Уроксем пĕтсенех Петте класран пуринчен малтан тухса чупрĕ. Килĕнче те апатланнă хыççăн кăшт çеç ларчĕ. Васкасах пальтине тăхăнчĕ, хура çӳçне якаткаласа шурă кубанкине пуçĕ çине чалăшрах лартрĕ, алăк патне пычĕ.
— Ăçта каятăн? — ыйтрĕ тирĕк-чашăк çуса тăракан амăшĕ.
— Пăр çине кунькипе ярăнма, — терĕ Петте.
— Уроксене хатĕрле-ха, вара кай.
Петте амăшĕ çине хура куçĕпе кăмăлсăрланса пăхса илчĕ.
— Кунĕпе шкулта ларнă хыççăн уçăлмалла та мар-и вара?
— Каях эппин, — килĕшрĕ амăшĕ, — анчах нумай ан çӳре. Аçу района бригадирсен пухăвне кайнă. Эпĕ выльăхсене хупсан клуба лекци итлеме каятăп. Шăллусем каçхине пĕччен ларма хăраççĕ.
— Юрĕ, анне, кăшт ярăнсанах килетĕп.
Петте тухса кайрĕ. Юнашар пӳртĕн кантăкĕнчен шаккарĕ.
— Атя, Михаç, пăр çине ярăнма!
Хапха умне сарă пуçлă ача свитер вĕççĕнех чупса тухрĕ.
— Эпĕ пăр çине халех пыраймастăп. Тамарăна çунашкапа туртса уçăлтарнă хыççăн хăшпĕр уроксене вĕренетĕп, аннене выльăхсене тирпейлеме пулăшатăп, вара — пăр çине!
Михаç шурă çăматăллă урисемпе тăпăртаттарса пӳрте кĕрсе кайрĕ. Петте пăр çине вĕçтерчĕ.
— Эй, — аллине сĕлтрĕ Петте, — пурĕпĕр кая юлнă, ярăнас-ха тăраниччен.
Ача конькипе пăра шартлаттарса ярăнса кайрĕ.
Килти ĕçсене туса пĕтерсен, Михаç та пăр çине тухрĕ. Пĕрер сехет ярăнчĕ. Унтан конькине салтса хулпуççи урлă çакса ячĕ.
— Атя киле, Петте! — кăшкăрчĕ Михаç юлташне.
Лешĕ ăна чĕнмерĕ, пуçне пăркаласа çеç иртсе кайрĕ.
Тĕттĕм пуласпа ачасем пăр çинчен саланчĕç. Унта-кунта пĕччен-иккĕн курăнкалаççĕ. Юлашкинчен пĕве çийĕ пушанса юлчĕ. Чи кайран, ялти электрицă çуталсан тин, Петте килнелле чупрĕ.
Амăшĕ пӳрте питĕрсе кайнă. Петте çăра уççине пĕрене çурăкĕнчен илсе уçрĕ те пӳрте кĕчĕ.
Шăллĕсем çăматтисене пăрахмасăрах вырăн çине улăхса выртнă. Иккĕшĕ пĕр-пĕрин çумне хĕсĕнсе çывăрса кайнă. Кĕçĕнни питне аллисемпе хупланă, ĕсĕклесе илет.
Петте, сумкине илсе, кăвак клеенка сарнă сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Маччаран çакăнса тăракан чечче питлĕхлĕ лампочка çап-çутă çунать. Петте расписание пăхрĕ. Чи малтанхи урок — арифметика. Килте шутлама икĕ задача парса янă. Ача иккĕшне те вуласа тухрĕ, мĕнле шутламаллине пĕлеймерĕ. Вăл сĕтел çине чавсаланса пуçне тытса ларнă хыççăн юлташĕ патне тухса кайрĕ.
Петте пырса кĕнĕ чух Михаç «Пионерская правда» вуласа ларать. Ашшĕ-амăшĕ клуба кайнă пулмалла — килте çук. Тамара пĕчĕк краватъ çинче канлĕ çывăрать,
— Задачăсене шутларăн-и, Михаç?
— Шутланă.
— Отвечĕсем тухрĕç-и?
— Тухрĕç.
— Йывăр мар-и шутлама?
— Питĕ çăмăл.
— Çырса илме пар-ха.
Михаç чакăр куçĕпе юлташĕ çине чăр пăхрĕ те каларĕ:
— Çук, çырса илме памастăп, ăнлантарма пултаратăп.
— Ан пар-çке эппин, — кăмăлсăрланса каларĕ Петте. — Хамăр звенора «иккĕ» паллă илекен пултăр тетĕн пулĕ... Ху шутлатăн, çынна çырса илме памастăн — усă курасран хăратăн.
— Çырса илни сана мĕн усси пур? — хĕрӳленсе каларĕ Михаç, — лар, халех ăнлантаратăп.
— Ăнланса шутласан нумая каять, çырса çеç илесчĕ. Анне ыран нӳхрепрен панулми илсе тухать. Сана вуннă паратăп.
— Кирлĕ мар! — хыттăн каларĕ Михаç. — Задачăсене çырса илме памастăп. Эсĕ хамăра вĕрентекен Мария Павловнăна, звенона, отряда улталасшăн... Уроксене ăнлантарнă чух эсĕ картинсем ӳкерсе лартăн.
Петте питĕ кӳренсе кайрĕ, юлташĕ çине пăхмасăрах калама тытăнчĕ:
— Шкулта юнашар ларатпăр... Эпĕ сана яланах çывăх юлташ тесе шутлатăп... Ĕнер сана панулми те çитертĕм-çке, çапах мана пулăшмастăн... Пар-ха, çырса илем. Ху ялан шутлатăн, çырса илме памастăн.
— Памастăп, — терĕ Михаç.
Петте йĕрсе ярас çинче килне тухса кайрĕ.
Вăл вырăс чĕлхи, истори, ботаника, географи урокĕсене аран-аран хатĕрлерĕ, задачăсене шутлама тытăнмарĕ те, выртса çывăрчĕ.
Иккĕмĕш чĕрĕк çывхарчĕ. Пиллĕкмĕш класра арифметикăпа вĕрентекен Мария Павловна класĕпе «иккĕ» паллă илекен ачасем ан пултăр тесе тăрăшса вĕрентнĕ, урок хатĕрлемен ачасемпе вăл кашнинпе уйрăм ĕçленĕ, çапах та журналта Петр Измайлов ячĕ тĕлне киревсĕр паллă «иккĕ» лартма тивнĕ.