Ылтăн пусă варрипе
Утмаçул выртать.
Вĕлкĕшет шап-шур кĕпе,
Хĕрача чупать.
Çапăнаççĕ хулсенчен
Йывăр пучахсем.
Куç хĕсеççĕ пур енчен
Утмăлтуратсем
Тап-таса сенкер тӳпе,
Курăнман тăри.
Кĕмĕл çумăр ӳкнĕ пек
Шăранать юрри.
Аттесен çĕрĕсене
Çарурран виçсе,
Ача чупрĕ мал енне
Кайăк пек вĕçсе.
Ман ачалăхăн тĕнчи
Кайрĕ пуль унпа,
Ылтăн тулă хушшинчи
Ансăр сукмакпа.