Ăçта эсĕ, тусăм, çӳрен,
Кам чĕрçийĕ çинче ларан,
Кам санăн çӳçне ачашлать,
Куçунтан тинкерсе пăхать?
Яшта, шĕшкĕ пӳллĕ тушку
Камăн ытамне лекнĕ-ши?
Çемçе, ытарма çук туту
Кам тутине чуп тăвать-ши?
Йăмрасем кĕтсе ывăнчĕç,
Ăш çил тунсăхларĕ сана.
Шăпчăксем аса илтерчĕç
Санăн кĕмĕл пек сассуна.
Мана тахçанах эс маннă
Вĕçтеркке чăваш ачине.
Вĕçтернĕ сив çил туйăма
Кĕрхи сар çулçăпа пĕрле.