Хусанăн хĕрĕх алăклă
Хăруш тĕрми çинчен хайланă
Юрру ăша хĕртсессĕн те
Санах эп куртăм, Тутирекĕм.
Хăрах куçпа пулсассăн та
Тахçантанпах курасшăн эпĕ
Çап-çутă кĕмĕл алтăрна, —
Ăна Пăкач-мĕн парнеленĕ.
Курассăм çеç те мар, хуллен
Хавас ăна тытса пăхма та.
Асамлă вăй кӳрессĕнех
Шав туйăнса тăрать вăл маншăн.
Пăлхавçăсен йышне пухма
Сана çĕкленĕ харсăр кăмăл
Унта упраннăн ăш вĕçет,
Чĕнсе тăрать таса хăвачĕ.
Пур халăх ĕçченне савса
Мухтавлă вырăс утаманĕ
Ирĕклĕхе çĕнсе илме
Сана ал тăсрĕ ютшăнмасăр.
Чăвашсене пухас тесе
Ялтан яла пайтах хутларăн,
Улпут-хуçа сăнни тĕлне
Пулассинчен те шикленмерĕн.
Ĕç çыннисен кĕрешĕвне
Эс ĕмĕт çитнĕ пек вăй хутăн.
Тĕрме нуши лексессĕн те
Пачах та ӳкĕнмерĕн уншăн.
Ахальтен мар чунна-варна
Пусмăрçăсен кулли витернĕ.
Çав ирсĕр мăшкăл-асапа
Эс каçармашкăн пултараймăн.
Музейсенче çӳренĕ чух
Сан алтăрна курса пулмарĕ.
Кăмрăкланман-тăр вут çинче,
Çунсах кайман-тăр кĕмĕл савăт.
Кĕл пулнă çурт вырăнĕнче
Ăна тимлех, тен, шыраман-тăр.
Унта çитсе чакаланма
Тĕпчевçĕ тусăм та тĕв турĕ.
Сан кăмăлу та хускалсан
Атя пĕрле, тăванăм, эс те.
Тен, тунсăхларĕ халиччен
Пире кĕтсе çав кĕмĕл алтăр?