Ĕçре пиçсе тарланă кăкăр
Тухасшăн анлă уй-хире:
Ăша уй-хир сассисĕр тăвăр,
Вăл çук-тăк — канăç çук пире.
Шăрши те хаклă тăван çĕрĕн,
Йӳç тĕтĕмĕ те — чĕр сипет.
Çавна ăнланнăран-ши чĕррĕн
Хăватланса чĕре сикет?
Вăрманĕ, улăхĕ, шыв-шурĕ,
Тĕтрийĕ, пĕлĕчĕ, ăрши —
Йăлтах — çак çĕр çинче мĕн пурĕ —
Тăван çĕршывăмăр ăшши.
Тăван çĕрте сукмак та тӳрĕ,
Телей те хĕвелпе пĕрех...
Пĕр ӳркенмесĕр, пырăп, çӳрĕп,
Юратăп хамăрăн çĕре.