Çураласса эпĕ патша саманинче, Арапуç çырми вĕçĕнче, чул тăвайкки çамкинче, вăтам хресчен çемйинче çуралнă теççĕ. Пирĕн атте иккĕ авланнă иккен, малтанхи арăмне вăл Пăвакассинчен, Аслă Кавал леш енчен, туянса килнĕ. Туянтарса янă çав ман аттене! Çураçма кайсан йăмăкне кăтартнă та аппăшне лартса янă. Хĕвел ансан, тăман тухсан йăмăкĕ вырăнне аппăшне тăлăп тăхăнтартнă та ăсатнă. Ирхине тăраççĕ, куçа уçса пăхаççĕ. Ак, тамаша! Чиперкке вырăнне — чĕмеркке. Ял кулли! Шăлна çырт та пурăн. Анчах вăл нумаях пурăнайман, икĕ ача çуратсан вилнĕ. Вара атте тепре авланса янă. Малтан Якур çуралнă, кайран — Хреçтук, виççĕмĕшĕ эпĕ пулнă. Атте çиме ларас умĕн те, сĕтел хушшинчен тухсан та хĕрес хуратчĕ. Анне вара усал сăмахпа ятлаçма мар, шуйттан тесе те каламастчĕ. Пĕр шуйттан тесен икĕ шуйттан çуралать тетчĕ. «Ай-уй, çынсем пăсăлсах пыраççĕ, — тетчĕ кукаçи те. — Патша çук, тытакан çук, турра манчĕç, антихристсем çавăрса илчĕç».
Ачасем шкула кайма пуçларĕç. Мана та анне пиртен сумка çĕлесе пачĕ. Атте тускапа крихвил туянчĕ. Ун чухне хут тавраш çителĕклĕ пулман. Хайхи ялти шăкăр-макăрсем çырма хĕрринче ларакан тайăлса кайма пуçланă шкула пухăнтăмăр. Партăсем хушшине вырнаçрăмăр. Учитель кĕчĕ те сывлăх сунчĕ. Лартать — тăратать, лартать — тăратать... Вĕрентме тытăнчĕ. Автан пекки — «А» пулать. Пĕкĕ пекки — «Б» пулать. Турчăка пекки — «Г» пулать. Çурла пекки — «С» пулать. Ункă пекки «О» пулать. Интереслĕ иккен вĕренме, ăна-кăна пĕлме. Унтан: «Тĕнчере мĕн чупать?» — тесе ыйтать. Ачасем: «Лаша, сурăх, качака путекки, сысна çури», — теççĕ. Эпĕ: «Пăсара чупать», — тетĕп. Ачасем ахăл-ахăл кулса ячĕç. Учитель пычĕ те ман пата, хăлхаран тытрĕ те: «Эсĕ, ачам, вĕренме килнĕ е култарма-асма, аннӳ хыçне кайса вырт-ха», — Тесе тĕртсех кăларса ячĕ. Эпĕ шкултан тухрăм та макăра-макăра килелле чупрăм.
— Анне, анне, — тетĕп куççуле шăла-шăла, — пăсара чупмасть-и-мĕн?
— Мĕнле чупмасть? Пĕтĕм чăх-чĕпсене çавах пăвса пĕтерчĕ. Чăх мăйне татать те Карачăм вут шаршанĕсем айне чупса кĕрсе пытанать.
Атте мана шкултан кăларса яни çинчен пĕлсен: «Тьфу! Çав учитель пулать-и вара вăл», — тесе мăкăртатрĕ. Урама тухсан ачасем мăшкăллама тытăнчĕç. «Пăсара, пăсара», — тесе ăнран яратчĕç.
Эпĕ шкула çӳреме пăрахрăм. Ачасем вĕренетчĕç, эпĕ читлĕхпе е серепепе кăсăясем тытаттăм. Пирĕн таракан нумайччĕ, ман кăсăясем таракан çисе начарлансах каятчĕç. Хăш чухне пĕр-пĕр кăсăйи ирĕке тухас тесе кантăка пырса çапăнатчĕ те сак çине ӳкетчĕ. Кушакки çавна кăна кĕтсе ларатчĕ — чи-чи кăсăяна йăпăр-япăр ярса тытатчĕ те тĕп сакайне сикетчĕ. Е вутта кĕрсе çунса кайни те пулатчĕ, тепĕр чух тата апат çисе ларнă чух яшка çине персе анатчĕç. Турă каçарать тесе ларатчĕ атте.
Хĕл иртрĕ те — çу çитрĕ. Эпĕ кунĕпех шыв хĕрринче чăмпăлтататтăм. Кĕркунне тыр вырма илсе тухрĕç мана. Çурлине тытма анне вĕрентрĕ. Сылтăм алăпа çурла тытатăн, сулахайĕпе хăмăлĕсене çавăрса илетĕн те кăчăрт касса пĕр çĕре хурса тухатăн, кĕлте тăватăн. Выр, выр — кĕлте тултарма çук. Пилĕк ыратнипе чĕркуççи çине тăрса выратăп. Мĕн пур йĕме çĕтсе пĕтертĕм. Пӳрнене кастартăм. Юн тухнине кура тата хытăрах макăрма пуçларăм.
— Кĕсел, — тет атте. — Арçын пуль эс.
— Авланиччен тӳрленет, — лăплантарать анне.
Çумăрĕ çумасть. Хĕвелĕ хĕртет. Ял халăхĕ выçлăх пуласса сиссе йĕкел пуçтарчĕ. Мăян авăртрĕ.
Каллех шкула каяс вăхăт çитрĕ.
— Пĕлтĕрхи сумкăнах çуса хутăм, — тет анне те. — Каллех пĕрремĕш класа кайма тивет ĕнтĕ сан. Учителĕ урăххи пулать. Лайăхскер. Эсĕ тимлĕн итле, ан витле.
Каллех пĕрремĕш класа кайрăм. Учителĕ питĕ лайăх пек туйăнчĕ. Анчах ку хутĕнче те вĕренесси пулмарĕ. Пирĕн ялтан çирĕм пилĕк кил Çĕпĕре — Алтая — телей шырама тухса кайма шутларĕ.
— Çĕпĕр вăл, ачасем, — юмахри пек çĕр. Вăрманĕн вĕçĕ-хĕрри çук тейĕн, вутти-шанки вара çĕрсе кăна выртать, чăтлăха кĕрсен каялла тухаймăн. Унта кашкăрĕсем, тиллисем, мулкачĕсем — шучĕ те çук тейĕн, кашни хыр тăрринчех йăлт та ялт сикекен пакшине курма пулать. Шыв-шурсемпе кулĕсенче пуллине алăпах тытма пулать, кайăк-кăвакалĕ — карти-картипе, çăмартисене витри-витрипе пухса килеççĕ, — тет Ейпух Иванĕ, Çĕпĕре кайса курнăскер. — Çĕр çинчи çăтмах, ĕçлеме кăна ӳркенмелле мар. Часах атте лашана сутса ячĕ, ĕнене пусрĕ, темиçе çул тар юхтарса пухнă вут-шанкăна салатса пĕтерчĕ. Çул çине сухари хатĕрлерĕ. Çапла вара, Арапуç ялĕнчен çирĕм пилĕк çемье Çĕпĕре телей шырама тухса кайрăмăр. Тавар турттаракан вакунсем çине вырнаçсан анне нарсем çине вырăнсем сарса пачĕ. Хăть çурăлса кайиччен çывăр. Вакун варрине тимĕр кăмака лартнă. Кĕркунне. Виçĕ пин çухрăм ытла каймалла теççĕ. Çĕпĕр хулинчен — Тюменьрен — тата лерелле, Славгорода çитсен çĕр утмăл çухрăм шалалла кĕмелле теççĕ.
Тр-рс! пырса тĕкрĕ пăравус пирĕн вакуна. Çынсем çухăрса ячĕç. Хăшĕ макăрать, хăшĕ турра кĕлтăвать, хăшĕ юрлать:
Атте мана шур çурт лартса парас тет,
Кăмака çинче çăка лартса ӳстерсен,
Кăмака çинче çăка лартсан ӳсес çук,
Атте мана шур çурт лартса парас çук.
Ирĕксĕрех кайма лекет çĕн çĕре,
Сывă пул, Арапуç, тăван ял,
Сывă пулăр, тăвансем, ял-йыш...
— Ăçта вара Хĕветура аппа? Вăл пымасть-им?
— Юлать.
— Мĕншĕн, Çĕпĕр килĕшмест-им?
— Вăл хăйĕн юратнă Степан Кăрккине ытараймасăр ялах юлать.
Часах пирĕн поезд малалла тапранса кайрĕ. Каллех çухăрашу. Çынсем хыçран чупаççĕ, аллисемпе сулаççĕ. Часах Вăрмар станцийĕ курăнми пулчĕ. Тимĕр кăмака хутса ячĕç. Кăнтăрла та, каçхине те каятпăр. Микка пичче юмах яратчĕ. Эпир, ачасем, çăвар карсах итлесе лараттăмăр. Пĕчĕккĕн типĕтнĕ какайне те çисе ятăмăр, сухарисем те пĕтрĕç. Мулюк карчăкĕ Çĕпĕре çитмесĕрех вилсе выртрĕ. Телейне тупаймасăрах вилсе выртрĕ, çĕре кĕчĕ. Кайсан-кайсан Çĕпĕр тĕп хулине çитрĕмĕр. Кунта вара тупикех кĕртсе лартрĕç. Икĕ эрне лартăмăр. Омск хулинче татах ларнă пулăттăмăр пулĕ, станци начальникне укçа пырса парсан ку хуларан тухса кайрăмăр. Эх, хули пысăк-çке! Çурчĕсем çӳллĕ, пăхсан карттус ӳкмелле, хапрăк-завочĕсем тата! Урамсенче ваннă вакунсемпе пăравуссем йăваланса выртаççĕ. Кунта питĕ вăйлă çапăçу пулнă теççĕ. Кунта Çĕпĕр патши — Колчак тăнă тет. Ăна халĕ хевелтухăç еннех хӳтерсе янă. Вăрçă пĕтмен-ха. Эпир вĕсем хыççăнах каятпăр. Çичĕ туннель айĕнчен тухрăмăр. Малалла каятпăр. Анчах вутă пĕтнĕ тет. Арçынсем вутă хатĕрлеме вăрмана каяççĕ. Хыр вăрманне касса çурса ваклаççĕ те пăравус çине тиеççĕ. Каллех малалла танкăлтатапăр. Виçĕ уйăх хушши кайрăмăр. Çул çинче мĕн чухлĕ сăмах-юмах илтмерĕм пулĕ? Тĕнче курса пытăмăр. Пирĕн атте çуллă пĕлĕм илсе ачашламан. Лупас, карта, вутă-шанкă сутса тунă укçине арча тĕпне хунă та, ун çинче ларса пырать. Çывăрасса та ун çинчех çывăрать. Вырăна çитсен кил-çурт лартма, лаша туянма шутлать. Çĕнĕ çул çитес умĕн Çĕпĕр хулине — Славгорода — çитрĕмĕр. Унтан лавсем тытса хамăр пурăнас яла çул тытрăмăр. Шартлама сивĕ тăрать. Пире, ачасене, утиялсемпе чĕркесе çунасем çине лартрĕç. Виçĕ çулхи Настьăна анне хăй çумне илчĕ. Хреçтук аппа ултă çулхи Кĕтерука ыталаса ларать. Кайсан-кайсан, ытла та шăнса кайнăскерсем, çуна çинчен сиксе анса чупкаласа илетпĕр. Çĕр утмăл çухрăм каймалла. Вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хир. Çырма таврашĕ çук. Каç пуласпа пĕр вырăс ялне çитрĕмĕр. Хваттере кĕтĕмĕр. Пире аванах йышăнчĕç, кăмакине хутса янă, хыр вутти çунтараççĕ. Çутă та парать, ăшă та пулать. Часах пире кăмакаран шаркку кăларса антарса пачĕç, шур кулачă касса хучĕç.
— Ăçталла çул тытатăр капла шăкăр-макăрсемпех? — ыйтрĕ пирĕнтен шур сухаллă, хĕрлĕ питлĕ, тĕреклĕ кил хуçи.
— Телей шырама тухрăмăр, — тет атте.
Вăл вырăсла кăштах пĕлкелетчĕ. Анне вара вуçех ăнкармастчĕ. — Кунта ĕçлесен пурăнма пулать, çĕрĕ те нумай, — тет хуçа. — Анчах арçынсем çук. Вăрçăра. Вăрçи пĕтмен-ха.
Ирхине тăрсан атте кил хуçине укçа пама тăчĕ, анчах вăл илмерĕ. — Мĕн илес ман унпа? Лавккасенче краççын та, нимĕн те çук, — терĕ. Анне вара çӳпçерен пир кăларса пĕр аршăн касса пачĕ.
Çĕпĕр сиввине тӳссе хамăр пурăнас çĕре çитрĕмĕр. Хыр вăрманĕ çумне вырнаçнă, ялĕ пысăк. Пин киле яхăн пулать. Кунта вырăссем, украинсем, кăркăссем тата эпир, чăвашсем, пулатпăр. Каç пулса килет. Урам варринех вут чĕртнĕ те улăм-тислĕк çунтараççĕ. Çамрăксем вут урлă сике-сике каçаççĕ. Ман йăмăк, Кĕтерук, хăраса ӳкнĕ. Пушар, пушар тесе макăрма пуçларĕ.
— Пушар мар вăл. Çĕнĕ çула çапла кĕтсе илеççĕ, — терĕ пирĕн лавçă.
Часах пĕр салтак арăмĕ патне хваттере кĕтĕмĕр. Упăшки салтакран килеймен-ха. Çапла Çĕпĕрте пурăнма пуçларăмăр. Атте арчари укçапа кил-çурт та, лаша та туянаймарĕ. Укçа реформи пулнă чух улăштараймарĕ, арча тĕпĕнчех юлчĕ. Атте хуйхăрнипех чĕлĕм туртма пуçларĕ. Вăл пĕр пуян патне тара кĕрĕшрĕ.
Пĕрре эпир Шатра Хветутпа тайгана лаша çитерме кайрăмăр, выртмана ĕнтĕ. Вăрмана виçĕ çухрăм пек кĕтĕмĕр те пысăках мар уçланкăра лашасене тăлласа ятăмăр. Хамăр çырла пуçтарма тытăнтăмăр. Çырли питĕ нумай, анчах вăрăм тунисем татах та нумайрах. Кĕтупех тапăнаççĕ, пĕр канăç та памаççĕ. Йывăç турачĕсенчен хуçса шăпăр туса хăваласан та çапах тапăнаççĕ. Лашисем те вăрăм тунасенчен тарса чăтлăхах кĕрсе кайнă. Шĕвик шăхăрать, мĕн амак? Çӳлелле пăхатпăр. Хыр тăрринче пĕр кайăк лара парать. Шаланкă-ши ку е хурчăка? Тен, ĕеркут е ăмăрткайăк? Кур-ха, епле явăнать. Йăви пур пуль-ха кунта. Чăнах та, чăрăш вулли çумĕнче темĕнле тĕмеске курăнах кайрĕ. Унтах чĕпписем пуçĕсене кăтартаççĕ те каллех пытанаççĕ. Апат кĕтеççĕ ĕнтĕ. Амăшĕ сывлăшра тăчĕ-тăчĕ те чул пек вĕçсе анчĕ.
— Тытасчĕ чĕпписене амăшĕ çук чух, — тет Хветут. — Авă кăркăс ачисем ăмăрткайăк усраççĕ. Унпала тилĕ, мулкач тытаççĕ. Кирлĕ пулсан кашкăрне те тытаççĕ.
Чăрăшĕ çӳллĕ, çирĕм метр та пулĕ. Ыталаса илтĕм те вуллине хăпарма пуçларăм. Хветут аялта хавхалантарать. Вăл манран икĕ çул аслăрах.
— Асту, хурчăка пырса куçна чавса ан кăлартăр, — тет.
Чăнах та, амăшĕ сиснĕ те вĕçсе çитнĕ. Халĕ-халĕ ман çине тапăнассăн туйăнать. Аялта Хветут кăшкăрать:
— Патакпа çап, патакпа! — тет.
Эпĕ чăрăш туратне аран хуçса илтĕм. Хăлаçланап, кăшкăрап, тăмана пек шăхăрап. Иăви патнех çитрĕм. Алла тăсап, таккаççĕ, апат кĕтеççĕ пулмалла. Эпĕ пĕрне мăйĕнчен ярса илтĕм те хĕве чикрĕм. Хветут аялтан патаксемпе персе тăчĕ.
— Ну, пултаран. Халĕ мĕн тăвăн кунпа?
— Усратăп кăркăс ачисем пек.
— Мĕнпе тăрантарăн?
— Шăши тытăп, çерçи тытăп. Çăмарта парăп, какай çитерĕп.
Каç пула пуçларĕ. Вăрăм тунасем пушшех тапăна пуçларĕç. Хыр вутти купаласа вут чĕртсе ятăмăр. Çăтăр-çатăр туса çунать, вăрмана çутатать. Инçетре кашкăр улани илтĕнсе кайрĕ. Эпир хăранипе татах вутă хуратпăр. Пĕтĕм тавра çуталса кайрĕ. Вутран хăраççĕ тет вĕсем. Пирĕн лашасем ăçта-ши?
— Кашкăрсем пăвса юнĕсене ĕçсе каймарĕç-ши? — тет Хветут. Кунта кашкăрсем кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпех çӳреççĕ тет. Час-часах вăрманта мăйĕсене шăтарса кайнă, урисене тăратса выртакан лашасене куран вара. Хăш чух тата çĕрле яла пырсах сурăха е пăрăва пăвса каятчĕç. Эпĕ вăрăм тунасенчен сыхланса вут хĕрне выртсах çывăрса кайнă.
— Пушар! — тесе вăратрĕ мана Хветут. Манăн пиншак çунма пуçланă иккен. Унччен те пулмарĕ вăрманта тăманасемпе ӳхĕсем ухлатма пуçларĕç. Эпĕ те вăрманалла: «Уху-у-у-у! Тĕви-ик!» тесе ятăм. Нумай та тăмарĕ, тĕввик тесе хыр турачĕ çине кушак пек тăмана килсе ларчĕ. Хветут çунакан вут пуççине илсе тăмана çинелле печĕ. Вут пуççи хыра çапăнса айккинелле вут-хĕм сирпĕтрĕ.
— Капла кашкăрсене чĕнсе илместĕн-и тата?
Çуллахи каç кĕске. Часах тул çутăлчĕ. Лашасене тупаймарăмăр. Пиртен ял çыннисем питĕ тĕлĕнчĕç. Атте лашана тупса килчĕ. Хветут ашшĕ лашине тупайман. Тепĕр кун тин, чăрăш чăтлăхĕнче, лаша виллине тупнă. Кашкăр лаша мăйне татса юнне еçсе кайнă пулнă. Ун хыççăн пире выртмана ями пулчĕç. Лаша та часах вилсе выртрĕ. Ара, ăçтан чăттăр? Пĕрре çапла Микка пиччепе арбус-дыньăсем пуçтарма кайрăмăр. Пĕр лав арĕус тиерĕмĕр те каялла кайма тухрăмăр. Хăйăрлă çул çинче лаша туртайми пулчĕ. Микка пичче кăшкăрать. Хыр патаккипе çурăмĕнчен çапать. Каç пулса килет. Микка хăракан пулчĕ. Лава çăмăллатас тесе арбусĕсене çĕрелле илсе перет. Лаши утать те — чарăнать. Микка кăшкăрать. Патакпа çапать, лашине тарăхса урипе те тапать. Çапла яла аран çитрĕмĕр. Çав кунах атте лашапа тырă турттарма кайрĕ. Лаши канман. Атте çавăтса пăхать, курăк хыптарать, хыçалтан тĕксе те пăхать. Лешĕ пĕр утăм тăвать те чарăнать. Киле аран çитертĕмĕр. Тем туса пăхсан та пурпĕрах сывалаймарĕ, вилсе выртрĕ.
Кĕркунне çитсен аттене лайăх ĕçленĕшĕн пĕр пӳрт пачĕç. Халиччен ку пуян патĕнче никам та тӳсеймен тет. Пирĕн атте тӳснĕ. Ачасем шкула кайма пуçласан:
— Çитет сана хур кĕтсе, вĕренме пуçламалла, — терĕ атте. — Вĕренмен çын вăл çур ухмах.
Вăрçă пĕтсен салтаксем киле таврăнма пуçларĕç. Пыйтăланса кайрăмăр. Аттесĕр пуçне сасартăках пурте тифпа чирлесе ӳкрĕмĕр. Уйрăмах Микка пиччепе Хреçтук аппа хыттă асапланчĕç. Анне ывăл ача çуратсан килтисем питĕ хĕпĕртенĕччĕ. Алеша ят пачĕç. Анчах савăнни кăлăхах пулчĕ. Хреçтук аппа вилнĕ хыççăн çулталăкран Алеша та вилсе кайрĕ.
— Телей çук кунта та, — терĕ атте. Пуйма каякан вилсе килнĕ тенĕ пекех пулчĕ ку...
Вăл ăпăр-тапăра сутса икĕ лаша туянчĕ, пире Славгорода çити ăсатрĕ, Самара кайма билет илсе пачĕ.
— Турă пулăшсан, тен, хамăр яла пĕр-икĕ уйăхран çитĕп, — терĕ вăл. — Сывă пулăр.
Пилĕк талăкран Самара çитрĕмĕр. Çиме сухари те пĕтрĕ, укçа та çук, Вара Микка Çĕпĕртен илсе тухнă çур михĕ тăварне сутма тухрĕ. Эпĕ — çăл шывне сутма. Пĕр стаканĕ — пĕр пус. Икĕ витре сутса çирĕм пус турăм. Укçине пĕтĕмпех аннене патăм. Çапла эпир тăватă кунтан хамăр çĕршывăмăра, тăван яла — Арапуçне, çитремĕр-çитрĕмĕрех. Пирĕн пӳрт тĕксĕммĕн ларать. Шалта кăмакине сӳтсе кайнăччĕ, саккисене çаратса пĕтернĕччĕ. Турă кĕтессинче кăна Таса Мария пĕр хĕрхенсе, пĕр шеллесе те савăнса пăхнăнах туйăнчĕ. Пурăнма вара кукамайсем патĕнче тытăнтăмăр. Кукамайпа кукаçи сывахчĕ. Петĕр кукки те вăрçăран таврăннăччĕ. Пирĕн атте кăна çук. Уйăх та иртрĕ, ултă эрне те иртсе кайрĕ — çук та çук. Тăхăр эрне иртсен кăна таврăнчĕ вăл. Лашисем начарланса кайнăччĕ.
Эпĕ виççĕмĕш класа çӳреме пуçларăм. Ачасем мана «пăсара» теме маннă иккен. Ун вырăнне «сибиряк» тесе чĕнеççĕ. Ку ята мана Ефрем Петрович тупса пачĕ. Вырăсларан чăвашла куçарнă чухне «А ну-ка, сибиряк, çакна куçар-ха», — тетчĕ. Мухтатчĕ. Уроксене туса килмесен хăлхаран туртатчĕ. Хăй шкула час-часах ӳсĕр килетчĕ. Пĕрре çапла Митьăна задача шутлама доска умне кăларчĕ. Митя задачăна шутлайманнине кура хамăра хирĕçлех пурăнакан Миккана, ачасен кукăлĕсене час-часах туртса илекен, памасан — хĕнекен ачана, шутлама кăларчĕ.
Микка, çултан çул куçаймасăр пĕр класра лараканскер, пĕрре доска çине, тепре учитель çине пăхса илет. Унтан учитель мана: «Ну-ка, сибиряк, покажи, как решать» — терĕ. Эпĕ задачине тухса шутларăм. Учитель мана линейка тыттарчĕ. «Çап вĕсене çамкаран, анри-сухри уçăлтăр, ӳлĕм çапăçса ан çӳреччĕр», — тесе хистерĕ.
Хыткан вăрăм Микка ман çине хăмăр кусесемпе пăхса илчĕ. Тутине йăр сарса пуçне çĕрелле пĕкрĕ. «Çапса пăх-ха, урама тухсан кăтартăп ак», — тенĕнех туйăнчĕ. Ара, Миккаран хăраса пуян ачисем те какай куклипе кăна хăналаса тăратчĕç те. Ман аллăм çĕкленмерĕ. Ефрем Петровича кĕсех урăх яла куçса кайнă терĕç, Мăн Çырмана. Ун вырăнне çав ялтанах кӳпшек питлĕ, тачка туталлă, мăйăхлă, мăн саслă Семен Романчă вĕрентме тытăнчĕ. Ефрем Петровичĕ е ӳсĕр, е пачах килместчĕ. Ку учителе пĕлме çукчĕ: те ӳсĕр вăл, те урă. Ачасем унран хăратчĕç. Вăл вăрçмастчĕ, намăса кăна яратчĕ. Вĕрентме пуçличчен малтан алăсене партасем çине хуртаратчĕ, пӳрнесемпе чĕрнесене хура мар-и тесе тĕрĕслесе тухатчĕ. Шатра-кĕçĕ таврашĕ çук-и? Мĕн те пулин тупсан — пĕтрĕн вара. «Кĕçмек!» — тетчĕ. Пыйтă тупсан: «Мунчана кай», — тесе хăваласа яратчĕ. Урокне пуçличчен арăмĕпе мухтанса илетчĕ: «Ман арăм пекки тĕнчере те çук. Ылтăнпи! Анюк! Чыслă пурăнать. Апат аван пĕçерет. Ирхине эп тăриччен выльăх-чĕрлĕхе пăхма ĕлкĕрет. Аннене хисеплес пулать, арăма юратас пулать». Анчах, Семен Романчă та пире нумаях вĕрентеймерĕ. Ун вырăнне вара Гаврилова Ольга Кузьминична — çамрăк учительница ăс пама пикенчĕ. Ачасем алхасаççĕ, тăхтавра партăсем тăрăх чупса тусан кăларса тултараççĕ. Уроксем пĕтсен класпа класс, урампа урам чулпа персе çапăçаççĕ. Кеçех пире пионера илчĕç, хĕрлĕ галстук çыхрăмăр. Примерлă пулма тăрăшатпăр. Çапăçас йăлана манса класпа класс хушшинче чупас, сикес, кĕрешес енпе ăмăртусем ирттерме тытăнтăмăр. Мала тухаканнисене тетрадь, кăранташ паратчĕç. Пĕрре Ольга Кузьминична Хусанта тухакан «Шурăмпуç» журналта пичетленнĕ юмаха вуласа пачĕ. Эпир питĕ тимлĕн итлесе лартăмăр.
— Килĕшрĕ-и? — ыйтрĕ вĕрентекен.
— Питĕ килĕшрĕ, — хуравлатпăр.
— Апла пулсан эпир ăна сцена çинче выляса парăпăр.
— Мĕнле апла? — çăварсене карса пăрахрăмăр.
— Эсĕ — Иванов Димитрий — старикĕ пулăн, эсĕ, Никитина Ольга, карчăкĕ пулăн, питĕ чее тиллине Ефим Никитин вылĕ, — тет.
— Мĕнле старик? — çинçе сассипе ыйтать Митя.
— Хăвăн кукаçу пекки.
— Кукаçи пирĕн пысăк-çке тата мăн саслă.
— Эсĕ пĕчĕк старик пулăн. Хăйăлтатса калаçăн.
— Ман тилĕ мĕнле пулас-ха? — тетĕп эпĕ.
— Тӳнтерле кĕрĕк тăхăн та сывламасăр вырт. Çапла пуçланчĕ пирĕн спектакль лартасси.
Сассине улăштарас тесе пырпа хăйăлтатса калаçа-калаçа Митя сассăр пулса ларнă. Аран-аран калаçать, сăмаххисене çăтать, нимĕн те ăнланма пулмасть. Эпĕ аннен кивĕ кĕрĕкне илсе пытăм. Манăн пĕр сăмах та калас çук пулсан та пĕрех пăлханатăп.
Акă спектакль пырать. Митя, сухал вырăнне сӳс çыпăçтарнăскер, ман пата пычĕ те: «Ку вилĕ-и, чĕрĕ-и? — тесе вартан пĕррех тапрĕ. Эпĕ хырăма тытса: «Ой! Ой-ой!» — кăшкăрсах йĕрсе ятăм. Учитель мана айккинчен: «Ан макăр, ан макăр, эс вилнĕ вĕт. Сывламасăр вырт», — тесе юнать. Ачасем шав кулаççĕ. Кулас килнĕрен кулсан та, йĕрес килнĕрен йĕмеççĕ теççĕ çав ваттисем. Куракан халăх алă çупать. Эпĕ çаплах выртатăп.
— Тăр, — тет мана учительница. — Чăннипех тапмалла мар ĕнтĕ, — тесе вĕрентет Митьăна.
— Искусство требует жертв, — тет тепĕр учителĕ. Вăл ялта драма кружокне ертсе пырать иккен.
— Ну, пулас артистсем, ыран каçхине ялти клуба пырăр. Пысăк спектакль «Ялта» драма тăрăх лартатпăр. Сире валли те роль пулать, — тет пире çак учителех.
Ялти ра аслăраххисем час-часах спектакльсем лартатчĕç. Вĕсен спектаклĕсене питĕ курас килетчĕ, анчах пĕчĕккисене кӳртместчĕç унта. Спектакль пулать тенине илтсенех Мишша, Митя тата эпĕ уроксене туса пĕтерсенех аслисем а пухăниччен маларах кайса сцена хыçне пытанса лараттăмăрччĕ. Спектаклĕ пуçлансанах сцена айĕнчен тусанне пуçтарса кăштăртатса тухаттăмăрччĕ. Пĕрре çапла пире тытрĕç те «зайчики» тесе пĕтĕм халăх умĕнче намăслантарса кăларса яма тăчĕç. Юрать-ха хамăр учитель хута кĕчĕ. «Вĕсем шкул артисчĕсем, пысăккисене курса вĕренччĕр», — терĕ. Вара эпир малтах çĕре кукленсе ларса куртăмăр. Клуб тулли халăх, пăчă, сывлама та çук. Çурăм тăрăх тар юхать. Сцена çинче мĕн пулнине ĕненсех пăхатпăр... Спектакль пĕтрĕ. Халăх ал çупать. Учитель Мускавра тата Ленинградра ятарлă шкулсем пурри çинчен каласа пачĕ.
Пĕрре çапла, Микула кунĕ, çул çине çиме паранкă кукли, çӳхӳ-кăпăртмине сумкăсене чикрĕмĕр те, Мишша, Митя тата эпĕ килтисене пĕлтермесĕрех Вăрмар станцине утрăмăр. Пирĕн ялтан станцăна пилĕк çухрăм утмалла.
Станцăра хĕрлĕ карттус тăхăннă, хура тумтирлĕ çын перрон çине тухрĕ те чан çапрĕ. Çынсем билет илме касса текен çĕре черетленсе тăчĕç. Пирĕн укçа çук. Мĕнле çитмелле? Часах поезд Чашламаран чашлаттарса килчĕ. Çынсем ларма тытăнчĕç. Эпир те вĕсемпе пĕрле кĕрсе кайрăмăр. Пĕр кĕтессе йăпшăнса лартăмăр та сывламасăр тене пек пыратпăр. Нумай кайрăмăр-и, сахал-и — пирĕн вакуна хул çине хĕрлĕ явлăксем çыхнă çынсем кĕрсе тăчĕç те: «Приготовьте билеты!» — терĕç. Пирĕн билет тавраш çуккине пĕлсен тапсах кăларса ячĕç. Юрать-ха тĕрмене хупмарĕç. Çурран утас — ытла инçе. Ултçĕр утмăл çухрăм теççĕ. Тепĕр поездне кĕтес. Тепĕр виç-тăватă сехетрен Москва-Казань текенни килмелле. Часах поезд та çитрĕ. Хальхинче эпир хăюллах кĕрсе лартăмăр. Тенкелсем айне кĕрсе выртрăмăр. Сергач хулине çитсен ĕç шырама каякан тутарсем кĕрсе тулчĕç. Хăйсен ĕç хатĕрĕсене — пуртă-пăчкисене, ещĕкĕсене — эпир выртакан тенкелсем айне кӳртсе тултарчĕç. Халĕ пире кондукторсем те кӳраймĕç. Çапла эпир çывăрнă-çывăрман тенĕ пек тертлене-тертлене, темиçе поезд çине лара-лара Арзамас хулине çитрĕмĕр. Пире вакун урайне шăлакан кондуктор шăпăрпах хӳтерсе антарса хăварчĕ. Эпир вара малалла чугун çул тăрăх çурранах, шпалсене шутласах утрăмăр. Поездсем чашлатса-хашлатса иртсе каяççĕ. Пĕр вунă çухрăм утсан канма лартăмăр. Юлашки кукăльсене çисе ятăмăр. Малалла мĕнле пурăнмалла ĕнтĕ?
— Ыйткаласа пăхăпăр, — тетĕп эпĕ.
— Намăс, — тет Митя.
— Манран пулмасть, — тет Мишша.
Утатпăр малалла. Çăпатасем те сухалланса кайрĕç. Манăн та аттăн çăварĕ карăлсах кайрĕ. Пĕр станцине çитсен пралуксемпе çăпата-атăсене каркаласа çыхса хутăмăр. Ыйткаласа пăхма шутларăмăр. Пĕр киле кĕретпĕр. Сăхсăхса илетпĕр. Христарати парать-и?
— Кутран тапса ярать-и? — тет Мишша.
— Их-хи-хих! — тесе кулса ярать Митя.
— Вот дураки, — тесе калаççĕ вырăс майрисем.
— Ан култар, — тет Мишша Митяна.
— Вырăсла ыйтас пулать, — тет Митя.
— Подайте, христоради, подайте хыттипе çемçи.
— Сăхсăх, — тет Митя.
Чăх-чăх-чăх! кулатьМишша.
Пилĕк-ултă киле те кĕтĕмĕр пулĕ. Çур сумка тулчĕ.
— Валеçес, — тет Митя. — Анчах шурри мана.
— Мĕншĕн сана, — тет Мишша.
— Эсĕ хура Мишша, çавăнпа сана хурине паратпăр, — тет Митя.
— Хури-шуррине пайласа тăмăпăр. Епле çитес Мускава? — тетĕп эпĕ.
— Акă мĕн, — тет Митя. — Паровоз хцыççăнах почта вакунне кăкарнă. Вакун пусми çине хăпарса ларатпăр та вăшт кăна çитетпĕр Мускава.
Каланă — тунă. Хамăра пусма çине çыхса хутăмăр. Поезд тапранса кайрĕ. Çил вĕрет, паровозран тухакан тĕтĕм те пирĕн çине килет. Негрсенчен те хурарах пулса тăтăмăр пулĕ. Çапла пĕр станцие çитрĕмĕр те пире пĕр проводник асăрхарĕ.
— Эй, вы черти полосатые! — тесе кăшкăрать.
— Мĕн тет вăл? — ыйтать хура Мишша шурă шăлĕсене кăтартса.
— Шуйттан чĕпписем тет.
Пире часрах вокзала илсе кайрĕç те Мускава мар, Хусана ăсатрĕç. Мускавра шăпанасем пирĕнсĕрех нумай иккен. Хусана çитсен тăлăх-туратсемпе, çапкаланчăксемпе пĕрле кайса хупрĕç. Эпир виçсĕмĕр те пит çуманни пĕр виç куна кайнăччĕ пулĕ. Пӳлĕмĕнче вырăн таврашĕ мар, сĕтел-пуканĕ те çукчĕ. Кам мĕнле вырнаçаять, çапла урайнех кĕтессене вырнаçса тухрăмăр. Пĕр «шăпани» тата кăмака ăшне кĕрсе выртрĕ. Хăйсем унта та кунта мĕнле çаратса çӳрени çинчен мухтанса каласа пама тытăнчĕç. Кусенчен пирĕн мĕнле те пулин тарас пулать.Часах пире питсене çутарса апат çитерме илсе кайрĕç. Шăв-шав тăрать. Пĕр-пĕрин апатне туртса илеççĕ, хыпаланаççĕ. Тутар ачи, Акрам текенскер, пурне те хăратать. Вăл тытать те икĕ алăпа çӳле çĕклесе хăй урлă çĕклесе çапать. Е пĕр-пĕр ачан апатне туртса илет. Иккĕмĕш кун кăна пурăнатпăр пулин те, темшĕн çак ачана Митя килĕшмен. Митя патне пычĕ те кăкăрĕнчен ярса тытрĕ. Чей ĕçме панă канфетне туртса илчĕ.
— Ефим, пулăш! — тесе кăшкăрса ячĕ Митя. — Çĕпĕр чышки вăйĕпе!
— Кăтарт-ха çавна пĕрре, — терĕ Мишша та.
Эпĕ тутар ачи Акрам патне пытăм та сылтăм аллине тытса сулахай урапа унăн сылтăм урине пусрăм. Сылтăм алăпа пĕррех чышрăм, вăл çĕре тӳп персе анчĕ. Апи тесе кăшкăрса ячĕ.
— Аха, çав кирлĕ сана, — терĕ апат валеçекен тутар хĕрарăмĕ. Ачасенчен те нихăшĕ те унăн хутне кĕрекен пулмарĕ. Тĕлĕнчĕç кăна. Митя çав кунах тухса тарнă.
Тепĕр кунне эпир те унтан тухса тартăмăр. Ялта пире «Москвичи» теме пуçларĕç. Атте ун чух мана пахча тавра чĕн пиçиххипех хăваларĕ.
— Çапкаланчăка тухас тетĕн-им? — тесе чылайччен ятларĕ.
Нумай-и, сахал-и вăхăт иртрĕ, эпĕ Вăрмарти «Единство» фабрика çумĕнчи ФЗУна вырнаçрăм. Пурте ултă класс пĕтернисемччĕ, эпĕ кăна тăватă çул вĕреннĕ. Паллах, мана вĕренме хĕн пулнă. Кашни кунах — хĕлле те, çулла та — юр-çумăр витĕр калла-малла тăхăр çухрăм таран утмаллаччĕ. Анчах вĕренсе пĕтереймерĕм. Пĕр сĕтелпе пĕр тенкел туса юлнăччĕ. Ĕçленĕ чух рубанокне те çĕклеймест тесе кăларса ячĕç. Атте вара манран пурпĕрех вĕренесси пулмасть тесе Вăрмар поселокне ĕне кĕтме кĕрĕшрĕ.
Комсомола кĕтĕм. Пионер вожатăйĕ туса хучеç. Кĕр çитрĕ. Пире ĕне кĕтнĕшĕн укçа пачĕç. Атте мана атă илсе пачĕ, пальто çĕлеттерчĕ. Каччă пулса тăтăм. Улаха тухма пуçларăм. Хăнана килнĕ Кив Вăрмар хĕрне, Санюка юратса пăрахрăм. Çăлтăрсем çине пăхса сăвăласа çырусем çырма пуçларăм. Тусăм Митя та Санюка юратса пăрахнă. Вăййа тухсан Санюка алăран та вĕçертместĕм. Вăйăра чупнă чухне те ытти каччăсенчен хытăрах чупаттăм. Ĕне кĕтĕвне пăхнă чух пăвансемпе вăрăм тунасем выльăхсене тапăнсан лешсем хӳрисене тăратсах ялалла вирхĕнетчĕç. Мĕн чухлĕ пăру хыççăн чупман пуль. Ак ăçта кирлĕ пулнă ман тренировка! Сая кайман! Хăрахла та, лапталла вылянă чухне те — ялан малта пулнă. Пирĕн ялта чи вăйлă выракан хĕр пурччĕ. ана Кишĕр Марукĕ тетчĕç. Çавăнпа ăмăртса пăхасчĕ теттĕм. Пирĕн кукамай та вăйлă выратчĕ. Çавăнтан вĕрентĕм пулмалла. Микка пичче пĕр кĕлте тунă вăхăтра икĕ кĕлте тăваттăм. Ялта ĕçре маттуррисене ытларах юратаççĕ те — мана Санюк мĕншĕн юратнă-ши? Хытă чупнăшăн-ши, вăйлă ташланăшăн-ши, маттур ĕçленĕшĕн-ши? Кăн-кăвак куçлă, сап-сарă çӳçлĕччĕ вăл. Купăста пуç тетчĕç мана. Санюка вара чипер Санюк тетчĕç. ана курсан чĕлхене çухататтăм. Аллине тытса пăчăртанă чух чĕрене ырă пулса каятчĕ, вăл юратупа тулатчĕ.
Мĕншĕн юратнă-ши эп Санюка? Унăн куçĕ, тути-çăварĕ, çепĕç калаçни, йăл кулни, пĕвĕ-сийĕ, утни-чупни, çăмăл ташлани — йăлтах килĕшетчĕ мана. Унăн кĕпе арки пырса лексен те чуна ырă пулса каятчĕ. Чечек çине пăхсан та унăн сăнĕ курнатчĕ. Пирĕн яла Санюк хăнана килсен Кантур пĕви патĕнче, хапха кутĕнче, шурăмпуç тухичченех лараттăмăр. Шапасем юрлани, хур-кăвакал шывра чăмпăлтатни, Куку Ваççисен пахчинче шăпчăксем юрлани пурте пире илĕртетчĕ. Санюк питне чуптуса илеттĕм, тутине чуптума хăяйман. Санюк вара: «Хăçан çак пĕвере сан кĕпӳсене чӳхĕп-ши?» — тесе ассăн сывласа илетчĕ кăна.
— Вăхăт çитсен, вĕренсе тухсан, салтака кайса килсен, — тесе хуравлаттăм.
Санюк вунтăватă çулта кăна, анчах калаçма пĕлет. Ирех хĕр пулса çитнĕ, каччăсене илĕртет, миçе каччă юратман-ши ăна?
Урасене шаккаса кĕрсе кайрăмăр улаха. Лампа çунать. Хĕрлĕ, шурă, сарă, кăвак — кашта çинчи чăхсем пек лараççĕ хĕрсем сак çинче.
Сарă чечек хушшинчи мăкăнь пек туйăнчĕ мана хăна хĕрĕ Санюк. Ман чĕрене тем йăш пырса чикрĕ. Улахран эпĕ ăсатрăм ăна. Чуптума çех хăяймарăм. Вăл ялтан кайсан сăвăласа çыру çырса ятăм. Часах унран çыру илтĕм.
«Сăвăласа çырма пĕлместĕп. Эс мана килĕшетĕн. Эп те сана юрататăп. Тем чул курас килсен те вĕçсе пыма çунат çук».
1929 çулта пирĕн ялта колхоз турĕç. Мĕн кăна юптармарĕç пулĕ. «Пĕр хурантан çимелле, арăмсем пĕрле пулмалла...» Клуб умне радиоаппаратура çаксан хĕрарăмсем сăхсăхса иртсе каятчĕç. Унта хĕрлĕ шуйттан кĕрсе ларнă, ăна итлесе çылăха ан кĕрĕр тесе калатчĕç. Колхоза кĕрес пулĕ тесен: «Эсĕ унта ĕçлесе курнă-и», — тетчĕç.
— Алă тăратса çат-çат алă çупса ларнипех тыр-пул туса илеймĕн. Унта пилĕке авас пулать, чăм тара ӳкес пулать, сахалтарах çывăрмалла. Машина-трактор туянас пулать, — тетчĕç.
— Пыйтăпа туянăпăр-и машинне?
— Патшалăх пулăшать. Кивçене парать.
— Çĕпĕрех каймалла мар-ши? — тет Еймелле Мишши.
— Ĕçлемесен унта та тырри пулмасть.
— Пĕрлешсе ĕçлесен савăнăçлăрах ĕнтĕ, — тет атте.
— Ют арăмсем çине пăхма-и? — тет анне.
— Пĕччен Михаля пек пурăнмалла-и? — тет атте. Тăватçĕр килтен вăтăрăшĕ колхоза кĕчĕç. Колхоза кĕменнисене хĕстере пуçларĕç. Налуксем хучĕç. Колхоза кĕнисене чи лайăх çĕрсене касса пачĕç. Ирĕксĕрех пурте тенĕ пекех колхоза кĕчĕç. Сахун Сантăрне пуян тесе раскулачить туса Çĕпĕре ăсатрĕç. 1929 çулта чиркĕве хупса ятарласа пахча-çимĕç ӳстерме вĕрентекен шкул уçрĕç. Митя, Мишша, Михала тата эпĕ çав шкула вĕренме кĕтĕмĕр. Пирĕн яла вĕрентме Сергей Васильевич Ялавин писатель те килнĕччĕ. Вăл литературăна вĕрентнĕ май кружок та уçнăччĕ. Ачасем сăвăсем, юптарусем çырма пуçларĕç. Сергей Васильевич хăй çырнă «Кам кама» пьесине вуласа пачĕ. Вара спектакль лартма шутларăмăр. Мана кулак ачи рольне пачĕç.
Спектакль курма халăх нумай пухăнчĕ. Сергей Васильевич сцена çинче хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентсех тăрать. «Ан пăлханăр, — тет. — Алăсемпе ан çапкаланăр».
Хăтана пырсан авалхи чăваш йăлипе апата лартаççĕ. Спектакльте эпĕ, пылака юратаканскер, тӳрех çăвара премĕк хыпатăп, канихветне хĕве чиксе тултаратăп. Халăх кулать, алă çупать. Тепĕр кунне мана ялта «артист» теме пуçларĕç. Сергей Васильевич та: «Эсĕ театр валли çуралнă», — терĕ.
Пурнăçра хăв вырăнна тупни çур телей теççĕ. Аттепе анне çех артист пулма пиллемерĕç. Эпир Мишшапа Ленинграда театр шкулне вĕренме кĕме заявлени панине пĕлсен атте сура-сурах вăрçрĕ:
— Артист ĕçĕ ĕç пулать-и вара вăл? — терĕ.
— Эй, турă, манран та камит çуралчĕ-ши вара? — тесе анне те пĕççине шарт çапать. Сергей Васильевич кăна ман хута кĕчĕ: «Сирĕн ывăлăр Ефим хăй çулне тупнă». Савнă хĕрĕм Санюк вара: «Эсĕ, артист пулас çын, хулара хăв валли майра тупса ярăн та мана пăрахăн», — тесе хурланчĕ. Кĕçех вăл Сĕнтĕр ачипе, Саньккапа, çӳреме пуçланине пĕлтĕм. Халĕ ăна «икĕ хут Санькка теме пуçларĕç. Эпĕ те тепĕр хĕрпе, Чупай Таиçĕпе, паллашрăм.
Пĕрре çапла Хура Мишшапа Василий Иванчă патне улаха кайрăмăр. Хĕрсем ĕçĕсене пăрахсах почтăлла выляççĕ. Лайăх астăватăп, хăна хĕрĕнчен, Чупай чиперккинчен, çыру илтĕм. Унта: «Эсĕ мана килĕшетĕн. Эпĕ сана юрататăп», — тесе çырнă. Эпĕ те ăна хирĕç çаплах çырса ятăм. Часах ун патне çывăха пырса лартăм. Улах пĕтсен ăна ăсатма тухрăм. Аллине чăмăртатăп, Санюк пек туйăнать. Хăй тăрă, симĕс чакăр куçлă, çепĕç калаçать. Хăйсем патне улах курма пыма чĕнет. Тепĕр эрнеренех Мишшапа иккĕн Чупай ялне хăнана кайрăмăр. Мишшан Чупайра тăванĕ пур иккен. Вĕсен çитĕнсе çитнĕ каччă пур. Павăл ятлăскер. Вăл пире Чупай ялĕнчи улахсене кăтартса çӳремĕ пуçларĕ. Ялĕ пысăк, тăватçĕр киле яхăн. Чукун çулĕ хĕрринчех. Пĕр улаха пыратпăр. Хĕрсем ĕçлеме пăрахаççĕ. Малтан каччисем сиксе тăрса ташлаççĕ, унтан хĕресене чĕнсе кăлараççĕ. Мунчана кĕретпĕр. Кунта та яшсем лараççĕ иккен. Хĕрсем ĕçлеме пăрахрĕç кăна, краççын лампине лап сӳнтерсе лартрĕç. Унтан Чупай ачисем мунча чулĕпе вăркăнтарма пуçларĕç. Аран тухса тартăмăр.
Çуллахи Микула кунĕ çитрĕ. Пирĕн яла ытти таврари ялсенчен те хăнана килнĕ. Чиркӳ умĕнче пысăк вăйă пулмалла. Каçхине укăлча умĕнче ташă ташлаççĕ. Санюк та пынă, Таиç те килнĕ теççĕ. Хăшĕн патне каймалла. Нихăшĕн патне та каймарăм. Волейĕолла вылярăм. Йăмăк мана ятлать: «Икĕ мулкача хăвалатăн», — тет. Вара эпĕ Санюк патне кайрăм. Çапла пулчĕ калаçу:
— Чупай хĕрĕ патне чупрăн-им? Мана мантăн-им?
— Эх, Санькка, икĕ хут Санькка. Сана Сĕнтĕр ачипе курнăçма кансĕрлес мар терĕм. Саншăн эпĕ çех пулĕ тенĕччĕ. Сан чĕрӳнте тепĕр Санькка пур иккен.
— Эпĕ те çапла шутланă. Санăн Таиç пур пулĕ тенĕ.
— Мĕн тăвас, каçар. Халĕ эп санпа вĕт. Малашне те санпа пулăп.
— Эпĕ те çавнах калатăп. Анчах эсĕ вĕренме кайсан майра тупса ярăн, мана пăрахăн.
«Кам кама» спектакльпе нумай ялсем тăрăх çӳрерĕмĕр. Пĕрре спектакль хыççăн хĕрĕх-хĕрĕх пилĕк çулсенчи кĕрнеклĕ арçын сцена çине улăхрĕ те пурне те алă парса тухрĕ. Мана куçран пăхрĕ те:
— Санран артистах пулать. Анчах нумай вĕренмелле, — терĕ. — Сăну та пур сан, кĕлеткӳпе те илемлĕ. Ташлама-юрлама та пултаратăн. Анчах сцена çинче хăвна тытма пĕлместĕн-ха.
— Кам пулчĕ ку — ытла пĕлекенскер? — тесе ыйтатпăр кайран Сергей Васильевичран.
Вăл чăвашсен тĕп театрĕнче режиссер пулса ĕçленĕ Михаил Юрьев пулнă иккен. Хамăр районтанах, Кив Кавалтан. Мана вăл хăй çырнă «Траккапа Пракка» пьесине парнелерĕ.
Часах «Траккапа Пракка» спектакль лартса патăмăр. Спектакль курма халăх çав тери нумай пухăннăччĕ. Хыçалтан хĕстернипе халăх шавла пуçларĕ. Тенкел çинчен тăма хăтланакансене Василий Васильевич (эпир ăна икĕ хут Ваççа теттĕмĕр) шалчапа пуçран шаккать. Курса ларакансенчен пĕри сцена çине чупса пырса улăхрĕ те ман алăри пулштуха ярса тытрĕ.
— Хăвăр сăмакун тума юрамасть тетĕр. Хăвăрах çын курман чух мĕн хăтланатăр? Пар-ха, мухмăрпа вилетĕп.
Кĕленчене туртса илсех ĕçме пуçларĕ. Халăх каçса кайса кулать.
— Суяççĕ кăна, шыв кӳпеççĕ.
Григорий Васильевич ӳсĕр Çемене сцена çинчен туртса антарчĕ те питĕнчен çатлаттăрса ячĕ.
— Ма çапан?!
— Эпĕ сана халех тыттарса яратăп.
Часах ял совет председателĕпе икĕ маттур каччă пырса кĕчĕç. Çемен текеннине çавăтса илсе тухса кайрĕç. Тепĕр кунне ялта «Траккапа Пракка» тата Хура Çемен тесе шавларĕç. «Кушар» спектакле хатĕрлеме тытăнсан мана Мурсай рольне выляма чĕнчĕç. Анчах Мурсая вылясси пулмарĕ. Пире, юлашки курсра вĕренекенсене, колхозсене салатрĕç. Пирĕн теплицăсемпе парниксене мĕнле тумалли çинчен вуникĕ кунлăх курс ирттермелле. Курсне эпĕ хамăр ялтан ултă çухрăмра вырнаçнă Мăн Çырма ятлă ялта ирттертĕм. Иăкăнат текен çын патĕнче пурăнтăм. Питĕ аван, кăмăллă çынсем пулчĕç кил хуçисем.
Пахча-çимĕç шкулне аван пĕтертĕмĕр. Ленинградран Мишша патне экзамена чĕнекен хут килчĕ. Мана — çук. Çухатнă-ши е килтисем юриех кăтартмаççĕ? Мишша калать:
— Атя, — тет. — Ленинградне курни мĕне тăрать. Атте калать:
— Ан ухмахлăнса çӳре, — тет. — Çул укçи пĕр пус та памастăп. Вĕренме кĕрсен те пулăшу ан кĕт.
Мĕн тумалла? Ленинграда мĕнле çитмелле? Шăп çав вăхăтра Вăрмарта Ленинграда чукун çул çине ĕçлеме верĕовкăна илсе каяççĕ тенине илтрĕм. Тепĕр куннех аттене пĕлтермесĕр пĕр çăкăр чиксе Ленинграда тухса вĕçтертĕмĕр. Икĕ талăкранах Ленинграда çитрĕмĕр. Йăлтăр та ялтăр çурчĕсем. Вĕçĕ-хĕррисĕр машинсем чупаççĕ. Пире хула айккине вырнаçнă общежитие вырнаçтарчĕç. Ирхине çичĕ сехетре чукун çул çине ĕçлеме илсе кайрĕç. Ленинградра пĕр пилĕк кун ĕçлесен артистсен шкулне кайса куртăмăр. Хула варринчех вырнаçнă, çичĕ хутлă илемлĕ çурт. Юнашарах ТЮЗ. Мĕншĕн хут ярса паманнине кĕрсе ыйтас тетпĕр. Йăлтăр-ялтăр çутă пусмасем тăрăх утатпăр. Секретарь пире ăшшăн кĕтсе илчĕ.
— Салам, — тетпĕр чăвашлах.
— Что хотите? — тет пире.
Эпĕ мĕн пирки килнине каларăм.
— Есть. Извещение послали, — тет хайхи.
Килтисем кăтартман пулĕ ĕнтĕ тесе шутларăм. Часах пире оĕщежитие вырнаçтарчĕç те экзамена хатĕрленме пуçларăмăр.
Тăхăр сехете пĕр класа пухăнтăмăр. Часах класа хура çӳçлĕ, хура куçлă яштака арçын кĕрсе тăчĕ. Мăн сассипе сывлăх сунчĕ.
Соколов Александр Васильевич тесе хăйĕнпе паллаштарчĕ. Унтан пирĕнпе паллашма пуçларĕ. Çамрăксем тĕрлĕ çĕртен килнĕ иккен. Кăнтăртан та, Çурçĕртен те, Чĕмпĕртен те, Украинăран та.
— Эсир артист пулма килнĕ. Анчах астăвăр çакна. Артист пулма çăмăл мар. Кăткăс та канăçсăр ĕç. Нумай пĕлмелле. Кирек ăçта та сăнама пĕлмелле, нумай вуламалла. Ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмелле. Писатель — çын чунне пĕлекен инженер тетпĕр пулсан, артистăн вара сцена çинче курма та, пурăнма та, туйма та пĕлмелле. Халĕ сирĕнпе пĕчĕк этюдсем туса пăхăпăр, — терĕ вăл юлашкинчен.
— Акă, сăмахран, эсĕ пулă тытса ларатăн. Шăрăх. Вăрăм тунасем çыртасçĕ. Çумăр çума пуçларĕ. Пулă та хыпать. Шывалла туртса кайрĕ. Эсĕ ун хыççăн. Е тата: Эсĕ вăрманта çырла татса çӳретĕн. Çырла тататăн та пурака яратăн. Сасартăк мулкач сиксе тухрĕ. ана тилĕ хăваланă иккен. Е тата: Эсĕ çывăрса кайнă. Урамра шавлаççĕ. Сиксе тăратăн — пушар иккен! Сирĕн пӳрт çунать. Акă эсĕ, — тĕллерĕ вăл мана, — юратнă хĕр патне тĕл пулăва васкатăн. Тумланатăн... Куç умне Санюк тухса тăчĕ. Эпĕ алă çунă пек турăм, алла пиншак тытрăм.
— Кăтартатăн кăна, пурăнмастăн, — терĕ мана. — мĕнле çунине кăтартан. Тĕл пулăва каякан хырăнать, çăвăнать, алăри сехечĕ çине час-час пăхса илет. Васкать. Пӳртре никам та çук. Эсĕ пĕчченех.
Вĕриленсе кайнă преподаватель шарт çапать аллипе сĕтеле: «Курмастăн, туймастăн! Сцена çинче пĕр-пĕрне курса тăмасан мĕнле пурăнмалла? Пурнăç та пулмасть. Пĕр кунтах, пĕр тĕл пулурах театрăн пĕтĕм вăрттăнлăхĕ çинчен йăлтах каласа параймăн. Çавăнпа тăватă-пилĕк çул вĕренмелле. Вĕренсе тухсан тата пĕр вунă çул пек ĕçлесен чăн театр мĕнне ăнланса илетĕр. Кунта нумайăшĕ тăхăр çул вĕреннисем, институтран килнисем те пур.
— Ăçта унта, пирĕн ялти чăвашсен лекме? — тет Мишша. Чăнах та, пĕр экзамен хыççăнах пин ачаран çĕр ача кăна тăрса юлчĕ. Вăл списокра Мишшан хушамачĕ çук. Вăл манпа сывпуллашмасăрах таçта тухса кайнă. Ыран конкурслă экзаменсем пуçланаççĕ. Мĕн тăвас, мĕн юрлас, мĕнле этюдсем парас-ши? — тетĕп. Кĕреймесен намăс-çке. Ялта артист ятне илнĕ-çке. Учительсем мĕн калĕç? Аттепе анне савăнĕç ĕнтĕ. Тул çутăласпа кăна çывăрса кайрăм.
— Эй, артист, — терĕ мана пĕри вăратса. — Вставай! Девять часов. Тебя ждет испытание. «быть или не быть». Так сказал Гамлет.
— Какой Гамлет? — тетĕп.
Тĕлĕкре пулнă иккен, чĕмере. Анне мана: «Тĕлĕкре макăрсан — телее», — тетчĕ. Пысăк та вăрăм коридорта туллиех хĕвĕшеççĕ конкурентсем. Пĕрисем кĕтесре çӳлелле пăхса сăвăсем вулаççĕ, теприсем — алăк кутĕнче хăйсене чĕнессе кĕтсе тăраççĕ. Теприсем тата комисси мĕн ыйтнине пĕлесшĕн, курасшăн пулмалла. Эп кăна пĕчченех çынсем мĕн хăтланнине пăхса тăратăп. Сасартăк ман хушаматпа ята аса илеççĕ. Чĕрене йĕппе чикнĕ пекех туйăнать. Эпĕ хăюсăррăн алăк патĕнче тăракансем патне утрăм. Кăн-кăвак куçлă, сап-сарă çӳçлĕ хĕр мана актовăй зала кĕме чĕнчĕ. Эпĕ алăк патĕнчен пĕр-ик утăм кăна иртсе аран тухакан саспа «здравствуйте» терĕм. Мана кăмăллăн маларах иртме сĕнчĕç. Сĕтел хушшинче çынсем лараççĕ, хыçалараххисем — студенткăсемпе студентсем пулмалла. Пурте ман çине çисе ярас пекех пăхаççĕ.
— Ну-ус, — терĕ пĕри, куçлăх тăхăннăскер. Хăй кăвак çӳçлĕ, тăрăхла питлĕ, пĕр хĕрĕхсене çитнĕ пулмалла. — Артист пулма шутларăн-и?
— Артист пулма ĕмĕтленетĕп, — тетĕп.
— Ăçтан эс? Хăюллăрах, хăюллăрах, — тет çак мана.
— Чăваш енрен.
— Ăçта вăл?
— Атăл çинче. Чулхулапа Хусан хушшинче.
— Йывăр пулать сире пирĕн шкулта вĕренме, йывăр.
— Эпĕ йывăрлăхран хăраман. Кĕтӳре те çуренĕ, колхозра та ĕçленĕ. Пахча-çимĕç шкулĕнче те виçĕ çул шыв турттарнă. Вĕреннĕ.
— Эпир кунта вырăс артисчĕсене хатĕрлетпĕр. Эсĕ вара — чăваш, нацмен. Йывăр пулать сире, йывăр.
— Эпĕ тăрăшăп.
Мана кусем ыйту хыççăн ыйту пама тытăнчĕç. Пĕр хура куçлă, хура çӳçлĕ, тачкарах туталлă, каçăр сăмсаллă, яштака пӳллĕ çамрăкĕ:
— Какая разница между фирмой и фермой? — терĕ. Кайран вăл унтах вĕренекен студент пулнине пĕлтĕм.
Ячĕ — Аркадий Райкин. Эпĕ вăл ыйтăва лайăхах хуравларăм.
— Эсĕ кĕтӳç пулса курнă. Пĕлетĕн. Сан çынна тыттарман лашасене тытмалла. Хатĕрлен. Аллунта — аркан.
Аркан... Ку сăмаха пĕлме мар, илтме те пĕрремĕш хут илтетĕп.
— Аркан?
— Çапла, аллунта — аркан, лаша тытмалли мăйкăчлă вĕрен. Умра — сăрт. Айккинче — айлăм, улăх.
Апла, лашасем улăхра çӳреççĕ. Пытанса выртас, сыхлас. Эпĕ часах пĕр-икĕ пукан хутăм, этюд валли. Пукан хыçне тăтăм та сыхлама пуçларăм, пуçа пĕшкĕртрĕм, кăшт çеç лăпчăнтăм. Килеççĕ, çитеççĕ. Çитрĕç. Пĕри иртсе каять, тепĕр лаши иртсе каять. Эпĕ çаплипех арканне ывăтма хăяймасăр выртатăп. Акă юлашки лаша иртсе каять. Эпĕ пиçиххине салтса ывăтатăп та лаша хыççăн чупса каятăп. Ăнсăртран такăнса ӳкетĕп. Тăватă уран чупатăп. Тăратăп та вĕсем çине пăхатăп.
— Юрласа пар-ха, — теççĕ.
— Чăвашли те юрать-и?
— Пурпĕрех.
Эпĕ юрлама пуçларăм:
Ăçта каян, чĕкеç, каçа хирĕç,
Ăçта каян, чĕкеç, каçа хирĕç
Ик çунатту тăрăх шыв юхтарса?
Ăçта каян, савни, каçа хирĕç,
Ăçта каян, савни, каçа хирĕç
Ик куçунтан куççуль, ай, юхтарса?
Эпĕ Санюка аса илтĕм те юрлама чарăнтăм.
Эпĕ артиста тухсан çухатăп-ши вара юратăва? Санюк пăрахĕ-ши вара мана? Куççулĕ шăпăртатса анчĕ. Мана Санюк манчĕ пулĕ тесе шутларăм.
— Спасибо, — тет мана. — Ташласа кăтарт.
Эп такмак каласа сиккелесе илтĕм. Ох, хах, ха-ха, пирĕн пекки кам пур-ха. Вара мана пианино каласа уттарма чуптарма пуçларĕç. Пĕрре вăрахăн, тепре — хытăрах та хытăрах. Хыçалтан студентсем: «Давай, давай! быстрее, быстрее!» — тесе хавхалантарса тăраççĕ. — Халĕ мĕнле те пулин сăвă каласа пар-ха.
— Мĕнлине вуламалла?
Сармантейĕн сарă чăххи сар çăмарта тунă тет. Ăна шăши пынă тет те хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ тет. Сармантейĕ те йĕрет тет. Сар чăххи те... Кăт-кăт-кăт! — тесе ятăм кăна, ман комиссинче ларакансем ахăлтатса кулма тытăнчĕç.
— Спасибо, — терĕç. — Хватит. Тухма пултаран.
Çапла мана кăмăллăн ăсатрĕç.
Тепĕр кунне хăма çине тухса çакнă студентсен списокĕнче хамăн ята курсан çав тери телейлĕн туйрăм. Эпĕ студент, артист пулатăп, вырăс артисчĕ! Пирĕн мастер Леонид Сергеевич Вивьен пулать. Ассистенчĕ — Алексаддр Соколов. Эпĕ чи хитре хулара, Ленинградра, вĕренетĕп. Мана директор Вальяно хăй: «Санран вырăс артисчĕ тăватпăр», — терĕ. Манăн нумайрах вуламалла, лайахрах калаçма вĕренмелле тесе шефа та илчĕç. Пĕр студент мана вырăсла хăй вĕрентетĕп терĕ. «Нумайтарах вула, калаç, хăюллăрах пул. Ытла та мужик-ха эсĕ, санран интеллигент тăвас пулать», — терĕ.
Çапла, эпĕ хресчен ывăлĕ. Аттепе анне те колхозниксем, аристократ çемйинчен мар çав. Пулас артистсен обществăран кăшт çӳлерех тăмалла. Акă, эсир мужик тетĕр, кĕтӳç пулнă, профессора вылямалла, хушăран академика та выляма тивет тетĕр. Паллах, çак пĕлӳпе, çак воспитанипе мĕнле вылямалла-ха профессора, академика? Эпир хамăра тытма та пĕлместпĕр-ха.
Мана студентсем шефа илчĕç. Калаçтараççĕ, тĕрлĕрен кĕнеке, классика вулама сĕнеççĕ. Хăйсен костюмĕсене тăхăнтартса тĕрлĕ институтсене вечерсене илсе кайма пуçларĕç. Вечерсенче М. Пергаментпа А. Райкин Зощенкăн кĕске калавĕсене вуласа култаратчĕç. Александринка театрне записка çырса парса яратчĕ: «Саша, устрой нашего студента на спектакль. С приветом А. Соколов.» Мана вара директорски ложăна вырăн тупса паратчĕç. Эпĕ спектакльсене сывламасăр тенĕ пек пăхса лараттăм. Мана Грибоедовăн: «Ăса пула инкек» комедийĕ, Шиллерăн «Хаярлăхпа юрату» трагедийĕ çав тери пăлхантаратчĕç. Уйрăмах «Отелло» хумхантарчĕ. Унта вылякан Царев артист çав тери кăмăла кайрĕ. Луизăпа Фердинанда хĕрхенсе пăхса лартăм, Президентпа Вурăма курайми пултăм, Ытла та ĕненмелле лартса паратчĕç сцена çинче, пурнăçри пекех! Хамăр вылянине аса илеттĕм те, ытла та айванла вылянă-çке тесе шутлаттăм. Суфлер хыççăн каласа пынă, ăна та ăнланмалла калама пĕлеймен. Сăмахĕсене çăтса, ăнланмасăр, чунпа та туймасăр калаçнă.
«Актерское мастерство» урокĕнче пире чи малтан этюдсем пама пуçларĕç. Эсĕ пĕччен сасă илтетĕн, пăхатăн, куратăн, туятăн (обьект внимания), унтан партнерпа, иккĕн-виççĕн, нумаййăн. Пĕрне-пĕри сисмелли, туймалли, ĕç тумалли. Сăмахран, сан задача туса пĕтермелле. Тĕл пулăва каймалла, костюм илме укçа тупмалла, анчах сана ĕçе пурнăçланă чух мĕн те пулин чăрмантарать, çын е çут çанталăк, е кĕтмен çĕртен сиксе тухнă инкек. Уроксем савăнăçлăн тата интереслĕ иртетчĕç. Уйрăмах Леонид Сергеевич Вивьен ирттерекен уроксенче питĕ аванччĕ. Вăл темтепĕр шутласа кăларма ăстаччĕ. Сăмахран, куçа хуптаратчĕ те итлĕр тетчĕ. Унтан кашни студентах мĕн илтнине, мĕн аса илнине каласа пама хушатчĕ. Е тата студентсене йĕри-тавра лартса тухса сăмахсене аса илмелли вăйăсем ирттеретчĕ. Пĕри пĕр сăмах калать, тепри вăл сăмаха каласа хăйĕнне хушать. Виççĕмĕшĕ те çавăн пекех. Сăмахран, пĕри «Мускав», тепри «Мускав пысăк», виççĕмĕшĕ «Мускав пысăк, хитре» тет. Кам та кам сăмахсене аса илеймест е пăтраштарать, вăл вăйăран тухса ӳкет. Пĕри тухса ӳкет, унтан — тепри, юлашкинчен иккĕн кăна тăрса юлатчĕç. Вĕсем хушшинче кам чемпиона тухассипе ăмăрту пулса иртетчĕ.
«Актерское мастерство» урокĕ пире пысăк уяв пекех туйăнатчĕ. Студентсем преподавателе питĕ ăшшăн, юратса кĕтсе илетчĕç. Вивьен пире сцена çинче пурăнма вĕрентетчĕ, час-часах Ленинградри пысăк артистсем мĕнле вылянине каласа паратчĕ. Этюдсем тума тытăнсан вара унăн пысăк та хăмăр куçĕсем çунса кăна тăратчĕç. Пĕрне-пĕри курма, туйма, сисме, ертсе пыма, пăхăнма е пăхăнтармалли хăнăхтарусем тума пуçларăмăр. Сăмахран, эпĕ пĕр хĕре куртăм. Ман ăна чуптăвас килсе кайрĕ. Эп ун патне пыма пуçларăм, вăл чакать. Сасартăк, çĕçĕ кăларса хирĕç тăрать. Эпĕ чакатăп, парăнатăп. Кĕтмен-çĕртен аллине ярса илсе çĕççе туртса илетĕп. Халĕ вăл мана парăнса чакать.
Е тата «Этюд на оправдание слов» текенни. Пĕр-пĕр сăмах каласан, ăна туйса мĕн те пулин тумалла. Сăмахран: «Огонь!» Е выртан, е пăшалпа перен, е апап тесе аллуна ярса илен, е вут чĕртсе яран, вутта çилпе сӳнтерес мар тен. Е тата: «Шыв». Е выртса шыв ĕçетĕн, е шыва чăматăн, е шыв татса кайнă та ăна чармалла, е çурхи шыв урлă мĕнле те пулин каçмалла. Ку этюдсемпе ĕçленĕ чухне студентсен фантазийĕ кулленех аталанать. Каçсенче вара вăл лартнă спектакльсене курма Пушкин ячĕпе хисепленекен театра çӳреттĕмĕр. Хăш чухне массовкăра выляма та тӳр килетчĕ. Спектакль хыççăнах тăватшар тенкĕ парса яратчĕç. Пире, выçă студентсене, тем пекехчĕ ку. Ара, канмалли кунсенче студентсен столовăйĕ ĕçлеместчĕ. Çывăрса тăрсан çимелли нимĕн те çук. Çавăнпа эпир кăнтăрла иртсе виçĕ сехетрех çывăрма выртаттăмăр. Пӳлĕмре пурăнакансем: Абрамов, Кузнецов, Петров — вырăссем, Петренко — украинец, Пергамент — еврей, эпĕ — чăваш. Эпир пурăнакан пӳлĕм образцовăй коммуналлă пӳлĕмсенчен пĕри шутланса тăнă. Выçăллă-тутăллă пулсан та пуçа усман. Спектакль курса таврăннă хыççăн чылайччен аса илсе тавлăшаттăмăр.
Пĕрре çапла пире Пушкин ячĕпе хисепленекен театра репетици курма илсе кайрĕç. Тĕнчери паллă режиссер Мейерхольд Мольерăн «Дон Жуанĕ» тăрăх репетици ирттерет. Сцена çинче Ленинградри чи паллă артистсем: Михаил Горьевпа Горин-Горьянов, Царев тата ыттисем те. Мейерхольд Мускавран спектакль лартма килнĕ. Мейерхольд артистсене сцена çинче хăйсене мĕнле тыткаламаллине кăтартнине çăвара карсах пăхса ларатпăр.
— Вăйлă кăтартать, — тет манпа юнашар ларакан çаврака питлĕ, вăтам пӳллĕ, куçлăх тăхăннă студент. — Эпĕ Мускаври театр институтне куçатăп.
— Эсир студент-и?
— Çапла.
— Ăçта вĕренетĕр?
— Моховая, вăтăр тăваттăмĕш çурт.
— Моховояран-и? Эпĕ те çавăнтан.
— Эсир ăçтан?
— Шупашкартан. Атăл çинчен. Пĕлетĕр-и?
— Чăваш-и?
— Чăваш.
— Эпĕ те.
Эпир тăван чĕлхепе калаçма пуçларăмăр.
— Артист пулма шутлатăр апла?
— Çапла. Эсир?
— Эпĕ Шупашкарта театр студине пĕтертĕм. Чăваш театрĕнче ĕçлерĕм. Халĕ режиссер пулас ĕмĕтĕм çуралчĕ.
— Апла Шупашкарта та театр пур-и?
— Пур. Чăваш театрĕ.
— Чăвашла выляççĕ-и?
— Чăвашла. Чаплă артистсем пур. Максимов-Кошкинский, Петр Осипов, Ольга Ырзем, Игнатий Молодов тата ыттисем те...
— Эсир ăçтан вара? Шупашкарта театр пулнине те пĕлместĕр.
— Эпĕ чăвашранах. Вăрмартан. Арапуç чăвашĕ. Пахча-çимĕç шкулне пĕтертĕм, агроном пулаймарăм, артист пулас тетĕп.
— Апла каяр Мускава. Унтă, пĕлетĕн-и, мĕнле пысăк театрсем, чаплă мастерсем ĕçлеççĕ. Станиславский Константин Сергеевич — тезка, мана та Константин теççĕ, анчах Сергеевич мар, Иванович. Немерович-Данченко, мĕнле ăслăскер, Таиров, Мейерхольд, каллех — Мускавран, А. Попов, илтнĕ-и? Мĕнле чаплă артистсем унта. Качалов, Леонидов, Москвин, Тарханов, Игорь Ильинский, Тарасова.
— Леш, кинора вылякан-и?
— Çапла, унта МХАТ, Малый театр. Курнă-и эсĕ унти спектакльсене, Профсадовский, Мичурина-Самойлова, Рыжова артистсене? Вахтангов театрĕнче хăçан та пулсан пулнă-и? «Турандот» спектакле курнă-и? Курман пулсан кур.
Эпĕ те Константин Ивановича:
— Ленинград калама çук хитре хула. Эрмитаж, Исаакиевский соĕор, тĕлĕнмелле музейсем. Театрсем те начар мар, артисчĕсем те чаплисем пур. Симонов, Меркурьев, Толуĕеев, М. Юрьев — трагик, Горин-Горьянов — комик. Певцов, Корчагина-Александровская...
Репетици тăватă сехете яхăн пычĕ. Пуçра спектаклĕн тĕп шухăшĕ те юлмарĕ. Мейерхольд сцена çинче хăвăрт чупса-утса çӳрени халĕ те куç умĕнчех.
Константин Ивановичпа эпир час-часах тĕл пулаттăмăр. Вăл мана Шупашкарти театр çинчен каласа паратчĕ, артист юлташĕсенчен илнĕ çырăвĕсене вуласа паратчĕ. Вăл нумай пĕлни мана тĕлĕнтеретчĕ. Килтисем те çырмаççĕ, савнă Санюк та чĕнмест, мана манчĕ пулĕ...
Часах Константин Иванович Мускаври Луначарский ячĕпе хисепленекен театр институтне, режиссерсене хатĕрлекен факультета вĕренме кайса кĕчĕ. Мана кичем пула пуçларĕ, Чăваш театрĕ çинчен каласа параканĕ те никам та çук. Санюк та чĕнмест. Анчах кичемленме вăхăт пулмарĕ. Кăнтăрла — вĕренӳ, каçхине — театрсем.
Çапла, эпĕ Ленинграда, унти халăха чунтанах юратрăм. Театрсăр пĕр кун та пурăнман. Мана юлташсем тĕрлĕ институтсене, вечерсене илсе кайсах тăратчĕç. Студентсем кăна мар, педагогсем те юлташсем пекех çывăхланса кайрĕç.
— Посмотрите, как танцует сын мужика, — тесе мухтатчĕ учитель. Шел, пурĕпĕрех вырăс артисчĕ пулаймарăм.
Пĕрре çапла театртан спекталь курса таврăнсан:
— Танцуй, Никитин, теĕе телеграмма, — теççĕ мана юлташсем...
Телеграмминче вара çапла çырнă:
«Срочно приезжай, Присудили отца на десять лет», — тенĕ. Телеграмма ярса манăн пурнăçа йăлтах арпаштарса ячĕç. Хамăн та телеграммăна директора кăтартмалла пулман. «Поезжайте, привезите соответствующие документы», — терĕç.
Яла çитрĕм. Аттене тĕрмене хупнă. Савнă Санюка вăрласа кайнă. Ял совет председателĕ те пирĕнпе урăхларах, малтанхи пек мар. Справка пачĕ. Халăх тăшманĕн ачи тесе институтран та кăларса ячĕç. Яла таврăнтăм. Вожатăй пулса ĕçлеме тытăнтăм. Эпĕ таврăннишĕн анне питĕ савăннă. Атте те часах тĕрмерен тухрĕ. Çапах та малалла вĕренес шухăша пăрахмарăм. Ара, вĕренни çăкăр ыйтмасть-çке-ха.
Кĕçех эпĕ музыкăпа театр техникумĕн иккĕмĕш курс студенчĕ пулса тăтăм. Çирĕме яхăнччĕ студент. Мана вăхăтлăха Кузьмин Алексей студентпа пĕр койка çине вырнаçтарчĕç. Вăл яштака, пысăк хура куçлă, кăмăллă ачаччĕ, анчах час-часах ӳсĕретчĕ. Тата вăрăм пӳллĕ, имшертерех ача — Павел Димитриев. Сăрă ăстисемччĕ. Тепĕр енче кĕтесре Иванов Геннадипе Тарасов Димитриччĕ. Тачка туталлă Николаев Николай вырнаçнăччĕ. Ачисем питĕ тăрăшатчĕç. Уроксем хыççăн та музыка инструменчĕсене алран ямастчĕç. Пĕри скрипка çинче, тепри виолончель çинче сĕрме тытăнатчĕç. «Айдар вăйлă, Айдар хăватлă, Айдар!» — тесе кăшкăрса яратчĕ Николаев хăйĕн хулăн та селĕп сассиле.
Чарăнма ыйтсан:
— Эп Айдара вылятăп, Виноградова улăштаратăп, — тетчĕ. — Эпĕ искусствăшăн çуралнă.
Тан-танн! туса илетчĕ Воробьев рояль клавишĕсене пуса-пуса шĕвĕр сăмсине каçăртса. Чăнах та, вăл выляма ларсан пурте шăпланса тăрса итлеме тытăнатчĕç, ытти пӳлĕмсенчен пухăнатчĕç. Кунта Лукин та йăл-йăл кулса тăратчĕ, Орлов-Шуçăм та каçăрăлса пырса кĕретчĕ, Лебедев Герман та тимлесех итлетчĕ. Чăнах, талант пулнă çав Элпуç ачи — Геннадий.
Хамăн педагогсене: Эдмин Давьщович Феертака, Мария Николаевна Фигнера аса илес килет. Эдмин Давыдович пысăках мар, тăрăхла питлĕ, шĕвĕр сăмсаллă, кăвак куçлăччĕ. Уроксенче вĕрентме пуçласан сывлама хăраса лараттăмăр. Студентсенчен хăшĕ те пулин урока килмесен е кая юлса çитсен пăсăрлантаратчĕ вара. Çапах эпир ăна хисеплеттĕмĕр, юрататтăмăр та. Мария Николаевна питĕ сăпайлă, пысăк культурăллă педагогчĕ. Кăшкăрмастчĕ, пысăк хăмăр куçĕсемпе пăхса илетчĕ, хĕрлĕ тутине пăркалатчĕ. Вăл пăхни чĕренех пырса лекетчĕ. Упăшкипе арăмĕ пире, ялтан килнĕ чăваш хресчен ачисене, культурăллă артистсем тума пĕтĕм вăйне парсах тăрăшатчĕç.
1933 çулта Шупашкарта ача-пăча театрĕ уçăлчĕ. Ăна уçаканĕсем пирĕн педагогсем Э. Феертакпа М. Фигнер пулнă. Малтанхи артистсем музыкăпа театр техникумĕнчи театр уйрăмĕнчен вĕренсе тухнăскерсем пулнă. Мана та театра илчĕç. Режиссер ассистенчĕ туса хучĕç. Ун чухне Нямань çырнă «Таптас» пьесине хатĕрлеме пуçланăччĕ. Декорацине те хамăрах лартаттăмăр. Артистсем хăйсен ĕçне çав тери хăвăрт тата тĕплĕн тума тăрăшатчĕç. Эдмин Давыдович пĕрре мар, темиçе хутчен тутаратчĕ. «Декорацие хăвăрт улăштарни спектаклĕн ритмне чакармасть, — тетчĕ. — Урĕк-сӳрĕк ĕçлесен спектакль сӳнсе ларать». Пирĕн Александр Каттай артист таçта кайнипе учитель рольне манăн хатĕрлеме лекрĕ. Пĕр çывăрмасăр тенĕ пекех роль вĕрентĕм. Акă Мускава каймалли кун та çывхарса çитрĕ. Спектакльте кирлĕ костюмĕсене валеçсе пачĕç. Чăматансене те майлаштарса хутăмăр. Декорацисене арçынсене валеçсе пачĕç. Простыньсемпех чĕркесе хутăмăр. Темле чĕркесен те вăрăмрах патакĕсем пурпĕрех курăнатчĕç. Мускава çитсен трамвайсене кĕнĕ чух:
— Куда везете эти дрова? — тетчĕç.
— Не дрова, а декорация, — теттĕмĕр.
— Мы — артисты, — тет Николаев Николай.
— Что-то не похоже, — тет проводник.
Ара, эпир ялтан килнĕ шăкăр-макăрсем кăначчĕ-çке-ха. Эпир Мускаври çамрăксен театрĕнче чарăнтăмăр. Кунта пирĕн чăвашла спектакль вылямалла. Театрĕ пысăк, хитре, таса. Репетици туса ирттертĕмĕр. Тепĕр кунне режиссерсемпе артистсем пирĕн спектакле пăхрĕç. Вĕсем хушшинче Наталья Сац драматург пур терĕç. Спектакль пĕтсен вĕсем сцена çинче пурăнма тăрăшнине палăртса хакларĕç. Пирĕн раĕочисем çуккине, декорацине те хамăрах лартнине пĕлсен тĕлĕнчĕç, мухтарĕç. Чăн-чăн артистсем терĕç. Кăнтăрла эпир музейсем курса çӳрерĕмĕр, каçхине — театрсенче. Пысăк артистсем мĕнле вылянине курса тĕлĕнтĕмĕр. Сцена çинче чăн-чăн пурнăç.
— Пирĕн çавăн пек вылясчĕ, — тет Димитрий Тарасов.
— Ай-уй, — тет Ильин Аĕрам.
— Вĕренсен — пулать. Тăрăшса ĕçлесен — тухать, — тет пирĕн çамрăк режиссер Владимир Сергейчă.
— Эх, Качалов, Москвин, Тарханов, Леонидов вылянисене курасчĕ, — тетĕп эпĕ.
— Вĕсене курас пулсан МХАТа каяс пулать.
— Игорь Ильинский вылянисене те курасчĕ, — тетĕп эпĕ.
— Пирĕн Вахтанговăра каякан «Принцесса Турандот» юмаха курмасăр каяс марччĕ Мускавран, — тет Владимир Сергеевич.
Ĕмĕтсем пурте пурнăçа кĕреймерĕç пулсан та, эпир Мускавран питĕ хавхаланса, çунат хушса таврăнтăмăр. Маргарита Николаевна «Лешкăпа кушак» пукане спектакле лартма пуçларĕ. Мана карчăкпа сысна — Хавруç Иванова ролĕсене пачĕç. Эпĕ сысналла хитре нăриклетме пултарнăран пулĕ, мана Маргарита Николаевна:
— Эсĕ Ленинградри артистсенчен те лайăхрах вылятăн, — тесе мухтатчĕ.
— Ара, эпĕ кĕтӳçĕ пулнă. Сыснасен характерне лайăх пĕлетĕп, — теттĕм.
Пирĕн юратнă педагогсем пире пăрахсах Ленинграда тухса кайрĕç. Вĕсем вырăнне Ленинградранах Леонид Сергеевич Вивьен ученикĕ Борис Праудин килчĕ. Çаврака питлĕ, пысăк çамкаллă, хĕрлĕ çӳçлĕ, хăмăр куçлă, вăтам пӳллĕ, вăтăр çулсене çитнĕ тĕреклĕ арçын. Авланнăскер. Арăмĕ питĕ илемлĕ артистка. Кăмăллăскер, йăл-йăл кулса кăна тăрать. Праудин та кăмăллă çын. Хăйне питĕ сăпай тытать. Кăнтăрла пире «Актерское мастерство» тата «Режиссура» вĕрентет, каçхине ТЮЗ валли спектакль лартма хатĕрлентерет. Пирĕнпе репетици тăвать.
Чи малтан вăл Василий Алакер çырнă «Кахал» комедипе паллаштарчĕ. Ун чухне çак комеди авторĕ — В. Алакер та пынăччĕ. Эпĕ ăна пĕрремĕш хут куратăп. Вăтам пӳллĕ, тăрăхларах питлĕ, кăмăллăскер, васкамасăр калаçать. «Кахал» комедие мĕнле çырни çинчен каласа пачĕ. Мана кахал Лариван ролĕ çав тери кăмăла кайрĕ. Çак роль хамăр ялти кахалсене аса илтерчĕ. Арпус Микулайĕ калаçнипе хусканăвĕ, аран-аран утни куç умне тухса тăчĕ. Анук рольне Анфиса Долговăна пачĕç. Ку рольпе эпĕ çав тери юратса ĕçлерĕм. Уйрăмах Анкăна юратса пăрахни е кахал хăйĕн философийĕпе кăмака çинче сӳтĕлсе ларни — çак вырăнсем мана питĕ кăмăла кайрĕç. Çĕнĕ педагог, Борис Интригович, васкамасăр, алла мĕнле тытнине, мĕнлĕ пăхнине темиçе хут тутарса, темиçе хут калаттарса пăхнă хыççăн тин малалла каятчĕ. Костюмсем хатĕр, декоради те пур. Режиссер ыйтнине тăватпăр пек. Спектакль хатĕр темелле. Халăха та кăтартма юрать пек. «Анчах кахалăн тем çитмест, — тет комеди авторĕ. — Чисти кахалах пек ĕнтĕ, калаçăвĕ те, хусканăвĕ те».
— Тата мĕн çитмест? — тетĕп эпĕ пăлхансарах автора.
— Ман шутпа, пурте вырăнта пек, — тет Алакер. — Анчах Лариван Анккăна юратса пăрахнă хыççăн хăйне йĕркеллĕрех тытма пуçламалла, ӳрĕк-сӳрĕк çӳремелле мар. Тăхăнасса та тасарах тăхăнмалла. Питне çеç мар, мăйне те çумалла. Юрату ура çине тăма, чăн-чăн çын пулма пулăштăр.
Кун пек асăрхаттарни пире килĕшрĕ.
«Кахал» спектакльпе каникул вăхăтĕнче ялсем тăрăх тухса кайрăмăр. Халăх спектакле питĕ кăмăлласа йышăнчĕ. Часах рецензи те тухрĕ. Акă мĕн çырчĕç: «Кахала выляканĕ хăйне чисти кахал пек тытрĕ». Спектакль хыççăн кашни ялтах хăйсен кахалĕсемпе танлаштаратчĕç.
— Эсĕ чисти пирĕн ялти каснă-лартнă Арпус Микулайĕ. Ăçтан эсĕ çавăн пек пулма пултарнă? — тетчĕç.
Сăнанă. Кашни ялтах кахалсем пур-çке. Кашнинченех мĕн те пулин илсе пĕр сăнар тунă. Кашни «кахал» пĕр мар ĕнтĕ. Пĕр евĕрлĕхĕ — шухăш-кăмăлĕнче. Ĕçлес пулать, анчах нимĕн те тăвас килмест. Тепри сăмахпа темĕн те тăвать. Ĕçне тытăнсан вара мĕнле те пулин пăрăнса юлать. Тепри вара калаçма та ӳркенет. Манăн Лариван — çав юлхавсен хушшинчи кахал.
Пире, студентсене, пьесăсенчен пĕр-пĕр сыпăк хатĕрлеме хушрĕç. Пĕрер сăвă та вĕренмелле терĕç. Эпир Ильина Марусьăпа Павловăн «Ялта» драминчи Елюкпа Çтаппан ролĕсене хатĕрлес терĕмĕр.
Çурхи хĕвел пĕçертет. Атăл тапраннă. Çамрăксем Атăл хĕррине васкаçсĕ. Эпир те, студентсем, занятисем пĕтсенех çавăнта васкаттăмăр. Уйрăмах манăн унта поэтсене тĕл пулас килетчĕ.
Петĕр Хусанкай тĕрĕллĕ кĕпепе, шурă туяпа, кăтра çӳçлĕскер, час-часах унта çӳрет тетчĕç. ăна пирĕн студентка Васильева Галя юратса пăрахнă тет. Ара, пирĕн студентсем те сăвăсем çыратчĕç. Хăйсен сăввисене саспа вуласа паратчĕç. Эпĕ тата вĕсенчен мĕнпе кая?
Юрату çинчен сăвă çырма пуçларăм.
Юрататăп, саватăп,
Ыталатăп, чуптăватăп...
Тăхта-ха, мĕнле-ха эпĕ ăна курмасăрах, кăмăла каймасăрах çырма пуçларăм? Çĕнĕрен çыратăп:
Кăвак куçа куратăп,
Кăвакарса каятăп.
Ăшшăн пăхнине туятăп,
Чĕлхене çухататăп.
Ыталатăп, чăмăртатăп,
Сывламасăр чуптăватăп.
Таврана та пăхмастăп,
Сыв пулмасăр чупатăп.
Хамăр хушăри поэтсене вуласа кăтартас — Пушкай ытла вĕçкĕн, Каттай каçăхсах кулма тытăнĕ.
Уроксем хыççăн хамăр ачасене юлăр-ха кăштахлăха терĕм. — Эсĕ Ильинапа этюд тума пуçланă пулас. Асту, — тет Пушкай.
— Тăхтăр-ха, — тетĕп эпĕ, — ĕç унта мар-ха. Эпĕ сăвă çыртăм.
— Апла эпир йышлансах пыратпăр, — тет Каттай.
— Ха-ха! — кулать Иван Никифоров-Вашки.
Эпĕ вулама пуçлатăп:
Кăвак куçа куратăп,
Кăвакарса каятăп.
Ăшшăн пăхнине туятăп,
Чĕлхене çухататăп.
— Аван, вăйлă. Чăн Есенин, — тет Иван Вашки. Вар тытса кулаççĕ манран.
— Сан кăна «Капкăна» Иван Мучие кайса памалла, — тесе тăрăхлаççĕ. Мĕн тетĕр? Çаксен кулли пулас мар тесе тытрăм та çыртăм пĕр юптару — «Инхоз сысни» ятлăскер. «Капкăн» редакцине тухса утрăм.
— Иван Мучие курасчĕ те... — тетĕп çитсенех. Умра хĕрĕхелле кармашнă, тăрхала питлĕ, хулăн туталлă, пысăк куçлă çын тăрать. Хăй тĕрленĕ кĕпе тăхăннă. Кĕпи çийĕн пиншак уртса янă.
— Эпĕ пулатăп-ха вăл, — терĕ хайхи. Сасси хăйĕн хулăн, пӳлĕме чĕтретсе кăна тăрать. — Мĕн кирлĕччĕ, çамрăк çыннăм?
— Сăвă илсе килтĕм. Вуласа пама юрать-пш?
— Сăвă вулама кунта филармони мар, — пӳлчĕ мана Мучи. Унтан çавăнтах çемçелчĕ, вуласа пама ыйтрĕ. Пӳлĕме пĕри кĕрет, тепри тухать. Телефон шăнкăртатать. Мучи мана итленĕ хушăрах çынпа калаçать, телефон трубкине тытать. Эпĕ çаплах вулатăп. Сысналла нăриклететĕп.
Лăх-лăх-лăх! кулса ячĕ Мучи. — Ăçта вĕреннĕ вара эсĕ капла нăриклетме?
— Кĕтӳçре çӳренĕ чух, — тетĕп.
— Халĕ ăçта? Вĕренетĕн-и?
— Музыкăпа театр техникумĕнче вĕренетĕп.
— Нăриклетме пултаран, анчах çырма вĕренеймен-ха. Малтанах пысăках мар пьесăсем çырса пăх, сценкăсем, — ăс парать мана «Капкăн хуçи».
— Сăвă пирки мĕнле? — тетĕп.
— Сăввунта шухăш пур сан, анчах тӳрлетмелле ăна, вара кайĕ. — Çапла хавхалантарса ăсатрĕ мана Иван Мучи.
Пьеса çырас ĕмĕт çуралчĕ. Хам ĕмĕрте пĕр пĕчĕк пьеса та пулин çыратăпах терĕм. Часах бюрократсене хĕртсе пĕр пайлă «Эсех çĕнтертĕн» ятлă мыскара çырса пăрахрăм. «Капкăн» редакцине вĕçтертĕм.
— Вуласа парас-и е выляса парас-и? — тетĕп Иван Мучие.
— Апла та, капла та мар. Хам пăхса тухăп, — тет Мучи. — Тепĕр эрнерен кĕрсе тух. Ун чухне калăп мыскару юрăхлă е юрăхлă маррине. Халĕ пĕрремĕш сăвă тухнă ятпа саламлатăп. Гонорарне кайса ил.
Мĕн тери хавасланса, çунатланса тухрăм эпĕ редакцинчен!
Тепĕр эрнерен эпĕ каллех «Капкăн» редакцине вĕçтеретĕп.
— Мыскаруна вуларăм. Шухăшĕ пур, сăнарсем япăх мар, анчах чĕлхи пуклак, çӳп-çап нумай, — терĕ Иван Мучи.
— Мĕнле çӳп-çап? — тетĕп эпĕ шалт тĕлĕнсе.
— Шыв, эппин, кирлĕ-кирлĕ мар сăмахсем.
Çапла мана мыскарана каялла тавăрса пачĕ. Пьесăна тасатма, кĕскетме, чĕлхине якатма хушрĕ. Ыр канаша ăша илсе тар кăларса ĕçлерĕм.
«Хаврук инке сывалать» — ку ман иккĕмĕш мыскара. Мыскара тепĕр икĕ уйăхран пичетленсе тухрĕ. Пĕтĕм Арапуç ялĕ шавларĕ! Ара, унти геройсене эпĕ хамăр ял çыннисен ячĕпех янăччĕ те.
Халĕ ĕнтĕ эпĕ те поэт!
— Ах, мĕн турăм-ши эп ăна, Епхине, пуçне пултăр, кутне çыпăçтăр! — тесех ылханнă тет хамăр ялти Хаврук инке.
— Ăна ĕçтерсе хĕнетĕп-ха пĕрре, — тесе калать тет Симун пичче.
Яла таврăнсан Симуна тĕл пулсан:
— Халĕ сана пĕтĕм район, пĕтĕм чăваш пĕлет. Хăв вилсен те яту юлать, — терĕм ăна. Вăл савăнсах кайрĕ: — Хаврука та калăп-ха. Ан ылхантăр тек вăл сана.
Килтен çыру илтĕм. «Салам сана, юратнă пичче, Ефим. Ан çиллен, сан урлах, санран ыйтмасăрах качча тухнăшăн Чупай ачине. Çитес вырсарникун туй пулать. Туя кил. Сан юратнă йăмăку — Катя».
Ку — чăнах та савăнмалли. Мана апла ватта хăвараççĕ? Телейне тупнă пулсан — кайтăрах.
— Эсĕ Шурăна çаклатса вĕçтер, икĕ туй тăвăр, — теççĕ мана.
— Вĕсенсе пĕтермесĕр хама çыхас мар.
Виçĕ кунлăх отпуск илсе тăван яла вĕçтертĕм. Килте никам та çук. Сĕтел тулли апат-çимĕç, сăра, эрех.
— Эсĕ килтĕн-çке. Ма кая юлса килтĕн? — тет мана йăмăк, Ксени.
— Ăçта вара туй? — тетĕп.
— Юнашарти Танюк пичче патĕнче.
Эпĕ кучченеçе сĕтел çине хутăм та юнашара васкарăм. Пӳрте кĕмелли çук, çенĕк тулли халăх.
— Пиччĕш çитнĕ, артист килнĕ! Çул парăр! — теççĕ.
— Сыпса пар-ха, ыр сунса, салампа.
— Сывлăш çавăрам-ха. Йĕри-тавра пăхам-ха, алă парса тухам. — Хĕвеле майăн сĕтел тĕлне çитрĕм. Йăмăка куртăм. Юнашарах унăн упăшки ларать. Хĕрелсе кайнă, кăвак куçлă, кăмăллă пăхса йăл кулать.
— Саламлатăп пĕрлешнĕ ятпа. Ыр сунатăп. Телейлĕ пулăр, туслă пурăнăр. Çак эрех пек çутă та тулли пултăр пурнăçăр.
Малалла татах алă тытса тĕпелелле пыратăп. Мĕн ку? Пĕр хитре хĕрарăм ларать. Ăçта курнă эп ăна? Кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ. Ара, ку Праски-çке! Ман виççĕмĕш савни. Туй арăмĕ пулса килнĕ. Ара, вăл ман арăм пулма пултарнă-çке-ха. Халĕ упăшкипе килĕштерсех пурăнать-ши? Упăшки эпир унпа туслă пулнине пĕлет-ши? Мана тӳрех сĕтел хушшине лартрĕç, черкке хыççăн черкке тыттарчĕç. Халăх сиксе ташлама пуçларĕ. Купăсçи Вăрмартан, Суккăр Иванĕ пулчĕ. Питĕ ăста калать. Туйран туя çех çӳрет. Праскипе курса калаçма май килмерĕ. Чупай ялне хĕр хыççăн çирĕм лавпа кайрăмăр.
Пилĕк çул кăна иртрĕ-ха, Хура Мишшапа хĕлле улах курма килсеччĕ. Астăватăп паянхн пекех. Ырă кăмăлпа йышăнас чух мунча чулĕпе чутах пуçа шăтаратчĕç. Юрать Таиç хута кĕчĕ. Таиç мана юратнă, анчах теприне качча тухнă. Сивĕпе шăнса пăсăлнă хыççăн ăна сыватас тесе эрех ĕçтерсе прака каткине хупса вĕлернĕ терĕç. Праскипе те çур çул ытла çӳрерĕмĕр. Ашшĕпе амăшĕ ăна ирĕксĕр хăй юратман çынна качча панă. Праски хăй инкекне пĕлтерсен, авланма шутламарăм. Виççĕмĕш савнине çухатрăм. Ялта та савни — Нинук пурччĕ ман. Арапуç Нарспи тетчĕç ăна. Микка пичче сивĕтрĕ. Унăн каччи нумай терĕ.
Туй халăхĕ юрлама пуçларĕ. Чупай ялне çĕмĕрттерсе, параппан патлаттарса, юрласа кĕрӳ патне çитрĕмĕр. Хапха уçрĕç васкаса, кил карти тулли халăх. Çамрăк таврашĕ — урамра. Вăйă тăваççĕ пулмалла. Эпĕ арча çинчен анман-ха, кĕрӳ ман пата пыман-ха. Хулăм укçи те паман-ха. Йăмăк япалисене шӳтлĕ такмаксемпе кĕлетелле ăсатаççĕ. Пӳртре тăвăр, туйне кил картинче тăвас терĕç. Пӳртре никам та юлмарĕ. Тăхлачи те тухрĕ. Пĕр Праски кăна юлчĕ. Пĕр-пĕрин çине пăхса илтĕмĕр. Вăл тӳрех ман енне туртăнчĕ, анчах шикленсе ӳкрĕ пулмалла, айккинелле пăрăнчĕ. Сăра ăсса васкаса пӳртрен тухрĕ.
— Апла качча тухрăн пулать.
— Аннесем пачĕç.
— Аннӳсем апла?
— Ман мĕн тăвас? Вĕçĕмсĕр хăтана пыраççĕ. Аттепе анне качча парасшăн çунаççĕ. Мĕнле пурăнмаллаччĕ ман, ăçта?
— Каçар. Ман сана хам пата илмеллеччĕ.
— Халĕ тин мĕн тăвăн. Эсĕ — артист. Хăвна валли майра тупăн.
— Чĕрӳ мĕн хушать, çавна ту. Вăйлах пулман пулĕ çав пирĕн юрату.
— Эс мана çăлмарăн. Пăрахрăн.
— Ман вĕренсе пĕтермелле, салтака каймалла. Качча кайрăн пулсан — пурăнах.
— Эй, Ефим, ăçта эсĕ? — тесе кĕчĕ пӳрте Микка пичче, — Чупай каччисем сиксе ташлаççĕ, намăса яраççĕ Арапуç каччисене. Кăтарт-ха пĕрре артистла-чемпионла.
Карттуса çавăрса çапрăм та чупса тухрăм картишне. Ак пĕри карăннă та сике-сике чавтарать, лапчăнать те чавтарать-çаврăнать. Питĕ куштанла ташлать. Ара, Петя-иç ку, Таиç пиччĕшĕ, Уçăп Петти. Пăх-халĕ, пырать каçăрăлса, ах, вĕçкĕн-çке. Çакна ташласа çĕнтермесен тĕнчере те пурăнас мар. Ура шăнăрĕсене чупас чухнехи пек хатĕрленсе çемçетрĕм, разминка турăм. Ай, вăйăçи те купăсне калать вара! Вилме выртнă карчăк та сиксе тăрĕ ташлама. Выртан каска та кусса кайĕ. Уçăп Петти те автан пекех çаврăнчĕ. Вăйăç патне пычĕ те тап тăрса пуç тайрĕ. Туй маткисем сăра параççĕ, эрех черкки тыттараççĕ. Арапуç каччисене пĕтертĕн теççĕ.
— Арапуç, çара пуç. Аçу пӳрчĕ çара пуç!
— Чупай пек чулпа пеместпĕр!
Чупса тухрăм вăйă варрине урасене вылятса, алăсемпе хăлаçланса. Кăлтăрмач пек кусса илтĕм, урасене ывăтса, лапчăнса та çĕре çапса сиксе тăтăм. Хĕреслетсе урасене пĕр вырăнта çавăртăм. Тăпăр-тăпăр, тăпăр-тăпăр туса, каялла ыткăнса, алă çинче тăрса çаврăнтăм. Каллех чупса ункă тăватăп. Урасене кĕлентĕрлесе, пăяв явса чакатăп. Ик-виçĕ утăм туса, алăсемпе çат тутарса лапчăнап та çӳле сикеп.
— Ай-уй, — теççĕ стариксем. — Кун пеккине курманччĕ сакăрвунă çула çитсе те. Ай, купăсне те ăçтан кăна тупма пултарнă! Кив Вăрмартан, Суккăр Иванĕ купăсне калаçтарать вĕт.
Иванăн питĕнчен шапăртатса тар юхать. Кун пеккине халиччен курман теççĕ.
— Артист-çке ку. Леш, Таиç тусĕ. Ара, кайран Степан Праскипе те çӳрекеленĕ тет. Лешне тытнă та ашшĕ-амăшĕ Микулая качча панă тет. Акă сана юрату...
Диплом ĕçĕпе Островскин «Тупăшлă вырăн» спектакльне лартни халĕ те куç умĕнчех. Мана Юсов ролĕ лекрĕ. Спектакле хатĕрленме пуçларăмăр. Комедин тĕп шухăшне пĕлнĕ хыççăн сăнарсем хушшинчи çыхăнусене пăхса тухрăмăр. Сĕтел хушшинчех нумай ĕçлесе лартăмăр. Пире, чăваш ачисене, вырăсла выляма питех те хĕн пулнă. Уйрăмах Островский чĕлхи витĕмлĕхпе тулли пулмалла. Эпир сăмахсене пĕлетпĕр пулин те Борис Интригович пĕр сăмаха темиçе хут калаттарать.
Акă сцена çине тухрăмăр. Режиссер пире лашана йĕвенĕнчен çавăтса пынă пекех ертсе пычĕ. Эпир, студентсем, вăл мĕнле кăтартать, çавăн пек тума тăрăшрăмăр.
— Пирĕн зачет-спектакле Чăваш Тĕп театрĕнче лартмалла, — терĕ Борис Интригович.
— Апла пире чăн-чăн артистсем, критиксем пăхаççĕ. Кошкинский хăй те пулать. Осипов та.
— Кам вăл Осипов?
— «Айтар», «Кушар» çыраканни. Вăл режиссер та, музыкант та, тухтăр та — питĕ культурăллă çын.
Тăрăхла питлĕ, шĕвĕр сăмсаллă артист çинçе сассипе вулама пуçлать.
— Ку Кирилл Егорч артист, — тет пирĕн Каттай. — Юнашар, пысăк кăн-кăвак куçли, Ольга Ивановна Ырзем — чăвашсен пĕрремĕш артистки.
— Луизăна выляканни-и? Эпĕ ăна пĕлетĕп, пĕрле вылянă, — тетĕп.
— Пуканелле-и? — тет Каттай.
— Пуканелле мар, Шиллерăн «Хаярлăхпа юрату» трагединче пĕр салтакне вылясаччĕ. Хамăн пĕр сăмах та çук. Çапах питĕ пăлхантăм, сцена çине тухсан, президент пире «тытăр ăна» тесен нимĕн тума аптрарăм. Çухалса кайрăм.
Президента выляканни авă паттăр пек ларать. Игнат Молодов вăл, шăпах куçĕсемпе пирĕн çине пăхрĕ.
Эпир шăппăн зала кĕтĕмĕр. Репетици тума пуçларăмăр. Пирĕн сасăсем чиркӳри пекех янăраса каяççĕ.
— Ничего не слышу! Громче! — тет залра ларакан Борис Интригович.
Мария Николаевна мăкăр-мăкăр туçа илет те:
— Не понятно, слова проглатываете, — тет.
Пысăк сцена çинче хăнăхман пирки репетици тума питех те хĕн пулчĕ. Сăмахĕсене каласа пĕтерейместпĕр, çăтатпăр.
— Сăмахĕсене витĕмлĕрех калама тăрăшăр, — тет пире чĕлхепе вĕрентекен учитель Михаил Кокки.
Тепĕр кунне декорацие лартса вунтăххăрмĕш ĕмĕрте тăхăннă костюмсемпе репетици ирттертĕмĕр. Фраксемпе, вăрăм сăмсаллă туфлисемпе. Вăл тумпа ларма-утма та пĕлместпĕр.
Кĕçех генеральнăй репетици ирттертĕмĕр. Генеральнăй репетицире грим тума Касаткин педагог пулăшрĕ. Хĕрлĕрех кукша парик тупса пачĕç. Алăра — папка. Ман герой пуçлăх умĕнче кăшт пĕчĕкленет, хăйĕнчен пĕчĕкрех чин пулсан — пысăкланать, чĕвен тăрать.
Эпир пăлханатпăр, костюмсене те тахçанах тăхăнса лартнă. Грим та тунă. Коридор тăрăх утса çӳретпĕр, тĕкĕр умне тăрса хамăрпа хамăр калаçатпăр. Эпĕ те папка илсе сцена хыçне утатăп, Юсов чиновник пек пулма тăрăшатăп. Пысăк ăмăртура чупас умĕн чĕтренĕ пек урасем чĕтреме пуçларĕç. Папка тытса пуçлăх патне пĕшкĕнерех кĕрсе кайрăм. Ун патĕнчен пуç тайса, ассăн сывласа кутăн тухатăп, тарланă кукша пуçа тутăрпа шăлса илетĕп. Чаршав хупăнсанах Борис Интригович сцена çинчи сĕтел-пукансене майлать, япаласене тĕрĕслет, артистсене кăмăллăн пăхса илсе хавхалантарать. Иккĕмĕш пайра Полинăна Эльвира Кронберг вылять. Ăна пăхма татах та кăмăллă. Иккĕмĕш пайĕ пĕтсен куракансем тăвăллăн алă çупса ячĕç. Борис Интригович каллех сцена çинче.
— Хорошо, хорошо. Ритм держите, — тет.
Виççĕмĕш пайĕ хыççăн Борис Интригович мана çурăмран лăпкаса: — Молодец! Только очень жирный грим, — терĕ. Эпĕ часрах тĕкĕр патне чупатăп. Пăхатăп та, ман пит тарланипе йăлтăртатса тăрать.
Спектакль пĕтрĕ. Чаршав хупăнчĕ. Халăх ал çупать, сцена çине чечек çыххисем ывтăнаççĕ. Пурте:
— Молодцы! — тесе кăшкăраççĕ.
Эпир пуç тайма та хăяймастпăр. Эльвира Кронберг Иван Вашкипе мана алăран çавăтрĕ те эпир малалла утса пуç тайрăмăр. Борис Интригович пире пĕтĕм халăх умĕнче алă тытса, чуптуса тухрĕ. Мĕнле аван, мĕнле телейлĕ çунаççĕ пулас артистсен куçĕсем! Чаршав хупăнчĕ çех, эпир хамăр учителе пукан çине лартса урра çĕклерĕмĕр, Сцена çине артистсем, писательсем пĕрин хыççăн тепри улăхса алăсене чăмăртаççĕ.
— Акă çамрăксен театрĕ, чăн-чăн профессионаллă артистсем пулаççĕ, — тет тачкарах шурă питлĕ, çутă çамкаллă, кăвакарнă çӳçлĕ арçын.
— Ку кам-ши? — тетĕп эпĕ.
— Ку Золотов писатель, искусствăсен начальникĕ, — тет пирĕн Александр Каттай. Ара, вăл пур писательсемпе поэтсене те пĕлет те.
— Музыкăпа театр техникумне саламласа мухтас пулать çакăн пек талантлă артистсене вĕрентсе кăларнăшăн, — тет пире çамрăк та хитре пĕр каччă.
— Ку — Кăлкан, — тет Каттай.
— Эпĕ хавасланатăп, хамăр театра çамрăк хунав хутшăнать. Лайăх артистсем пулма пултараççĕ. Анчах ĕçлес пулать, ĕçлес пулать, — тет Кошкинский. — Театрта чĕлхе кирлĕ. Халлĕхе сăмахсене çăтатпăр-ха, татса калаçатпăр.
— Акцент, акцент, — тет Петр Николаевич. — Лайăххăн чăвашла калаçма вĕренмелле, эсир халĕ вырăсла вылятăр. Театр — иккĕмĕш университет теççĕ. Калаçма унтан вĕренеççĕ.
— Сирĕн ку малтанхи утăм çех, малалла — ĕçлемелле, ĕçлемелле. Вунă çул ĕçлесен театр мĕн иккенне ăнланса илĕр. Сиртен, тен, чăн-чăн артистсем те пулĕç. Ăнăçу сунатăп.
Эпир гримсене тасатмасăр итлесе лартăмăр. Пирĕн ТЮЗа, çамрăксен театрне ĕнтĕ, кăçал çех Мускавра театр институтне вĕренсе пĕтернĕ çамрăк режиссер килнĕ. Ăна Петров Владимир Сергеевич тесе чĕнеççĕ.
— Малашне вăл сирĕн художество руководителĕ пулать, — терĕ Б. И. Праудин.
Ăстăватăп-ха, 1934 çулта пулас, пирĕн çамрăксен театрĕ Çĕрпӳ районĕнче Леонид Агаков çырнă «Ултав» спектаклĕпе çӳрерĕ. Кăнтăрла эпир, комсомолец-артистсем, хаçат кăларатпăр, волейболла вылятпăр, налуксем пуçтарма пулăшатпăр. Уйрăмах çынсене колхоза кĕртес ĕçе активлă хутшăнаттăмăр. Пирĕн çамрăк директор, Косарева Праски, комсомол райкомĕнче ĕçленĕскер, питĕ хастарччĕ. Спектакль халăх кăмăлне каймасан сцена çине тухса ик-виç шӳтлĕ сăмах калатчĕ те, вара пурте ахăлтатса кулса яратчĕç. Ахальтен-и, Косарева кулнине кура Петр Хусанкай Кăлтăрпи тетчĕ. Вара ăна поэтсем хушшинче Кăлтăрпи Праски теме пуçларĕç.
Пĕрре çапла Косарева ертсе пынипе Çĕрпӳ районĕнче пĕр ялта пĕр хресчен килне колхоза кĕме агитацилеме кĕтĕмĕр. Кил хуçи сĕтел патĕнче çăпата хуçса ларатчĕ, Арăмĕ кăмака умĕнче уйран уçлатчĕ. Косарева сĕтел патне пычĕ те:
— Юлташсем, — терĕ. — Пулас колхозниксем. Эсĕ, тăхлачă, уйранне уçлама пăрах-ха. Эсĕ те, хăта, çăпатине шаккама чарăн.
Анчах çăпата хуçакан мужик итлемерĕ. Çăпатине çаплах шаккарĕ:
— Хам килте хам хуçа! Эсĕ, карчăк, уйранне уçлах. Паранкине те пĕçер, — терĕ.
— Эсир халĕ чухăн пурăнатăр. Сĕтел çинче те çер улмипе уйран кăна. Вăйран кайиччен ĕçлетĕр. Сухапуçпе сухалатăр. Колхоза кĕрсен — трактор пулĕ.
Хресчен çăпатине çаплах шаккать, инке те уйранне уçлать те уçлать. Косарева мужик патне пырса тăчĕ.
— Çăпатапа мар, атă-пушмакпа çӳрĕр, — терĕ.
— Пирĕн асаттесем те çăпатапах çӳренĕ, паранкăпа уйран çинĕ, çаплах çитмĕле çитиччен пурăннă.
— Кукаçисем — иртнĕ ĕмĕр. Пĕрлешсе ĕçлесен савăнăçлăрах пулĕ пурăнăç. Халăх сурать— кӳлĕ тăвать, пĕччен сурать — типсе пырать теççĕ.
— Ют хĕрарăмсемпе пурăнма савăнăçлăрах ĕнтĕ.
— Акă колхоза кĕмелли ыйту та çыртăм. Сирĕн алă пусмалла çеç. — Косарева заявленине сĕтел çине хучĕ. Анчах хуçа пуçне те çĕклемерĕ. Вара Косарева пире:
— Ну-ка, концерт парар, — терĕ.
Каттай хăйĕн сăввисене вуласа пачĕ. Эпĕ те «Инхоз сысни» çинчен каласа патăм. Анчах хуçа пуçне те çĕклемерĕ.
— Юрласа паратпăр, — терĕ Косарева.
— Колхоз тени мĕн тени, карчăк.
Колхоз тени мĕн тени, карчăк? —
юрласа ятăм эп саспа.
— Ушкăнпала ĕçлени, старик, — терĕ мана хирĕç Орешникова Нина.
Юрларăмăр, ташларăмăр, такмаксем каларăмăр. Çĕр улмине те пĕçерчĕ карчăк, уйранне те уçларĕ. Старик çăпатине те хуçса пĕтерчĕ. Аллине çуса сĕтел хушшине ларчĕ. Косарева заявленине сĕтел çине хуçа умнех хучĕ.
— Аллине çех пусмалла — ĕçĕ те пĕтрĕ.
Хуçа ручкине тытмасть, заявлени çине пăхмасть те. Эпир ăна сĕтел йĕри-тавра çавăрса илтĕмĕр, апла та капла калатпăр, ниепле те çавăраймастпăр. Вара Косарева хăтăрма пуçларĕ:
— Эпир сана бесплат концерт патăмăр, эсĕ кутăна персе ларатăн! Алă пус!
— Пусмастăп.
— Пус тенĕ сана, тăна кĕменскер!
— Тăна кĕме пуçларăм ĕнтĕ. Эсир мана малтан ĕçлесе тар юхтарса кăтартăр, вара колхоза хамах пыратăп. Халĕ сывă пулăр!
— Эх, ăнманскер, — терĕ те Косарева, пӳртрен тухса шурăмăр. Çапла намăс куртăмăр. Ялта обществăллă ĕçре активлă хутшăннăшăн комсомол обкомĕ пире баян парса парнеленĕччĕ.
Çамрăксен театрĕнче ĕçленĕ вăхăта чи телейлĕ самант тесе шутлатăп. Скапен, Труфальдина, Ирод. Андерсен халапĕсенчи юмахçа вылянă хыççăн мана ачасем шкулсенче, пионер лагерĕсенче юмах каласа пама ыйтатчĕç. Ун хыççăн эпĕ хам та юмах-пьесăсем çырма пуçларăм. Анчах хамран сивĕнтермелли сăнарсем те тĕл пулчĕç пурнăçра. Пĕр юмахра анра король рольне вылянă хыççăн тепĕр кунне стадионра икçĕр метр чупассипе ăмăртма тухрăм. Стадионри çынсем:
— Авă король чупать, король чупать! Давай, давай! — тесе кăшкăрчĕç.
«Ашшĕ пăшалĕ» пьесăра эпĕ япони офицерне вылянă хыççăн урамра иртсе пынă чух:
— Авă диверсант, шпион пырать, — тесе пăшăлтатса калатчĕç.
Çамрăксен театрĕнче эпĕ Кăлкан çырнă «Алим» драмăна лартма тытăнтăм. Авторĕ час-часах репетицине пырса ларатчĕ. Пьесине тӳрлетнĕ май сăнарсем пирки каласа паратчĕ. Шăхличĕпех пыратчĕ те шăхăрса кăтартатчĕ.
Унтан Потемкин çырнă маршалăн ача чухнехи пурнăçĕ çинчен спектакль лартма тӳр килчĕ. Семен буденный сăнарне пирĕн çамрăк артист Василий Самуков вылярĕ. 1940 çулта манăн тăватă пайлă «Кукша Иван» юмах-пьеса пичетленсе тухрĕ. Кун хыççăн юмаха пирĕн çамрăксен театрĕ лартма шутларĕ. «Советская Чувашия» хаçатра ятарласа статья та пичетлесе кăларчĕç.
«...Прежде всего нам хочется сказать о пьесе молодого драматурга Е. Никитина «Кукша Иван», на основе материалов целой серии сказок об Иванушке-дурачке автор создал весьма интересную и оригинальную пьесу для детей... Автор хорошо знает законы театра (он актер и режиссер), и пьеса у него получилась очень сценичной, она богата множеством интересных положений. Язык — яркий, образный, легкий, как в любой сказке».
Юмахне Чăваш академи театрĕнче ĕçлекен Михаил Кокки режиссерпа пĕрле лартма тытăннăччĕ. Анчах мана пĕтĕм союзри режиссерсен курсне Ростов-на-Дону хулине вĕренме ячĕç. Ирхине вунă сехетрен пуçласа пилĕк сехетченех вĕренеттĕмĕр. Лекцисем хыççăн репетицисенче пулаттăмăр. Каçхине театрсене çӳреттĕмĕр.
Малтанхи кунсенче эпир хамăра вĕрентекен лекторсемпе, режиссерсемпе, артистсемпе тата художниксемпе паллашрăмăр. Мускавран килнĕ театр критикĕ, Евгений Сурков, К. С. Станиславский патĕнче вĕреннĕ Вера белюнас, Ростоври университет преподавателĕ Петр Ильин профессор, Ростоври Горький ячĕпе хисепленекен театрăн аслă режиссерĕ Евгений Бриль тата ыттисем те. Евгений Сурков критик театрсен историне вулама пуçласан çырса кăна пыр. Çав тери ăслă та хĕрӳллĕ калаçатчĕ. Вăл калаçнă чух урăх шухăшпа айккинелле пăхса лараймăн.
Вера Белюнас вара вăтам пӳллĕ, çаврака питлĕ хитре хĕрарăм. Хăйне çав тери сăпайлă тытатчĕ. Курсантсене курсанах кăмăллăн кулса илетчĕ те пуçне таятчĕ. Унтан К. Станиславский урокĕсем мĕнле иртнине каласа паратчĕ.
— К. Станиславский репетицие ирттериччен малтан артистсем мĕнле кăмăлпа пурăннине пĕлме тăрăшатчĕ. Тĕрлĕрен япаласем каласа парса кăмăла çавăратчĕ, вара тин ĕçлеме пуçлатчĕ. Тĕлĕнмелле ăслă, хитре çын вăл Константин Сергеевич. Вăл пырса кĕрсен хĕвел тухнă пекех ăшă кăмăл пайăрки сарăлать. Пурте пĕр ĕç тăваççĕ. Спектакле пуçласа вĕçне çитиччен пĕçермелле-çке. «Ӳрĕк-сӳрĕк кăмăлпа, пулать-и, пулмасть-и кăмăлпа ĕçлеме юрамасть», — тетче Вĕсем Данченкăпа пĕр шухăшлă пулса художество театрне уçнă, анчах «Ревизора» лартнă чухне финалĕ пирки тавлашу сиксе тухнă тет. Çакă чăнах пулнă-и? — тесе ыйтнăччĕ пĕри.
— Кашни режиссер хăй евĕрлĕ аташать, — терĕ тепри.
— Çапла, Станиславскипе Немирович-Данченко хушшинче тавлашусем пулнă, анчах пурте мирлĕ вĕçленнĕ.
— Пĕрре çапла, Н. В. Гоголь çырнă вилĕмсĕр «Ревизор» комедине лартнă чух, финалта городовой «Пирĕн пата ревизор килнĕ» тесен çынсем ухмаха ернĕ евĕр, чума килнĕ чухнехи пек каллĕ-маллĕ уткаласа чупма тытăннă, — тенĕ Станиславский.
— Анраса кайса ним шухăшсăр хытса тăмалла, — тенĕ Данченко.
Иккĕшĕ те аслă режиссерсем, генисем. Анчах пĕри капла тет, тепри апла мар тет. Тавлашăва татса пама пурнăç — практика кăтартнă. Репетицине ирттернĕ чух шăп финала çитсен пĕр артист кĕрет те сцена çине тухса çапла пĕлтерет:
— Господа артистсем, репетици тума чарăнăр. Пирĕн театра правительство хупма йышăннă.
Сцена çинчи артистсемпе Станиславский те аптранипе ним хускалмасăр хытса тăнă пулнă. Пĕр Немирович çех çентерӳçĕ куллипе кулса янă. Ку вăл ун ĕçĕ пулнă иккен. Часах Станиславскипе ытти артистсем те вăл шӳтленине чухласа илнĕ.
Евгений Бриль режиссерăн лекцийĕсене те питĕ килĕштереттĕмĕр. Вĕренмелле Гоголĕн «Ревизор» комедине илтĕмĕр. Пĕрремĕш вуланă хыççăнах «Ревизор» комедине мĕнле курнине кашни курсант хăй евĕрлĕ каласа пама тăрăшрĕ. Ун чухнехи патша самодержавине пысăк, яка хуранпа танлаштартăмăр. Нăрă, эрешмен, таракан тата ытти кăпшанкăсем хуран тĕпĕнчен тухма тапăлтатаççĕ, Пĕрне-пĕри таптаса çăлăнма шутлаççĕ. Комедин тĕп шухăшне пĕлме геройсен сăнарĕсене, вĕсем хушшинчи çыхăнăвĕсене, тĕллевĕсене пурнăçа кĕртес тесе мĕн тăваççĕ вĕсем? Пĕрремĕш пайра мĕн пулса иртет? Мĕн тума хатĕрленеççĕ? Иккĕмĕш пайра çапăçаççĕ: хăйсен шухăшĕсене пурнăçа кĕртес тесе атакăна каяççĕ. Виççĕмĕш пайĕ хĕрсех çитет, кульминаци. Тăваттăмĕш пайра çурăлса каять (развязка). Кашни пай уйрăм сыпăксенчен тăрать. Мĕн пулса иртет пĕрремĕш картинăра? Городничий хăй чиновникĕсене пухнă та хулана вăрттăн ревизор килни çинчен пĕлтерет. Сехрине хăпартать. Кашни чиновник чĕринче мĕнле сыхланса юлмалли çинчен шухăш çуралать.
Евгений Бриль пьесăпа сĕтел хушшинче артистсемпе ĕçличчен драматургпа çыхăну тытса пымалла тет. Хушмалли, тен, чакармалли те сиксе тухĕ. Режиссерăн артистсен чунне лайăх пĕлмелле. Диктатор пулмалла мар. Пĕчĕк ачана илĕртнĕ пекех йăпатма, хавхалантарма пĕлмелле. Кирлĕ атмосферăна кĕртсе яма пултармалла. Артист тăм пукане пулмалла мар. Артист — хăй творец.
— Сцена çинче чи кирли — чĕлхе тенĕ Станиславский. Çавăнпа та пĕр сăмаха та сая ямалла мар. Ăна мĕнле каламаллине чухламалла. Сăмах шухăшне шыраса тупма пелмелле. Герой мĕн тунинчен эпир сăмах тупсăмне пĕлетпĕр.
Артистсен сцена çинче хăйсене мĕнле тытмаллине пĕлмелле. Утни, чупни, кĕрешни, çапăçни тата ытти хусканусем питех те витĕмлĕ те ĕненмелле пулмалла. Ӳт-пĕве тытма пĕлес тесен спортпа та туслашмалла. Çапла каланă Евгений Бриль.
Ку сăмахсем маншăн çĕнĕ япала мар ĕнтĕ. Хам та театр техникумĕнче ятарласа «Артистсен хусканăвĕсем» темăпа уроксем ирттернĕ. Республикăра çăмăл атлетнкăпа чемпион, рекордсмен шутланса тăнă. Çапах та артистсен кунран-кун ĕçлемелле, упражненисене тусах тăмалла, сасса вăйлатмалла.
Спектакле сцена çине кăлариччен мĕн чухлĕ вăй хумалла? Парикмахерпа костюмерша таранах тăрăшаççĕ. Çапах та театрта чи кирли вăл — артист. Артистăн чунĕ пурăнмасан куракан чĕрине хускатаймăн. Çавăнпа та режиссерăн ытларах артистсемпе ĕçлеме тивет.
Тĕрлĕ республикăсенчен пухăннă режиссерсен курсĕ вĕçленчĕ. Эпир тăван хуласене таврăнтăмăр. Анчах та юратнă тăван çамрăксен театрĕпе уйрăлмалла пулчĕ. Театр техникумĕнче те ĕçлеме тур килмерĕ. Сывă пул, ТЮЗ, музыкăпа театр техникумĕ! Сывă пулăр, стадион, кăмăлланă хĕрĕм Шура!
Мана Комсомольскинче колхоз театрне художество руководителĕ пулса ĕçлеме ячĕç. Унччен унта Василий Фролов ĕçленĕ.
Февралĕн çирĕм пиллĕкмĕшĕ. Сивĕ каç. Шурăпа театр техникумĕн кил картийĕнче тăратпăр. Шура Долговăпа сывпуллашни халĕ те куç умĕнчех.
— Шура, эпĕ санпа сывпуллашма килтĕм.
— Каятăн-и?
— Комсомольскине.
— Чипер кай.
— Эпĕ сана хампа пĕрле илсе каяс тетĕп. Пыратăн-и?
— Çук. Ман вĕренсе пĕтермелле.
— Сана юратнă мăшăрăм тăвас тетĕп.
— Çук, ман вĕренсе пĕтермелле тата эпĕ çамрăк-ха.
— Эпĕ икĕ йăмăкăма качча патăм. Ватта юлтăм. Аттепе анне ялан ятлаççĕ. Çирĕм çичче çитрĕм.
— Эпĕ вунтăххăрта çех.
— Мĕншĕн-ха мана хĕрсен енчен ăнмасть?
— Ытлашши нумай суйларăн пулĕ.
— Пĕлетĕп.
— Мĕн пĕлетĕн?
— Сан ялта каччă пур вĕт?
— Пур. Салтакра вăл халĕ.
— Мĕншĕн-ха мана тӳрех каламарăн?
Шура чĕнмерĕ, пуçне усрĕ.
— Хĕр чух хĕрĕх-и? Икĕ çул санпа çӳресе савăннăшăн тавах. Сывă пул!
— Тăхта-ха, — терĕ те Шура общежитие чупрĕ.
Тулта çил. Тăман вĕçтерет. Ăшра чун вĕрет, Шура ман пулмасса систерет.
Комсомольскине çитсе вырнаçрăм.
— Кам хăваласа ячĕ сана çамрăксен театрĕнчен, ăшă, таса, пысăк çуртран çакăнта? — тет кăмака умĕнчи хозяйка.
— Чĕре туртнипе килтĕм, — теп.
Артистсем пурте уяври пек тумланнă. Сĕтел патĕнче пĕр кресло. Ку режиссер тронĕ пулĕ ĕнтĕ. Кресло çинче пĕчĕк чан çакăнса тăрать. Ун çинчен илтнĕччĕ эпĕ.
— Сирĕн умăрта, юлташсем, пирĕн театрăн художество руководителĕ — Ефим Никитин, — терĕ директор.
Эпĕ вĕсенчен нумайăшне паллатăп. Хăшĕсем театр техникумĕнче те вĕреннĕ.
Çапла эпир Гоголĕн «Авлану» комедине хатĕрлеме тытăнтăмăр. Комеди пурин кăмăлне те кайрĕ. Унта мĕн пулса иртни, сăнарсем çинчен, кам кама вылясшăн — пурте хăйсен шухăшне каларĕç. Пĕр çамрăк ученица çех хутшăнмарĕ. Ун çине пăхсан — вăл хĕрелсе кайрĕ. Татах та хитре пек курăнчĕ мана.
— Сирĕн шутпа мĕнле? — ыйтрăм эпĕ. — Комеди килĕшрĕ-и?
— Килĕшрĕ.
— Сирĕн хăш рольне выляс килет?
— Качча каясшăн çунаканнине.
— Агафия Тихоновнăна-и?
— Ăхă.
— Миçере эсир?
— Вунçиччĕре.
— Вăл роле выляма Оля çамрăкрах-ха, — тет Стахеева.
— Курăпăр, — терĕм эпĕ.
Рольсене валеçсе пĕтерсен комедипе ĕçлеме пуçларăмăр. Уйрăмах чĕлхепе нумай ĕçлемелле.
Сцена çинче выляса пăхма тытăнсан Агафия Тихоновна сыпăкĕ пачах та тухмасть иккен. Уйрăмах юрату сыпăкĕ.
— Эсĕ, мĕн, халиччен юратса курман-им? —! тетĕп Ольăна.
— Курман, — тет вăл аран тухакан сассипе.
— Сан мана юратмалла, чăн-чăн юрату пулнă пек юратмалла. Эп калаçни те сан кăмăлна каймалла. Ăнлантăн-и?
— Ăнланатăп-ха. Анчах тухмасть-çке.
— Кама та пулсан юратса курас пулать. Атту сцена çинче тухмасть вăл, — терĕ пĕри ахăлтатса.
Тем каласан та, темле ăнлантарсан та ку сцена ĕненмелле мар пулать.
Канмалли кун каçхине Оля патне кайрăм. Вăл тăлăх арăм патĕнче пурăнать. Пĕр пĕчĕкрех пӳлĕмре койка, сетел çинче чечексем, тĕкĕр тата юрă кĕнеки. Стена çинче гитара çакăнса тăрать. Кĕнекесем вулама питех юратмасть пулмалла. библиотека çук. Эпĕ кĕрсенех хĕрелсе кайрĕ.
— Ман кунта питех типтерлĕ мар. Каçарăр. Ларăр.
— Ăшă кунта сирĕн.
— Эсир хывăнăр, — терĕ кăмака умĕнче кăштăртатакан хĕрарăм.
— Хывăнса тăма вăхăт çук. Эпĕ кинона кайма тухнă. Ольга пымĕ-ши? — тетĕп.
Оля нимĕн те чĕнмерĕ. Кил хуçи çине пăхрĕ.
— Чĕре туртсан, каччă чĕнет пулсан мĕншĕн каймалла мар çамрăк чух? Ку — ĕлĕкхи пурнăç çинчен, Пушкин, Гоголь пурăннă вăхăт çинчен.
— Пире, ватăсене, аванах мар пулĕ унта çӳреме. Анчах чей ĕçмесĕр каймастăр, — терĕ кил хуçи.
Пĕрер стакан ĕçрĕмĕр те эпир клубалла утрăмăр. Çул çинче хваттер хуçин хĕрне тĕл пултăмăр. Эпĕ ăна Ольăпа паллаштарас тесе Нинăна чартăм та:
— Паллашăр, — терĕм.
Анчах ман Оля чарăнмасăр малалла утрĕ.
— Каçарăр, — терĕм те Оля хыççăн чупрăм. — Тăхта. Эпĕ сана хам пурăнакан кил хуçин хĕрĕпе паллаштарас тенĕччĕ.
— Санăн сахал мар пулĕ паллакан хĕрсем.
— Пĕлекеннисем сахал мар.
— Апла ма чĕнен кинона?
— Ара, эпĕ вĕсене паллатăп кăна.
— Шупашкарах хăвартăн пулĕ-ха савнине?
— Шупашкара, кунта яла килесшĕн пулмарĕ.
— Нумай пулнă апла сирĕн савнисем?
— Нумай пулнă — пĕрре те юлман.
Эпĕ ăна хамăн пӳрмен юрату çинчен, икĕ мулкача хăваласа пĕрресĕр юлни çинчен, аттепе анне авлантарма тăрăшни çинчен пĕр пытармасăр каласа патăм.
— Нумай хĕрсене юратнă эсĕ.
— Эсĕ никама та юратса курман-и вара?
— Никама та.
— Суймастăн-и?
— Эпĕ çамрăк-ха. Суйма та вĕренеймен.
— Ромеопа Джульетта çинчен вуланă-и? Вунулттăра пулнă пулсан та мĕн тери хĕрӳллĕ юратнă пĕр-пĕрне.
Вăл чĕнмерĕ. Клуба кĕтĕмĕр. Çынсем пирĕн çине чăр-чăр пăхаççĕ. Часах çутă та сӳнчĕ, кино пуçланчĕ. Экран çинче хĕрпе каччă тĕл пулаççĕ, пĕр-пĕрне юратса пăрахаççĕ. Эпĕ : те Оля аллине ярса тытрăм.
— Мĕн эсĕ, сцена çинчи пек вылятăн-и? — терĕ те, мана аван мар пулса кайрĕ. — Экран çине пăх.
— Маншăн экран — эсĕ, — терĕм эпĕ.
Вăл чĕнмерĕ. Эпĕ те кино пăхма пуçларăм. Анчах пуçăмра — Подколесин, Агафия Тихоновна. Килте аттепе анне авланманшăн вăрçаççĕ. Сцена çинче Кочкарев Подколесина авлантарасшăн çунать.
Пĕрремĕш юратăва çухатрăм. Иккĕмĕшне пистертĕм. Виççĕмĕш хĕрне, Праские, качча патăм. Тăваттăмĕшне ăмăртусене çӳресе вĕçертрĕм. Пиллĕкмĕшĕ, Ксени текенни, летчика качча тухрĕ, улталарĕ. Улттăмĕшне, хамăр ял хĕрне Нинăна, пичче сивĕтрĕ. Шурăна Шупашкара хăвартăм. Тепĕр вырăс Нини вилсе кайрĕ. Çапла çирĕм сакăр çула çитрĕм, суйласах ватта тăрса юлтăм. Çӳçĕм те тăкăнма пуçларĕ. Полк шкулĕнче вĕреннĕ чух пулчĕ вăл. Çынсем ан курччăр тесе тӳпетейка тăхăнса çӳретĕп. Ун çинчен шлепке. Çумра çамрăк хĕрача ларать. Никама та юратса курман, чуптума та пĕлмест пулĕ. Ăна вĕрентме йывăрах мар.
Кино пĕтсен эпĕ ăна хваттерне ăсатрăм. Урамра тăма сивĕ. Ирĕксĕрех вылятăн, хĕре чăмăртатăн.
— Кино кăмăла кайрĕ-и?
— Кайрĕ.
— Юрату мĕнне туйрăн-и?
— Туймам...
— Туйăн-ха, — терĕм те ал парсах уйрăлтăм.
Часах хваттере çитрĕм. Хуçа хĕрĕ çывăрман-ха. Урамран та тин çех кĕнĕ пулмалла.
— Шăнмарăн-и тулта тăрса? — ыйтрĕ Нина пăшăлтатса.
— Хĕрпе тăнă чух ăçтан сивĕ пултăр?
— Çапла. Вĕри сĕт ĕçес теместĕн-и?
— Тавах ăшă сăмахăршăн.
— Эпĕ вăл хĕре пĕлетĕп. Вăл артистка.
— Эпĕ сана унпа паллаштарас тенĕччĕ. Вăл чарăнмарĕ, мала иртрĕ.
— Мăн кăмăллăскер, артистка темерĕн.
— Халĕ вăл ученица кăна. Чăн-чăн артистка пулас тесен нумай вĕренмелле.
— Артистка пулма та нумай вĕренмелле-и?
— Вĕренмелле, хĕрĕм. Техникум, институт пĕтермелле. Вĕçĕмсĕр вуламалла, çынсене, пурнăçа сăнамалла. Чăн-чăн художник пулмалла.
— Апла, артист пулма çăмăлах мар. Ырă каç, — терĕ те Нина чăланалла карăнса кĕрсе кайрĕ.
Пĕр уйăх ĕçлесен «Авлану» комедие йышăнма Шупашкартан Константин Иванович килчĕ. Артистсем кăна мар, эпĕ хам та питĕ пăлхантăм. Спектакль пĕтсенех гримсене çуса ямасăрах Константин Иванович мĕн каласса кĕтсе пухăнса лартăмăр. Константин малтан васкамасăр куçлăхне турлетсе илчĕ, ман çине йăвашшăн пăхса илчĕ те сăмахне пуçларĕ.
— Ну, мĕнех, — терĕ коллектив çине пăхса илсе. — Автора эсир ăнланса вылятăр, Гоголь ĕмĕрĕнчи сăнарсемпе пурăнатăр. Мана евчĕ, Агафия амăшĕ, кăмăла кайрĕ. Уйрăмах Подколесин килĕшрĕ. Агафия Тихоновна та кăмăллă. Ыттисем те питĕ аван вылярĕç, тăрăшрĕç. Тен, халăх çинче малашне çăмăлтарах кайĕ.
Эпир «Авлану» комедие тĕрлĕ районсенче кăтартрăмăр. Артистсен ăсталăхĕ ӳссех пычĕ. Пĕрре çапла Патăрьелĕнче кăтартатпăр. Подколесин тухса тарсан Кочкарев сцена çине тухса: «Ăçта тарчĕ вăл, путсĕр?» — тесен курса ларакансем хушшинчен пĕр пĕчĕкçĕ хĕрача сцена патне чупса пычĕ те:
— Авă çавăнталла тарчĕ! — терĕ пĕчĕк пӳрнисемпе тĕллесе. Куракансемпе пĕрлех артистсем те каçса кайсах кулчĕç. Уйрăмах Агафия Тихоновнăпа тĕл пулса калаçнă сцена мана пысăк савăнăç кӳретчĕ. Вăл сцена ĕненмелле тухма пуçларĕ. Çапла вылясах эпир пĕрне-пĕри килĕштерсе кайнă пулмалла. Ольăна спектакль умĕн грим тума хам пулăшрăм. Манăн пӳрнесем унăн питне, уйрăмах тутисене лексен ман чĕре сăр-р туса каятчĕ.
Юлашки спектакле икĕ уйăх выçлă-тутлă, ăшша-сивве туссе çӳресе ывăннă пулин те артистсем питĕ тăрăшса вылярĕç. Спектакль пĕтрĕ, халăх саланмасть.
— Татах килĕр, — теççĕ.
— Сана кун пек вылянăшăн орден памалла, — терĕ пĕри.
— Халăх çакăн пек хаклани, тав туни те теме тăрать, — терĕм эпĕ.
Çамрăксем ташлама пуçларĕç. Унтан пире, артистсене, ташлама чĕнчĕç. Кунти çамрăксем начар ташлаççĕ иккен. Вĕттĕн-вĕттĕн пускаласа, акăш пек ярăнса Оля тухрĕ малалла. Эпĕ ун хыççăн чĕвенсе, сиккелесе пыратăп, тăпăртатса илетĕп. Пăлтăр-пăлтăр çаврăнап, пуçхĕрлĕ те тăрап. Чупса-чупса пыратăп та яш сиксе илетĕп. Лапчăнатăп, çаврăнатăп. Урасене вылятса хĕр тавра çаврăнатăп. Оля йăл-йăл кулать-çке, мана татах та хавхалантарать.
— Çитет, — терĕ Оля. — Пуç çаврăнать, ӳкетĕп. Тыт мана.
Эпир çаврăнса клубран тухрăмăр, лачкам тарланă. Уйăх çути таврана ӳкнĕ. Эпĕ Оля çине пăхатăп.
— Вăйлă ташлатăн, — тет мана Оля.
— Ан ман: эпĕ спортсмен, чемпион та пулнă, — тетĕп.
— Спиртсмен мар-и? — тет йăл кулса.
— Оля, пул ман арăм, — тетĕп эпĕ.
— Кăна Подколесин калать-и?
— Çук, кăна эпĕ, Ефим калать. Арапуç ачи.
— ...Ватă каччă.
— Ну, — тетĕп алăран тытса.
— Лаша мар эпĕ нулатма.
— Оля, ан çунтарсам чĕрене.
— Çунать пулсан кĕрт ăшне чăм.
Эпе Ольăна тытрăм та, иккĕн кĕрт ăшне ӳкрĕмĕр. Хыттăн чуптурăм.
— Эсĕ вĕреннĕ хулара майрасене чуптума, — тесе Оля тутине сăмса тутрипе шăлса илчĕ.
— Сана та вĕрентĕп, ан хăра.
Иккĕмĕш каç чуптăватăп — каллех шăлать, виççĕмĕшĕнче чуптума çех кармашрăм, вăл та хирĕç чуптурĕ.
— Ыранччен, — терĕ те пӳрте кĕчĕ.
— Кĕрем-и сан пата?
— Юрамасть.
— Эппин, атя ман пата.
— Ыранччен...
Тепер кунне ирхине Оля патне кайрăм. Унăн япалисене чемодана хутăмăр, пĕчĕк çунапа туртса ман пата пурăнма куçрăмăр. Йăмăксене вăйлă туйпа качча патăм пулсан манăн туй пекки те пулмарĕ. Çав тери çамрăкла качча кайнăшăн Ольăн ашшĕпе амăшĕ питĕ кӳреннĕччĕ. Çитменнине тата — артиста, таçти çăвари Арапуç-çăвапуç каччине, унран вунпĕр çул аслине. Манăн та атте кăмăллă мар, ĕçке-çике çӳреме питĕ инçе тет. Анне çех:
— Юратса пĕрлешрĕр пулсан пурĕпĕрех мар-и, — тет. Хамăр артистсемпе çех туй пехки туса ирттертĕмĕр.
Чуп-чуп уйăхĕ пуçланчĕ хайхи. Кĕтмен çĕртен пăтăрмах сиксе тухрĕ. Тепĕр кунне спектакль пĕтсенех эпĕ арăмран маларах хывăнса сцена çинчен зала антăм. Дамский вальс ташлама пуçларĕç. Эпĕ арăма кĕтсе тăраттăм. Нина пычĕ те мана ташлама чĕнчĕ. Пысăк та чакăр куçлă Нинăпа вальс ташлама тытăннăччĕ кăна, унччен те пулмарĕ, мана хыçран кăçатлă урипе лач тутарчĕ. Çаврăнса пăхатăп, ман арăм алăк патнелле ута парать.
— Ку пирĕн репетици, çĕнĕ комеди. «Туй хыççăн» хатĕрлетпĕр, — тесе арăм хыççăн утрăм. Клубри халăх ахăлтатса юлчĕ.
Пĕр чĕнмесĕр пыратпăр. Унтан тӳсеймерĕм:
— Мĕн теççĕ кăна, чуп-чуп уйăхĕ? Мĕнле намăс кăтартрăн мана?
— Мана намăс мар-и? Уйăх иртмен пĕрлешни, теприн çине пăхатăн.
— Дамский вальсра мана ташлама чĕннĕ, эпĕ мар. Ташланăшăн мĕн пулать, ара?
Ман арăм каçса кайса макăрма пуçларĕ. Тем чухлĕ йăпатсан та ӳкĕте кĕмерĕ. Хваттере те макăрсах кĕчĕ. Хваттер хуçи те йăпатма пикенчĕ, анчах Оля чарăнма пĕлмерĕ. Юнашар та пырса выртмарĕ. Ирхине япалисене пуçтарчĕ те кивĕ хваттере куçрĕ. Эпĕ каланине те, вырăс хваттер майри ӳкĕтленине те хăлхана чикмерĕ.
— Ничего, вернется, — терĕ мана хваттер майри. Чăнах та, ман арăм тепĕр икĕ кунтан таврăнчĕ. Паллах, хам кайса илтĕм. Хăйĕн хозяйки те ăс панă пулмалла. Çав вăхăтра тата Нина та ман пата Соловьев арăмне хăтана янă пулнă:
— Уйрăл эсĕ унпа. Авă сана вырăс хĕрĕ Нина питĕ юратса пăрахнă. Качча ил те ĕçĕ пĕтнĕ, — тет мана Соловьев арăмĕ Марье.
— Çук, эпĕ улшуç мар кашни кун арăм улăштарма. Эпĕ Ольăна юрататăп. Ăна никампа та улăштармастăп.
Çапла эпир Ольăпа юратсах пурăнма пуçланăччĕ. Хамăр яла «Авлану» комедипе кайсан Арапуç халăхĕ те ман арăма питĕ кăмăлланăччĕ. Уйрăмах тăвансем, Белов таврашĕсем, питĕ кăмăлласа пăрахнăччĕ. Анне те питĕ килĕштернĕччĕ. Каллех темĕскер сикрĕ тухрĕ.
Гастрольсем вĕçленсен пĕтĕм составпа «Нарспи» лартма тытăнтăмăр. Нарспие Бикулова Марийăна парас. Анчах Сетнере кама парас? (Нарспие выляма Ольăн вăйĕ çитеймест.) Сетнере Соловьева парас — лайăх юрлать пулсан та çулĕпе аслăрах. Ăна Тăхтамана парас терĕмĕр. Михетере — Смирнова, карчăкне — Митюковăна. Сĕтел хушшинче артистсемпе калаçса килĕштернĕ хыççăн сцена çине куçрăмăр, Нарспие Сетнер юратăвĕ ĕненмеллерех пултăр тесе сăмахсăр этюдсем тума пуçларăмр. Анчах ман Оля кĕвĕçме тытăнчĕ:
— Эсĕ Нарспие курсан сан куçусем çунма тытăнаççĕ, эсĕ ăна чăнах юратан. Манпа мĕн тăван?..
— Мĕн эсĕ, Оля!
— Эсĕ мана...
— Эп сана чăн-чăнах юратап.
— Сан юрату çук. Эсĕ вĕсене вакласа пĕтернĕ. Авă халĕ Нарспие юратан эсĕ.
— Ман сцена çинче юратса халăха ĕнентермелле вĕт.
— Нарспи те саншăн вилсех каять.
Чăнах, Мария Бикулова сцена çинче пĕтĕм чунтан, чĕререн пурăнать. Арăм шӳт тумасăр кĕвĕçме пуçларĕ. Мĕн тăвас? Сетнере хамăн выляс мар, кама парас? Икшер-виçшер роль выляма тивет, халăх ахаль те çитмест. Сетнере мар, Тăхтамана выляс — Нарспи ман çине курайман куçсемпе пăхтăр, ун чух, тен, Оля лăпланĕ. Тăхтаман сăнарĕ мана питех кăмăла каймастчĕ. Тăхтаман Нарспие юратать, анчах ăна Нарспи кураймасть. Вăл вара Сетнере кĕвĕçме пуçлать, парăнтарма шутлать. Нарспи парăнманнине кура урма пуçлать, саламатпа çунтарать. Эпĕ Тăхтаман рольне юратсах пăрахрăм. «Нарспи» драмăна Чăваш академи драма театрĕ те лартнă пулнă. Каччисемпе хĕрĕсем тата туй халăхĕ музыкăпа театр техникумĕн студенчĕсем пулнăччĕ. Кайран, вăрçă тухсан, ташăпа юрă ансамблĕ тата оркестр хутшăннă. Вăрçă тапрансан виçĕ колхоз театренчен пĕрне кăна хăварчĕç. Чи лайăх артистсем: Василий Михайлов, Ильина Мария, Анна Смирнова тата ыттисем пирĕн театра куçрĕç. Хăшĕсем вăрçа кайрĕç. Театр начальникĕ Василий Ржанов та вăрçа кайнă. Ун вырăнĕнче — Александр Кăлкан. Репертуара вăрçăпа çыхăнтармалла терĕç. Çамрăксен театрне хупнă. Театрăн аслă режиссерне Владимир Сергеевич Петрова, Ильин Абрама, Геннадий Иванова, Тарасов Димитрие тата ытти артистсене повестка панă. Алексеевпа Дубов музыкантсене те вăрçа ăсатрĕç. «Нарспи» валли халăх çитми пулчĕ. Мĕн тумалла, мĕн лартмал-ла? Кĕркунне çитрĕ, çулсем пăсăлчĕç. Ялсене тухса-кĕме çук. Стационарта пурăнатпăр. Пысăках мар, пĕр пайлă «Тăван çĕршывăм» драма çырса пĕтеретĕп. Анчах нимĕç офицерне никам та вылясшăн мар, никам та фашист пуласшăн мар. Хамăн выляма тиврĕ. Комсомолка-патриотка рольне Мария Бикулова питĕ ĕнентермелле выляса пачĕ. Иккĕмĕш отделенинче юрăпа ташăсене лартрăмăр. Юрлама пултараканнисем: Николай Комиссаров, Трофим Соловьев, Ильина Мария, Никитина Ольга тата ыттисем хутшăнчĕç. Унсăр пуçне Георгий Александров актер партизансем çинчен пĕр пайлă «Комсомол» драма хатĕрлерĕ. Пирĕн театра Мускавран эвакуаципе килнĕ пĕр баянист ĕçлеме кипчĕ. Вăл çирĕм пилĕк çулсене çитнĕ, яштака та ăслăскер, пирĕн артистсемпе хавхалансах ĕçлерĕ. Концерта йышăнма Шупашкартан килсе кайрĕç. Вара эпир виçĕ уйăхлăха хĕллехи гастроле тухса кайрăмăр. Ялтан яла, районтан района çӳретпĕр. Çапла хамăр яла та çитрĕмĕр. Атте килте çук, колхоза ĕçлеме тухнă. Ксени йăмăк кăна, анне чирлĕ выртать. Ăна пăхакан та çук. Анне хĕллехи вăхăтра тырă çапма тухса тата окоп чавма кайса шăнса чирленĕ иккен. Пирĕн ял халăхĕ питĕ тăрăшса ĕçленĕ, тырра юр айне туман. Ытти ялсенче кун пек тĕслĕхсем чылай пулнă.
Манăн юлташсем: Мишша та, Митя та фронтра. Михаил Кудряшов тата Никитин Тимофей сусăрланса таврăннă. Госпитальтен виçĕ уйăхлăха сипленме янă. Вăл арăмпа иксĕмĕре хăнана чĕнчĕ. Пахча-çимĕç шкулне аса илтĕмĕр.
— Виçĕ уйăх кансан каллех фронта каятăп, — тет юлташ. Халĕ вăл лейтенант.
— Паян спектакль курма пырăр.
— Пырăпăр. Вылясах артиста тухса кайрăн.
— Атте-анне пиллемерĕ пулин те, чунăм çавăншăнах çунать.
— Пирĕн госпитале те артистсем пырса концерт паратчĕç.
Каçхине шкул картине халăх концерт курма чылаях пухăннăччĕ. Атте те пулчĕ унта.
— Ну, мĕнле, — тетĕп аттене спектакль курнă хыççăн.
— Хĕстерсе вĕлеретчĕç. Курни тулкки пулмарĕ.
— Мана палларăн-и?
— Хăшĕ вара эçĕ унта?
— Нимĕç офицерĕ.
— Леш, путсĕрри-и? Мĕн тума çавна вылямалла пулнă сан?
— Мĕншĕн вара вылямалла мар?
— Вăл путсĕре пĕтĕм халăх ылханать. Çын ылханĕ сана çиттĕр тетĕн-им?
— Е шуйттана, е Тăхтамана, е нимĕçе вылятăн эсĕ. Тата мĕн юлнă-ши путсĕрри, эсĕ выляманни?—тет Ксени йăмăк та.
— Тьфу?! Çав ĕç пулать-и? — тет атте.
— Анра паттăрне эсех вылярăн-и? — ыйтать Ксени.
— Эпех.
— Питĕ кулăшла, кулса вилеттĕмĕр.
— Ухмахран мĕн кулмалли пур? — тет атте.
— Е кулăшлине, е усалскерне вылятăн эсĕ.
— Ухмаха выляма шăпах нумай ăс, вăй кирлĕ.
— Ухмаха выляма мĕн ăсĕ кирлĕ пултăр, тьфу! — тет атте.
— Ах, курайрасчĕ эсир вылянине, — тет анне.
— Акă сывалатăн та куратăн, — тетĕп эпе. — Сана эпĕ Шупашкара илсе кайăп. Пысăк театрта чăн-чăн артистсем вылянине кăтартăп.
— Сана ял халăхĕ питĕ юратать. Кине те юратать. Эсир мăшăр пулса вылянă тет-и?
— Çапла, анне, спектакль вылясах чăн-чăн юратса пăрахрăмăр.
— Турă пулăштăр сире пĕрле килĕштерсе пурăнма, — тет анне.
— Пурнăçпа вылятăр, вăйăран вăкăр кăларатăр, — тет атте.
— Çылăха кĕтĕн ĕнтĕ эс, ачам, çылăха кĕтĕн. Колхозра ĕç сахал-им? Авă Кĕпитун Хĕветĕрĕ сан чухлĕ те вĕренмен, бригадирта çӳрет.
— Эсĕ пахча-çимĕç шкулне пĕтернĕ. Пахчаçă пулса еçле, парниксенче помидорсем ӳстер. Ачасене физкультура вĕрент. Атте çитмĕл çула çитет, — тет йăмăк.
— Лупас ишĕлет, хамăн вăй çитмест. Памар тымарĕ пĕтет, йăх та çухалать. Аслă ывăлăма Миккана шаннăччĕ, вăл таçта мурта, Амурта, çухалчĕ. Арăмех, Чупай чупкăн арăмех, пĕтерчĕ пурнăçне... Эсĕ мана пăхас çук. Хресчен ĕçне те пăрахрăн ĕнтĕ.
— Эсĕ, Ефим, тырă вырма, утă çулма питĕ юрататтăнччĕ, — тет каллех йăмăк.
— Ĕмĕр тăршшĕпе телей шырарăм. Çĕпĕре, çĕнĕ çĕре кайрăм, пуян кулак патĕнче виçĕ çул ĕçлерĕм. Хреçтук хĕрĕмпе Алюш ывăлăма пăрахса хăвартăм. Колхоза кĕтĕм. Телей тупнă пулĕ тенĕччĕ. Тăлăха юлтăм.
— Эпĕ сана, атте, укçа ярса тăрăп.
— Мĕн тума кирлĕ мана сан укçу? — терĕ те атте макăрса ярасран урама тухса кайрĕ.
Тепĕр кунне эпир урăх яла куçрăмăр. Ун чухне хамăрăн машина пулман та колхозсенчен лашапа куçаттăмăр. Хăш чухне лаша кĕтсе чун тухатчĕ. Концерчĕсем пĕр вăхăтра пуçланмаççĕ, халăх килти ĕçсене пĕтермесĕр килтен тухмасть. Е хамăр тепĕр яла вăхăтра çитейместпĕр те халăхĕ эпир çитнĕ çĕре клуб тулли кĕтсе ларать. Яла вăрçă юррипе пырса кĕреттĕмĕр, вăрçă юрриле тухса каяттăмăр.
Çуллахи вăхăтра тĕрлĕ çĕрте пулма тур килчĕ. Урамра та, вăрманта та, анкартинче, сарайĕнче. Уçă вырăнта, улăхра выляма тытăнсан çумăр çума тытăнатчĕ. Клубсенче лăк тулли халăх пулнипе шав тăратчĕ. Хăш чухне спектакле чарсах шăпланма ыйтма тиветчĕ. Ачи-пăчисене кăларса яма та тиветчĕ. Артисчĕсем тата тарласа вылянă хыççăн уçăлма тухса тăратчĕç те шăнса пăсăлатчĕç.
Хамăрăн та гастрольсенче тĕрлĕ мыскарасем илтме-курма тивет.
Ялсем тăрăх виçĕ уйăх çуресен çурхи шыв тапранчĕ. Нимĕçсене Мускав çывăхĕнчен хăваласа ячĕç. Вăрçи çаплах пырать-ха. Александров Георгие, Комиссаров Николая, Кирюхин Ивана тата мана: «Çитет сире сцена çинче йывăç пăшалсемле хăлаçланма, чăн-чăн винтовка-автомат тытас пулать», — тесе Канаша ăсатрĕç. Унтан — Çĕрпĕве. Вйçĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн шинельсем пачĕç, алла телефон аппарачĕсем тыттарчĕç. Связистсем пулса тăтăмăр. Халиччен сăран пальтопа çӳреттĕм, халĕ — шинельпе. Урама тухнă-тухман мана дежурный-дневальнăйсем ярса илчĕç.
— Ăçта увольнительнăй? — теççĕ.
Сăран пальтопа çӳренĕ чухне мана комиссар тесе шутланă пулас, çавăнпа чарман.
Мана тытса хупрĕç. Пăхатăп: Гришка Овчинников летчик, пулеметчик, артист, радист тесе честь парать.
— Мĕнле майпа?
— Эсĕ тата?
— Командирпа вăрçнăшăн. Мĕншĕн вĕсем мана артбатра тытаççĕ? Эпĕ — летчик. Вунпилĕк хутчен боевой вылетра пулнă.
— Мĕншĕн-ха сана куçарнă? — тетĕп.
— Шуйттанла пулса тухрĕ. Хамăр самолета персе антарнă эпĕ.
Часах эпир Çĕрпӳрен тухса Мускава çул тытрăмăр. Кунта пирĕннисĕр пуçне тепĕр эшелон килсе ларнă. Эпĕ шыв илме тесе вакун çинчен аннăччĕ кăна, Федор Семенч Васильев композитор шыв ăсса киле парать.
— Салам! Ăçталла? — тетĕп.
— Хĕвеланăç еннелле, кам пĕлет ăна? — тет. Малоярославска çитрĕмĕр. Вăрмансене çавапа çулса кайнă пекех. Ялĕсем çунса кайнă. Кăмакисемпе трубисем кăна курăнаççĕ. Çӳлте самолет сасси илтĕнсе кайрĕ. Поезд чарăнчĕ. Вакунсем çинчен сиксе анса вăрманалла чупрăмăр. Çĕрĕпе утнă хыççăн темле хулана пырса кĕтĕмĕр. Калуга текен хула пулнă иккен. Нимĕç самолечĕсем кĕрлеме пуçларĕç. бомбăсем ухлатса çурăлаççĕ. Сехре хăпса тухать пулĕ тенĕччĕ. Хуларан тухса вăрманалла кĕрсе кайрăмăр. Утсан-утсан привал тăватпăр. Çĕр çине выртнă-выртманах çывăрса каятпăр. Тепĕр кунне çĕр пӳртсене вырнаçрăмăр. Пурăннăçем пыйтланса кайрăмăр. Володьăпа Ванька поварсем салтак апатне вăрласа Мускава кайса сутнă. Вĕсене штрафнойне ячĕç. Кичем ан пултăр тесе телефонпа ытти связистсене кайăк, сысна, йытă тата ытти чĕр чунсен сассисене параттăм, концерт тăваттăм. Эпир артистсем пулнине пĕлсен пире концерт хатĕрлеме хушрĕç. Эпĕ Симоновăн сăввисене вулаттăм, Комиссаров юрлатчĕ. «Малиновкăри туй» спектаклĕн пĕр сыпăкне патăмăр авиагоспитальре. Кĕçех килтен çыру илтĕм.
«Юратнă пиччем, Ефим. Анне хĕлле сивĕрех авăн çапма çӳресе, окоп чавнă çĕре те хутшăнса хытах чирленĕччĕ, вилсе кайрĕ. Атте ватăлсах çитрĕ. Ваççа кĕрӳ урине татса килчĕ те пĕрмаях ĕçет. Павăл кĕрӳ сылтăм аллисĕр таврăннă. Сан юлташу Тимофей сусăрланса килчĕ. Кăтра Михали каллех вăрçа тухса кайрĕ. Памар Ваççин вилнĕ хучĕ килчĕ. Хăвна сыхла». Кăштах пурăнсан арăмран та çыру илтĕм. «Юратнă Фимка! Ача çуратрăм. Ывăл! Урра! Вова ятлă хутăм. Театра хупрĕç. Ан хуйхăр. Сывă таврăнсан, вăрçă чарăнсан театрне татах уçăпăр-ха».
Кĕпер çине каллех бомбăсем пăрахма пуçларĕç. Пирĕн çĕр пӳрте те кăшт лекрĕ. Çумăр çума пуçларĕ. Эпĕ шуса кайса пĕрене айне пултăм. Мекĕрленсе пĕренене хам çинчен илсе ывăтма шутларăм. Мĕн амакĕ! Ман кутана тухса кайнă! Госпитальте выртнă хыççăн ултă уйăхлăха киле ячĕç.
Çырмари лăпсăркка йăмрасене касса пĕтернĕ. Кураксем ăçта ларĕç ĕнтĕ? Кантур пĕви те типсе лармах пуçланă. Кунта текех Куку Ваçук шыва кĕнĕ чух концерт парас çук. Витри-витрипе пулă сĕрсе илетчĕç. Эпĕ ача чух сăмсаха пĕтĕм ял пухăнса вăйă ирттеретчĕ. Çав вырăна клуб тума пуç-ланăччĕ. Клуб тăвас пĕренисене те вăрласа пĕтернĕ. Малахеев та, Соснов Ваççи те клуб тăваймарĕç.
Ялта тăвансем хăнана чĕнме пуçларĕç. Каплах ĕçсен ухмаха тухса кайма та пулать. Атте çаплах колхоз лашисене пăхать.
Ача-пăча театрĕ те çук, колхоз театрĕсене те хупнă. Ăçта чăн-чăн артистсем? Академи театрĕнче вылякан артистсене те нумайăшне фронта илсе кайнă. Пулас Ырзем, Ильина Мария, колхоз театрĕ хупăнсан тăван ялĕнче лавккара ĕçлеме пуçларĕ те ĕçке ерчĕ. Хамăр ялта драмкружок членĕсемпе спектакль лартсан? Мишша, Миття, Михаля — фронтра. Кузнецов Михаил паровозпа ĕçлет. Ялти интеллигенцие, учительсемпе больницăра ĕçлекенсене, шкул ачисене явăçтарма, ĕçлеме шут тытрăм. Чи малтан Ильина Мария патне кайрăм. Вăл аялти урамра, Варкка аппăшĕ патĕнче, пурăнать терĕç. Эпĕ вĕсем патне пырса кĕнĕ-кĕменех Маруся ман пата ыткăнчĕ. Макăрса ячĕ: «Пурнăçа пĕтерчĕç, театра пĕтерчĕç, упăшкана та...»
— Рябов вилнĕ-им? (Унăн юлашки упăшки Рябовчĕ.)
— Çырмасть. Уйăх ĕнтĕ çыру илменни.
— Тен, тыткăна лекнĕ? Тен, госпитальте?
— Пĕлместĕп. Халĕ ĕнтĕ эпĕ артистка пулаймарăм. Ырзем вырăнне юлаймарăм.
Вăл часах тĕпелтен сĕтел çине чейник пырса лартрĕ, чăкăт, услам çу, премĕк, конфет пырса хучĕ. Йăл кулса илчĕ:
— Лар сĕтел хушшине.
Эпĕ вăл мана чей ĕçтерет пулĕ тесе. Чейникрен тăрă шĕвек ячĕ те çине тăрсах: «Эсĕ килнĕ ятпа», — тесе сĕнме пуçларĕ. Хăй те тултарчĕ, мана та тĕппипех ĕçтерчĕ. Çăвара пĕр кашăк услам çу хыптарчĕ. Пӳрте унăн аппăшĕ, Варкка, Миття арăмĕ кĕчĕ. Вăл çамрăк чух çав тери савăнăçлă та шӳт тума юратаканскерччĕ. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çаврака питлĕччĕ. Халĕ пичĕ шуранка, пĕчĕк куçĕсем хĕсĕнсе ларнă. Мана курсан пĕрре кулма, унтан куçĕсене мăч-мăч тутарма пуçларĕ, макăрса ярас мар тесе тутине çыртрĕ.
— Ефим килнĕ-çке. Чĕрĕ-сывах-и? Сан юлташу, Митя, ав — çук. Мускава та пĕрлех вĕренме кайнăччĕ. Спектакльсем лартса пĕтĕм яла тĕлĕнтереттĕрччĕ. Халĕ...
— Эпĕ Елюка вылянă, Луизăна. Нарспи рольне выляма хатĕрленнĕччĕ, — терĕ Ильина, — мана пулас Ырзем тетчĕç.
— Миття снайпер пулнă, вунпилĕк нимĕçе вĕлернĕ, анчах вунулттăмĕш фашистне тĕлленĕ чух хăйне пĕтернĕ, — Варкка уласах макăрма пуçларĕ, — çуралнă ачине, Миттяна, тăлăха хăварчĕ.
Çав вăхăтра пурте уксахласа ман йăмăк упăшки Ваççа Белов кĕчĕ:
— Пурĕпĕр вилмелле, унччен ĕçмелле. Эпир лавкка умĕнче кĕтсе ларатпăр. Вĕсем кунта туй тăваççĕ иккен.
— Манăн халĕ перерыв. Санăн та эрех ĕçессипе перерыв тумалла. Ни шагу назад!
— Ĕçсех вилен вĕт, Ваççа.
— Помирать нам рановато, есть у нас еще дома жена — Настя. Килте манăн Настя пур, Юрик ӳсет. Гитлер хăрах урана татса юлчĕ пулсан та, эпĕ пурăнатăп-ха. Мана артистсем Сетнер пулан тетчĕç. Йывăç урапа ăçтан Сетнер пулăн?
— Эпĕ, Маруся, сан пата пĕр ыйтупаччĕ. -Ну?
— Спектакль лартас тетпĕр. Хутшăнаймăн-ши?
— Упăшка фронтра чух ман кунта алхасса çӳрес-и?
— Вара эсĕ театра çапла ăнланатăн-и?
— Ăçта кунта театр? Эпĕ-и? Эсĕ-и?
— Эпĕ, эсĕ, Оля тата ыттисем.
— Манăн вăхăт çук. Лавкка валли тавар тиеме те хамăнах Вăрмара каймалла. Театрпа ĕмĕрлĕхех сывпуллашрăм пулĕ.
— Маруся, Мария Ильина, халĕ улпут майри пек пурăнать, — тет Ваççа. — Пăхăр-ха сĕтел çине. Мĕн кăна çук унта. Эрехне те чейникпех лартать, хăть алтăрпа ĕç.
— Санăн мар, хамăн.
— Эрехне те шывпа хутăштарнă тулĕк. Пичке эрехе икĕ витре шыв янă.
— Суян.
— Иккĕ. Пĕрне çул çинче, спирт заводĕнчен тухсан. Теприне магазина кĕрсен.
— Пурпĕр сăмакунран хăватлăрах.
— Тĕрĕс. Сана хамăр çын, анне тытнă, çавăнпа шарламастăп. Санăн мана ĕçтермелле те ĕçтермелле.
— Да, Маруся, начар роль выляма пуçланă эсĕ. Сывă пулăр-ха.
Ильина патĕнчен тухсан Мумук Маруççи патне сул тытрăм. Вăл драмкружокра питĕ аван вылятчĕ. Петĕр те тин çех вăрçăран аманса таврăннă. Вăл авланман-ха. Çамрăк, илемлĕскер. Шкул ачисене те хутшăнтарас. Художникĕ Архипов Василий пулĕ. Вăл вăрçăран аманса тин тавăрăннă.
Çапла эпир майĕпен «Амаçури» юмах-пьесăна лартма хатĕрленме тытăнтăмăр. Рольсене кашнинех çыртарса илтертĕм. Сăнарсем пирки сĕтел хушшинче нумайччен калаçрăмăр. Унтан ролĕсене тытса вулама пуçларăмăр. Ман пулас артистсене пĕр-пĕрне курма, итлеме вĕрентес килчĕ. Ах, чăтăмлăх çитмест-çке! Пĕр-икĕ хут вуласанах хăшĕ-пĕрисем нăйкăшма пуçларĕç. «Манран пулмасть», — тесе урăххине пама ыйтма пуçларĕç. Суйлама мар, рольсене валеçме çынсем ахаль те çитмеççĕ. Вара эпĕ пĕчĕк ачасене ачашланă пек йăпатма тытăнатăп:
— Сан аванах тухать. Эсĕ выляма пултаратăн. Итлес пулать, сцена çинчи шухăшпа пурăнас пулать.
Хăшĕ-пĕрисем ăнланса вулама пуçларĕç. Сăмахсене вĕренсе пĕтерсен сцена çине тухрăмăр. Анчах каллех йывăрлăхсем. Пĕр-пĕрне курма, итлеме пачах манса каятпăр. Калăн, сцена çинче нимĕн те пулса иртмест.
— Кăтартса пар мĕнле тумаллине, — теççĕ хăйсем аптранипе.
— Сирĕн сцена çине мĕн тума тухни çинчен шутламалла. Залра кам ларать-ши тесе пăхмалла мар. Юнашар туй пырать, санăн савнă хĕрӳ качча каять. Савăнăçлă-и сана, е хурлăхлă?
Манăн артистсем пурте пухăнмарĕç, йывăрлăха тӳсеймесĕр пыми пулчĕç. Чăн-чăн артист ĕçне юратаканнисем вара тăрăшсах çӳреме пуçларĕç. Сăмахĕсене те вĕренсе килчĕç.
— Ан васкăр, итлĕр. Кулас килмесĕрех ан кулăр, макрас килмесĕр ан макрăр, — тетĕп вĕсене.
— Унта кулмалла тесе çырнă-çке, — тет Ваççа.
— Унта каланă пулĕ те, санăн вара кулма шăтса ӳссе çитеймерĕ, макрас пулсан та çавах.
— Ансат мар иккен ку, спектакль лартасси, — тет
Сантăр Ваççи. — Эпĕ ăна чечекпе вылянă пек тесе кăна шутланă. Иккĕ-виççĕ репетици ту та. Ытти пурте пулать.
— Этем чун-чĕрине ĕненмелле уçса кăтартас тесен психологине пĕлес пулать.
Ăна пĕлес тесен вулас пулать, сăнас пулать. Вĕренес пулать, чăн-чăн художник-писатель пек пулмалла.
— Пирĕн çамрăклах карчăк рольне выляма тиврĕ пулсан мĕн тумалла-ха, — тет Мария Михайловна. (Мумук Марукĕ тетчĕç ăна ялта).
— Карчăксене сăнас пулать. Вĕсем мĕнле хускалаççĕ, утаççĕ, калаçаççĕ — пурне те. Улпут майрисене выляс пулсан классикăна вуламалла. Вĕсен йăлисене, саккунĕсене, вăхăта мĕнле ирттернине аван пĕлсе тăмалла.
Туй хыççăнхи сценăна выляма пуçларăмăр. Микихвер рольне вылякан Александров Василий пуçларĕ авкаланма, çапкаланма. Чарма та çук.
— Тăхта-та, Ваççа, — тетĕп. — Эсĕ ӳсĕрсене сахал вылянă, сăнанă пулмалла. Ӳсĕр çын нихçан та ӳкесшĕн мар, турĕ утасшăн. Куçĕ те ун вылять. Эсĕ вара сцена çине ним пулман пекех тухрăн. Ара, сана, Микихвере, ухмаха тăратса хăварнă вĕт! Пуçлар-ха тепĕр хут.
Çав вăхăтра клуба аллă пилĕк çулсенчи вăтам пӳллĕ, тин кăна мунчаран тухнă пек хĕп-хĕрлĕ питлĕ арçын пырса кĕчĕ. Çĕлĕкне хыврĕ те сцена патнелле утрĕ. Сцена çинчи Микихвер те тайкаланарах тухрĕ.
— Ах, Микихвер, Микихвер, мĕн курса лартăм эпĕ? — теме ĕлкĕрчĕ кăна.
— Çитет çынран кулма, эсĕ, мĕн, сцена урлă ман ята ярас терĕн-им? — тесе сцена çинчи Ваççа-Микихвере кăкăртан ярса тытрĕ.
Ваççа ним ăнланмасăр çăварне карса пăрахрĕ, куçĕ мăч-мăч туса илчĕ. Унтан тытăнчăклă саспа:
— Эп-п-пир р-р-еп-п-петици тăватпăр, — терĕ.
— Пăрахăр репетици-мĕнне тума!
— Мĕнле пăрахăр?
— Пăрахăр и все!
— Пире районтан ирĕк панă.
— Эсĕ, мĕн, ман ята пĕтĕм районĕпе ярас тетĕн-им?
— Тĕнчипе те эсĕ çех-им Микихвер?
— Шурти Микихвер.
— Кам вăл?
— Эпĕ. Микихвер хĕрĕ. — Нина. Кам вăл? Каллех ман хĕр. Ман хĕре качча илеймерĕн те халĕ тĕнче умĕнче кулас терĕн-им? Пĕтĕм ял шавлать. Ман çинчен çырнă теççĕ. Пурĕпĕр выляттармастăп.
— Чараймастăн. Халĕ тухăр кунтан. Ĕçлеме ан чăрмантарăр.
— Тупнă ĕç. Каймастăп.
— Каймастăн пулсан шăп ларăр.
— Лармастăп. Сире те выляма памастăп.
— Хулиганла ĕçшĕн суда параççĕ.
— Манран кулнăшăн сире хам суда паратăп.
— Кам санран кулать? Ку вĕт юмах, художествăллă произведени.
— Пурпĕрех. Ман ята кăна ан асăнăр, эсĕ, Ефим, лайăх çынччĕ вĕт. Тархасшăн улăштар ман ята.
— Улăштарап, улăштарап. Микихвер вырăнне Савалей тăвăп. Халĕ ĕнтĕ ан чăрмантар пире.
— Каятăп, каятăп. Ятласа ан юлăр ĕнтĕ. Микихвер айăпа кĕнĕ çын пек йăвашланса, çĕлĕкне тăхăнса тухса кайрĕ.
— Куртăр-и, ялти чи йăваш Микихвер мĕнлерех пырса кĕчĕ? Мĕн тăвăпăр-ха ĕнтĕ ятпа? — тет пĕри.
— Микихвертен — Савалей, Альтукран — Сахха, Нинукран — Сарпике, Петĕртен — Сартиван тăвăпăр.
Спектакле Арапуç халăхĕ питĕ аван йышăнчĕ. Ытти ялсенче те пултăмăр. Часах мана академи театрне чĕнсе илчĕç.
— Артист пулса ĕçлĕн, — терĕç. — Режиссерсем пур пирĕн: Родионовпа Айзман. Константин Иванов — фронтра.
Ку вăл 1943 çулта, декабрĕн çирĕм улттăмĕш кунĕнче пулса иртрĕ. Ун чух арăмпа ывăл ялта, Арапуçĕнче, атте патĕнче пурăнатчĕç-ха. Эпĕ Шупашкарта Чăваш академи драма театрĕнче артист пулса ĕçлеттĕм. Арăма, уйрăмах Вова ывăлăма курас килекен пулчĕ. Юлташсем те çыру çырма пăрахрĕç. Ăçта-ши Мишша, Миття тата Михаля? Ял çинчен те пĕлес килсе кайрĕ. Икĕ кунлăх командировка илсе яла кайма шутларăм.
Вокзал тулли халăх хĕвĕшет. Килекенни-каяканни, таçта васкаççĕ, тем шыраççĕ. Кутамккаллă çынсем, ытларах хĕрарăмсем, суранланса таврăнакан салтаксем. Касса патне пырса пĕренме те çук. Билечĕ те çук теççĕ. Вокзалран тухса перронпа поезд патне васкарăм. Пĕр вагон патне пыратăп, теприн патне ларас тесе, командировочнăйне кăтартатăп. Çывăха та ямаççĕ. Вырăн çук теççĕ. «Паровоз çинче ларса кайсан мĕн пулĕ-ши?» — тесе малалла чупрăм. Машинист пулăшнипе Канаша çитрĕм. Часах билет илсе Хусаналла каякан пригороднăй çине лартăм. Вакунра халăхĕ туллиех. Канашра ВРЗра ĕçлекенсем кашни кунах киле çӳреççĕ иккен. Урмар станцинчен ансан пилĕк çухрăм утмалла. Киле часрах çитес килет-çке. Поезд чарăннă иккен.
Çынсем пурте сылтăмалла пăрăнса Чупай еннелле утрĕç. Эпĕ кăнтăр еннелле пĕр пĕчĕк сукмакпа утрăм. Кайсан-кайсан сукмак тени пĕтрĕ ларчĕ. Вара эпĕ ана çийĕнех утма тытăнтăм. Хĕвелтухăçĕнчен сивĕ çил вĕрет, вĕтĕ юра вĕçтерет. Эпĕ чĕркуççи таран юр тăрăх ашса пыратăп. Вăхăт каçхи вунă сехетсем пулмалла. Малта никам та курăнмасть. Тĕмесене курсан алла куç патне тытса пăхатăп. Каллех малалла утатăп. Пысăках мар çырмана пырса тăратăп. Çырма урлă каçсанах пĕр çул çине тухатăп. Ку Арапуçĕнчен Чупая каймалли çул пулĕ-ха тетĕп ăшра. Утатăп, утатăп — арман çаплах курăнмасть. Масар та çук. Аташса кайрăм-ши? Сасартăк малта икĕ пăнчă курăнса кайрĕ. Тăрса пăхатăп. Икĕ пăнчă йăшăлтатать, пысăкланса пырать, кунталла çывхарать. Хам аташса кайнă пулсан Чупая йăмăк патне кĕрсе ăшăнăп та малалла утăп тесе шутлатăп. Анчах пĕкки-çуни курăнмарĕ, лашисем те ытла та пĕчĕк. Йăлтăр-ялтăр симĕссĕн-кăваккăн курăнса кайрĕ.
— Турăçăм! Кашкăрсем вĕт кусем! Ман умра икĕ кашкăр!
Эпĕ халиччен илтмен сасăпа кăшкăрса ятăм. Алăра нимĕн те çук. Пĕр сумка кăна. Унта икĕ çур литр кĕленчи. Вĕсене кăларса чанк-чанк шаккатăп. Çĕмĕрĕлсе каясран та шикленетĕп. Хам çаплах малалла утатăп. Çĕçĕ те, шăрпăк таврашĕ те çук. Каялла тарсан пĕчĕк анчăк та хăвалать тенине асра тытатăп. Малаллах утатăп. Пирĕн хушă вăтăр-çирĕм-вунпилĕк метр юлать. Анчах кашкăрсем чакмарĕç. Ман урасем утми пулчĕç. Эпĕ сылтăмалла пăрăнса утма пуçларăм. Хыçалти ращана çитсе ӳксен йывăç тăрне улăхса ларăп. Е алтуйи туса çамкисене çапса çурăп. Кашкăрсем те ман еннеллех пăрăнчĕç. Вĕсем хăйсен çулĕсене таттарасшăн мар тенине илтнĕччĕ эпĕ. Çапла кĕртпе ашса пынă чух хылчăк купине пырса тăрăнтăм. Эпĕ уйри йĕтеме пырса тухнă иккен. Хылчăксене алла ывăçласа илсе вĕсем çине пеме пуçларăм.
— Суккăр пулăр, ман пата ан çывхарăр!
Вырăсла та, чăвашла та, тутарла та вăрçатăп.
Сылтăмалла пăхатăп — пĕр пысăк купа. Çил арманĕ тесе ун еннелле васкатăп. Вăл улăм ури пулчĕ тăчĕ. Улăм тăрне улăхма тăратăп, алăсем чĕтреççĕ. Пысăк ăмăртури пек хама лăплантарма тăрăшатăп. Тепĕр хут чăрмала-чăрмала улăм тăрне хăпарса кайрăм. Хĕвелтухăçĕнчен сивĕ çил вĕрет. Хам лачкам тарланă. Кашкăрĕсем çирĕм метрта куçĕсене ялтăртаттарса ларасçĕ. Тем шутлаççĕ. Те ман пыра татса илсе юна ĕçесшĕн, те ахаль кăна хăратасшăн. Чĕрĕллех парăнас мар-ха. Улăмран çын кĕлеткисем тăватăп. Тĕрлĕ çын сассисем кăларатăп. Пĕр комедири роле аса илсе кăшкăратăп. Пĕччен темиçе тĕрлĕ сас кăларса вылятăп. Йытăлла та вĕрсе пăхатăп. Анчах йытă сассине илтсенех ман паталла тапранчĕç. Вара эп арăслан пек хăрлатма пуçларăм. Упа пек мĕкĕрме тытăнтăм. Кашкăрсем те малалла утăм тума хăяймарĕç. Шалт ывăнтăм. Сассăм та темиçе тĕрлĕ тухма пуçларĕ. Йĕп-йĕпе тарланă. Çил вĕрет. Улăм айне кĕрсе выртас килет. Улăма пĕр метр çурă тарăнăш чавсан айккинелле чавма пуçларăм. Хам хыççăн улăмпа витрĕм, мăя шарфпа чĕркерĕм. Кашкăрсем кĕрес пулсан çăварĕсене улăм тултарăп. Чĕлхисене тăпăлтарса кăларăп, куçĕсене хылчăкпа сапса суккăрлатăп тесе хама хам лăплантаратăп. Сăран пальто пиçиххине вĕçертрĕм. Кашкăра мăйĕнчен çыхса яла илсе кĕрсе халăха тĕлĕнтереп тесе выртатăп. Чи-чи-чи! теççĕ шăшисем.
Ха, пĕччен мар иккен эпĕ. Хĕрт-сурт пур. Итту аван. Тул çутăличчен тĕлĕрме тытăннă. Çинçе-çинçе сĕрме купăс сасси илтĕнет.
— Патша хĕрĕ килнĕ теççĕ, ăна чаршав витĕр курма та теме тăрать, — тесе калаçаççĕ пек. — Курма пин тенкĕ тăрать.
— Пин тенкĕ ăçтан тупас? — тетĕп.
— Апла хывăн. Шыва кĕртетпĕр, ят хуратпăр. Шăши тăватпăр.
— Эп — çын, çын. Артист.
— Пушшех те аван. Халĕ шăши пулăн.
Мана хывăнтараççĕ, юр çине пăрахаççĕ. Тарасаран шыв ăсса ман çине тăкаççĕ.
Чи-чи-чи! тесе калама хушаççĕ.
Пăрланатăп. Кăшкăрас тетĕп — сас тухмасть. Тăрас тетĕп — мана чĕпĕтме пуçларĕç. Юр çинче йăвантарчĕç-йăвантарчĕç те пăр çурта кайса хупрĕç. Йĕри-тавра — кантăк. Пĕр алăк та çук. Сасартăк ши-ши шăши чĕппи патша майри пулчĕ кайрĕ. Тăхлан куçлă, хăйĕн пăрлă аллисемпе мана ыталама пуçларĕ. Пĕр еннелле пăрăнатăп — пăра пырса çапăнатăп, юр ăшне чăматăп. «Тинех вилетĕп иккен», — тесе вăранса каятăп. Тарласа йĕпеннĕ тум-тир пăрланса ларма пуçланă. Кунта шăнса вилме пулать. Анне те шăнса пăсăлса вилнĕ. Улăм ăшĕнчен йăшăлтатса тухатăп. Урасем хытса ларнă. Çил çаплипех вĕрет, юр та кăштах пĕрĕхет. Йĕри-тавра нимĕн те курăнмасть. Кашкăрсем те курăнмаççĕ. Шурăмпуçĕ çуталма пуçланă. Эпĕ аташса кайнă иккен. Çĕнĕ Кавал çулĕпе Чупай еннелле кайнă. Кунтан пирен ял ик-виçĕ çухрăма яхăн. Мĕн тăвас! Улăм тăрри тăрăх уткалама пуçларăм. Мĕн пулать те мĕн килет тенĕ пек, улăм тăрринчен антăм. Хамăр ял еннелле чупма пуçларăм. Пĕр икçĕр-виççĕр метр чупрăм-и, леш кашкăрĕсем сикрĕç-тухрĕç ман ума, сулахаялла пăхатăп — Чупай разьезчĕ çуталса ларать. Çавăнта кĕрсе тарас тесе пăрăннă çехчĕ, сулахай енче те кашкăр курăнса кайрĕ. Ни малалла, ни каялла. Фронтра вилменнине тылра кашкăр хурри пулмалла-и? Пĕр кашкăрĕ çине атакăна каяс терĕм. Мăя шарфпа çавăрса çыхрăм. Сылтăм алăпа пĕр ывăç хылчăк илсе кашкăр çине урра тесе кăшкăртăм, чупса кайрăм. Ун патне çитрĕм те пĕррех хылчăкпа сапрăм, алла малалла кашкăр çăварне чикме тесе тăсрăм. Чаш тесе ман алă пăрçа улăмĕ çине кĕрсе кайрĕ. «У страха глаза велики», — теççĕ вырăссем. Мана хам чупнă май пăрçа улăмĕ те хыççăн чупнă пек туйăннă. Пăрçа улăмне чавса шăтăка кĕрсе лартăм. Нумай вăхăт иртрĕ-и, сахал-и? Сĕтел-пукан тăвакан фабрика выçă ĕне пек уласа ячĕ. Пуçа кăларса пăхатăп. Çутăлса çитеймен-ха. Кашкăрсем курăнмаççĕ. Каллех каялла кĕрсе ларатăп. Кам пĕлет, тен, вĕсем мана каллех сыхласа лараççĕ. Ман тарланă кĕпе каллех çурăма шăнтма пуçларĕ. Пĕр енчен тепĕр енне çаврăнса выртатăп. Ăшăнма çук. Фабрика тепĕр хут уласа ярсан улăм ăшĕнчен чаваланса тухса Арапуç еннелле чупса кайрăм. Икĕ çухрăма яхăн чупрăм-и? Çаплах ăшăнма пĕлместĕп. Акă пус хапхи умне çитетĕп. Кунта пирĕн Çĕпĕре кайиччен йĕтемччĕ. Пус хапхинчен яла кĕрсенех пĕр çынна тĕл пултăм. Вăл колхоз кĕлечĕсен хуралçи пулчĕ иккен. Вăл мана палласа илсе алă пачĕ.
— Мĕн пулнă сана? Йăлтах шуралса кайнă.
— Кашкăрсемпе тĕлпулу туса ирттертĕм.
— Кашкăрсемех-и?
— Çавсемех. Кăшкăра-кăшкăра сасă пĕтсе ларчĕ.
— Уйра такам кăшкăрнине илтрĕмĕр эпир. Анчах кам кăшкăрать, мĕн сăлтавпа? Пĕлеймерĕмĕр.
Хам мĕнле çĕр ирттернине каласа парсан килелле утрăм.
Хапха алăкне уçса ярсанах атте кил картинче вут-шанкă хатĕрленине куртăм. Юр пек сухалне якаткаласа ман паталла утрĕ. Пӳрте кĕтĕмĕр. Арăм вут хутса янă та çĕр улми икерчи пĕçерет. Вова ачам сăпкарах макăрса выртать. Эпĕ хывăннă-хывăнман ача патне пыратăп. Анчах Оля мана ача патне çывăха та ямарĕ. Сивĕ çĕртен кĕнĕ тесе.
— Хăвăн та сăну юлман. Мĕн пулнă сана? — терĕ.
Сас тухмасть пулсан та уйра кашкăрсемпе çĕр каçнине каласа патăм. Атте васкаса мунча хутса ячĕ. Сăпка патне пырса сăпка юрри юрлас терĕм те сас тухмасть. Вара шăпчăкла, куккукла шăхăрма пуçларăм. Ача макăрма чарăнчĕ.
— Эпĕ-ха ку, аçу, вырăсла — папа. Ăнланмастăн-и? Кĕçех чăвашла та, вырăсла та, акăлчанла та ăнланма тытăнăн. Чăн-чăн çын пулăн.
— Кампа калаçан эс? — ыйтать шыв ăсса килнĕ йăмăкăм.
— Пулас ăрупа, пулас артистпа. Пĕчĕк чух макăрсан сасси вăйлă пулать теççĕ.
— Сассу сан хăвăн та çук халĕ.
— Çапла. Сассăр артист хăлхасăр композитор пекех.
— Мунча хутса ятăм, — тет атте.
— Эпĕ те пыл илсе килтĕм, — тет Оля.
— Ман çур литр пур, — тетĕп эпĕ.
— Сассăр юлсан артистран кăлараççĕ пулĕ? — çаплах тĕпчет Ксени. — Рабочи пулса ĕçлĕн.
— Колхозра ĕç сахал-им? — тет атте. — Авă Кĕпитун Хĕветĕрĕ сан чухлĕ те вĕренмен, бригадирта çӳрет. Эсĕ пахча-çимĕç шкулне пĕтернĕ. Колхоз сад ĕрчетме шутлать. Килте лупас ишĕлет, хамăн вăй çитмест...
Атте макăрса ярасран урама тухса кайрĕ.
— Атте малтан хытă чĕреллĕччĕ, анне вилсен йăлтах улшăнчĕ, — тет Ксени.
— Мунча пуличчен больницăна кайса килем-ха, — тесе эпĕ урамалла тухрăм.
Больницăра мана банка лартса пăхрĕç, виçĕ кунлăх бюллетень пачĕç. Ял хыпарĕсене пĕлсе килтĕм. Мишшапа Миття фронтра. Ял паттăрĕ Никитин Тимуш яла аманса таврăннă. Настя упăшки — Ваççа Белов — урине татса таврăннă. Сапожник Сергей куçсăр пулса ларнă. Çара илмен. Пирĕн ялтан çĕр çын ытла вăрçăра пуç хунисем.
Килте виçĕ кун пурăнсан Шупашкара таврăнтăм. Театрта эпĕ кашкăрсем курни çинчен каласа парсан хăшĕ-пĕри ĕненмерĕ.
— Фантазер юмахсем çырать те тем те шутласа кăларать, — тет Борис Алексеевич.
— Иккĕмĕш Чулкаç, — тет Леонид Родионов, пирĕн аслă режиссер.
Кĕтмен-туман çĕртен мана «Кушар» драмăра Мурсай рольне тыттарчĕ Н. С. Айзман. Роль памасăр пурăнчĕç-пурăнчĕç те, акă сана. Вăл роле эпĕ артист ятне иличченех выляма ĕмĕтленнĕ. Унччен вăл роле Алексеевпа Ашмарин вылянă пулнă. «Не смешно», — тесе ларатчĕ режиссер Н. С. Айзман.
— Борис Алексеевич, пулăшăр-ха мана. Эсир ку роле питĕ аван вылянă теççĕ, — тесе те тилмĕреттĕм.
— Ну вас, — тесе çех иртетчĕ аллине сулса.
Кĕвĕçнĕ вăл, Мурсая паманшăн çилленнĕ. Çавна ăнланаймарăм малтан.
Халăх спектакле аван йышăнчĕ. Кошкинский хаçатра çапла çырчĕ: «Кушарта» Е. Никитин Мурсай ролĕпе халăха хытă савăнтарчĕ. Чăваш академи драма театрĕнче сисмен çĕртенех çĕнĕ талантлă комик çуралать».
Кун хыççăн ĕнтĕ мана пур çĕрте те Мурсай теме тытăнчĕç. Мурсай тени тăмсай тени мар тесе саламлатчĕç. Сăра киоскĕнче те сăрашăн укçа илместчĕç. «Санран, Мурсайран, укçа илместпĕр, — тетчĕç, — хăв та Эрхип тарçи».
«Кай, кай Иванара» мана Куçак рольне парса савăнтарчĕç. Мĕнле савăнмăн-ха? Ку сăнара Айзман гениально çырнă. Ку роле савăнсах выляттăм. Кун пирки Леонид Агаков акă мĕнле çырнă: «Ефим Никитин — признанный комедийный актер, и в этом спектакле «Кай, кай Ивана» Ни-китин выступает во всем блеске своих способностей».
Ку спектакле Зоя Ярдыкова лартрĕ. Каярах И. Краснов лартрĕ. Ун чухне вара эпĕ кулак — Йăкăнат пултăм. Рецензине те хамах çыртăм. Ун хыççăн спектакле лартакан режиссерĕ мана алă та памарĕ, «Аллуна кайса çу-ха», — терĕ. Режиссера артистăн критиклеме юрать-и-ха? «Режис-серсене критиклеме юрамасть», — тетчĕ Мордкович директор.
Темиçе çул иртсен «Кай, кай Иванана» В. Яковлев лартрĕ. Иван рольне хăй вылярĕ. Пашшăна — Нина Михайлова тĕлĕнмелле выляса кăтартрĕ. Унччен те ăна Светлана Михайлова питĕ пархатарлă уçса панă. Мана çав Йăкăнатах панă. Куçак рольне выляма ватăлнă терĕç. Хальхи Куçак мана килĕшместчĕ. Вăл мана саваласа çитереймен пек туйăнатчĕ. «Те вырăс эпĕ, те чăваш, хама хам неснайски», — тесе хушса хуни çумне «Урăх оперăран», — тесе калас килетчĕ. Пьесăра сăнара вăйлатас тесе хушса хуни, пăсни, пăтратни кăна. Те хăнăхнăран, Куçак та килĕшме пуçларĕ.
Маншăн тепĕр пысăк савăнăç — К. Иванов сцена çинче «Икĕ каччăн пĕр шухăш» лартас терĕ. Ваççа рольне мана пачĕ. Ку та ĕнтĕ Мурсай, Куçак таврашĕнчен. Эрех Ваççи — выçлă-тутлă, çĕтĕк-çатăк, начар пурăнать пулсан та пурнăçа юратакан çын. Ку роле эпĕ питĕ юратса вылярăм. Халăх та мана «Эрех Ваççи», «Çĕтĕк Ваççа» теме пуçларĕ. «Ăçта тупнă эсĕ ку çĕтĕк сăхмана?» — тесе кулса ыйтатчĕç спектакльти сăмахсене аса илсе.
«Заслуженный артист Е. Никитин создал запоминающийся комический образ деревенского бобыля Васи», — тесе çырчĕç кун пирки. Чи малтан ман партнер Г. Фадеев пулчĕ, унтан И. Бочаров, каярах Родионов, Г. Митрофанов, В. Кудряшов, Виноградов. Каярах Ваççа сценине чăвашран кулни пулать ку тесе К. Иванов пăрахăçласа хăварнă.
Кĕтмен çĕртен тенĕ пекех «Айдар» драмăран мана Айдар рольне пачĕç. Кăна илтсен нумаăăшĕ çăварĕсене карсах пăрахрĕç. Айдар вăйпа мар, сассипе те мар, пуянлăхĕпе, куштанлăхĕпе, влаçĕпе вăйлă, хăватлă.
— Айдар кун пек те пулма пултарать-çке, — тесе тĕлĕннĕччĕ П. Н. Осипов. — Эсĕ — Ваççа, Мурсай, Куçак. Ну, Айдар пулатăн тесе шутламан. Айдара кам кăна выляса пăхман пулĕ: Н. Виноградов, И. Молодов, А. Ургалкин, В. Родионов, Б. Данилов, Н. Григорьев тата ыттисем те.
Л. Родионов мана хам çырнă «Тĕлĕнмелле тĕлпулу» пьеса тăрăх спектакль ларттарчĕ. Водевиль евĕрлĕрех пулса тухнăччĕ. Кунта О. Ырзем, М. Иванов, А. Долгĕва тата ыттисем вылярĕç. К. Иванов ман «Сарпике» юмаха лартнă чух мана режиссер турĕ. Юмахçă пулса выляма хушрĕ. Спектакле курма пынисем аван йышăнчĕç. Уйрăмах Вера Кузьмина — Сарпике рольне выляса савăнтарчĕ. «Театральная жизнь» журналта: «Постановка на сцене театра сказки Е. Никитина явилась серьезным достижением коллектива. Не случайно «Сарпике» стала одной из любимых пьес зрителей», — тесе çырчĕç. Сахха рольне виçĕ артистка вылярĕç. Пĕринчен-пĕри лайăх. Тĕлĕнмелле, ун çине пăхсан темле каччă та тăнне çухатмалла чипер Саххана Светлана Михайлова питĕ лайăх вылярĕ. Сахха инкене Дария Столярова пысăк ăсталăхпа вылярĕ. Хăрушă та тискер Сахха — Рона Ананьева. Анчах та хăш-пĕрисене пирĕн спектакль килĕшмен курăнать. «Сарпикере» шуйттансем нумай иккен. Вара «çӳлтисем» виçĕ хутчĕн пăхрĕç, шуйттансене шырарĕç. Писательсенчен нумайăшĕ пирĕн хута кĕчĕ, пьеси те, спектаклĕ те аван тесе хакларĕç. И. Кошкинский, П. Осипов, В. Алагер, А. Алга, Г. Ефимов, С. Шавли ырларĕç, балет çырмалла терĕç. Вара эпĕ либретто çырса Ф. С. Васильева патăм. Сарпикене Галина Васильева питĕ аван ташларĕ. Каярах «Сарпикене» пуканесен театрĕ лартрĕ. Вăл республика тăрăх çӳрерĕ, Тутарстана та, Пушкăртстана та çитрĕ. Чăваш радио комитечĕ те «Сарпикене» çырса илчĕ. Анчах «Айдара» çырнă пленкăна çухатрĕç, такама килĕшмен пулас.
Утмăлмĕш çулсенче çамрăксен театрĕ эпĕ çырнă «Шăнкăрав хыççăн» лартма тытăннăччĕ. Спектакльти тĕп шухăш шкулпа тата çемьепе çыхăннăччĕ. Упăшки яланах командировкăсенче пулнăран сиксе тухакан çемьери харкашу ачисене те витĕм кӳрет. Вĕсем эрех енне туртăнма пуçлаççĕ, вăрăпа çыхланаçсĕ. Анчах ку спектакле часах лартма чарчĕç. Совет çĕршывĕнче кун пек япаласем пулма пултараймаççĕ терĕç. Виçĕ хутчен суд пулчĕ. Писательсенчен Ржанов, Кăлкан, Захаров хӳтĕлерĕç. Мускава çитрĕмĕр. Çамрăксен театрĕ адвокат тытсах пынă. Выляса ятăм. 3. Ярдыкова суд хыççăн акă мĕн каласа пачĕ: «Çĕр çывăрмарăмăр сана хирĕç протоколсем çырса». «Ку пьесăна журнала та пулин ярсан драмкружоксем те пулин лартсан мĕнле аван пулĕччĕ», — тесен мана хирĕç çапла хуравлатчĕç: «Партийность çук, комсомолĕ те çук, пионер организацийĕ ăçта тата?» Ваççа хăйĕн çĕтĕк сăхманне сапланă пекех сапларăм пьесăна. Редакцине чупрăм. Çитсенех: «Тӳрлетрĕм. Вăл та пур, ку та пур», — тетĕп. Мана каллех: «Комсомолĕ çук, парти çук, совет влаçĕ çук — сан пьесу та çук», — теççĕ. Халĕ спекулянтсене хурламалла мар, ырламалла. Пурнăçĕ улшăнса кайрĕ. Усалпа ырри хăть хăш саманара та пĕтес çук.
«Сарпикене» Мускава «Мосфильма» ярса пăхма шут тытрăм. Вĕсем килĕшни çинчен пĕлтерчĕç, анчах хăйсем соавтор пуласшăн. Эпĕ хирĕçлерĕм. Паллă кинорежиссер И. Правов çапла каларĕ:
— Хăвăн çулна хăвах пӳлсе лартнă эсĕ.
Йăпăлтатма пĕлместĕп, майлаштарма та. Тапакне те туртмастăп, эрехне ĕçместĕп, çынсене те сĕнместĕп. Сакăрвунă çула çитсен çех, вунпилĕк пьеса кун çути курсан, çыравçă ятне илтĕм.
Ăçта кăна пулса курмарăм пулĕ хам пурнăçра, кампа кăна тĕл пулман-ши? Спортпа та туслă пулнă. Концерт-спектакльсемпе хула-ялсем тăрăх çӳренĕ. Çамрăксемпе тĕл пулса калаçни, концертсем хыççăн ташă каçĕсем ирттерни халĕ те асрах. Концерт хыççăн час-часах мана юптарусем каласа пама ыйтатчĕç. Драмкружок членĕсемпе репетицисем ирттереттĕмĕр. Спектакль пуçланиччен клуб умĕнче волейĕболла выляттăмăр е чупассипе ăмăртусем ирттерет-тĕмĕр. Кам та кам çĕр метр чупассипе манран ирттерет, çавна спектакль курма укçасăрах кĕртеттĕм. Ара, спорт комитечĕ мана ялсенчен спортсменсем тупса килме каланă. Елчĕк районĕ тăрăх спектакльпе тухса кайсан пĕррехинче пĕр ял каччи манран чутах иртсе каятчĕ. Кам пулнă тетĕр эсир ăна? А. Игнатьев — пулас спортсмен! Европа чемпионĕ. 400 метра чупассипе.
1935 çулта мана «Спартак» членне илчĕç, пĕр çула яхăн çăмăл атлетсен шкулне çӳрерĕм, 1936 çулта мана Самара хулине 100 метра чупма тата тăршшĕне сикме илсе кайрĕç. Унта 9 республикăри çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ пулмалла иккен. Чулхуларан Михаил Бундин хăй килнĕ тет. Вăл чупассипе те, сикессипе те никама та хăйĕнчен ирттерес çук. 50 градус ăшă. Сывлама çук — пăчă. На старт! Старта чĕнеççĕ. Внимание, тапранса кайрĕç. Фальстарт пулчĕ. Урасем чĕтреççĕ, внимание, бух! Эпĕ тапранман-ха, çынсем икĕ метр, метр çурă малта. Михаил Бундин çĕнтерчĕ. Тăршшĕне сикме пуçларĕç. Каллех М. Бундин малти. Аса илетĕп те, ытла та тарăхмалла-çке. Хусанта виçĕ хутчен сикетĕп, пĕрне те шутламаççĕ. Ун вырăнне Мускавра та, Хусанта та, Чĕмпĕрте те «Кушарти» Мурсая выляса халăха савăнтарнă.
1939 çулта Киевра, пĕтĕм театрта ĕçлекенсем хушшинче çăмăл атлетикăпа ăмăрту пулса иртрĕ. Унта чăваш команди те хутшăнчĕ. Академи театрĕнчен Игнат Молодов, ыттисем çамрăксен театрĕнчен — Е. Никитин, Т. Иванов, С. Бурашников, Ф. Каратаев, Л. Морева, Г. Филичкина. Ф. Савинова. Иккĕмĕш группăпа эпир кубок çĕнсе илтĕмĕр. «Где эти Чебоксары, что это за народ чуваши? — теме пуçларĕç. «Между Горьким и Казанью», — тетпĕр. Пире малтан ярасшăн пулман иккен, шанман. Атя кайса курччăр Киева терĕç юлашкинчен. 1940 çулхи ăмăртăва вара йĕркеллех ăсатрĕç. Çав çулхине те эпир Шупашкара кубок илсе килтĕмĕр.
Уйрăмах мана Кĕлпук мучи пулса çӳренисем час-часах аса килеççĕ. Кĕлпук мучийĕ хăй ăçтан сиксе тухни те хăйне май истори.
Пĕррехинче радиокомитет председателĕ Павел Николаев чарса тăратрĕ те калать:
— Итле-ха, Никитин, Мускавран час-часах радиопа пĕр Еремей старик калаçать: лайăххине мухтать, япăххинĕ хурлать. Пирĕн те çавăн пеккине тăвас мар-и?
— Ятне кăна урăхларах тумалла. Çтаппан — каймасть, Мухтеркке те мар, Ухтеркке — ытлашши пакăлти пулать. Пире ырă кăмăллă, тӳрĕ чунлă, шӳте юратакан çын кирлĕ.
Çапла вара Ухсай поэминчи паттăр Кĕлпук мучие шыраса тупрăмăр.
Шутланă — тунă. Пĕр колхозра пултăмăр, теприне çитсе куртăмăр. Ырларăмăр, мухтарăмăр, теприне хурларăмăр, пĕçеркке патăмăр. Радиопа тухнă хыççăн çырусем умлăн-хыçлăн килме пуçларĕç. Пурте хăйсем патне чĕнеççĕ, ĕне фермисене пырса курма ыйтаççĕ. Хăшĕсен председатĕлĕ хăйшĕн кăна тăрăшать, теприсен бригадирĕ ĕçке ярăннă. Кĕлпук мучи калаçма пуçласан апат çиме чарăнсах итлетпĕр теççĕ.
Пĕрре çапла Илья Степанович редакторпа Канаш районĕнчи Сиккасси ялне тухса кайрăмăр. Вăхăчĕ тырă вырмалли вырсарникун. Яла пырса кĕретпĕр. Унта та кунта çын хĕвĕшет. Шăпах колхоз председательне тĕл пултăмăр.
— Концерт пама килтĕн-и? — тет.
— Эсир мĕнле ĕçленине курма килтĕмĕр, — тетĕп.
— Пĕрремĕш бригада тырă вырать, иккĕмĕшĕ авăн çапать, виççĕмĕшĕн бригадирĕ ăçтине турă пĕлет-и, виççĕмĕш кун шыратпăр, çапах тупаймастпăр.
— Атя-ха хамăр та шыраса пăхар, — тетĕп.
Чи малтанах ăçта пурăннине ыйтрăмăр. Килĕнче пултăмăр, лупас тăрне пăхрăмăр, мунчара та пултăмăр. Пахчара та çук. Урама тухатпăр. Выляса çӳрекен ачасенчен ыйтатпăр.
— Авă çавăнта вăл, Иван пичче, — теççĕ.
Ачасем кăтартнă çĕрелле утатпăр. Пире хирĕç пĕр хĕрарăм тухрĕ.
— Мĕн кирлĕ-ха сире? — тет ку.
— Шыв ĕçесчĕ, ăш хыпса тухрĕ, — тетпĕр.
Хĕрарăм хыççăн килнелле утрăмăр. Кил картине кĕтĕмĕр. Пăхатпăр: çерем çинче пĕр арçын вырта парать. Юнашарах çурран машини, сăран сумки.
— Ку кам вара? — тетпĕр.
— Бригадир. Тьфă вырма каймалла. Вăл эрех ыйтать. Ăçтан тупас ман эрехне?
Эпĕ выртакана çурăмĕнчен таккаса:
— Эй, гражданин бригадир, эсĕ мĕн тăватăн кунта? Çынсем уйра, эсĕ туйра-и?
— Ты... эс кам? — тет ку мана.
— Эпĕ — Кĕлпук мучи-ха. Эсĕ кам тетĕп. Йăпăр-япăр тăчĕ те çакскер сăран сумкине çакса, çурран урапине çавăтса куçран часрах çĕтрĕ.
Тепĕр кунне радиопа çунтартăм вара. Бригадиртан кăларнă терĕç. Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Тăвай, Канаш районĕсенче Ухтер мучипе Кĕлпук мучи пулса çӳрерĕмĕр. Эпир яла çитиччен урамсене шăлса тасатса хуратчĕç. Уйрăмах клуб умне тирпейлесе хуратчĕç. Пур çĕре те çитсе курнă хыççăн вăрăсене, сăмакунçăсене, юлхавсене пурне те аса илсе юлашкинчен сценка çыраттăмăр. Каçхине концерт лартса параттăмăр. Ухтер (Г. Терентьев) юрлать, Кĕлпук мучи такмакласа парать. Уйрăмах сценкăсене кăмăлласа йышăнатчĕ халăх. 1972 çулта ытти юрăссемпе пĕрле Ираида Вдовина та пирĕн ушкăна хутшăнчĕ. Концертсем хыççăн халăх хăналама юрататчĕ. Паллах, ялти активпа пĕрле.
— Ну, Кĕлпук мучи, эсĕ эрехпе аташакансене критиклерĕн те-ха, малашне ун пек ашкăнмăпăр. Халĕ юлашки хут ĕçсе пар ĕнтĕ, — тетчĕç. Ираида Вдовина вара çĕнĕрен концерт пуçласа яратчĕ. Ăçта мĕнле ĕнтĕ. Хăш чухне чул муклашки лекни те пулнă.
Пĕрре çапла, çырмара, уçă сывлăшра концерт паратпăр. Эпĕ Александр Кăлкан çырнă «аншарли» мыскарине вулатăп. Ялти сăмакун юхтаракансене асăнатăп. «Ах, пулмарĕ, матькасси, ĕçлемесĕр пуясси», — тенĕччĕ кăна, пĕри чулпала шап тутарчĕ сцена еннелле.
Тепрехинче тата, Елчĕк районĕнчи пĕр чиркӳллĕ ялта халăх нумаййăн пухăннипе концертне клуб умĕнче парас терĕмĕр. Юнашарах чиркӳ вырнаçнăччĕ. Концертне курма чиркӳре ĕçлекенсем те тухса тăнăччĕ. «Таса атте Ахванеç», — тесенех пачăшкă йывăç хыçне пытанчĕ. «Таса атте Ахванеçĕ, ун матăшки Анаçтасси пулчĕç хăнара, ăшă сăрара...» — тенĕччĕ кăна, пĕр хĕрарăм тенкел çинчен тăчĕ те ман паталла пырать. Сăхсăхать, ман çине хĕрес хурать, тем ылханать, шуралса кайнă хăй. Аран-аран вуласа пĕтертĕм вĕт.
Канаш районĕнчи пĕр ялта клуба хирĕçле вырнаçнă пĕр киле хваттере кĕтĕм. Карчăкпа старик иккĕшех пурăнаççĕ. Карчăкĕ курпунрахчĕ, старикĕ Ухтеркке манерлĕрех, карчăкăн курпунне ыталаса: «Ку ман ылтăнăм», — тетчĕ. Спектакль пуçланиччен клуба кайса сăвăсем вулам-ха терĕм. Кил хуçисене итлеме пыма чĕнтĕм. Ачи-пăчисемпе, кӳрши-аршисемпех пычĕç. Вулама тытăнтăм:
Пурнăç çитмен пирки-çке
Çын куçĕнчен пăхатпăр... —
тетĕп «Арçури» сыпăкĕсене аса илсе.
— Çапла, ара, çапла, — тесе лараççĕ хĕрарăмсем пуçĕсене сулса. Эпĕ таса атте Ахванеç çинчен вулама тытăнтăм:
«Таса атте Ахванаççи,
Унăн матушки Анаçтаççи
Пулчĕç хăнара,
Ăшă сăрара.»
Унччен, кунччен, мăнкунччен,
Кукăль пиçсе тухиччен,
Хура халăх сисиччен,
Пурăнар-ха виличчен...
— Стой! — терĕ тиечук...
— Эс ху стой! — терĕ кил хуçи, — ты не трокай пачăшкăсене, ан тĕкĕн. Вĕсем аван çынсем. Эпĕ сана хваттере ямастăп, пылпа чей те ĕçтерместĕп, — терĕ те клубран тухса кайрĕ.
Муркаш районĕнче К. Иванов ячĕпе хисепленекен колхоз председательне радиопа хытă çунтарнăччĕ. Тепĕр куннех вăл колхоза спектакльпе каймалла пулчĕ. Ялне аванах çитрĕмĕр, клуба кĕрсе вырнаçрăмăр. Халăх пухăнма пуçларĕ. Унччен те пулмарĕ, ик-виç арçын чупса кĕчĕç те: «Ăçта сирĕн Кĕлпук мучи?» — теçсĕ.
— Эпĕ-ха ку, — тетĕп сухала каçăртса. — Мĕн пулнă? Кама кирлĕ пултăм?
— Пытан часрах! Пирĕн колхоз председателĕ урса кайнă, сана шырать. Пăшалпа персе вĕлереп тет.
— Ан хăрăр, — тет тепри. — Пăшалне туртса илтĕмĕр. Çапах та сире каласа хурас терĕмĕр. Тем те пулма пултарать.
Юрать çĕр çинче ырă çынсем пĕтмен. Çапах та ман çамкана çапса çуракансем пулчĕçех. Пĕр çирĕм пилĕк çул каярах Вăрнар районĕнчи Аçăм Çырма çырминче акатуй пулчĕ. Спектакль хыççăн киле кайма тухрăмăр. Ун чухне эпир вăхăтлăха Вăрнарти хăна çуртĕнче чарăннăччĕ. Çырма урлă каçсанах пĕр ушкăн çамрăк, Ямпахтинă каччисем, çавăрса илнĕ те пĕр çынна чышаççĕ те чышаççĕ. Çынни персе анчĕ, урисемпе тапаççĕ. Эпир автобуса чартăмăр, арçынсем инкеке лекнине çăлма чупрăмăр. Хуса çитсе ярса тытрăмăр пĕр хулиганне. Вăл кастетпа яра пачĕ çамкаран. Тăхăр кун выртса тухрăм Вăрнар больницинче.
Вăрнар район пуçлăхĕ В. И. Романов та пулчĕ ман патра П. Ялгирпе. Милицрен те. «Радиопа пĕлтерем-ха ку чапа тухнă Вăрнар районне, хулигансем нумайланса кайрĕç», — тетĕп. Анчах МВДра министрăн пĕр заместителĕ хăраса ӳкнĕ.
— Радиопа парсан Америка чего скажет? — тет мана. Черетлĕ гастроле Вăрнартан пуçлас терĕмĕр. Ара, хаçатра ака пĕтернĕ тесе çырчĕç те. Эпир килни çинчен Вăрнарти партин сĕкретарĕ хаçат урлă пĕлтерчĕ. Чапа тухнă герой колхозне çитес тетпĕр. Икĕ кун пурăнатпăр ĕнтĕ хăна çуртĕнче. Лашасем çук. Ака пĕтмен иккен. С. Коротков тем тума та пултарать, тыррине те пуринчен малтан парса татать.
Мĕнле майпа тетĕр эсир? Патшалăха пĕр грамм паричченех заготзерноран квитанцине кайса илет те — пулчĕ те. Вăл тек санпа калаçмасть те. Тӳрех Мускавпа, Хрущевпа çыхăнать. Мĕн ăна Ислюков? Театрпа пырсан: «Берите 300 рублей, только не мешайте работать колхозникам», — терĕ.
Вăрмар районĕнчи «Дружба» колхоз председателĕ Иван Григорьевич театр таврашĕ пырса кĕрсен тăвансене хăналанă пекех хăналатчĕ. «Путь Ильича» колхоз председателĕ вара, Иван Михаилович, артистсем пырса кĕрсенех колхоз хуçалăхĕпе паллаштаратчĕ, чăн-чăн уяв тăватчĕ.
— Пирĕн ентешсем спектакльсене питĕ юратаççĕ. Анчах темшĕн ялта драмкружок ĕçлемест, шкулта та драмкружок сӳнсе ларнă. Ялта интеллигенци сахал мар, шкулта кăна вăтăра яхăн учитель ĕçлет, болницăра вăй хуракансем те чылаййăн. Ĕлĕкрех учительсем обществăллă ĕçсене питĕ хастар хутшăнатчĕç, — тетчĕ вăл.
Пирĕн театр ялсене çитни чăн-чăн уявах шутланатчĕ çав. Драмкружок членĕсемпе тĕл пулаттăмăр. Спектакль хыççăн ташă каçĕсем ирттереттĕмĕр. Çынсем хăйсем патне хваттере пыма чĕнетчĕç.
Хăш чухне тата çакăн пекки те пулать. Лапамра çур сехет пек асапланнă хыççăн пирĕн автобус каялла тухрĕ. Нумайăшĕ çуран утрĕ, вăрман çулĕ çине тухрăмăр. Лачакаллă, хăйăрлă çулпа аран пыратпăр. Тата çичĕ çухрăм каймалла. Пилĕк сехет машина çинче. Пуçсем анкă-минкĕленсех çитнĕччĕ. Яла çитеспе хăшĕ-пĕрисем автобус çинчен анса çуран чупрăмăр. Хĕвел анать. Çанталăк тĕттĕмленсе пырать. Лăчăр-лăчăр лапраллă çулпа яла пырса кĕтĕмĕр. Çĕнĕ клуб патне çитеспе пирĕн çул пĕтрĕ. Çырма урлă каçма çук. Кĕперĕ ишĕлсе аннă. Çулĕ те калама çук начар. Эпир сумкă-чемодансене алла илсе алла утрăмăр. Унта лăк тулли халăх. Çавăн чухлĕ çынна курсан ывăнни те таçта иртсе кайрĕ. Часах артистсем тумланма, сăрланма тытăнчĕç. Ырă кăмăллă инкесем ăшă сĕт илсе килчĕç. Спектакле тăрăшсах вылярăмăр. Куракансем тав тăваççĕ, татах килме ыйтаççĕ.
Çав çулхи пек асаплă гастроле астумастăп. Автомашина та час-часах ванакан пулчĕ. Кашни кунах çумăр çунă пирки ял тĕлне аран-аран çитсе ӳкеттĕмĕр. Ялне кĕрсен çăрăлса тухма май çук. Тракторсем те аран-аран туртаççĕ, çул-йĕрне ĕмĕрне юсаман тейĕн. Мĕнле чунпа çӳреççĕ куршĕсем пĕр-пĕрин патне? Пуçлăхĕсем мĕн шутлаççĕ-ши? Эпир Даниловпа машина çинчен анса ял хĕрнелле утрăмăр. Тин кăна çумăр çуса кайнă пулмалла. Ял хĕрне çитрĕмĕр кăна, каллех çумăр çуса кайрĕ. Эпир пĕрремĕш кил хапхи айне васкарăмăр. Светлана Михайловăпа Анфиса Смелова та пырса тăчĕç. Соловьев, ĕçме юратаканскер, портфелĕнчен çур литр туртса кăларчĕ.
— Ку питĕ вăхăтлă, — терĕ Данилов.
— Кун пек чух вăл усăллă кăна, — хутшăнчĕ Анфиса. Çумăр вăйлах çуса кайрĕ. Трактор сасси çаплах илтĕнмест. Эпир хапха айĕнче çумăр юррине юрлама пуçларăмăр. Çумăр çаплах ислетет. Эпир спектакльтен тарласа тухнă.
— Кăçалхи çумăр йăлт тертлентерсе çитерчĕ. Çĕр улми çĕрет, утă та çĕрет. Тыр-пула епле пуçтарĕç-ши? Кăçалхи пек асапланса курман пулĕ, — тет Шура Лукиянова, — мăй таранах тăрантарчĕ мана ку гастроль. Пирĕн директорпа режиссерсене кăтартасчĕ çаксене. Кабинетра плансем туса ларма аван.
— Айтăр-ха пӳрте кĕрсе ăшăнар, — тет Светлана Михайлова.
Данилов пӳрт умĕнчи пахчана кĕрсе чӳрече кантăкне шаккарĕ. Шалтан пĕр карчăк сасси илтĕнчĕ:
— Ан шаккăр-ха, кантăка вататăр!
— Уç-ха, тăхлачă, кĕрсе кăштах ăшăнар.
— Мĕн таптаса çӳретĕр унта? Тухăр, кăравул кăшкăрап ак!
— Ара, уç-ха хапхуна.
— Кăравул! Кăравул! — тесе кăшкăрма пуçларĕ хăйĕн вăйсăр сассипе.
— Ара, эпир вăрă-хурахсем мар, артистсем, — ăнлантарма тытăнчĕ Анфиса. — Пирĕн машина ванса кайрĕ, трактор кĕтетпĕр.
Пӳртрен урăх нимĕнле сасă та илтĕнмерĕ.
— Хĕлле пулас пулсан хăть шăнса вилсен те пӳрте кĕртес çук, чунсăр карчăк. Пулаççĕ-çке çавăн пек çынсем.
Студент техникум е театр институтне пĕтерсен, артист ятне илтсен мĕнле режиссерпа ĕçлеме тӳр килет: начар режиссерпа ĕçлеме тамăк, тăнлă-ăслă режиссерпа ĕçлеме савăк. Хам ĕмĕрте темле режиссерсемпе, артистсемпе те тĕл пулса ĕçлеме тӳр килчĕ.
С. Вивьен, А. Соколов, Е. Бриль, Б. Праудин, В. Петров, Г. Морев — пурте вĕсем сцена çинче пĕр-пĕрне туйма, курма, пурăнма вĕрентетчĕç.
Режиссерăн фантази тĕнчи пысăк пулмалла. В. С. Петров сăнарсене ăшран, чунран мар, çиелтен шăйăрттарать. Мĕнле пăхать, мĕнле çӳрет — çавăнтан пуçлать. Л. Родионов сĕтел хушшинче сăнарсене пăхса тухать, автобиографине çыртарать, малтан пуçласа вĕçне çитиччен вулаттарать, сăмахĕсене часрах вĕренме хушать. Артистсене ертсе пыма мар, вĕсем хыççăн кайма юратать. Чĕлхепе питех ĕçлеме юратмасть, массовкăпа ĕçлеме пĕлмест. Ку картина пулчĕ-и, пулмарĕ-и — «малалла, сначала» тет. К. Иванов вара пĕр картинăна туса пĕтермесĕр малалла каймасть. Темиçе хутчен тутарать. Лайăх тухсан пĕчĕк ача пекех савăнса кулать. Артистсем те вăхăта манса кайсах ĕçлесçĕ. Тепĕр виçĕ кунтан спектакль лартмалла, вăл юлашки картинăпа ĕçлеме те пуçламан-ха. Вĕçне те çырса пĕтермен. Сцена хыçĕнчи атмосфера питĕ кирли çинчен пĕлтеретчĕ. Артистсен çав сцена валли кăмăлĕсем уçăлса çитмен пулсан тепĕр сценăран пуçлатчĕ. Тухмасан питĕ тарăхатчĕ. Сцена ăнăçлă тухсан малалла каятчĕ. Кун пек чух артистсене те питĕ ырăччĕ. К. Иванов драматургсемпе те питĕ туслăччĕ. Лешсем пĕр-пĕр пьеса çырсан тӳрех ун патне пыратчĕç, пушăлла мар, çур литрпа. Роль илмелле пулсан пĕр-пĕр йăпăлти эрех кĕленчи хĕстерсе ун патне каять.
— Пĕвер начар, часах вилеп, — тетчĕ К. Иванов. — Эрех нумай писательсемпе артистсене илсе кайрĕ леш тĕнчене. Аса та илес килмест.
Театр коллективĕ эпĕ çырнă «Вăрланă хĕр» пьеса-юмаха лартса мана савăнăç кӳчĕ. Уйрăмах театрăн аслă режиссерне, спектакле лартнă Валерий Николаевич Яковлева, тав тăвас килет. Асамçă рольне вылякана — Валентина Трифоновăна та асăнса хăварас килет. Тĕлĕнмелле хăватлă сăнар турĕ. Хăçан та пулсан «Хуняма» сатирăллă комедие те театр сцени çинче курма ĕмĕтленетĕп. Чăнах, виçĕ картинине хăш-пĕр çĕрте кăтартнă эпир, телевиденипе ӳкернĕ, анчах пурне те мар.
Мĕн калас-ха юлашкинчен? Пурнăç ман такăр пулмарĕ. Çамрăклах ăнмарĕ. Виçĕ çул пĕрремĕш класра ларнă. Çĕпĕре телей шырама кайнă, телейне тупайман, каялла тăван яла таврăннă. ФЗУра вĕреннĕ, вĕренсе пĕтереймен. Пахча-çимĕç шкулне пĕтернĕ. Анчах агроном пулаймарăм. Ленинградра театр шкулĕнче вĕреннĕ, пĕтереймен, вырăс артисчĕ пулайман. Полк шкулĕнче вĕреннĕ, каллех пĕтереймен.
Валерий Николаевич Яковлев Мускаври студие пĕтерсе килсен «Ялта» драмăра Ванюк рольне вылярĕ. Режиссер пулас тесе тепĕр хут Мускава тухса кайса татах вĕреннĕ хыççăн театрта режиссер пулса ĕçлеме пуçларĕ. Чи малтанах вăл артистсене сцена çинче тĕрĕс пурăнма вĕрентесшĕн пулчĕ. Ăшран тухакан сăмахсем чунтан тата шухăшлă пулччăр, чĕлхерен тухакан сăмахсем витĕмлĕ пулччăр тет. Артистсене йĕвенпе çех мар, хăш чух çăварлăхласах илсе каять. Артист пукане вырăннех тăрса юлать пек. Анчах йĕвенне те пушатма пĕлет. Артиста талантне кăтартма ирĕк парать. Халăхпа (массовкăпа) ĕçлеме питĕ ăста вара вăл. Вăл мизансценăна кăтартнă чух Мейерхольда аса илтерет. Пур режиссер та артист пулма пултараймасть. Çавăн пекех пур артист та режиссера тухаймасть. Хăш чух çывăрса каясран вут хурсах тăрас пулать. Ун чух режиссерсем: «Ритм, ритм!» — тесех тăраççĕ. В. Яковлев спектакль лартма пуçласан драматурги ĕçне те хутшăнать. Шекспира та, Е. Никитин юмахне те тӳрлетет. «Вăрланă хĕр» вăл лартрĕ. Тĕлĕнмелле сăнарсем турĕç артистсем.
Анра патша ролĕнчи В. Лебедева мухтас килет, Г. Иванова та ырламалла. В. Семенов выляни те асра юлать. Аслă та ăслă В. Яковлев режиссер хыççăн А. Павлов тĕрмешет. Ăслă режиссер. Спектакль хыççăн спектакль унăн ешерет. Çамрăк-ха, ĕлкĕрет. Н. Корчаков та унран юласшăн мар.
Режиссер пулатăпах тет, вылять, лартать. Артистсем малтан ĕненмен ăна. Кăшкăрма та вĕренчĕ, хирĕç пырсан рольтен хăтарать.
— Сан вăй çитмест, ватăлнă, — терĕ мана.
Хал парас чухне таптарĕ кăна. Иван Иванчă çамрăк, пулас режиссер, вăл мана шанчĕ, хăват пачĕ, роль тыттарчĕ, чăн этем пек пулчĕ.
Тем çитмест-çке, утмăл пилĕк çул сцена çинче: виççĕр ытла сăнар тунă, вунпилĕк пьеса çырнă, татах нимĕн те туман пек. П. Хусанкайпа, В. Давыдов-анатрипе, Г. Ефимовпа, Ф. Агиверпе, М. Юхмапа, А. Кăлканпа, П. Ялгирпа, Г. Терентьевпа, Н. Терентьевпа тата ыттисемпе тĕлпулусемпе концертсем ирттернĕ. Хамăрăн театрти çăлтăрсемпе: Н. Михайловăпа, В. Кузьминапа, Н. Григорьевăпа, С. Михайловăпа, Е. Шорниковăпа, Б. Алексеевпа, А. Ургалкинпа, И. Молодовпа, В. Родионовпа, В. Лебедевпа, Г. Мадеевăпа, В. Трифоновăпа, Н. Степановпа мĕн чухлĕ выляман пулĕ. Люба Федорова тата хуняма рĕлĕнче питĕ хăватлă сăнар турĕ.
Пирĕн театр Мускавра та, Петербургра та, Самарта та, ытти хуласенче те пĕрре çеç мар, темиçе хутчен те вылянă. Шутлатăп та, пирĕн чăваш артисчĕсем Мускав артисчĕсенчен пĕрре те кая мар.
Кирек камăнни пекех манăн та асран кайман кунăм пур.
Пĕрре çапла К. Ивановпа Ухсай патĕнче хăнара пултăмăр. Я. Ухсай умне çур литр лартнă та тем çырать, табак тĕтĕмĕ ăшĕнче аран курăнать хăй. Ухсай ĕçет те çĕнĕрен тултарать.
— Тав сана, — тет мана. — Эсĕ ман Кĕлпук мучипе нумай пуйрăн пулĕ-ха?
— Сăмахĕсем ман пурте хамăн, — терĕм Яков Ухсая, — хам мĕн курни-илтнине çырнă.
Вăл мана хурламарĕ. Сăмах май каласан, Ухсай чылай чăваш çыравçине поэт-писатель тесе шутламастчĕ. «Хуняма» комедие кăтартнă хыççăн вăл мана: «Эсĕ чăваш Мольерĕ», — терĕ. Эпĕ ăна: «Эсĕ вара — чăваш Шекспирĕ», — терĕм. Ун пек эпĕ П. Хусанкая çеç каланă.
— Тав сана, — тет К. Иванова эрех тултарса парса.
— Сан Кĕлпук чăнах та хĕрарăм-и вара? — тетĕп.
— Кам калать?
— Хусанкай калать. Тĕне кĕмен хĕрарăм ячĕ тет.
— Вăл калĕ.
— Халĕ мĕн çыратăн-ха тĕттĕмре?
— Тĕттĕмре шуйттансем лайăхрах курăнаççĕ. «Шуйттан чурине» çыратăп. Çырса пĕтерсен лартăр, — тет Константин Ивановича.
Юрик ывăлăма Ленинградри тĕрмене хупсан, Вова ывăлăмпа çав хулана кайрăмăр. Чи малтанах хам вĕреннĕ çĕре, Моховая урамĕнчи вăтăр тăваттăмĕш çурта, театр институтне кĕрсе пăхма шутларăм. Унта хама вĕрентнĕ учителе, Александр Васильевич Соколова, курас терĕм. Юрика хăтарма вăл пулăшмĕ-ши терĕм. Тата Серебрякова: «Эсир мана кăларса янă пулсан та, эпĕ тепĕр çĕрте вĕрентĕм, халăх артисчĕ ятне илме тивĕçлĕ пултăм», — тесе калас тенĕччĕ. Кураймарăм. Пĕр Петр Алейникова кăна куртăм: ĕçме укçа шырать. Александр Соколов Александринкăра терĕç. Унта кайрăм. Шала кĕртмеççĕ. Эпĕ вара: «Его ждет его ученик, чувашленок Е. Никитин», — тесе пĕлтертĕм. Часах Александр Васильевич тухрĕ. Вăл мана курсанах ыталаса илчĕ, чăмăртарĕ. Вовăпа паллаштартăм. Хама халăх артисчĕ ятне панине пĕлтертĕм. Вăл мана театра илсе кайрĕ. Эпĕ ăна хамăн «Сарпике» пьесăна парнелерĕм. Вăл мана хăйсен артисчĕсемпе паллаштарчĕ.
— Вот мой ученик, народный артист, — терĕ паллаштарнă май. Унтах СССР халăх артисчĕсем: Меркурьев, Толубеев, Симонов, Горбачев тата ыттисемччĕ.
Эпĕ Соколова хамăн хуйхă çинчен каласа патăм.
— Маларах каламаллаччĕ. Халĕ нимĕн те тума пултараймастăп, — терĕ.
Кайнă чух эпĕ ăна «Кай, кай Ивана» курма чĕнтĕм.
— Пыраймастăп, — терĕ. Валя Телегина, Петр Алейников вилни çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех мана кăларса янă директор Вальяно вилни çинчен, Серебряков ректор чирли çинчен пĕлтерчĕ.
Ленфильмра та пултăм. Хамăн биографине каласа патăм та, вĕсем питĕ интереслĕ тесе итлерĕç. Сценари çырма сĕнчĕç. Юмахсене те мухтарĕç. Пушă вăхăтра Аркадий Райкина курма шут тытрăм. Вĕсем те пирĕн пекех гастрольте иккен. Артистсем çӳрекен çĕртен кĕрем-ха терĕм. Пĕрле вĕреннĕ тесе каласан ĕненмеççĕ. «Нумай кунта сирĕн пеккисем», — теççĕ. Хамăн халăх артисчĕ текен значока кăтартсан кăна кресло-вырăн пачĕç.
— Килеймен-ха вăл, — тесçĕ.
Часах хура «Волга» килсе чарăнчĕ. Унтан хура шлепкеллĕ, хура пальто тăхăннă çын тухрĕ.
— Килчĕ, — терĕç.
Эпĕ ура çине тăтăм та кĕтсе тăратăп. Вăл кĕчĕ те, пĕр-икĕ утăм ярса пуссанах унăн çулне пӳлсе тăтăм. Алăсене тăсса халь-халь ыталас пек тăратăп. Вăл ăнланмасăр куçне чарса пăрахрĕ:
— Не узнаете? — тетĕп.
—Разве вы забыли, когда я поступал на Моховой в театральный, Вы задавали вопрос мне: «Какая разница между фермой и фирмой?»,
— Может быть, может быть, — тет Аркадий Райкин.
Алă çул иртнĕ вĕт. Ăçтан пурне те аса илен?
Эпир Чăвашран, Шупашкартан, гастроле килни çинчен пĕлтертĕм. «Кай, кай Ивана» курма чĕнӳ хутне патăм. Вĕреннĕ чух ман пек культурăсăр студентсенчен тăрăхласа кулнине аса илтертĕм.
Аслă администратор мана икĕ çынлăх пропуск пачĕ. Спектакль курма пыракансем нумаййăн пулчĕç. Çавтăнса, мала тухса темиçе хутчен пуç тайрĕç.
Райкин çине чечексем ывăтрĕç. Спектакль пĕтсен мана Райкин патне ямарĕç, вăл чирли çинчен пĕлтерчĕç. Çапах Константин Райкинпа тĕл пултăм. Вуласа пăхма «Хуняма» комедие патăм. Мускавра театрти литературăпа сатира пайне парса хăвартăм. Тепĕр çур çултан каятăп, завлитчасти вилнĕ терĕç. Пьесине шыраса тупаймарĕç. Ермолаева театрне кĕрсе пăхам-ха терĕм. Ман пьесăна вуланă вĕсем.
Режиссер: «Сирĕн пьесăна вуланă, — терĕ. — Кăмăла кайрĕ, анчах пирĕн репертуара планпа йышăннă. Нимĕн тума та пултараймастпăр».
СССР Пысăк театрне кĕрсе пăхма шут тытрăм. Лепещинские «Сарпике» балет либреттине парса хăварнăччĕ. Лепещинский аван кĕтсе илчĕ.
— Сирĕн либреттăна вуларăм. Кăмăллă. Анчах пирĕн ун пекки «Шур акăш кӳлли» пур терĕ.
Олег Ефремов патне кĕрсе пăхма шут тытрăм. Унпа Сочинче, актерсен санаторийĕнче паллашнăччĕ. Вăл мана юбилей чухне саламласа грамота та ярса панăччĕ. Олег Ефремов, хăйĕн вăхăчĕ çукрах пулсан та, аван кĕтсе илчĕ. Хăйсем планпа «симĕс кайăк» юмах лартма йышăнни çинчен, урăх нимĕнле юмах та лартма пулманни çинчен каларĕ.
Паллă театр критикĕ Миляев: «Провинцирен Мускава кĕме хĕн», — терĕ.
— Мускава пуш алăпа ан кай, тетчĕ пирĕн халăх поэчĕ Элкер. Тепĕр тесен, манăн пьесăсем хамăр театрта та кайни савăнтарать. «Сарпике», «Вăрланă хĕр», Халăх театрĕнче «Хуняма», «Ватă чĕре самрăк чун», «Чун илли» тата ыттисем те.
Нумаях пулмасть эпе писательсемпе тĕл пултăм. Акă мен çырчеç ун хыççăн «Чебоксарские новости» хаçатра: «Вечер начался с импровизированного авторского концерта самого старого мудрого литератора артиста Никитина Ефима (Кельбук мучи). Более часа старикан Кĕлпук, как его иногда называют с любовью друзья показывал свое искусство. Изображал он своих простодушных героев ничуть не хуже Аркадия Райкина. В его репертуаре были юмористические стихи, басни, скетчи с замечательными сценическим эффектом».
Мухтанса каламастăп, мана тахçанах «чăваш Райкинĕ» тетчĕç. Хăш-пĕр кĕвеçсем «Сарпикене», «Вăрланă хĕре» эсĕ хăвах çыртăн-и тетчĕç. Пушкин теттĕп. Александр Сергейчă çырнă теттĕм. Чылайăшĕ кĕвĕçме юратать-çке-ха. Мĕн тăвас тетĕн, Кĕлпук та ватăлать. Ирĕксĕрех «Ватăлатпăр, тăванăм» юрра юрлатăн, çапах хăлха илтет-ха, куç курать, сас пĕтмен-ха, тăн пур. Шкул ачисене юмах е пĕр-пĕр юптару каласа парас кăмăл пур. Шкулсенчи драма кружок членĕсемпе тĕл пулса вĕсене сцена çинче илтме, курма, пурăнма вĕрентес килет. Спорт площадкине тухсан старт илме финиш тума, чупма-сикме, йĕтĕр тĕкме кăтартас килет. Ватлăха манса кайса шашкăлла, шахматла выляс кăмăл пур. Çитет теççĕ мана пĕрисем, канас пулать теççĕ теприсем! Канăпăр-ха леш тĕнчере те тес килет.
Савăнатăп çак таранччен пурăннишĕн.
Тăрăшатăп мана халăх юратнишĕн.
Нумай-нумай роль выляймарăм. Икĕ ĕмĕр паман-çке пурăнма. Мĕн те пулин çырăп-ши: савăнма та, савăнтарма та, татах выльăп-ши: култарма та шӳтлеме?