Суя çăлпа чăн çăл тапаççĕ
Инçех те мар ял хĕрринче.
Укăлчаран çынсем васкаççĕ
Ăсмашкăн шыв шав ирсенче.
Ак ик мамак ирех пуçланă
Çăл хĕрринче тем пуплеме.
«Суя çăла тахçан пăрахнă
Çынсем чĕр кĕмĕл пĕр кӳме…», —
Тесе пĕри сăмах пуçарчĕ.
Эх, тĕлĕнчĕ вара тепри:
«Марье, чăнах-и? Каласамччĕ».
Çав тер ун килчĕ пĕлесси!
«Хам та тин илтрĕм, ман мăнукăм
Çырать тем ятлă рехверат».
«Итле, — тет, — эс мана, мамакăм,
Ыран ман тумалла доклад…
Ик çăл ялан хăватлăн тапнă —
Пит хĕпĕртенĕ ял çынни.
Кам ӳркенмен, килсе тасатнă —
Çăл шывĕ пултăр чи таси!
Пĕрре вĕсем хыт тавлашаççĕ.
«Ман шыв пит тутлă, кам пĕлмест.
Пурте ман куçăмран пăхаççĕ», —
Тесе пĕр çăлĕ евитлет.
«Мĕнех, чăнах, çынсем туяççĕ
Хăш шыв паха, чи сипетли.
Сан пек пурте мăнаçланмаççĕ,
Сăпайлă пул эс», — тет тепри.
Мухтанчăк çăл татах тавлашнă:
«Туятăп эпĕ хам хака!»
Çапла вăл ультиматум лартнă:
Ĕçес килсен тӳле укçа!
Çынсем шыва чĕр кĕмĕл тăкнă
Парне парса ĕмĕтсĕре.
Ун хыççăн вăл куçне хупланă:
«Çумри çăлран шыв ĕçчĕрех!»
Çул хыççăн çул хыçа юлаççĕ.
Пурне те илĕртет тупра!
Çăла типтерлĕн тасатаççĕ.
Мĕн чухлĕ кĕмĕл çак шывра!
Чухăнсене нухрачĕ тивнĕ.
Çăл куçĕ таптăр хуть усса.
Кӳрши çине пахма именнĕ
Мухтанчăк çăл халь иçмасса.
Суя çăл куç тесе паллаççĕ
Çавăнтанпа çынсем ăна.
Типменнине чăн çăл тееççĕ…
Каласшăнччĕ çакна кăна».