Шăплăха у-ӳ-ӳ-ӳ! текен сас сирчĕ. Ку тăмана пулĕ-ха, тесе шутларĕ арçын ача. Унтан тем кĕррррр! туни, кайран çунат сасси илтĕнсе кайрĕ. Паян Куçук ӳплене кĕмерĕ, ӳпле çумнерех тин çулнă курăка сарчĕ те çавăнтах выртрĕ. Çак çарана мĕн пĕчекренех çулма çӳренине ас тăвать Куçук. Ку çĕр ĕлĕкех ун мăн аслашшĕн пулнă. Вăл хесметре тăнă чух пĕр, юрă юрлама юратакан ратник çыннине, сăрнай ăсталаса панă. Кайран вара пурте вăл ăстаçă пулнине пĕлеççĕ. Ăна тĕрле япаласем ăсталаса пама ыйтаççĕ. Ун мăн аслашшĕ шăпăр, тӳнкки, сĕр пĕрре мар ăсталать. Çакăн хыççăн вара вулăс старости ăна Атмал çаранне, шăп çак çарана парнелет те. Кунтах хесметри салтаксем тарăн кӳлĕ чаваççĕ. Кӳллине те Куçук аслашшĕ ячĕпе параççĕ — Ялаç кӳлли ятлă вăл.
Çаран хĕррипе ӳсекен йывăçсене пурне те пĕлет Куçук. Ак, сарлака та патмар юман, çинçе пилĕклĕ хурăн, чылай çырла тунă пилеш. Кӳлĕ хĕрринче вара, «çурмалла хурама», унăн вулли икĕ пая пайланнă: пĕри — хăрса хуп-хура пулса ларнă, тепри — ем-ешĕл. Ку вырăнта ĕлĕк чӳк тунă. Вăл Киремет вырăнĕ пулнă. Çак тĕлĕнмелле хурама çинчен Куçук ашшĕпе чылай калаçнă, темле шухăш патне те çитнĕ, юлашкинчен, çиçĕм çапна пуль, терĕç. Çăлтăрлă пĕлĕт çине, çап-çутă çутатакан Хур кайăк çулĕ çине пăхса выртатчĕ вăл. Ак пĕр çăлтăрĕ вĕçсе анчĕ, ак тепри. Ыранхи кун çулсан, çак Атмал утти пĕтет те, ашшĕн сăмахĕсене аса илет арçын ача. Ӳплере тахăшĕ ӳсĕрсе илчĕ. Унта Куçук ашшĕпе амăшĕ тата вушшăмĕш класа куçнă аппăшĕ çывăраççĕ. Куçук каллех хурама çинчен шутласа тĕлĕрсе кайрĕ.
Сасартăк унăн куçĕ умне пĕтĕм таврана ялтăртатса çутатакан çăлтăр ним курми турĕ. Унтан кăшт тĕксĕмленчĕ, кайран вара, çав çутă пĕчĕкленсе–пĕчĕкленсе пĕр пăнчă пысăкăш тăрса юлчĕ. Мĕн япали пулчĕ ку? Куçук хускалма мар, аран сывласа выртать. Хăй çавах çав асамлă çутă тухнă еннелле пăхать. Ку çутă хурама енчен тухнă, иккен. Халĕ те унта, кушак куçĕсем пек, тем çутатса тăрать.
Куçук, хăй сисмесĕрех, хурама еннелле утса кайрĕ. Ак çак икĕ çутă ун куçĕнчен йĕппе шăтарнă пек çутатрĕç. Куçук куçне хупрĕ, хăй урисене туйми пулчĕ, таçта çĕкленчĕ, вĕçрĕ-вĕçрĕ, урисем çĕре перĕннипе тăна кĕчĕ.
Ăçта лекнĕ? Куçук утать, унталла-кунталла сăнать: таврара хĕвел çуттинче тĕрлĕ тĕспе çутатакан пăр катрамĕсем пек пысăках мар тусем. Ак пĕр пысаках мар тавайкки хыçĕнчен пĕр чĕрĕ чун тухрĕ: те чĕрчун, те çын ку, халлĕхе паллă мар-ха. Çак чĕрчун Куçук патнелле çывхарать. Арçын ача ун çине пăхса сăнать: унăн та икĕ алă, икĕ ура, пуçĕ вара тăваткал. Куçук ку чĕрчуна робот тесе шутларĕ. Çак робот Куçук патне çитсе алне тăсрĕ те: «Салам, Куçук!» терĕ. Мана кунта паллаççĕ, иккен, шухăшласа илчĕ Куçук, савăнчĕ. Вăл çак робот «Аргентум» ятлине пĕлчĕ. Аргентум ăна Марс планета çине лекнине пĕлтерчĕ. Кунта та çынсем пекех, роботсем пурăнаççĕ, иккен. Кĕçех Аргентум: «Эй! Туссем!» — тесе кăшкăрчĕ. Тӳрех тĕрлĕ тĕслĕ пăр катрамĕсем уçăлчĕç те вĕсенчен пысăк, пĕчĕк тата вăтам роботсем тухрĕç.
Аргентум пурне те Куçукпа паллаштарĕ. Куçук Платинум, Атом, Молекула, Серый, Рубий ятсем ас туса юлчĕ. Унтан Аргентум çĕнĕ тусне хăйсем пур чĕлхепе те калаçма пултарнине пĕлтерчĕ. Хуть те хăш чĕлхепе калаçакан çынна та вĕсем ăнланаççĕ, иккен. Вĕсен винчестерĕ питĕ пуян тата пысăк пулнине те каларĕ. Кайран çĕнĕ туссем Куçука хăйсен хули витĕр илсе кайрĕç. Кунта парк, сад пахчи, шкул та пур, иккен.
Акă вĕсем шкул патне çитрĕç. Кунта та хăйне май интерес. Доскисем — ылтанран, партисем — хрустальрен. Кашни вĕренекен ноутбук илет те, вĕрентекенесемпе онлайн урок итлет. «Куçук, эсĕ шкулта хăш предмета япăхрах пĕлетен?» — ыйтрĕ Аргентум. «Ман химипе «виççĕ», ыттисемпе «4» тата «5» çеç. Тем ăнлансах каймастăп-ха эпĕ ăна», — хуравлать Куçук.
«Лар, санăн пурте чăнкă пулĕ», — терĕ те Аргентум Куçука хĕп- хĕрлĕ кресло çине ларма хушрĕ. Куçук умĕнче темле прибор. Унта темиçе пысăк кнопка. Вĕсем çинче «англ», «француз», «физика», «химия» тата ытти шкулта вĕренекен предмет ячĕсене çырнă. Аргентум «химия» тесе çырнă кнопкăна пусрĕ те, Куçук ларнă кресло питĕ хăвăрт çаврăнма пуçларĕ. Миçе хут çаврăннине те, мĕн чухлĕ вăхăт иртнине те ăнланаймарĕ Куçук, кресло тăп! чарăнчĕ.
— Пулчĕ, халĕ эсĕ хими предмечĕпе ним вĕренмесĕрех пиллĕк илме пуçлăн, — терĕ Аргентум. Кайран туссем пĕр кӳлĕре шыва кĕчеç. Шывĕ питĕ ăшăччĕ. Унтан Аргентум Куçука кинотеатра чĕнчĕ. Паян кăтартакан кино «выС луп» ятлă , иккен. Тепĕр май вуласан «Сыв пул» тенине Куçук ăнланса та илеймерĕ. Экран çап-çутă çуталса кайрĕ. Куçук куçне йĕппе шăтарнă пек пулчĕ.
— Тăр, ывăлăм! Ĕнер нумай ĕçленипе пурте ĕшеннĕ, çавăнпа та паян чылай çавăрнă. Ав, хĕвел çӳле хăпарнă — амăшĕн сассипе вăранса кайрĕ Куçук. Арçын ача тăчĕ те амашĕ чей курăкенчен вĕретнĕ шыва ĕçрĕ, тӳрех ĕçе пуçăнчĕ.
Тепĕр виçĕ кунтан Куçук çемйи çаранри утта пуçтарса яла таврăнчĕ. Акă аван уйăхĕ те çитрĕ. Куçукăн шкул пурнăçĕ пуçланчĕ. Ача Атмал çавранĕнче пĕр каç пулса иртнĕ тĕлĕнмелли ĕç çинчен маннă ĕнтĕ. Анчах та хими урокĕнче Куçук учитель ăнлантарса паман темăсене ниçта пăхмасăр каласа пани пурне те тĕлĕнтерет.