Астан хăйĕн шыври патшалăхĕнче савăнса çеç пурăннă. Унăн чи пысăк пуянлăхĕ — унăн çичĕ хĕрĕ. Чи асли — Стана ятлă. Хĕрĕсем вара пĕри тепринчен чипер пулнă. Шыв патши вĕсене питĕ юратнă. Кашни хĕрĕн уйрăм пӳлĕм, илемлĕ кĕпесем, хитре пушмаксем, йăлтăркка шăрçасем, хăлха çаккисем, сулă-çĕрĕсем… Астанăнни пек хитре хĕрсем патшалăхĕпе те никамăн та пулман. Ашшĕ хĕрĕсене куç пек сыхланă.
Астанăн Рина ятлă аппăшĕ пулнă. Çак усал та хытă чунлă хĕрарăм шăллĕ пуян пурăннине курайман, унăн пурлăхне ăмсаннă. Астанăн хĕрĕсене вара чунтан юратман. Рина шăллĕн патшалăхĕнче хăй хуçа пуласшăн çуннă. Астан вара аппăшĕн вăрттăн шухăшне пĕлмен, ун çинчен шухăшлама та пултарайман.
Пĕррехинче аппăшĕ Астан патне хăнана килнĕ. Шăллĕ ăна вăхăтлăха пурăнма тесе хăна пӳлĕмне вырнаçтарнă.
Пĕр кунхине Астан чи çывăх юлташĕ патне хăнана кайнă. Патшалăхне астуса тăма, хĕрĕсене пăхкалама Ринăна шанса хăварнă. Шăллĕ кайсанах çак хапсăнчăк хĕрарăм пĕтĕм патшалăха пăхса çаврăннă, чее куçĕсене выляткаласа куланçи тунă. Куç умĕнчи пуянлăха еплерех çавăрса илес-ши тесе кунĕн-çĕрĕн пуçне çĕмĕрнĕ.
Ырă кăмăллă шыв патши хăйĕн асамлă туйине трон çинчех хăварнă. Çак туяна алла тытмалли ятарлă сăмахсем пулнă. Ăна Астанпа хĕрĕсем çеç пĕлнĕ. Асамлă сăмахсем каласа туяна алла тытсан çеç трон çине ларма юранă. Кам трон çине ларать — вăл патша.
Рина туяна парăнтармалли сăмахсене питĕ пĕлесшĕн çуннă, патша хĕрĕсенчен чееленсе те шахвăртса ыйтса пĕлесшĕн пулнă, анчах та Аслан хĕрĕсем, ашшĕ пекех, ăслă та шанчăклăскерсем, Ринăна пĕр сăмах та каламан.
Вара, ним тăвайманнипе, сĕмсĕр хĕрарăм апат хатĕрленĕ вăхăтра чипер хĕрсен куркисене тĕрĕссине калаттаракан кăн-кăвак тĕслĕ шĕвек ярса парать. Анчах та Стана мăн аккăшĕн вăрттăн ĕçне сисет, йăмăкĕсене те систерет. Хĕрсем куркари шыва пĕри те ĕçмеççĕ. Рина çакăншăн ниçта кайса кĕрейми тарăхса каять. Ун пуçĕнче тепĕр тĕрлĕ шухăш тĕвĕленет.
Каçхине, хĕрсем çывăрма выртсассăн, вĕсем çине лешсем сисмелле мар тухатланă шыв пĕрĕхет. Çав витĕмпе вĕсене пăрахăçа тухнă пĕр çурта илсе каять те хупса лартать. Ирхине хĕрсем вăранса каяççĕ те Ринăн киревсĕр ĕçне ăнланса илеççĕ, малалла мĕн тумалли çинчен шухăшлаççĕ.
Станăн вăрăм çӳçĕ çинче пуç тури пулнă. Вăл çав турана илет те çĕре чакалама пуçлать. Хăйсене тухмалли шăтăка вĕсем черетпе чакалама калаçса килĕшеççĕ. Анчах та вăй кĕртмелли ĕçме-çиме çук ку шăтăк-шатăк çуртра. Чи кĕçĕнни, Вета, çĕр урайне йĕри-тавра пăхса çаврăнать те кĕтесре пĕр кăмпа ларнине курать. Ун çине çапла çырса хунă: «Хăвăр çинчен тĕрĕс сăмах каласан сирĕн пĕр ĕмĕтĕр пурнăçланать».
Стана нумай шухăшласа тăмасть: «Тархасшăн, пулăш пире, эпир инкеке лекрĕмĕр», — тет. Кăмпа самантрах куçран çухалать. Ун вырăнне пĕр тирĕк сар мăйăр тухса ларать. Хĕрсем кăмпана тав тăва-тăва сар майăра шĕкĕлчеççĕ, кăштах вăй илеççĕ.
Рина хĕрсене кĕре-кĕре тĕрĕслесех тăрать, вĕсене асамлă сăмаха калаттарасшăн пулать. Анчах та хĕрсем пĕр сăмах та каламаççĕ.
Хĕрсем нӳрĕ те таса мар пӳртре асапланнă вăхăтра вĕсен ашшĕ юлташĕпе ăшшăн калаçса ларнă. Тепĕр кунне тусĕпе иккĕшĕ сунара кайнă. Сунартан питĕ савăк кăмăлпа таврăннă. Тăван апппăшĕ унăн хĕрĕсенчен çавăн пек мăшкăлласса шутлама та пултарайман Аслан.
Рина хĕр ачасене тепĕр хут кĕрсе тĕрĕслет те çывăрма каять. Хĕрсем çурçĕр тĕлне шăтăка хăйсене тухмалăх туса çитереççĕ. Вара асăрханкаласа пĕрерĕн-пĕрерĕн шăтăкран тухаççĕ те хăйсен вырăнне çичĕ пулă кĕртсе хăвараççĕ. Шăппăн-шăппăн хăйсен пӳлĕмĕсене кĕрсе питĕрĕнсе выртаççĕ.
Рина ирхине тăрать те хĕрсене хупса хăварнă çурта каять, кĕрет те пулăсемпе калаçма пуçлать. Пуллисем пĕри те калаçма пĕлмен иккен. Çăткăн хĕрарăм патша хĕрĕсем хăйне улталанине тинех ăнланса илет.
Ашшĕ киле таврăнсан хĕрĕсем хăйсемпе мĕн пулнине пĕр пытармасăр ашшĕне каласа параççĕ. Ашшĕ вĕсене çирĕп чунлă та тавçаруллă пулнăшăн мухтать. Аппăшне вара ĕмĕрлĕхех хăваласа ярать. Урăх вĕсене телейлĕ пурăнма никам та кансĕрлемест.