Инçетре-инçетре —
Тĕтресем кунĕн-çĕрĕн.
Тăвăл çил тинĕсре
Хăвалать хумсене.
Пограничник-салтак
Çакăнти пирĕн çĕрĕн
Чиккине хураллать,
Шеллемесĕр хăйне.
Кунта шур вулкансем
Сывлăша тĕтĕрлеççĕ,
Кĕмсĕр-кĕмсĕр туса
Чĕтретеççĕ çĕре.
Пурпĕрех салтаксем,
Утса çирĕп, çӳреççĕ:
Чунпа вăйсăр пулма
Юрамасть чикĕре.
Тайăлса авăнать
Çилпелен çӳлĕ курăк,
Сарă хăйăр юхать
Атăсем хушшипе.
Çамрăк каччă утать
Чикĕпе. Çук çул урăх.
Чунĕ çеç кил енне
Туртăнать ĕмĕтпе.