Асăрхатпăр: хăш чух кĕркунне
Çĕмĕрт-йывăç çурать çеçкине.
Курăнать шуралса инçетрен,
Сĕртĕнет çывăхра вăл питрен.
...Юратать çын хăй çамрăк чухне,
Ыталать вăл хитре хĕрсене.
Пурнăç урлă иртсессĕн çулсем,
Чунĕнче ун чакать вут-хĕлхем.
Тĕлĕнес мар, анчах, çынсенчен,
Ватăлсан: «Юратап», — тенинчен.
Ăнланар: вĕсен те кĕркунне
Çурнă пуль чунĕсем çеçкине.