Çĕр çаврăнать, çаврăнтăр,
ыр тус-тăван савăнтăр,
кĕрекийĕ авăнтăр.
Ырлăх ту!
Çĕр çаврăнать, çаврăнтăр,
тăшман пуçĕ çаврăнтăр,
çĕре пырса çапăнтăр.
Юншăн – юн!
Çĕр çаврăнать, çаврăнтăр,
хурах хыртан çакăнтăр,
тăван сывă таврăнтăр.
Хăй шăпи!
Çĕр çаврăнать, çаврăнтăр,
тăнăç халăх савăнтăр.
Тăшман вилли çийĕнче
хăй пек çăхан явăнтăр.
Тьфу!