Чĕрчунсем, кайăксем, çĕленсем, пулăсем
Çĕр çинче авалтан — шăллĕсем çыннăн. Пĕлĕр!
Çавăнпах пуль йĕреççĕ çын евĕр вĕсем
Патакпа, сăмахпа кӳрентернĕшĕн тĕлсĕр.
Пуртăпа эс çапсассăн лаштра юмана,
Тымартан пуçласа çулçиччен чĕтренет вăл.
Çуркунне çĕçĕпе амантсан хурăна,
Вăл куççуль юхтарать — ыратать унăн нервă.
Уй-хире пăхмасан юратса ача пек,
Пуçланать кĕç эрози — уй-хирĕн суранĕ.
Пӳр пек пылчăк юхать çав суран тĕпĕпе:
Вăй ĕмет вăл çĕртен. Çухалать тĕс çаранăн.
Çамрăк тусăм! Юлташ! Ан васка пурттуна
Ӳсекен йывăçа амантма çĕклемешкĕн.
Ан васка, эс, этем, ятлама чĕрчуна
Шухăшне, кӳренсен, калама пĕлейменшĕн.
Çынсемпе чĕрчунсем Çĕр-планета çинче
Пурăнсан кӳршĕлле хирĕçӳсĕр те туслă,
Начар пулмĕ нихçан, капăрланĕ тĕнче,
Пурне те пурнăçра пулĕ çеç пысăк усă.