Ĕсек çырми, шăнкăртатса,
Çӳл тусене икке татса,
Савăнтарса ачасене
Килет юхса Теней ялне.
Юхать васкавлăн кашни кун,
Тăп-тăрă, сулхăн шывĕ ун.
Шывра вылять хĕвел шевли,
Ишет-сикет çырма пулли.
Йăмра — çырман ик айккинче,
Шап-шурă чул — шыв тĕпĕнче.
Теней ялне Ĕсек çырми
Шыв парнелет ырми-канми.