Чи çӳллĕ ту паян мана туртатчĕ кăчăк,
Унта эп хăпарма ĕмĕтленеттĕм кашни кун.
Кунта, çĕр тĕпĕнче, мана ытла та пăчă,
Лачакара, шапасемпе шав тертленетчĕ чун.
Кунран-кун тертленсе, çӳле-çӳле хăпартăм,
Чи çӳллĕ ту çинче тăратăп пĕр-пĕччен.
Хаяр сив çил вĕрет. Плаща туртса кăлартăм
Кутамккаран, хӳтĕленес тесе çилрен.
Пĕр авăк çил ăна туртса илсе вĕçтерчĕ,
Сив çил çинче ак халь тăратăп çап-çара.
Хăш еннелле илсе каять этемлĕх терчĕ,
Тăратăп халь — те тамăкра, те çăтмахра.
Кунта чи çӳллĕ ту çинче пуш-пушă,
Апла мĕскершĕн килтĕм эп кунта?
Тен, аялтах тертленмеллеччĕ пуль тем хушă,
Чĕрĕ чунсем çапах та пурччĕ-çке унта!..
Халь эп çӳлтен анас тесе пит тертленетĕп,
Çул çӳлелле кăна, анмашкăн унпа çук.
Çӳле хăпарнипе кăна телей, пĕлетĕп,
Чикмекĕ хуçăлсан тупмашкăн çук кучух.
20.04.2007.