Юман улăпланса тăма
çемçе çĕре ярать тымар.
Юпа пулать те – ак ăна –
тĕрекĕ ун – хыт çĕр кăна!
* * *
Мĕн-ма хирте ӳсмест юман?
Тен, çын касса-хăртса тăрать?
Тен, хăй сив çилсенчен хăрать?
Мĕн-ма хирте ӳсмест юман,
мĕнрен-ши хаклă çав вăрман?
* * *
Юман çĕн пуртăран çăлма ыйтмарĕ.
Леш катăлать, кун вăйĕ – хунавра.
Пĕриншĕн çеç хăйне вăл каçармарĕ:
аври çеç пурттăн пулнă… юманран.