— Марине, пепкем, выçрăн пуль, ларса çи хăвăртрах, — тет амăшĕ урамра вăрах выляса çӳрене хĕрачине.
— Хам выçман та, хырăм питĕ хытă выçнă манăн. Анне, çитер-ха, часрах. Атту йĕрет вăл.
* * *
Маринепе амăшĕ пахча çумлаççĕ.
— Хĕрĕм, тимлĕ пул. Йăрансене таса çумла, — вĕрентет амăшĕ.
Тăрăшать Марине. Пуç çĕклеми ĕçлет.
— Аннеçĕм, кур-ха, епле таса манăн йăран: санăннинчен те тасарах, — тет вăл, çап-çара юлнă хăяр йăранĕ енне аллипе тăсса кăтартса.
* * *
Маринесем патĕнче хăнасем.
— Юрласшăн та марччĕ эп, ташласшăн та марччĕ эп, — такмак каласа ташлать кӳршĕри Маюк аппа.
— Ай, суять! Епле суять! — тет кĕтесре курса тăракан Марине. — Ташласшăн марччĕ, тет. Хăй купăса тăсса яричченех тăпăртатма тытăнчĕ.
* * *
— Аннеçĕм, итле-ха, сăвă çыртăм, — тет хаваслă Марине.
Эпĕ аннене юрататăп.
Юрататăп эпĕ аннене.
Аннене юрататăп эпĕ,
Питĕ юрататăп ăна!
— Поэт иккен манăн чĕкеçĕм, — тĕлĕнет амăшĕ.
— «Поет» тени юрлать тени пулать-çке. Эпĕ вара сăвă вулатăп, — ăнлантарать Марине.
* * *
— Ыйхăран тутли тата мĕнех пур-ши? — пуплешет Марине ашшĕ, ыйхинчен вăранса.
— Аттеçĕм, питĕ пылак-и вара ыйхи? Мана валли те кăштах хăвар-ха тепрехинче, — тилмĕрсе пăхать Марине.
* * *
— Ай, чĕпĕтет! Ай, чĕпĕтет! — аллисене сăтăркалать хĕллехи урамран васкаса кĕнĕ ашшĕ.
— Кам чĕпĕтрĕ сана, атте?! Эсĕ ăна хăйне хытăрах чĕпĕтмеллеччĕ! — шеллет ашшĕне Марине.
* * *
— Вĕлтĕрен кайăкĕ вал, — тет такам çинчен асламăшĕ Марине амăшĕпе калаçнă чух.
— Асанне, вĕлтĕрен кайăкĕ тени мĕн тени пулать? — кăсăкланать Марине.
— Вĕлтĕрен хушшинче тупнă тени пулать, — тет, нимĕн калама аптранă асламăшĕ.
— Эх, шел! Епле вилсе кайман вăл унта?! Вĕлтĕрен питĕ хытă чĕпĕтет-çке?
* * *
— Эпĕ «Çитмĕл те çиччĕ» передачăна питĕ юрататăп, — тет Марине амăшĕ. — Татьяна Ильина та питĕ килĕшет мана.
— Ай-уй, аннеçĕм! Питĕ нумай передача юрататăн-çке эсĕ? — тĕлĕнет Марине. — Эпĕ иккĕшне анчах юрататăп: «Сармантей» ятлине тата ертӳçине — Галя аппана.
* * *
Марине «Çилçунат» ятлă журнал пăхса ларать. «Ырвалюк» ятлă страница патне çитсен, тĕлĕнсе калаçать:
— Ырвалюк, Ырвалюк! Тен, Валюкĕ ырах та мар пуль. Ав, пирĕнпе садике çӳрекен Анаткасри Валюк пĕртте ырă мар. Яланах мана çивĕтрен туртать. «Ыранюк» тесен лайăхрах пулмалла. Кӳршĕ Анюк манпа нихăçан та çапăçмасть.
* * *
— Вылямастăп санпа урăх. Эсĕ манăн пӳскене шăтаратăн, — тет Анюк, куççульне вараланнă аллипе шăлса.
— Уншăн эпĕ айăплă мар-çке, — тет Марине, турре тухма тăрăшса. — Уншăн лавккаç айăплă. Вăл сана час шăтакан пӳске сутнă.
* * *
Марине, тутлă ыйхăран вăраннăскер, амăшне шыраса кухньăна кĕрет.
— Аннеçĕм, мĕн пĕçерсе çитересшĕн эсĕ мана паян? — ачашшăн тĕршĕнет вăл кухньăра тăрмашакан амăшĕ çумне.
— Маннă кĕрпинчен пăтă пĕçерсе парас тетĕп, — савса çупăрлать ăна амăшĕ.
— Çав пăтта Анюк çитĕр,
— Ма тата?
— Маннă кĕрпинчен пĕçернĕ пăтă çисен — манакан пулатăн.
* * *
— Упа ятлă хушамат кирлĕ мар мана, — кĕтмен çĕртен каласа хучĕ Марине, куççульне çăтса. — Ман çине упа пусман. Эпĕ юрлама та, ташлама та пĕлетĕп. Кӳршĕ Анюк вара ни юрлама, ни ташлама пĕлмест. Вăл пултăр Упа. Мана урăх хушамат парăр.
* * *
Маринепе Анюк пытанмалла выляççĕ. Шырать, шырать Марине Анюка, ниепле те тупаймасть. Чăланти лар хыçĕнче ларса ывăннă Анюк текех чăтаймарĕ:
— Эпĕ Африкăра! Хам таврăнмасăр та тупаймастăн эсĕ мана! — тесе кăшкăрчĕ. Тавçăруллă Марине пит нумай шухăшласа тăмарĕ:
— Банан илсе кил-ха мана валли нӳмайрах, Эпĕ ăна пĕртте çисе курман, — терĕ.
* * *
Марине аппăшĕ пăхмасăр сăвă калама вĕренет.
— Тухса кайрĕ вăрмана хăрăк-турат пуçтарма, — вулать вăл хытă сасăпа.
— Эй, айванскер! — тарăхать Марине. «Хăрăк-туратран мĕн ăшши пултăр!
* * *
— Улми йывăççинчен аякка ӳкмест, — калаçаççĕ Марине амăшĕпе асламăшĕ тем çинчен.
— Ӳкмест тет иккен! — хирĕçлет урайĕнче пуканепе вылякан Марине.
— Ĕнер, ав, вăйлă çил пулчĕ те, пирĕн улмуççи çинчи панулмисем кӳршĕсен пахчине çитиех ӳкнĕ. Анюк савăнсах пуçтарчĕ.
* * *
— Эх, çав Маюкăн чĕлхи! Ытла та çивĕч-çке! — те хурлать, те мухтать кӳршĕ хĕрарăмне асламăшĕ.
— Хăйрать пуль вăл ăна. Леçсе пар çĕçĕсене Маюк аппана, хăйраса патăр. Атту тек аттене ятлатăн хăйраманшăн.
* * *
Радиора илемлĕ юрă янăрать.
— Шăратаççĕ çепĕç юрăсем кимĕ çинчи çамрăк хĕрĕсем, — тесе юрлаççĕ Шупашкар артисчĕсем.
— Анне, анне, кимĕ çинче газ плити пур-и вара юрăсене шăратма? —тĕлĕнсе ыйтать Марине.
* * *
Марине варĕ ыратнипе аптăранă.
— Ачам, ачам! Кам харăс темиçе çăмарта çисе ярать! — ятлаçать амăшĕ, пепкине эмел ĕçтернĕ май.
— Ара, аннеçĕм, хăвах калатăн-çке хăвăртрах ӳсес тесен, нумай çимелле тесе.
* * *
— Чăн-чăн пиçмен пашалу, çав çăмăл сăвва та пăхмасăр калама вĕренеймен, — каласа парать такам çинчен амăшне Марине аппăшĕ.
Марине, калаçăва кăштах илтсе юлнăскер, чупса пычĕ те:
— Анне халь анчах кăмака хутса пĕтерчĕ. Пиçмен пулсан, ларт пашалуне хăвăртрах кăмакана, — терĕ.
* * *
— Пĕтрĕ пуç! Пĕтрĕ пуç! — аллисемпе хăлаçланать урамран васкаса кĕнĕ Марине асламăшĕ.
— Анне, мĕн пулчĕ? Мĕн пирки çавтериех кулянатăн? — шикленсе ыйтать ывăлĕ.
— Ара, мăйăр пысăкăш пăр çăвать те çӳлтен, пĕтĕм пахча-çимĕçе, тыр-пула пĕтерет-çке.
Марине, çакна илтнĕскер, асламăшне вĕрентет:
— Пĕтрĕ пуç тесе каламалла мар. Пуçу чылаях-çке? Пĕтрĕ пакча-çимĕç, пĕтрĕ тыр-пул, темелле.
* * *
— Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра? — юрлать Марине амăшĕ, апат пĕçернĕ май.
— Шăкалатт çитмест мана пурнăçра-а-а! «Барби» ятлă пукане çитме-е-е-ест, — хăйне евĕр кĕвĕпе шăрантарать урайĕнче пуканепе выляса ларакан Марине.
* * *
— Пăкки тухсах ӳкнĕ пуль тӳпен, тăкать те тăкать сивĕ çумăрне, — ассăн сывлать Марине амăшĕ.
— Асанне, ыйт Турăран, тӳпе пăккине каялла чиксе хутăр, — вĕрентет Марине асламăшне.