Лариса подъезд алăкне хытă шаплаттарса хупнипе вахтăра ларакан вырăс хĕрарăмĕ шартах сикрĕ.
— Мĕн, тĕнче пĕтмест пулĕ те? — йĕкĕлтерех ыйтрĕ вăл вырăнĕнчен çĕкленсе. — Пуринчен кая юлса килетĕн тата алăка та йĕркеллĕ уçса хупма тăрăшмастăн.
Пичĕ тăрăх вĕри куççуль юхакан хĕр нимĕн те чĕнмерĕ, иккĕмĕш хута чупса хăпарчĕ.
— Э-хе-хе! Вун икĕ сехет вахтăра ларнă вăхăтра мĕн кăна курмастăн, мĕн кăна илтместĕн-ши çак хĕр упраç пурăнакан общежитире, — мăкăртатрĕ çулланнă вахтер кĕмĕлленнĕ çӳç пайăркине пурçăн тутăрĕ айне майласа чикнĕ май. Хăй теме аса илсе йăл-йăл кулса илчĕ. Çулĕсене пăхмасăр илĕртӳлĕхне çухатман хĕрарăм пысăк кăвак куçне мăч-мăч тутарса кофтипе юбкине майларĕ. Унтан тĕкĕр умне пырса вăр-вар çаврăнкаласа илчĕ.
— Эх, çамрăклăх! Пĕрре кăна сана каялла çавăрса килесчĕ. А-а-а, тепĕр тесен япăхах иртмен-ха вăл манăн. Мĕн чуль каччă ăшне вут хыптарман-ши эпĕ, — сасăпах савăнчĕ майра.
Лариса хăй пурăнакан вун виççĕмĕш номерлĕ пӳлĕм алăкне шаплаттарса хупрĕ. Пĕр пăта çинче кăна тытăнса тăракан аялти тăпса тухса ӳкрĕ те, алăк пĕтĕм иккĕмĕш хута кисретсе урайне ӳкрĕ. Хĕр салтăнмасăрах кравать çине тӳнчĕ. Пулĕмре вăл ӳлесе макăрни илтĕнчĕ.
Пĕрле пурăнакан икĕ тантăшĕ, тутлă ыйха путнăскерсем, хăраса вăранса кайрĕç те ним ăнланмасăр унталла-кунталла пăхкаларĕç.
— Пĕтрĕ! Пĕтрĕ! Пуçĕпех пĕтрĕ! — кăшкăрса макăрчĕ вырăс хĕрĕ икĕ кăпăшка аллипе тин кăна сăрланă вутăн-хĕмĕн курăнакан çӳçне лăскаса.
Акă кӳршĕ пӳлĕмре пурăнакан хĕрсем кĕпĕрленсе килчĕç. Ытти пӳлĕмсен алăкĕсем яриех уçăлчĕç.
— Мĕн пулнă?! Тата мĕн пулнă?! — илтĕнет пур çĕрте те.
Аялти хутран вахтер килсе çитрĕ.
— Çак пӳлĕм вун виççĕмĕш номерлĕ пулнине курах тарăхтарать-ши? Элле кунта канăçлă çынсене пурăнма çырман-ши? — тарăхса калаçрĕ вăл. — Çирĕм çул хушши çак ӳкерчĕксем куç умĕнче: кам-тăр йĕрет, кам-тăр çапăçать...
— Эх, хĕрсем! Маншăн çут тĕнче тĕксĕмленчĕ. Мĕнле йывăрлăхпа çĕнсе илнĕ юрату паян пĕр самантрах арканчĕ.
* * *
Лариса, культурăпа çут ĕç училищине пĕтернĕскер, иккĕмĕш çул автозаводăн культура керменĕнче тăрăшать. Ун профессийĕ — культорганизатор.
Паян культура керменĕнче çамрăксен каçĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ, капăр тумланнă хĕрĕн чунĕ çак уява кĕтсе хавассăн юрлать. Çут çанталăк та çывхарса килекен çуркуннене туйса хăйĕн чĕлхипе пуплешет. Ларисăн çăмăл, акăш евĕр ярăнакан утти паян тата та илемлĕрех. Вĕçнĕ пекех туять вăл хăйне. Васкать хĕр. Ăна çамрăксен каçĕ темле асамлă вăйпа йыхăрать.
Акă çамрăксем ушкăн-ушкăнпа пуçтарăнма пуçларĕç. Хĕр тантăшĕпе калаçса тăракан Лариса шарт сиксе илчĕ те гардероб патнелле ыткăнчĕ. Хăй унталла мĕншĕн утнине те ăнланаймарĕ вăл.
— Лариса, мĕн пулчĕ тата?! Мĕншĕн пăрахса кайрăн мана?! — илтĕнчĕ хыçра хĕр тусĕн сасси.
Ним те чĕнмерĕ Лариса. Ун куçĕ пĕр çамрăк лейтенанта пăраларĕ. Эй турăçăм! Пулаççĕ иккен пурнăçра çавăн пек илĕртӳллĕ, асамлăх сапакан пит-куçлă, тĕлĕнмелле йăрăс кĕлеткеллĕ каччăсем.
«Каччах пулĕ ĕнтĕ, венчет çĕрри çук-çке», — мĕлтлетсе илчĕ канăçсăр шухăш. Акă хĕр куçĕ юмахри евĕр сăн-сăпатлă лейтенант куçĕпе тĕл пулчĕ. Сикет, тăпăртатать Лариса чĕри. Май пулсан кăкăртан сиксе тухса çав чипер каччăн алли çине пырса ларĕччĕ. Йăл-л кулчĕ лейтенант шап-шурă шăлĕсене кăтартса. Вăл колонна çумне тайăннă чипер пике еннелле утрĕ, ăна ачашшăн хулĕнчен тытрĕ те ташă залне васкарĕ.
Лариса ура вăйĕ пĕтсе килнине туйрĕ. Йăванса каяс мар тесе юнашар колонна çумне таянчĕ. Унтан сывлăш çавăрса илчĕ те майĕпен ĕç пӳлĕмне утрĕ.
«Мĕн-ма яланах çапла пулса тухать-ха? Мĕнпур лайăх каччăсем урăх пикесене çакланаççĕ?» — ĕсĕклерĕ хĕр чĕри. Лариса мĕнпе кая вĕсенчен? Пĕвĕ яштака, йăрăс хурăн пек. Пилĕкĕ пĕр ывăçа вырнаçать пуль. Селĕм тăхăнса çӳрет. Куçĕ хĕм сапать. Тен, культура ĕçченĕ пулни чăрмав кӳрет?
«Эпĕ культура ĕçченĕ пулса ĕçлекен хĕре качча илес çук. Вĕсенчен лайăх арăм пулмасть», — лаллаттарса хунăччĕ пĕрре палланă яш. Хăй кама кирлĕ-ши питех? Ун пек «така» кам кăмăлне тивĕçтерĕ-ши?
Лариса сĕтел сунтăхне уçрĕ. Мĕншĕн уçнине те ăнланмарĕ-ха вăл. Акă куçĕ тĕлне пуçланă хĕрлĕ эрех кĕленчи çакланчĕ. Хĕрарăмсен уявĕнченех юлнăскер вăл. Ним шутласа тăмасăр çав эрехе пĕр стакан тултарчĕ те сывламасăр ĕçсе ячĕ. Ниçта та пырса перĕнмерĕ тейĕн эрех хăвачĕ. Шалта, чун-чĕрере, кăна темле вăй-хăват çĕкленчĕ. Унта çутă шанăç та мăн кăмăллăх пур. «Лариса, малалла ăнтăл!» — тет çав хăват.
Хĕр тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Ун çине кăн-кăвак пысăк куçлă тĕлĕнмелле илĕртӳллĕ пике пăхать. Лариса хăйне хăй чĕлхе кăтартса витлерĕ те вăр-вар çаврăнса илчĕ.
— Ку каччăшăн кĕрешĕве кĕрсен те çылăх пулмасть, — сасăпах калаçрĕ вăл. — Леш пике те принцессах мар. Пире те начар чустаран унаман.
Хĕр ташă залне вĕçнĕ пек васкарĕ.
«Епле пулсан та эпĕ çав лейтенанта шурă ташша чĕнетĕпех, — тĕв турĕ вăл. — Ара, хам ĕç çинчен манса каймарăм-и эпĕ паян?! Манăн тĕрлĕ вăйăсем йĕркелемелле-çке», — çавăнтах аса илчĕ пике.
Шавларĕç, кĕрлерĕç çамрăксем. Тĕрлĕ вăйăсем йĕркеленĕ май тимлĕхне хавшатрĕ пулас Лариса.
— Хĕрсем каччăсене ташша чĕнеççĕ! — илтĕнчĕ ташă каçне ертсе пыраканăн сасси.
Культорганизатор йĕри-тавра пăхкаларĕ, анчах лейтенант курăнмарĕ. Унпа пĕрле килнĕ хĕр те çук. Лариса гардероб патне ыткăнчĕ. Унта та пулмарĕ мăшăр. Хĕр туалет енне васкарĕ. Тен, çавăнта кайнă вĕсем?
«Тĕлĕк анчах пулчĕ пуль маншăн ку тĕлпулу», — ассăн сывларĕ культорганизатор.
Эрне хушши пĕрре те асран тухмарĕ çав лейтенант. «Ăçтан вăл? Ăçта ĕçлет? Тен, урăх хуларан килнĕскер пуль».
— Чĕрӳне ан çунтар-ха, тархасшăн, — шеллесе каларĕ пĕрле пурăнакан Аня. — Лейтенант пулсан ăçта ĕçлеме пултарать вăл? Е çар комиссариатĕнче, е çар ĕçченĕсем хатĕрлекен училищĕре. Тĕрĕс-и?
— Тĕрĕс, — ним ăнланмасăр пăхрĕ ун çине Лариса.
— Мĕн ăсран тайăлнă пек тĕлсĕр-мĕнсĕр пăхатăн ман çине?
— Ăнланмарăм эп сана.
— Халех ăнлантаратăп. Миçене ĕçе пыма пултарать вăл? Саккăра. Сакăр сехетчен санăн çар училищи вырнаçнă урама сакăр хут унта-кунта хутлас пулать.
— Ара, хулара икĕ çар училищи-çке. Çар комиссариачĕ те хулан кашни районĕнчех.
— Пĕр кун пĕрин патĕнче. Тепĕр кун — теприн патĕнче.
— Ну ăслă та эс, Аня! — чупса пырса ыталарĕ тантăшне Лариса. — Канашсен çурчĕ вырнаçнă сан пуçунта.
— Ан сӳпĕлтет.
Çапла тума шутларĕ те хĕр.
* * *
Каçхине ĕçленĕ май Лариса киле вунă-вун пĕр сехетре çеç таврăнать. Ирхине ниçта та васкамалла мар. Хĕрсем ĕçе тухса каяççĕ. Аня завод поликлиникине васкать. Вăл унта участок фельдшерĕ пулса тăрăшать. Галя пĕр цехра бухгалтер ĕçне пурнăçлать. Хĕрсем тухса кайсан çывăр та çывăр пулĕмри шăплăхпа киленсе.
— Эх, тăрас килмест-çке ăшă вырăн çинчен, — пĕр енчен тепĕр енне çаврăнса выртрĕ Лариса тумбочка çинчи сехет çине пăхмасăр.
— Тăрас килмест тет-ха вăл, — утияла сирсе ывăтрĕ Аня. — Юрату çинчен манса та кайрăн-и? Ан ман. Сан паян танк училищи патĕнче хуралта пулмалла. Унта вĕçсе çитме çук. Тăр атя, тумлан. Çичĕ сехет çитет вĕт.
— Тăтăм, чупатăп ĕнтĕ, — пырса ыталарĕ тантăшне Лариса. — Аня, эпĕ санăн лутра кĕлеллĕ аттуна тăхăнам-ха. Нумай утмалла пулĕ те, çӳллĕ кĕлеллипе урасăр та юлма пулать.
— Юратушăн ним те шел мар, — кулкаларĕ тантăшĕ. — Мĕн кирлĕ — веçех ил.
Выç варлах тухса чупрĕ Лариса. Трамвайĕсем те питĕ сайра çӳреççĕ тата. Пурте тулли. Чарăнмасăрах иртсе каяканни те пур.
Çук, ĕлкĕреймерĕ хĕр саккăрччен. Тепĕр кунне ирхине ултă сехетрех тухса вĕçрĕ. Саккăр çитичченех училище вырнаçнă урампа уткалама пуçларĕ. Урамăн икĕ енĕпе те çар тумне тăхăннă арçынсем пыраççĕ. Чылай çулланнисем те, вăтам çулхисем те, леш лейтенант пек çамрăккисем те пур.
Пĕрремĕш кун хураллани усăсăр пулчĕ. Иккĕмĕш кунне Лариса пыракан енĕпе мар, тепĕр енче палланă сăн-сăпатлă лейтенант утнине асăрхарĕ хĕр. Малалла чупса кайрĕ те çул урлă каçса ăна хирĕç утрĕ.
Хирĕç пуласси нумай та юлманччĕ — лейтенант васкаса тепĕр енне каçса кайрĕ. Вăл уттине хăвăртлатрĕ те КПП пӳлĕмĕнче çухалчĕ. Хĕрĕн халиччен вĕçме хатĕр çуначĕсем лăштăрах усăнчĕç.
«Ара, мĕн кулянатăп-ха эп? Вăл ăçта ĕçленине пĕлетĕп. Текех ытти училищĕсемпе çар комиссариачĕсене шырамалла мар. Пĕр училищĕне хураллама чăтăм çитеретĕпех», — лăплантарчĕ пике хăйне.
Виççĕмĕш кунне Лариса каллех «хурала» васкарĕ. Паян вăл çӳллĕ кĕлеллĕ вăрăм илемлĕ атăпа. Питĕ килĕшет ку пушмак хĕре. Кунчисем тăпăлкка урисене çат тытаççĕ. Кĕске хура юбка тата илемлĕрех кăтартать урине.
Хăй савакан лейтенант КПП патĕнче тăнине курчĕ Лариса. Чупса пырса сывлăх сунаймастăн вĕт, ăна йĕрлесе çӳрени çинчен пĕлтерейместĕн. Вырăнтан та хускалмарĕ, ун куçĕ тĕлне пуласран пăрăнса тăчĕ.
Акă шурă «Волга» çитсе чарăнчĕ те, лейтенант машинăна кĕрсе ларчĕ. Машина вăрт çаврăнса хула урамĕпе васкарĕ.
Тепĕр кунне хĕр КППран инçех мар вырнаçса лейтенант хăш çулпа килнине сăнама пуçларĕ. Акă палланă çын урамăн тепĕр енĕпе училище патнелле утать. Лариса çул урлă чупса каçрĕ те савнă йĕкĕте хирĕç васкамасăр утрĕ. Çитме ик-виç утăм юлсан такăннă пек турĕ, хыттăн ахлатса илчĕ те сылтăм чĕркуççийĕ çине ларчĕ. Çав вăхăтра темĕн шатлатни илтĕнчĕ. Çĕкленеймест хĕр, вак чул çине тăрăннă. Ӳкнĕ пек анчах кăтартасшăн пулчĕ-çке. Чăнласах та питĕ хытă ыраттарнă иккен чĕркуççине.
Лейтенант васкаса чупса пычĕ те хĕре çĕклесе тăратрĕ.
— Эй, тем курас пур, — пăшăрханса калаçрĕ каччă. — Хытах ыраттартăр пулас, — шеллесе пăхрĕ вăл чиперккене куçран. Хăй çавăнтах ăшĕнче: «Ку куçсен тĕпсĕр авăрне лекме ансат», — тесе шутларĕ.
— Тем, ыраттартăм пулас, — йăл кулчĕ пике шăпăр-шăпăр юхакан куççульне ал тупанĕпе шăлса.
Пĕлинччĕ каччă хĕрĕн мĕнле куççуль юхнине. Савăнăç куççулĕ юхать-çке тӳпе пек янкăр таса куçран.
— Утма пултаратăр-и? — пăшăрханчĕ каччă.
— Тăрăшса пăхăп. Ай! Пусаймастăп сылтăм ура çине.
Лейтенант Ларисăна çĕклерĕ те КПП еннелле васкарĕ.
— Эсир кунта ларăр-ха. Эпĕ халех «васкавлă пулăшу» чĕнетĕп.
— Нимле пулăшу та кирлĕ мар. Ыратни майĕпен иртсе пырать. Халĕ киле епле çитесси çинчен шухăшламалла.
— Хăш районта, хăш урамра пурăнатăр эсир?
— Сĕве леш енче. Автозавод общежитийĕнче пурăнатăп.
— Халех машина пирки калаçатăп, та сире леçсе ярĕç.
Вăл пĕр пилĕк минутран шурă «Волгăпа» килсе çитрĕ.
— Эпĕ сире леçсех хăваратăп, — ăшшăн кулкаларĕ лейтенант шап-шурă тикĕс шăлĕсене кăтартса, хĕре йăтса илчĕ те машинăна лартрĕ. Хăй юнашар вырнаçрĕ.
Машина чупнă май шăкăл-шăкăл калаçса пычĕç çамрăксем. Ятне, ăçта ĕçленине, телефон номерне ыйтса пĕлчĕ каччă.
— Мана Андрей тесе чĕнеççĕ. «Служу Советскому Союзу», — аллине пуçĕ патне тытрĕ вăл.
— Халь Совет Союзĕ çук ĕнтĕ. Служу России темелле пуль, — именчĕклĕн кулчĕ хĕр.
— Эпĕ Совет Союзĕ арканиччен вĕренсе тухнă. Ăна пурнăçран кăларса пăрахма çăмăлах мар, — ассăн сывласа илчĕ Андрей. — Телефон номерне çухатас марччĕ.
— Мана шăнкăравланăшăн леш хĕр тусăр кӳренмĕ-и?
— Мĕнле хĕр тус? — тĕлĕнсе куçне чарчĕ каччă. — Çук-ха вăл ман. Эсир мана паллатăр-и?
Лариса ăна çамрăксен каçĕнче курнине каласа пачĕ, хăй ăнран кайса юратса пăрахни çинчен çеç шарламарĕ.
— Çамрăк пике-и? Ман йăмăк вăл, Марина. Çав уява мана ирĕксĕрлесе ташă каçне илсе пычĕ. Хамăн пырас кăмăл та питех çукчĕ. Эпĕ те Сĕве леш енче пурăнатăп. Полбин ячĕллĕ урамра.
Çав каçах шăнкăравларĕ Андрей, Лариса сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ, çитес вăхăтрах тĕл пулма ыйтрĕ.
Кашни каçах тĕл пулчĕç вĕсем. Каччă та хĕре кăмăлларĕ пулас. Йăмăкĕпе те паллаштарчĕ...
Шăпа тени веçех хăйне майлă çавăрса хурать мар-и.
Пĕр каç вĕсем Культура керменĕнчен тухрĕç те ун çумĕнчи паркра уçăлса çӳрерĕç. Пĕрремĕш хут чуптурĕ каччă çав каç Ларисăна, хĕре савни çинчен пĕлтерчĕ. Общежити умне çитсен Андрей ăна йăтса илчĕ те хăй çумне хыттăн чăмăртарĕ. Çав вăхăтра Ларисăн ăш-чикĕ пăлханса килчĕ те — пă-ă-ă-йт! тухса кайрĕ таса мар сывлăш.
— Ах! — терĕ пике пĕтĕм чун ыратăвĕпе намăсланса. Вăл хыттăн туртăнчĕ те каччă ытамĕнчен вĕçерĕнсе общежитие чупса кĕрсе кайрĕ.
— Лариса! Лариса! — илтĕнчĕ хыçра.
Çав каçран вара хĕр каччăпа урăх тĕл пулмасса тĕв турĕ. Телефон патне те пымарĕ. Тĕл пулма та килĕшмерĕ.
«Сыв пул, юратăвăм. Пĕрле пулма пире Турă пӳрмен», — пăшăлтатрĕ вăл куççуль витĕр.