Шурăмпуç килнĕ чух
Çӳл тусен хыçĕнчен
Вăранать ыйхăран
Ман тăван Кинчеккей.
Юрататăп сана
Ман сăпкам, Кинчеккей,
Эсĕ — манăн шăпа,
Эсĕ — манăн телей.
Шур тĕтре улăхра
Сарăлать инçене.
Пачĕç сассисене
Кайăксем чăтлăхра.
Сывлăмпа çăвăнса,
Чечексем илемне
Парнелеççĕ пире
Ирхине шăплăхра.
Кӳлĕсем çап-çутах,
Вĕсенче — шур хурсем.
Тăрнасем кăрлатни
Илтĕнет тӳпере.
Вутăш евĕр хитре
Йăрăс пӳллĕ хĕрсем,
Улăп пек каччăсен
Вут-кăвар чĕрере.
Икĕ ту хушшинче,
Савнă ялăм, ларан.
Сарлака ураму,
Тăрă шывлă çăлсем.
Ешереççĕ хирсем,
Каш! кашлать сĕм вăрман.
Йăлкăшаççĕ çĕрле
Тăван ял çутисем.