нихçан çынпа.
Хĕвре чул тытакана
Çăкăрпа пер тенĕ пек,
Лайăх ту ĕçпе ăна
Хăвăн чуну хушнипе.
Çитсе кур çитмен çĕре,
Тĕнчене курса çӳре.
Ĕçрен эсĕ ан хăра,
Эрех хыççăн пит ан кай.
Çиме тăрăш лайăхрах:
Сĕт-çу, çимĕç, аш-какай.
Сывлăмпа çара уран
Ирхине çӳре çуран.
Çăвăн сивĕ шывпалан,
Иванов меслечĕпе.
Сывлăх пултăр сан ялан
Чăн пăхаттирĕнни пек.