Ман юратнă аннеçĕм, мана, мĕн вара эсĕ яланах «çăлтăр» пекех çиçсе çӳретĕн тен? Мĕншĕн-ха ман çăлтăр пек çиçмелле мар? Пире ачасене çăлтăрпа танлаштармалла, мĕншĕн тесен эпир çăлтăр патнеллех ăнтăлатпăр. Анне сăмаххисем хыççăн эпĕ шухăша путрăм.
Пĕррехинче каçхине килхушшине тухрăм, тӳпе çине пăхрăм. Хамăн ăшра калатăп: «Мĕншĕн-ши çиçеççĕ вĕсем тӳпери çăлтăрсем. Куçĕсемпе çеç мăчлаттараççĕ. Мана шухăша яраççĕ». Нумай та вăхăт иртмерĕ, пĕр çăлтăрĕ çĕр çине персе те анчĕ. Метеор пек вĕçет. Тĕлĕнмелле интереслĕ. Эпĕ хĕпĕртенипе ун патне чупса пытăм. Вăл манран шикленчĕ те айккинелле сикрĕ. Пĕрре те шутламан çăлтăрсем сикме пултараççĕ тесе. Вара эпĕ çăлтăра каларăм: «пĕрре те манран ан хăра, эпĕ санăн юлташу пулăп», — терĕм. Вăл шиклене, шиклене калаçма пуçларĕ:
«Эпĕ вĕçсе пынă чухне çĕр çинче тăракан ачана асăрхарăм та, хам та сисмерĕм пĕлĕтрен: епле, хăш вăхăтра, вĕçерĕнсе ӳкнине. Пуçăм пĕтрĕ иккен тесе çеç шутласа илме ĕлкĕртĕм. Темиçе çеккунтран симĕс пустав витнĕ çĕр çинче тăна кĕтĕм. Тӳрех аттепе анне маншăн кулянни çинчен шутласа илтĕм. Вĕсем мана пĕлĕт çинчен курмаççĕ. Пăнчă пек çеç ĕнтĕ эпĕ вĕсемшĕн. Эсĕ, мана пулăшайратăн-ши хĕрача? Атя-ха паллашар. Мана «Çăлтăр» тесе чĕнеççĕ. Сана, паллах, Ирина теççĕ. Эсĕ шутлатăн пулĕ-ха, ăçтан пĕлет-ши ку çӳлтен вĕçсе аннă «чăмăркка» ман ята. Эпир пĕлĕт çинче пурăнакансем, çĕр çинче пурăнакан çынсем çинчен веçех пĕлетпĕр: мĕнле вĕренеççĕ, мĕн çиеççĕ, мĕнпе сывлаççĕ тата ытти те».
Эпĕ ун умне чĕркуçленсе лартăм та: «ан кулян «Çăлтăрăм», — тесе ал тупанĕ çине çупăрласа лартрăм, — «Атя пирĕн пата, эпĕ сана хамăн атте-аннепе паллаштарăп тата ытти тăвансемпе. Ĕçтерĕп, çитерĕп». «Çăлтăр» нумай вăхăт хушши çул çинче пулнăскер питĕ хăвăрт çывăрса кайрĕ. Эпĕ ăна минтер айне хутăм, хам çывăрса кайсан тухса ан тартăр тесе. Ирхине мана анне хырăмран кăш! кăш! тесе шăлса вăратрĕ. Анне ирхи апат хатĕрленĕ вăхăтра çиçĕм пек сиксе тăтăм та «Çăлтăра» вăратса портфеле чиксе хутăм. Апатланнă хыççăн шкулалла чупрăм. Ман хăвăртрах пĕрле вĕренекен ачасене каласа парас килчĕ.
Малтанах туссем ĕненмерĕç. Шӳтлетĕн терĕç. Хамăн çĕнĕ тусăма кăларса кăтартсан тин ĕненчĕç. Питех те тĕлĕнсе кайрĕç. Ачасем калаççĕ: «Вĕçтерсе яр эсĕ уна, унсăрăн вăл вилет. Пирĕн çĕре татах та çутатса тăтăр», — терĕç те, эпĕ те питех те хĕрхенсе кайнипе «Çăлтăрăма» каç сĕмĕ килсен, никам куриччен тӳпенелле вĕçтерсе ятăм.
Халĕ эпĕ питех те кăмăллă. Мĕншĕн тесессĕн питĕ Ырă ĕç турăм. Пĕрремĕшĕ — тус тупрăм, иккĕмĕшĕ — ырă ĕç турăм.