Çитет выртса…
Хăрах уран…
Хам чăлахне ан куртăр куçăм…
Çĕр хут пуль сикрĕм те аран
çитсе чӳречене яр уçрăм.
Шăлса çамка çинчи тара
пăхатăп.
Чăн-ши ку, ара? –
ик суккăрпа чăлах иртеççĕ,
телейлĕн йăл кулса илеççĕ.
Парăнмасан этем хăватлă,
чăлах теме ан хăй эс, кур:
ура виç çыншăн пур тăваттă,
вĕсен пĕр мăшăр куç та пур.
Хул айĕнчи туясене
шăп çурмаран хуçса перетĕп!
Çавах ташлатăп. Халь пĕлетĕп:
парăнмасан – теме çĕнен.